- •I. Николай исмуков пурнăçĕпе пултарулăхĕ………4
- •1.1. Ăсчах пурнăçĕн тĕп тапхăрĕсем…….…………………………….4 1.2. Поэт пултарулăхĕ н аталану çул-йĕрĕ……………………………8 II. Н.А. Исмуков пултарулăхĕнчи тăван
- •I. Николай исмуков пурнăçĕпе пултарулăхĕ
- •1.1. Ăсчах пурнăçĕн тĕп тапхăрĕсем
- •1.2. Поэт пултарулăхĕн аталану çул-йĕрĕ
- •II. Н.А. Исмуков пултарулăхĕнчи тăван çĕр-шыв сăнарĕ
- •Пĕтĕмлетÿ
II. Н.А. Исмуков пултарулăхĕнчи тăван çĕр-шыв сăнарĕ
Унăн ячĕ чăваш вулаканĕсемшĕн вăтăр çул паллă ĕнтĕ, вĕсен чĕрисене çирĕп кĕрсе вырнаçнă. Вăл — вун виçĕ кĕнеке авторĕ, Чăваш халăх писателĕ, РФ профессиллĕ аслă вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. 1988 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ. В.Миттапа М.Трубина ячĕллĕ премисен тата ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ.
Николай Исмуков «Ахăр самана» сăвăлла роман, поэмăсем, нумай-нумай сăвă, публицистика статйисем пичетлесе кăларнă. Вăл çырнă сăвăсемпе Ф.Лукин, Г.Хирбю, А.Асламас, А.Васильев, Ю.Кудаков композиторсем илемлĕ юрăсем кĕвĕленĕ. Унăн пултарулăхне анлăн тишкерсе М.Федотов, Ю.Артемьев, В.Родионов профессорсем, Ю.Айдаш, Ю.Сементер, Н.Теветкел, В.Тимаков, В.Эктел, В.Кервен, И.Чермаков тата ыттисем статьясем çырнă.
Тĕпчевçĕсем унăн пултарулăхĕнче Тăван çĕр-шыв сăнарĕ, çуралнă Аслă Арапуç таврашĕ пысăк вырăн йышăннине, Тăван тавралăхпа, тăван килпе тачă çыхăннă «Анне» сăнарĕ тĕп вырăнта тăнине палăртаççĕ.
„Аннеçĕм, Мария Ильинична, сакăр вун çиччĕре (1992 çулта) вилчĕ. Вăл ăслă-тăнлă та питĕ тирпейлĕ хĕрарăмччĕ. Тутине чăпăрт хупса çÿретчĕ. Калас сăмахне уçăмлă, татса калатчĕ. Кăмăлĕпе те, хăйне тыткаланипе те тасаччĕ, çавăнпах кÿршĕ-аршă ун патне канаш ыйтма çÿретчĕ. Хăй сакăр вун улттăра чухне те сакăр вун ултă юрă пĕлетчĕ. Эпĕ вĕсене çырса илнĕ чухне пĕр çаврăмне те икĕ хут юрлани пулмарĕ. Сакăр вун çичче кайсан та йĕп куçне çип тиретчĕ, алсиш-нуски çыхатчĕ. Тÿсĕмлĕхне, ăсне-тăнне парса хăварчĕ вăл пире, ачисене, анчах куç çивĕчлĕхне параймастăн-çке-ха?..“
Ахальтен мар Николай Исмуков поэзийĕнче анне теми паллă вырăн йышăнать.
Çÿл тÿпери çут çăлтăрăм
çул кăтартса пырать,
Вăл сÿннĕ ĕнтĕ тахçанах,
анчах çути пырать.
Çав çăлтăр мар-и эс,
ытарайми Аннеçĕм, —
Сан пиллĕхÿ, сан пехилÿ
мана çăлса пырать.
«Н.И. Ашмарин чăваш чĕлхинче ялтăран пин-пин сăмахран чи хитри, чи хÿхĕмми «Илем» тенĕ, — çырать малалла Николай Аверкиевич. — Маншăн пулсан вара тĕнчери чи илемлĕ те, ăшă та сиплĕ сăмах вăл «Анне». Ниушлĕ çакна хирĕçлекен критик тупăнĕ-ши?»
Тăнлăр-ха, мĕн чухлĕ асап поэт чĕринче?
Чуна çунтарса эпĕ татăп
Хĕвел умĕнчи
парăма,
Ÿте çĕр туса эпĕ татăп тăпра умĕнчи
парăма.
Çветтуй пек ăсанăп çак çут тĕнчерен эп,
анчах та
Нихçан та татаймăп, нихçан та Анне умĕнчи
парăма.
Анне тени яланах поэт чун-чĕринче:
Хĕвелĕмĕр!
Тĕнче варри, чĕре варри,
Хĕвелĕмĕр,
Яланлăхскер, ĕмĕрлĕхскер тесе сана
ĕнентĕмĕр.
Çуна-çунах сÿнен иккен,
Хĕвелĕмĕр-Анне,
Сÿнсе пыруçăн ăшăрах эс,
Çутăрах, Анне...
«Шкул çулне çитичченех аннепе пĕрле тырă вырма çÿренĕ. Анне хамăр ялти пасартан ултă чĕплĕ хур туянса килнĕччĕ тата. Çавсене пăхнă чухне нумай кĕнеке вуланă эпĕ, — ачалăхне ăшшăн аса илет Николай Аверкиевич» [3, 84–85].
1955-1959 çулсенче класĕ-класĕпе комсомол путевкипе Çурçĕре е Çĕпĕре каясси йăлараччĕ. Эпĕ те хамăр касри икĕ ачапа пĕрле Китайпа Монголи чиккинчи Борзя хулине кайнăччĕ. Пичкепе шыв турттарса килетчĕç, вăл вара баракра шăнса пăрланатчĕ, тимĕр куркапа пăр катса шыв илеттĕмĕр, çу ярса лапша пĕçереттĕмĕрччĕ. Çур çул иртсен пĕр лайăх кун хулапа сыв пуллашрăмăр та киле таврăнтăмăр. Тăван кĕтес мана каллех хăйĕн ытамне илчĕ. Вара эпĕ пĕр вăхăт хушши Аслă Чемен, Ишлĕ-Шетмĕ шкулĕсенче, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче физкультура, рисовали, физика, астрономи та та чăваш чĕлхи учителĕнче ĕçлерĕм».
Мĕн каласа парсассăн та, пĕрех
Кĕртеймĕн ÿкĕте, ÿкĕтлекенĕм:
Тĕнче варрийĕ маншăн çак Çĕрех,
Çĕр кăвапийĕ маншăн — Тăван енĕм, —
çапла ăшшăн тав тăвать каярахпа хамăр тăрăха хисеплĕ поэтăмăр. Малалла вĕренес, аслă пĕлÿ илес ĕмĕтпе пурăнать-ха Аслă Арапуç каччи. Ÿкерет, сăвăсем çырать. 1962 çулта пĕчченех Свердловска тухса каять. А.М. Горький ячĕллĕ Урал патшалăх университечĕн. философи факультетне вĕренме кĕрет.
Ялтан инçетре чух ялан тунсăхлать чăваш каччи. Тăван кĕтес, ял-йыш, юратнă амăшĕ — пурте ун куçĕ умĕнче. Çакна вăл «Тăван яла килнĕ чух» сăвăра питĕ уçăмлă ÿкерсе кăтартать.
...Хыр вăрманĕ çумĕн ял-ял умĕн
Пилĕкне авса юхать Пăла.
Унчченхи пекех таçта васкать-мĕн
Хăвапа харшанă çулпала...
Картинкка çинчи пек пăхăр хырлăх,
Юнтапа енче тăваткăл хир.
Çакăнтан тата илемлĕх, ырлăх
Тек ниçта та курас çук эпир.
Çăварнин çавра çатми пек тикĕс
Айлăма вырнаçнă Арапуç,
Сăнасассăн кайăк йăви пек эс,
Сан çинчен кайма пĕлмерĕ куç.
Сывă-и, ĕрчев тытан ял-йышăм? Хăв кăларнă çирĕп виçепе Хут вĕреннĕ ывăлна эс йышăн — Тивĕçлĕ пулсан вăл хисепе... Епле хитре сăмах каламăн хитре ялпа ырă ял-йыш çинчен! Вăл кашни йĕркине хăй пек, Исмуковла çырать. Çут çанталăка та Исмуковла туять, сăнлать. Тĕрĕссипе, чăваш литературинче чи хакли, чи илемли — çак туйăм. Вăл сăнлакан çут çанталăк та çав тери сисĕмлĕ. Халĕ вулакан умне поэтăн хаклă амăшĕ тухать. ...Акă кил хуçи те алăк уçрĕ, Кил хуçийĕ — тăр пĕччен Анне.
Савнăçне нимле пытараймасăр,
Чăвашсен сăпайлă йĕркипе
Ытлашши сăмахсăр, чуп тумасăр
Çупăрларĕ икĕ аллипе.
Кĕтекен хăна ялан сăваплă,
Пĕлеен-ши, чунăмçăм Анне,
Маншăн эсĕ пурăнни пит хаклă,
Эсĕ хăв телейĕм иккенне.
Шур çăка хуппи пек пĕркеленчĕк
Тăп-тăваткăл сăн-питÿ çине
Хăш çулсем çапла-ши йĕркеленчĕç
Шыв çурса антарнăн хирсене?
Яланах тирпейлĕ эс çÿретĕн:
Икĕ аркă, аçлăклă кĕпе...
Çапла, иртнĕ ĕмĕрти 60-80-мĕш çулсенчи нумай сăвăра поэтăн юратнă амăшĕ, ял-йыш, тăван кĕтес пĕр тĕвĕре пурăнать [3, 85–86].
Мускавран таврăнсан Николай Исмуков тĕрлĕ вăхăтра И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститутĕнче, «Ялав» журнал редакцийĕнче вăй хунă. Сăвăсем, поэмăсем, «Ахăр самана» сăвăлла роман çырнă. 1985 çулта унăн пĕрремĕш «Тăван кĕтес» сăвă кĕнеки пичетленсе тухнă. Унти кашни сăвăрах çĕнĕ кĕвĕ, çĕнĕ шухăш. Пысăк поэт çуралнă.
Иван Чермаков тĕпчевçĕ вара Николай Исмуковăн «Митта» поэминчи фольклор витĕмне тишкерет (Тăван Атăл, — 1999, 2№).
«Н. Исмуков пултарулăхĕ фольклорти тĕрлĕ жанр формисемпе, илемлĕх мелĕсемпе, анлă сăнар системипе пуян... Çут çанталăк сăнарĕ поэмăра лирикăллă геройăн шухăш-кăмăлне, туйăмне, ĕмĕт-тĕллевне ĕнентерÿллĕ уçса пама май па рать, вăл хăех наци хăй евĕрлĕхне палăртать, тĕрĕссипе. Çак фольклор элеменчĕ чăваш юррине çывăх: Икасси-кассипе, и пахчи-пахчипе //Çĕр улми кăн-кăвак çеçкере. //Хĕвел çаврăнăш, ав, кил хĕвелĕ пекех //Сарă сав-нăç сапать вĕçсĕрех».
Хĕвеллĕ, ырă кун камăн чунĕ савăнмасть? Кунта лирикăллă герой тăван ялĕнче, Арапуçĕнче, ирĕкре — çавăнпа çакăн пек çутă сăнарсемпе — хĕвел, хĕвел çаврăнăш, сарă савнăç, кăн-кăвак çеçке, — усă курать те поэт. Сасă вылявĕ те кунта çепĕç: сии-сии, чи-чи, се-сес, хе-хе-пе, са-са-сса-ссе.
Анчах чун читлĕхе лексен пачах урăхла — сивĕ, хаяр сăрăсемпе усă курать поэт: Кăшкăрса илтĕнмест — килĕм-çуртăм инçе, //Тинкерсе курăнмасть — умăмра сĕм вăрман. //Ах, мĕне систерсе, утас çулăм çинче // Кĕмĕл сулă пулса çаврăнать çил-тăман? [13, 69–71].
Çут çанталăк сăнарĕ этем пекех ырă та, усал та, чĕрĕ те, вилĕ те пулать. Вăрман сăнарĕ — чăваш мифологийĕнче хаяр, усал символе. Çавăнпа ĕнтĕ поэмăра вăрман, тайга, хырлăх сăнарĕсем пурнăçăн сив-лек енĕсене уçса пама пулăшаççĕ. Ахальтен мар лирикăллă герой «Хырлăхра хурлăх мар, кĕр кĕрлетĕр кĕтрет», — тесе ĕмĕтленет «Арапуç — 1957 çул» сыпăкра.
Куратпăр ĕнтĕ, кунта каллех тăван тавралăх – Арапуç.
Акă «Июнь каçĕсем» сăвва пăхса тухар:
Ак тăратпăр эпир шăпчăксем кăмăл тунă, иленнĕ
Анат Чакă кĕперĕ çинче алла-аллăн тытса.
Кам, щутланă ăна! — Митталла каласан, кам ĕненнĕ
Çут Пăла шывĕпе çамрăк вăхăт юхса каясса.
<…>
Эпĕ çирĕм пĕрте! Пуç ухса çеç çÿренĕ маттуррăн,
Эс Çĕньял сăртĕнчи пирвайхи çĕр çырли пек хитре.
Мĕншĕн ватăлмалла турăн-ши хĕрсене, Аслă Турă,
Мĕншĕн çăлтăр ÿпне тайăлать йĕкĕтсен сăн-питре!?
Хĕвелтен хĕрÿрех, çÿлерех эп пулма ăмсанман та,
Ах, çапах, çак июнь васкаса сÿнессе шутламан.
Кăйкăр ĕмĕтлĕскер — эп вĕçме инçете ĕнтĕ мантăм,
Малашне тĕлленес тĕлĕксем те, тăван, шутлă ман.
<…>
Йăлт иртет умăмран çул татса, çул тытса пĕр хĕрарăм,
Анат Чакă кĕперĕ çинчи пике мар-и? — пĕлсем:
Рифма хăваласа рифма тупнă ан тейĕр — ку арăм.
...Карлăкран карăнса шыва ÿкрĕç июнь каçĕсем.
Илсе панă йĕркесенче тăван енри ялсемпе шыв ячĕсем пуррине куратпăр: Анат Чакă, Çут Пăла шывĕ, Çĕньял сăрчĕ. Çамрăк чух çÿренĕ тăван тавралăх, савнипе пĕрле уçăлса çÿренĕ вырăнсем, чуна ĕмĕрлĕхе кĕрсе вырнаçнă Тăван ен.
«Атăл урлă кĕпер хывнă иккен...» сăвва илер. Малтан пăхсан вăл Атăл шывне халалланă пек туйăнать, анчах та кунта лирикăлла геройăн тăван амăшĕ юрринчи сăмахсем аса килнĕ иккен:
Вăйпитти те вăхăта аса илсен,
Анне юрри килет асăма:
«Атăл урлă кĕпер хывнă иккен,
Эпир каçаймасăр юлнă иккен,
Çамрăк ĕмĕр иртсе кайнă иккен,
Эпир сисеймесĕр юлнă иккен».
Эпир сисеймесĕр юлнă иккен,
Кĕперрине сÿтсе кайнă иккен.
Эпир хут вĕренсе те чап илнĕ чух
Пурнăçĕ те иртсе кайнă иккен.
«Тав сăмахне кама каламалла...» сăвăра поэт ватлăх çулсенче лирикăлла герой тăван киле çитни пирки сăмах хускатать:
Тав сăмахне кама каламалла
Ачалăха тухас пулсан калла?
Иртнисене аса иле-иле
Килсе те çитрĕм ак тăван киле.
Аван-и, пахчаран пуçа чиксе
Урамалла пăхан шур чечексем?
Ик чÿрече мана пахча енчен
Анне пек куç илмесĕр кĕтрĕç, тен...
Хура кăпчанкăран ал туйине
Хурса эп хăварам хапха умне —
Хам çулсенчен катсассăн ик сумне,
Чупсах хăпарăп картлашка çине.
Эй, çурт хуçи, эй, шурă пирĕшти,
Атте каларăш, ырă килĕшпи,
Кил вучахне эс сÿнтермерĕн-и,
Кĕлне çилпе эс вĕçтермерĕн-и?..
Ачалăх иртнĕ вырăн тĕлĕпе
Асаилÿ вĕçет сар лĕпĕш пек:
Унта ларать кăштах, кунта ларать,
Чи тутлă, пыллă вăхăт пуçтарать.
Путек хырса пĕтернĕ кăмака
Усрать иккен кĕслеçĕ-шăрчăка.
Ахаль-и асатте — кĕсле ăсти
Унта хуратчĕ кăшт кăвас чусти.
Мачча кашти çинче юман пăта
Сăпка çакмашкăн хатĕр, тупата.
Сăпки те пур — сиктерекенĕ çук,
Юрри те пур — ĕнĕрлекенĕ çук...
Турат куçсем мана кураççĕ-и,
Сухăрĕсем юхса тăраççĕ-и.
Сухăрĕсем юхса тăраççĕ-и,
Мăк сухала кĕрсе тулаççĕ-и.
Урхамахсем сап-сарă пушăтран,
Урисене хуçман-и ăнсăртран?
Хитре пĕтен юмахăн тĕнчине
Илсе каяр-и ырă çынсене?
Юмах — чуна йăпатмăш япала,
Чăн пурнăçа пайлаймăн çурмалла:
Хурăнлăхпа пĕрле пур хырлăх та,
Ырăлăхпа пĕрле пур хурлăх та.
Каçарăр, тантăшсем, — виç кунлăха
Мĕн-ма килес ман йÿçĕ чăнлăха.
Ачалăх çĕрĕнче мĕнпур илем,
Ача ăсĕпелех унта вилем.
«Çурхи тĕнче» сăвăра автор каллехз тăван çĕр-шывне – Арапуç тăрăхне аса илет:
Хĕвел куçа йамахтарать:
Пайăркисем ытла та каскăн.
Аппа пир тăрăхĕ сарать
Шур юр пек шур чаршав тумашкăн.
Ула кушак пек çул ула
Хуралчĕ Арапуç кĕперĕ.
Хуракăш çулĕ пек юлать
Сукмак, хир урлă хывнăскерĕ.
Çапла майпа Николай Исмуков хайлавĕсенче тăван çĕр-шыв теми пысăк вырăнта тăнине курма пулать. Кашни çыншăнах тăван çĕр-шыв чи малтан тăван кил, тăван атте-анне, тăван ял, тăван тавралăх – çуралса ÿснĕ вырăн пулать. Н.А. Исмуковшăн та вăл çавах – Аслă Арапуç тата ун таврашĕнчи улăх-çаран, юхан шыв, ялсем.
