Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Н. ИСМУКОВ ПОЭЗИЙ__НЧИ ТАВАН ТАВРАЛАХ - копия.doc
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
148.99 Кб
Скачать

Н. ИСМУКОВ ПОЭЗИЙĔНЧИ

ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ СĂНАРĔ

Курс ĕçĕ

Шупашкар 2014

Тупмалли

Кÿртĕм………………………………………………………………3

I. Николай исмуков пурнăçĕпе пултарулăхĕ………4

1.1. Ăсчах пурнăçĕн тĕп тапхăрĕсем…….…………………………….4 1.2. Поэт пултарулăхĕ н аталану çул-йĕрĕ……………………………8 II. Н.А. Исмуков пултарулăхĕнчи тăван

ÇĔР-ШЫВ СĂНАРĔ………………………………………….………..14 ПĔТĔМЛЕТŸ…………………………………………………………..23 УСĂ КУРНĂ ЛИТЕРАТУРА…………………………………………24

Кÿртĕм

Н. Исмуков поэзире философилле çынлăх ыйтăвĕсем тарăнланнă, çут çанталăк, юрату, тăван çĕр шыв ыйтăвĕсем маларах тухса тăнă. Исмуков поэзийĕ – тĕнче литературин тÿпинчи çăлтăрлăх. Вăл хăйĕн сăввисенче халăх кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе тата культурипе çыхăннă ыйтусене хускатать.

Тĕпчев ĕçĕн теми: «Н. Исмуков поэзийĕнчи Тăван çĕр-шыв сăнарĕ».

Тĕпчев ĕçĕн çĕнĕлĕхĕ: халиччен Н.А. Исмуков пултарулăхне сахал мар тĕпчевçĕ, критик тĕрлĕ енчен хакланă, анчах та Тăван çĕр-шыв унта мĕнле вырăн йышăнни пирки пĕр-ик сăмахпа каласа хăварнисĕр пуçне тĕплĕн тишкерни çук. Эпир çак çитменлĕхе пĕтерес терĕмĕр, ятарласа тĕпчев ĕçĕ çыртăмăр.

Тĕпчев ĕçĕн актуаллăхĕ: Тăван çĕр-шыв, тăван тавралăх пирки юратса çырнă хайлавсене тишкерсе тухса çамрăк ăру патне илсе çитересси, тăван çĕр нимрен те пахараххине, чикĕ леш енчи темле çĕр-шыв та унпа танлашма пултараймассине вĕсене ăнлантарасси аланах актуаллă пулĕ тетпĕр.

Тĕпчев объекчĕ: Н.А. Исмуковăн чăваш халăх поэчĕн пултарулăхĕ.

Тĕпчев субъекчĕ: Николай Исмуков хайлавĕсенчи тăван çĕрпе çыхăннă сăнарсем.

Тĕпчев ĕçĕн методологи никĕсĕ: В.Г. Родионов, А.И. Мефодьев, И. Чермаков, В. Эктел т.ыт. ăсчахсемпе тĕпчевçĕсен ĕçĕсем.

Тĕпчев тĕллевĕ: Н.А. Исмуков поэзийĕнче Тăван çĕр-шыв сăнарĕ еплерех палăрнине кăтартса парасси.

Тĕпчев задачисем:

1. Поэт пурнăçĕн тĕп тапхăрĕсене тишкерсе тухмалла.

2. Поэт пултарулăхĕн аталану çул-йĕрне тĕпчемелле.

3. Поэтăн Тăван çĕр-шыв сăнарланнă хайлавĕсене тишкерÿ тумалла.

Хамăр умри тĕллевпе задачăсене пурнăçа кĕртме курс ĕçне çакăн пек йĕркелерĕмĕр: кÿртĕм, икĕ пай, пĕтĕмлетÿ тата усă курнă литература списокĕ.

Ĕçре шырав, сăнав, тĕпчев, тишкерÿ меслечĕсемпе усă куртăмăр.

Курс ĕçĕн тытăмне тĕллевпе задачăсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Вăл кÿртĕмрен, икĕ сыпăкран, пĕтĕмлетÿрен, усă курнă литература списăкĕнчен тăрать.

I. Николай исмуков пурнăçĕпе пултарулăхĕ

1.1. Ăсчах пурнăçĕн тĕп тапхăрĕсем

Николай Исмуков Пăтарьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 1942 çулхи пуш уйăхĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн А. Горький ячĕллĕ Урал патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, Мускав педагогика университечĕн философи кафедринче аспирантура тата докторантура пĕтернĕ. Вăл – философи наукисен докторĕ, профессор, Шупашкарти коопераци институчĕн товароведени факультечĕн деканĕ, кафедра пуçлăхĕ. Наци философии категорийĕн диалектикипе, наци культури ыйтăвĕсемпе тарăн ĕçлет, 100 ытла наука статйипе пилĕк монографи пичетленĕ [http://coop.chuvashia.ru:8085/index.php?option=com_content&view=article&id=1377:-c--&catid=145:2009-03-26-08-47-33&Itemid=165].

«Культурное наследие Чувашии» портал пире çакăн пек информаци парать: «Писатель, доктор философских наук, профессор, заслуженный деятель искусств Чувашской Республики, лауреат Государственной премии Чувашской Республики, лауреат международной литературной премии им. В. Митты.

Родился 2 марта 1942 г. в с. Первомайское Батыревского района Чувашской Республики.

Автор более 100 научных трудов, в т. ч. 5 монографий. Основные научные труды: «Специфика социального познания», «Диалектика общего и особенного в развитии национальных культур», «Современность и проблема целостности национальных культур», «Миропонимание чуваш и формирование их философской культуры» [24].

Николай ачаранах ÿкерме юратнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ÿнер техникумне вĕренме кĕрет. Рисовании, физика, физкультура, чăваш чĕлхи учителĕ пулса Чемен, Ишлей шкулесенче ĕçлет. 1962 султа Свердловск хулинчи М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан Урал патшалăх университетне философи уйрамне вĕренме кĕрет, ăна пĕтернĕ хыççăн аспирантурăра, докторантурăра вĕренет.

Н.А. Исмуков философи наукисен докторĕ, профессор, философи кафедрин ертÿçи пулса Чăваш кооперации институтĕнче вăй хурать.

«Грани» хаçат корреспонденчĕ Ирина Павлова Николай Исмуковпа çакăн пек калаçни пур:

«После школы сразу решили стать философом?

— Нет. Сначала окончил в Свердловске физкультурный техникум. Потом преподавал в школе. Я кандидат в мастера спорта по плаванию. Отработав некоторое время в школе, вернулся в Свердловск, поступил в университет.

Физику любил, астрономию. Очень много читал.

— Почему выбрали именно философию?

— Потому что она царица наук. В самом начале развития человечества была только одна наука — философия. От нее получили развитие другие. Но в то же самое время она не может существовать без поддержки естественных наук.

Я подготовил четырех докторов философии. Один из Самары, другой из Нижнего Новгорода и двое из Чувашии: Владимир Кузнецов, сейчас он и сам член совета, и Тамара Сильвестрова (она кандидат экономических наук и доктор философских наук). Есть у меня и двое кандидатов наук. Один работает у нас в кооперативном институте.

— Интересно, сколько докторов философии в Чувашии?

— Первым стал Антон Петрухин, он уже умер. Вторым — Энвер Феизов, третьим — я» [http://www.grani21.ru/pub/ukrotitel-slov#].

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал пире çакăн пек хыпарпа паллаштарать: «Исмуков Николай Аверкиевич, — сăвăç, философи ăçлăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1995). 1942 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Первомайски салинче çуралнă.

1985 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1996 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. 1989 çулта В. Митта ячĕллĕ преми, 1998 çулта Чăваш Енĕн Патшалăх премиĕн лауреачĕ пулнă.

Урал патшалăх университечĕн философи факультетĕнче, Мускав педагогика институчĕн философи кафедрин çумĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. Халĕ Шупашкарти кооппераци институтĕнче философи кафедрин ертÿçи пулса ĕçлет» [21].

«Стихотворения и поэмы Н. Исмукова отличаются философичностью, тонким лиризмом. Многие из них переведены на русский, татарский, марийский языки, представлены в антологии чувашской поэзии на итальянском языке. Наиболее известны: «Тăван кeтес» («Родная сторонка»), «Çĕр юрри» («Песня земли»), «Кăсăя» («Синица»), «Ахăр самана» («Светопреставление») [24].

«Николай Исмуков – народный поэт Чувашской Республики» статьяра пире кăсăклантаракан поэт пирки çапла çырнă: «За большие заслуги в области художественной литературы и многолетнюю творческую деятельность Указом Президента Чувашской Республики № 108 от 24 октября 2008 года поэту, члену Союза профессиональных писателей Чувашской Республики Исмукову Николаю Аверкиевичу присвоено почетное звание «Народный поэт Чувашской Республики».

Исмуков Николай Аверкиевич родился 2 марта 1942 года в с. Первомайское Батыревского района. Окончил Уральский госуниверситет им. A.M. Горького (г. Екатеринбург), аспирантуру, а затем докторантуру при кафедре философии Московского государственного педагогического университета. Доктор философских наук (1994), профессор (1995). С 1993 года работает деканом и заведующим кафедрой философии в Чебоксарском кооперативном институте.

Свою научную деятельность он посвятил исследованию проблем диалектики категорий философии, национальной культуры, синергетики. Им опубликовано свыше ста научных статей и пять монографий.

Почетный работник высшего профессионального образования РФ. Член СП СССР с 1988 г. Лауреат премий им. В. Митты (1989) и М. Трубиной (2003), заслуженный деятель искусств Чувашской Республики (1996), лауреат Государственной премии Чувашской Республики в области литературы и искусства (1998) [http://ru.chuvash.org/news/629.html].

Коопераци институчĕн сайтĕнче Николай Исмуковăн пурнăç çÿлне кĕскен çапла çырса кăтартнă: «Исмуков Николай Аверкиевич родился 2 марта 1942 года в с. Первомайское Батыревского района. Окончил Уральский госуниверситет им. A.M. Горького (г. Екатеринбург), аспирантуру, а затем докторантуру при кафедре философии Московского государственного педагогического университета. Доктор философских наук (1994), профессор (1995).

Работа в Чебоксарском кооперативном институте: декан заочного факультета (1997-2002), заведующий кафедрой философии и политологии (1995-2007), декан торгово-технологического факультета (с 2002 г. по настоящее время).

Свою научную деятельность он посвятил исследованию проблем диалектики категорий философии, национальной культуры, синергетики. Им опубликовано свыше 120 научных статей и пять монографий.

Член Союза писателей СССР, действительный член Российской Академии социальных наук, Российской Муниципальной Академии, почетный работник высшего профессионального образования РФ, лауреат международной литературной премии им. В. Митты, лауреат Государственной премии Чувашской Республики, народный поэт Чувашской Республики, имеет орден «За вклад в развитие потребительской кооперации России[19].

Электрон вулавăшра поэт пурнăçне çакăн пек хак панă: «Николай Аверкиевич Исмуков 1942 çулхи пушăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Первомайскинче колхозник кил-йышĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкул хыççăн Екатеринбургри патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, Мускаври В.И.Ленин ячĕпе хисепленекен педагогика университетĕнче философи енĕпе аспирантура пĕтернĕ. Тĕрлĕ çулта ялти шкулта, вăтам пĕлÿ паракан шкулсенче тата республикăри аслă шкулсенче ĕçленĕ. Пилĕк монографипе çĕр ытла статья пичетлесе кăларнă. Халĕ вăл — Мускав коопераци институчĕн Шупашкарти филиалĕнче философи кафедрин пуçлăхĕ тата декан ĕçне туса пыраканĕ. Вăл философи енĕпе малтан кандидат, кайран доктор диссертацине хÿтĕленĕ. 1988 çулта ăна СССР çыравçисен союзне илнĕ. Н.Исмуков — ЧР ÿнерĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, патшалăх премийĕн лауреачĕ, паянхи чăваш поэзийĕн чи пысăк ăстисенчен пĕри» [http://chuvash.org/lib/author/578.html].