Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
турк.чĕлхи.doc
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
1.32 Mб
Скачать

1. Вулăр, чăвашла куçарăр.

Bu nedir. – Bu kapıdır. – O açık mı. – Evet, açıktır. – Ya pencere. – Pencere de açıktır.

Şu sınıf büyük müdür. – Hayır, büyük değildir. – Ya bu oda. – Bu oda da büyük değil, küçüktür.

Sen müdür müsün. – Hayır, müdür değilim. Öğrenciyim. – Osman da öğrenci midir. – Evet, o da öğrencidir.

Sen mühendis misin. – Değilim efendim. – Sporcu musun. – Sporcu da değilim. Subayım ben.

Siz köylü müsünüz. – Hayırĕ – Subay mısınız. – Hayır, ben öğretmenim.

Şu genç kız kim, öğrenci mi. – Evet, efendim, öğrencidirĕ

Aynur Hanım ihtiyar değil midir. – İhtiyardır. – Ya Ayşe Hanım. – O da genç değildir.

Mehmet pilottur, değil mi. –Tabi.

2. Çак сăмахсене нумайлă хисепре калăр: öğretmen, işçi, köylü, müdür, mühendis.

3. Точкăсем вырăнне кирлĕ аффикссем лартăр.

Şu dolap… Osman da sporcu… Biz de memur… Siz genç değil… Ben köylü mü… O büyük… Siz işçi mi… Sen müdür değil mi…

4. Çак сăмахсене пĕрреллĕ тата нумайлă хисепсенче сăпатлăр:

  1. çирĕплетÿ аспектĕнче: öğretmen, doktor;

  2. хирĕçлев аспектĕнче: mühendis, köylü;

  3. çирĕплетÿ аспектĕнче ыйтуллă формăра: işçi, müdür;

  4. хирĕçлев аспектĕнче ыйтуллă формăра: sporcu, öğrenci.

5. Предложенисене хирĕçлев аспектĕнче тăвăр.

Bu tavandır. Şu döşemedir. Bu duvar sarıdır. Ben gencim. O Rustur. Sen müdürsün. Siz ihtiyarsınız.

6. Ыйтусене çирĕплетсе хуравлăр.

Bu tahta mıdır. Kalem yeni mi. Şu defter midir. ĕBu da kapı mı. Ayşe doktor mu. Bülent öğretmen midir. Ben öğrenci miyim. Sen işçi misin. Biz mühendis değil miyiz. Siz memur musunuz.

7. Ыйтусене хирĕçлесе хуравлăр:

Bu dolap beyaz mıdır. Aynur öğretmen midir. Cemile Hanım memur, değil mi. Nimet müdür müdür. Ben öğrenci değil miyim. O subay mı. Biz er miyiz.

8. Чăвашла куçарăр.

    • Bu nedir.

    • Bu mu. … Defter.

    • Aynur genç midir.

    • Aynur mu. ĕĕĕ Gençtir o.

    • Şu duvar mı.

    • Değil.

    • Mehmet subay mıdır.

    • Değil, köylüdür.

    • Şu ihtiyar adam Osman mı.

    • Evet.

    • Oğuzhan doktordur, değil mi.

    • Değil efendim, öğretmendir.

    • O ihtiyar mı.

    • Hayır, o gençtir.

9. Турккăлла куçарăр.

Ку тетрадь мар. Вăл ватă мар. Эсĕ те ватă мар. Вăл çамрăк. Эпĕ директор мар. Пÿлĕм пысăк мар.

Вăл тухтăр-и. – Çук, вăл тухтăр мар, вĕрентекен. Махмуд ĕç çынни-и. – Çук, вăл чиновник. Эмине те директор-и. – Çапла. Эсĕ вĕрентекен-и. – Çапла, эпĕ вĕрентекен.

Эсĕ пĕчĕк мар. Вăл пысăк. Вăл офицер мар-и. – Çук. Эсĕ те, Айнур та çамрăк. Ку хула пысăк-и. – Çук, вăл пысăк мар, пĕчĕк. Леш урам сарлака-и. – Çапла, сарлака. Ку кĕнеке çĕнĕ-и. _ Çук, çĕнĕ мар.

Çĕнĕ сăмахсем: hayır – çук, adam – çын, hanım – инке, tabi – паллах, çапла, açık – уçă, еvet – çапла, sokak – урам, şehir – хула, geniş – сарлака.

Пиллĕкмĕш урок – Beşinci Ders

Вырăн падежĕ

Наречисем

Var, yok căмахсем

  • Турккă чĕлхинче пурĕ ултă падеж. Вырăн падежĕн форми -da/ -de, -ta/ -te аффикспа (чăваш чĕлхинче: -та/-те, -ра/-ре, -че) пулать. Аффиксăн -ta/ -te варианчĕ янравсăр хупă сасăпа пĕтекен сăмахсем çумне хушăнать. Вырăн падежĕн ыйтăвĕсем: nerede? – ăçта? мĕнре? kimde? – камра?

Nerede?e, i, ö, ü › -de

a, ı, o, u › -da

f, s, t, k, ç, ş, h, p › -ta/-te

– Ağaç nerede?

– Ağaç bahçede.

– O nerede?

– O okulda.

Тĕслĕхсем:

Ăçта?

пÿлĕмре –

odada

сĕтел çинче–

masada

шкафра –

dolapta

урокра –

derste

Камра?

манра –

bende

Огузханра –

Oğuzhanda

Миçере?

виççĕре –

üçte

  • Нумайлă хисеп аффиксĕ, чăваш чĕлхинчи пекех, падеж аффиксĕ умĕн тăрать.Тĕслĕхсем:

Oda-lar (пÿлĕм-сем) – oda-lar-da (пÿлĕм-сен-че)

Dolap-lar (шкаф-сем) – dolap-lar-da (шкаф-сен-че)

  • Вырăн падеж форминчи хăш-пĕр сăмахсем, чăваш чĕлхинчи пекех, наречи пек çÿреççĕ:

Bura (ку вырăн) + da = búrada (кунта)

Şura (леш вырăн) + da = şúrada (лере)

Ora (вăл вырăн) + da = órada (унта)

Nere (мĕнле вырăн?) + de = nérede (ăçта?)

Ку тĕслĕхсенче ударени пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет. Хăвăрт каланă чух иккĕмĕш сыпăкри уçă сасă вăйсăр илтĕнет, пачах илтĕнмесен те пултарать.

  • Вырăн падеж форминчи ят сăмахсем сказуемăй вырăнĕнче çÿреме пултараççĕ. Ун пек чух вĕсем сăпат аффиксĕсене йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен: