
- •«Чăваш фразеологийĕн вăрттăнлăхĕсем»
- •Фразеологизмсемпе синонимлă пулакан сăмахсене тупса çырăр:
- •Чăваш чĕлхинчи фразеологизмсене тĕпчекенсене тата вĕсен ĕçĕсене калăр.
- •Хисеп ячĕллĕ фразеологизмсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.
- •Фразеологизмсене тытăмне кура икĕ ушкăна пайлăр:
- •5. Пайăр ятсемлĕ фразеологизмсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.
- •Палăртнă сăмахсен грамматика формисене калăр:
- •«Чăваш фразеологийĕн вăрттăнлăхĕсем»
- •Сăмах çаврăнăшĕпе сăмах майлашăвĕ хушшинчи уйрăмлăхсене палăртăр (5-рен кая мар).
- •Тытăмĕнче архаизмсепе историзм пур сăмах çаврăнăшĕсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.
- •Сăмах çаврăнăшĕнчи сиктерсе хăварнă сăмахсене тупăр:
- •Тытăмĕнче антонимсем пур сăмах çаврăнăшĕсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.
- •Чăваш чĕлхин пирвайхи фразеологи словарĕн ятне, авторне калăр. Вăл ăçта тата хăçан пичетленсе тухнă?
- •Каланине фразеологизмсемпе улăштарăр:
Чăваш чĕлхин пирвайхи фразеологи словарĕн ятне, авторне калăр. Вăл ăçта тата хăçан пичетленсе тухнă?
Горшков А.Е. Вырăсла-чăвашла кĕске фразеологи словарĕ.--В кн.: Мĕнле каласан тĕрĕс? Шупашкар. 1973 ç.
Каланине фразеологизмсемпе улăштарăр:
тутлă çиме юратакан-яка пыр;
çука юл-хутаç çак, кĕлмĕçе тух;
шăплан-чĕлхÿне çырт, çăварна хуп, çăвара шыв сып;
ăшăх, тарăн мар-чăх утса каçать, чĕркуççи таран, çерçи чĕркуççи тари; кирлĕ мар япала-йыттăн пиллĕкмĕш ури, пĕлтĕрхи юр пек, шуйттан илесшĕ; катăк пуртă.
пĕр шухăшлă пул-пĕр кавара кĕр, пĕр кĕвве кил, пĕр чĕлхе туп, пĕр юрă юрла; пĕр урапа çине лар;
йывăр ĕç ĕçле-лаша пек ĕçле, пуç çĕклемесĕр ĕçле, çич çыншăн ĕçле, çитмĕл çичĕ тар тухиччен ĕçле;
пĕрешкел хакла-пĕр пек хак пар; пĕр калăппа виç;
нумай шухăшла-пуç ват, пуç çĕмĕр; пуçа çавăр;
суя хут-супăнь хăмпи, Троя лаши, хут чăтать.
«Икĕ пукан хушшинче лар» сăмах çаврăнăшĕпе килĕшÿллĕ ÿкерчĕк тăвăр.
(Занимать неопределённое положение, не ясную позицию (воздержался)