Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Чăваш фразеологийĕн вăрттăнлăхĕсем.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
30.39 Кб
Скачать
  1. Сăмах çаврăнăшĕнчи сиктерсе хăварнă сăмахсене тупăр:

шурă кулачă çитер;

вăкăра мăйракинчен ярса тыт-взять быка за рога;

яра куна шыра;

йĕкĕр ывăç йăваласа лар;

кăвак хуппи уçăлнă чухне ан анасла;

сăмахшăн кивçене каймасть;

чăх кашта çине ларсан;

таланта çĕре чавса чик;

урасем лĕнчĕр кайрĕç;

чĕлхÿне хулпуççи çине çавăрса хур.

  1. «Типшĕм кĕлеткеллĕ» пĕлтерĕшлĕ сăмах çаврăнăшĕсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Шăммипе тирĕ çеç, хырăмěпе ҫурăмě ҫеҫ, типсе-хытса ларнă, хыткан кĕлеткеллĕ, шăмми-шакки кăна юлнă, типěтнě пулă пек, типсе-хăрса ларнă, хырăмě ҫурăмě ҫумне ҫыпҫăннă, ÿт хушман.

  1. «Кахала пер» фразеологизмăн синоним ретне çырăр.

Юлхава пер, наяна пер, пăлахая пер, тарап ту, алă усса лар, ҫил хăвала, кěрěк арки йăвала, тӳр пилěк, ура усса лар, , ал ярса тăр (ěҫлемесěр тăр), ěҫ тěлне пěлмест, урам тăрăх янккаса ҫӳре, кахалăн ялан ыран; юлнă ěҫе юр пусать; хěвне ӳркев йăва ҫавăрнă; кахал пурнăҫě кивҫен ҫинче; кахалăн чěлхи, тееҫҫě; кахалшăн кашни кун уяв; ял каскăнě; лăпăсти; ял лăпăски; пилĕк тытса çÿре

  1. Тытăмĕнче антонимсем пур сăмах çаврăнăшĕсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Хура шур кур; çÿлтен аялалла пăх; пысăкки пĕчĕккин тарçи; шалтан та, тултан та пĕр; ирĕн каçăн ĕçле; ăшăпа сивве туй; хурапа шур кур; хурапа шурра палла; хурапа шурра ан уйăр, ырăпа усала уйăр; айăн-çийĕн вырт; кунпа çĕре пăтраштар; умрипе хыçрине кур; вутлă-шывлă хушшинче; атте-анне вучахĕ; алăкăн-тĕпелĕн ут; çĕрпе пĕлĕт пек; выçăллă тутăллă пурăн; пĕчĕккинчен пуçласа пысăкки таран.; хырăмěпе ҫурăмě ҫеҫ; умрипе хыçрине кур; шăммипе тирĕ çеç; пĕри вăрмана,тепри армана; кивви ҫěннине упрать; ҫурлă-кěрлě; ҫӳпҫипе хупăлчи; ҫăкăр-тăвар хире-хирěҫ; малти кайра; ун пек те, кун пек те; алли-ури ҫыпăҫать; йěпрен пěрене ту; кутăн-пуҫăн мар; хам та хам мар; кутăн-пуҫăн ҫавăрттар; ҫур ырхан та кěр мăнтăр.

  1. «Пĕри вăрмана, тепри армана» ятлă ăслав сочиненийă çырăр.

Сăмах çаврăнăшĕсем пирĕн чĕлхере питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Эпир вĕсемпе калаçура куллен усă куратпăр. Хăш-пĕр чухне сăмах çаврăнăшĕсемпе усă курнине асăрхамастпăр та, мĕншĕн тесен мĕн ачаранах хăнăхнă вĕсене.

Эпĕ аслисенчен час-часах « пĕри вăрмана, тепри армана» тенине илтнĕ. Пирĕн класс ертÿçи те çак каларăшпа час-часах усă курать. Мĕншĕн тесен пирĕн класс туслă мар. Шкулта иртекен мĕнле те пулин конкурслă мероприятие класпа хутшăнмалла пулсан пирĕн класри ачасенчен пĕрин юрлас килмест, теприн сас çук, тата тепри вара уроксем пĕтнĕ-пĕтменех килне тухса тарнă. Ман шутпа, шăп та лăп çакă пулать те ĕнтĕ «пĕри армана, тепри вăрмана» тени. Çавна пулах пирĕн класс тĕрлĕ конкурссенче тивĕçлĕ вырăн йышăнаймасть.

Пурнăçра хуть те мĕнле ĕçре те килĕшÿ кирлĕ. Килĕшÿ пулмасан пĕр ĕç те вырăнтан хускалаймасть. Аран-аран хускатсан та ÿсĕмлĕ, ăнăçлă пулмасть.

«…Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă-çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ыт ахальтен анчах ĕçлесенчăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать…»- тенĕ аслă просветителĕмĕр И.Я.Яковлев.

Пĕр-пĕрне итлеменни харкашу, хирĕçÿ патне илсе пырать. Пурнăç арканать. Çавăнпа пулса тухать те ĕнтĕ «пĕри армана, тепри вăрмана» тенĕ пек.