Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Чăваш фразеологийĕн вăрттăнлăхĕсем.docx
Скачиваний:
1
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
30.39 Кб
Скачать
  1. Палăртнă сăмахсен грамматика формисене калăр:

кури куçа курми ту;

куç хупса иличчен;

куçа мăч та тумасăр;

пĕве пĕвелемелĕх те пур.

Курми-инфинитив, палăрту форминче; иличчен-деепричасти; тумасăр-деепричасти, хирĕçлев форминче; пĕвелемелĕх-глаголăн сăпатсăр форми, çителĕклĕх причастийĕ.

  1. «Ни-ни» союзлă фразеологизмсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Ни уççи, ни хуппи; ни вилĕ, ни чĕрĕ; ни юртти, ни чуппи; ни унта, ни кунта; ни турра, ни шуйттана; ни ăшă, ни сивĕ; ни ларма, ни тăма; ни пама, ни илме; ни çурчĕ, ни хуралти; ни уççи, ни хуппи; ни кучĕ, ни пуçĕ.

  1. Тăтăрхаран кай-сĕмрен кай-нĕртен кай сăмах çаврăнăшĕсене ăнлантарăр.

Тăтăрхаран кай-вăйран кай;

сĕмрен кай-тăнран кай, тăна çухат;

нĕртен кай-сăнсăрлан, нĕрсĕрлен.

  1. «Кĕрĕк арки йăвала» сăмах çаврăнăшĕпе килĕшÿллĕ ÿкерчĕк тăвăр.

«Чăваш фразеологийĕн вăрттăнлăхĕсем»

8-9 классем

  1. Сăмах çаврăнăшĕпе сăмах майлашăвĕ хушшинчи уйрăмлăхсене палăртăр (5-рен кая мар).

1). Сăмах майлашăвĕ ирĕклĕ çыхăнура тăрать, сăмахсене улăштарсан та вĕсен пĕлтерĕшĕ улшăнмасть: хура кĕпе-кĕпе çанни; хура ĕç-ĕç палли.

Сăмах çаврăнăшĕ тачă çыхăнура тăрать. Сăмахсене ылмаштарма çук.

Тĕслĕхрен: çăвара шыв сыпнă теççĕ-- çăвара сĕт сыпнă темеççĕ.

2). Сăмах майлашăвĕнчи сăмахсем предложенире тĕрлĕ член пулма пултараççĕ.

Паян хура кĕпене çуса тасатрăм.

Сăмах çаврăнăшĕнчи сăмах уйрăм член пулмасть. Сăмах çаврăнăшĕнчи сăмахсем яланах пĕр пĕлтерĕшлĕ.

Вăл кашни кун патак çиет. Патак çиет-сказуемăй.

3). Сăмах майлашăвĕсем пуплевре ирĕклĕ пулса пыраççĕ.

Сăмах çаврăнăшĕсем хăйсем тĕллĕн пулса пымаççĕ. Вĕсем çирĕпленсе ларнă хатĕр сăмах çаврăнăшĕсем. Калаçупа çыру чĕлхинче пĕр улшăнмасăр усă кураççĕ.

4). Сăмах майлашăвĕсем –тÿрĕ пĕлтерĕшлĕ; шурă çăкăр.

Сăмах çаврăнăшĕсем куçăмлă пĕлтерĕшлĕ; шурă çÿç.

5). Сăмах майлашăвĕсем пĕр пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах çаврăнăшĕсем икĕ е ытларах пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ.

Тăнран тух 1. Сходить/ сойти с ума (стать сумашедшим); 2. Проявлять чрезмерное восхищение, восторг.

  1. Тытăмĕнче архаизмсепе историзм пур сăмах çаврăнăшĕсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Эчел вилĕмĕпе вилчĕ-хăй вилĕмĕпе вилчĕ, эчел-конец жизни; ăншăрт ÿкнĕ, ăншăрт- порча, постигающая человека вследствие чьей-либо ссоры; ăрăм пĕлет, ăрăм-наговор, способ или приём, который употребляется наговорщиками; калăм карчăкĕ-колдунья; хытнă калиш-ятлаçнă чух, хыткан, типшĕм çынна калаççĕ; камалсăр вилĕм-злая смерть, несчастная, неожиданная; ывăнле ту, ывăнле-название какой-то порчи; ăшăрхаса ÿк-бросить в жар; ĕçе айла, айла-обсуждать; ямпаш çап, ямпаш-приём борьбы, при котором роняют сразу; йĕрĕх тытать-чир ерет, йĕрĕх-дух в чувашской мифологии; вантă пăрах, вантă-рыболовная снасть; эрем ту-сгубить попусту, эрем-бесполезная гибель; ыйăх çÿпçи, çÿпçи-историзм; ыйхă чăпти, чăпти-историзм.