Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Чăваш фразеологийĕн вăрттăнлăхĕсем.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
30.39 Кб
Скачать

«Чăваш фразеологийĕн вăрттăнлăхĕсем»

10-11 классем

  1. Фразеологизмсемпе синонимлă пулакан сăмахсене тупса çырăр:

Асат хуçнă чун-асат çапнă чун, ĕнсе шăмми кукрăлнă;

вĕчĕ тыт-юнав хыв;

ĕнтрĕк çапнă-каç сĕмĕ çапнă;

каска пуканĕ-1) лутра, кутамас пĕлтерĕшлĕ-пĕве кĕмен; 2) чурбан пĕлтерĕшлĕ- пиçмен пашалу, тăм писмен;

катен карчăк-1) чухăн пĕлтерĕшлĕ-çара çерçи; 2) пĕчĕк пĕлтерĕшлĕ-пĕве кĕмен; 3) тирпейсĕр пĕлтерĕшлĕ-катемпи пек;

пăлахая пер-кахала пер, тарап ту, наяна пер, кахала пер, кутăна пер;

сăсăл вĕçтер-пăккине хавшат, сехре хăпарт, шарт сик, çÿç вирелле тăрать, пуç тÿпинчен сĕрĕм тухать; чуна ура тĕпне çитер;

талпас çап-сăмах вакла, чĕлхе вылят, сăмах çăмхи сÿт, сăмах-юмах çаптар; ÿкĕте кĕр-хăлхана чик, ăша хыв;

шак яр-шак хурса калаç, шак хыв-намекать, говорить обиняком.

  1. Чăваш чĕлхинчи фразеологизмсене тĕпчекенсене тата вĕсен ĕçĕсене калăр.

Сергеев, Л.П., Павлов, В.В. Фразеологический словарь чувашского языка: учебное пособие / Л.П.Сергеев. Чебоксары: Чув. гос. пед. ун-т, 2007. - 62 с.

Ашмарин Н.И. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Шупашкар, 1930 ç.

Горшков А.Е. Вырăсла-чăвашла кĕске фразеологи словарĕ.—В кн.: Мĕнле каласан тĕрĕс? Шупашкар, 1973.

Чернов М.Ф. «Фразеология современного чувашского языка» (1985 г.);

Чернов М.Ф. Современный чувашский язык: слово, фразеологизм и свободное сочетание слов. (1988 г.)

Чернов М.Ф. Краткий русско-чувашский фразеологический словарь. Чебоксары, 1975г.

Чернов М.Ф. Чувашско-русский фразеологический словарь. Чебоксары, 1982г.

  1. Хисеп ячĕллĕ фразеологизмсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Ик аллуна шарт! çап, икĕ вут хушшине тăрса юл, ик майлă кастар, пĕр чĕлхе туп, пĕр калăппа тунă, пĕр кавара кĕр, пĕр юрă юрла, пĕр калăп пул, пуçĕнче çирĕм пиллĕк çитмест, çăвара пĕр хĕлхем те ан яр, пĕр çăвар çăкăра икке пайласа çи, çичĕ хут тире сÿ, çич çыншăн ĕçле, икĕ пукан хушшинче лар, ик айкки те тăвайкки, икĕ питлĕ, ик телейлĕ, пĕр каварлă пул, пĕр калăппа виç, пĕр пĕрчĕ те, пĕрре сурмалăх анчах, пĕр сăмах туп, пĕр çăвартан сур, пĕр урапа çине лар, пĕр чĕлхе туп, сăмах пине çитрĕ, пĕрре вĕтсе илмелле ăна, пĕр пĕрнери пĕрлĕхен пек, пĕрре ура ярса пусмалăх анчах, пĕр чĕптĕм те, ик хут иккĕ пек, пĕр кашăк шывпа çăтса ямалла, ик утăмра, пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек, пĕр чĕкеç килнипех çуркунне пулмасть.

  1. Фразеологизмсене тытăмне кура икĕ ушкăна пайлăр:

1). Глаголпа ят сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: чике тăршшĕ ларт; чĕлхене ирĕке ан яр, чун ура тĕпне çитрĕ, чĕлхи салтăнчĕ; чĕлхе такăнать; ура тупанĕ курăнать; хăйăр пĕрчи пек çухалса кай; унпа пăтă пиçмест; тинке тухрĕ; тута пăр; тĕтĕм сÿннĕ; тăн çухат; çунат хуш; çÿç вирелле тăчĕ.

2). Ятпа ят сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: чул чĕреллĕ; урлă выртакан каска; тÿр пилĕк; турти кĕске; тимĕр пăрçа; тăрри шăтăк.

5. Пайăр ятсемлĕ фразеологизмсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Энтепе кутне чăшкăрт-çатмана çу сĕрни. Ÿлхерин Унтри-совершенный идиот, с безобразной физиономией; Хусан тăлăхĕ; Макар пăру хăваламан çĕр; Ахиллесăн ура кĕлли; Америка уç; Ариадна çипĕ; Петĕр хăнк та тумасть; Ĕпхÿре выртан; Ваçăк кăнтăрли-хĕвел кăнтăр хĕвел анăç тĕлĕнче чухне çынсем Ваçăк кăнтăрли çиеççĕ; Китай стени; Китай грамоти; Адам тумĕ; Ева тумĕ; пĕтĕм Иваново илтмелле; сутăнчăк Иуда; Каин тăмхи, Каин палли; Ной кимми; Морфей ытамĕ; Рубикон урлă каç; Лазарь пек мĕскĕнлен; Прометей вут-çулăмĕ; Троя лаши; Гименей сăнчăрĕ; Пандора арчи; ниме те ĕненмен Фома; Аркадири савăк пурнăç; Архимед рычакĕ; Буридан ашакĕ; Вавилон ясарĕ; Вавилон пăтăрмахĕ; Валаам ашакĕ; Варфоломей каçĕ; çветтуй Антоний апачĕпе пурăн.

  1. «Пĕр çăвар çăкăра икке пайласа çи» ятлă ăслав сочиненийĕ çырăр.

Чăвашсем ĕлĕкренпех пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр пулнипе ытти халăхсенчен уйрăлса тăнă. Вĕсем хăйсем пĕчĕк пÿртре, чухăн пурăннă пулсан та пулăшу ыйтакан çынсене май килнă таран пулăшма тăрăшнă. Вĕсен пÿрчĕ умне ыйткалакан килсе тухсан чăваш хăйĕн çăкăрĕ сахал пулсан та ыйткалакана хуçса панă, апат çитерсе янă, ăшăнма кĕртнĕ е çĕр каçма та хăварнă.

Чăваш халăхĕ-пысăк чунлă халăх. Пĕр çуртра пĕрле выртса, ĕçлесе пурăнакан çынпа та вăл пĕр çăвар çăкăр пулсан та ăна икке пайласа çинĕ. Чăвашăн ĕмĕтсĕрлĕх, хăйĕн хырăмне кăна тăрантасси, пур япалана вăрттăн пĕччен çиесси нихăçан та пулман. Юмахсенче те телей шыракан чăваш çул хĕрринче выçăпа аптранă ыйткалакана курсан хутаçĕнчи çăкăрне кăларса ăна çитерсе хăварать. Çул хĕрринчи ыйткалаканĕ асамçă иккен. Вăл çăкăр çитерекене телей тупма пулăшать.

Ман шутпа, чăваш халăхĕ ырă чунлă, ыттисене пулăшма хатĕр пулнă пирки чăваш чĕлхинче «пĕр çăвар çăкăра икке пайласа çи» текен сăмах çаврăнăшĕ çуралнă. Ман шутпа, вырăс чĕлхинче кун пĕлтерĕшлĕ сăмах çаврăнăшĕ çук.