
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
Ассимиляци вăл – пĕр хупă сасă тепĕр хупă сасăпа пĕрпекленни. Çак йĕрке чăваш чĕлхинче питĕ уççăн палăрать: пуплев органĕсен артикуляцийĕ пĕр сасса каланă хыççăн тепĕр сасса калама тытăннă чухне те сыхланса юлать е хыçалти сасса калама хатĕрленсе пуплев органĕсен артикуляцийĕ умĕнхи сасса каланă чухне те палăрма тытăнать: калáсшăн (орф.) – калáшшăн, каятпăр – каяппăр, пĕлĕшсем – пĕлĕшшéм, килĕшсем – килĕшшéм т.ыт.те. Çак йĕркене чăваш чĕлхинче вырăсларан калаçу урлă кĕнĕ сăмахсем те пăхăннă: шестерня' – шĕштĕрнé, сушúло – шушúл, зажóр – шашýр, сердéчник – шертéшнĕк, сейчас – чиччáс, сажень – шашáн, сýшки – шýшкă, калитка – калинккé, лýчше – лýччă.
Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсем хушшинче тулли мар ассимиляци тĕслĕхĕсем те тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен: блин, пря'ник, поднарье сăмахсем чăваш чĕлхинче пĕлĕм, пĕрéмĕк, путмáр форма йышăннă: н сасă м сасăпа ылмашăннă. Çак вырăс сăмахĕсем тутапа калакан п сасăпа пуçланнăран чăвашсем н сасса та тутапа калакан м сасăпа ылмаштарнă, çапла майпа сăмахсен арикуляцине çăмăллатнă.
Совет тапхăрĕнче, уйрăмах XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчен пуçласа, чăваш чĕлхине пичет урлă йышлă кĕрсе пыракан вырăс сăмахĕсемпе интернациллĕ сăмахсем чăваш фонетикин законĕсене пăхăнми пулаççĕ, кунта вĕсем вырăсли пекех илтĕнеççĕ, çырасса та вĕсене çаплипех çыраççĕ (хăш-пĕр вак-тĕвек улшăнусене шута илмесен): биолóги, геомéтри, ботáника, демокрáти, вокзáл, телегрáмма, организáци т.ыт.те.
Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
пултарайманни
Чăваш сăмахĕсенче пĕр сыпăкра икĕ е ытларах шавлă хупă сасă сайра хутра кăна тĕл пулаççĕ. Чăваш пуплевĕн çепĕçлĕхĕпе илемлĕ янравлăхĕ ытларах акă мĕнрен килет: чăваш сăмахĕсенче уçă сасăсемпе хупă сасăсем пĕрин хыççăн тепри черетленсе пыраççĕ, çавăнпа та кунта икĕ хупă сасă пĕр сыпăкра сайра хутра кăна тĕл пулать. Çак йĕркене вырăс чĕлхи пачах та пăхăнмасть, унта пĕр сыпăкра юнашар тăракан икĕ е ытларах хупă сасăллă сăмахсем çине-çинех тĕл пулаççĕ: взгóрье, вздýмал, вброд, вдвойне, вздвоить (4 хупă сасă), вздёрнуть, предложéние, бригáда, взгруснýть, вздвáивать, вздéть, вздрóгнуть (4 хупă сасă) т.ыт.те.
Чăваш чĕлхине калаçу урлă кĕнĕ вырăс сăмахĕсенчи икĕ е ытларах хупă сасă юнашарлăхне чăвашсем тĕрлĕ майпа катертсе пынă:
- икĕ хупă сасă хушшинче уçă сасă кĕртсе лартнă: крупа – кĕрпе, грабли – кĕрепле, клеть – кĕлет, кресло – кĕресле, стол – сĕтел, бревно – пĕрене, смола – сăмала, шляпа – шĕлепке;
- икĕ хупă сасăран пĕрне каламасăр хăварнă: уéзд – уéс, úзвесть – úзвĕç, корáбль – карáп, смотрú – мотрú, груздь – кắрăç, крест – хĕрéс, поезд – пуйăс, скля'ница – кĕленчé;
- пĕр сыпăкри хупă сасăсене икĕ сыпăка кĕртме уçă сасăсем хушса каланă: шкап – ăш+кап>ăшкап, стакан – ăс+так+кан>ăстаккáн, скирда – ĕс+кĕрт>ĕскĕрт, винт – винт+тă>винттă, станок – ăс+танăк>ăстанăк, Степан – Ăç+таппан>Ăçтаппан, кшалик – ăш-кальккă>ăшкальккă. Чăвашсемшĕн пĕр сыпăкри икĕ е ытларах хупă сасса калама çеç йывăр пулнă, икĕ сыпăкри хупă сасăсене каласси вĕсене нимлĕ йывăрлăх та кÿмен. Ун пек сăмахсем чăваш чĕлхинче хăйĕнче те питĕ йышлă: ап+ла>апла, ат+пăри>атпăри, хăт+лă>хăтлă, ут+па>утпа, чуп+тар>чуптар т.ыт.те;
- икĕ хупă сасăран тăнă щ аффрикатăна ш сасăпа ылмаштарнă: ямщик – я'мшăк, рóща – рошшá (тури диал.).