
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
Вырăс чĕлхинче ударени сăмахра тĕрлĕ вырăна ÿкме пултарать, çавăнпа ăна тĕрлĕ вырăна ÿкекен ударени (разноместное ударение) теççĕ. Тĕслĕхсем: портрéт, тóполь, борьбá, бýря, телегрáмма, зрúтель, зубúло, игóлка, игрá т.ыт.те.
Вырăс чĕлхинче ударени правилисем çук. Чăваш чĕлхи ударени тĕлĕшĕнчен вырăс чĕлхинчен тĕпренех уйрăлса тăрать: кунта ударенин паллă вырăнĕ пур. Чăваш сăмахĕсене ударенипе калама виçĕ правило пĕлмелле. Вĕсем çаксем:
Сăмахра пурте тулли уçă сасăсем пулсан, ударени юлашки сыпăк çине ÿкет: сухáн, саламлá, каçарсáм, куриччéн, каймассерéн т.ыт.те.
Сăмахра пурте тулли мар уçă сасăсем (ă, ĕ) пулсан, ударени пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет: шắллăм, йắмăк, тắлăп, пắлтăр, хĕ'рлĕ, пắхăр, (яп.я., глагол), кĕ'çĕр, çĕ'лĕклĕ, чĕ'нтĕрлĕ т.ыт.те
Сăмахра тулли уçă сасăсем те, тулли мар уçă сасăсем те пулсан ударени е пĕртен-пĕр тулли уçă сасă çине, е юлашки тулли уçă сасă çине ÿкет: упăшкá, çĕр-шы'в, телéйлĕ, áрăм, пы'тăм, пáрăм.
Вырăс чĕлхинчен чăваш чĕлхине сăмахсем çак асăннă правилăсене çирĕп пăхăнса кĕнĕ. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсем:
Григóрий – Кĕркурú Áнна – Аннá
Агáфия – Укахвú Никúта – Мĕкĕтé
рóща – ращá Мáрфа – Мархвá
коры'то – куритé охóта – ухатá
капýста – купăстá грáбли – кĕреплé
Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
Чăваш консонантизмĕн паллă законĕсем:
шавлă хупă сасăсем янраса тата янрамасăр илтĕнесси вĕсем сăмахра хăш вырăнта тăнинчен килни;
2) хупă сасăсен ассимиляцийĕ;
3) пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма пултарайманни;
4) малти ретри уçă сасăсем хăйсем умĕнчи хупă сасăсене те, хыçĕнчи хупă сасăсене çемçетни;
5) р сасса сăмах пуçламăшĕнче калама пултарайманни.
Çак законсене пăхса тухнăçемĕн вырăс консонантизмĕн законĕсене те аса илме тивет.
Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
Чăваш сăмахĕсенче шавлă хупă сасăсем янрамасăр илтĕнеççĕ:
- сăмах пуçламăшĕнче (пắчкă, пăтá, телéй, пĕвé, патшá, куркá). Вырăс сăмахĕсем çак йĕркене пăхăнмаççĕ (бóдрый, дóбрый, бýлка, докумéнт, геогрáфи);
- сăмах вĕçĕнче (патáк, турáт, анчáх, курáк, пăт, сĕт). Çак йĕркене вырăс сăмахĕсем те пăхăнаççĕ: обéд (т илтĕнет), подря'д (т илтĕнет), Петрóв (ф илтĕнет), дохóд (т илтĕнет), отря'д (т илтĕнет). Чăваш сăмахĕсенче çак йĕркене ялан янравлă в сасă çеç пăхăнмасть: вăл сăмах пуçламăшĕнче те, варринче те, вĕçĕнче те янраса илтĕнет (вắйлă, вắхăт, вăрáн, таврá, сăвăрá, калáв, сăнáв, хунáв);
- сăмах варринче шавлă хупă сасăсем хыççăн (утпá, тăхтá, тáпхăр, патнé, питнé). Çак йĕркене вырăс сăмахĕсем те пăхăнаççĕ (поттвердить. поттолкнуть, потпол, поткладывать);
- сăмах варринче шавлă хупă сасăсем умĕн (ашпá, хутсéм, уткалá. чупкалá). Çак йĕркене вырăс сăмахĕсем те пăхăнаççĕ (отпóр, потсéл (он), подхóдит);
- сăмах варринче ялан янравлă хупă сасăсем умĕн (аплá, çаплá, утрáв, вĕçлéн, вĕ'çкĕн, ĕ'мĕтлĕ, ĕлĕкрéн). Çак йĕркене вырăс сăмахĕсем пăхăнмаççĕ (подря'д, подлежáщее, подмéтить, погрóм).
Чăваш сăмахĕсенче шавлă хупă сасăсем янраса илтĕнеççĕ:
- икĕ уçă сасă хушшинче (адă, çабă, çăбада, тубада, тудăр, хадĕрлен, пагăлдат). Çак йĕркене вырăс сăмахĕсем пур чухнех те пăхăнмасан та пултараççĕ (отéц, óпыт, опóра, Афанáсий, батóн, брикéт, ботáника, бетóн, бесéдка);
- ялан янравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче (улдáв, тумдúр, салхý (янр. х.), сáлдăн (гл.), кýлдăм, кýрдăм).
Вырăс чĕлхинче шавлă хупă сасăсем сăмах вĕçĕнче яланах янрамасăр илтĕнеççĕ: дуп, остроф, Сидороф, доклат, актиф, отрят, подрят, тетрать (орф. дуб, остров, Сидоров, доклад, актив, отряд, подряд, тетрадь). Ытти çĕрте – сăмах пуçламăшĕнче те, варринче те – янраса та, янрамасăр та илтĕнме пултараççĕ. Вырăс сăмахĕсем, чăваш чĕлхине калаçу урлă кĕрсе, кунта асăннă чăваш фонетикин законĕсене çирĕппĕн пăхăнса йĕркеленнĕ: бóчка – пичкé, бревнó – пĕренé, грáбли – кĕреплé, добрó – тупрá, родня' – ратнé.