Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Лексика тата фразеологи.doc
Скачиваний:
0
Добавлен:
14.02.2020
Размер:
1.28 Mб
Скачать

Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни

Чăваш вокализмĕн тепĕр паллă уйрăмлăхĕ – тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем ударени ÿкмен чухне сăмахран тухса ÿкме пултарни: вырăс эрнú – вырсарнú, пýрăнăç – пýрнăç, шăнкăрчă – шắнкăрч, ака пýçĕ – акапýç, ура áйĕ – урáй, тăхлачă – тăхлáч, куç çýлĕ – куççýль, ял хуçáлăхĕ – ял хуçáлăх, ĕç кунĕ – ĕçкун т.ыт.те. Чăваш вокализмĕн çак уйрăмлăхĕ вырăс чĕлхинчен калаçу урлă йышăннă сăмахсенче те уçăмлă палăрнă:

шкóлъ– шкул вóблъ – вýпăл, вуплă (пулă)

чéрнилъ – чернúл контóръ – кантýр

свájъ – сăвáй манéръ – манéр

одея'лъ – утиáл минýтъ – минýт

квартúръ – хваттéр провóлокъ – пралýк

Хăш-пĕр чăваш сăмахĕсенче ă, ĕ сасăсемпе пĕрле хупă сасăсем те тухса ÿкнĕ: кáрăнтăк – кáнтăк, ýтăлăх – ýлăх, çĕвĕле – çĕлé. Ку пулăм вырăсларан йышăннă сăмахсенчен те палăрнă: заплáткъ – сáплък, Степанúда – Сăпанú, Свия'гъ – Сĕвé, жáлованье – шалý т.ыт.те.

Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни

Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи тепĕр фонетика уйрăмлăхĕ уçă сасĕсем сăмахсенче пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăнса тăнипе çыхăннă. Чăваш сăмахĕсенче икĕ е ытларах уçă сасă юнашар тăма пултараймасть. Сăмах пулăвне кура икĕ уçă сасă юнашар килсе тухнă чухне чăвашсем çав юнашарлăха кашни хутĕнчех тĕрлĕ майпа катертнĕ:

ача+а>ача+н+а (пару п.)

хула+а>хула+н+а (пару п.)

ача+и>ач+и (кам. ф.)

ача+ăм>ача+м (кам. ф.)

ĕне+ĕм>ĕне+м (кам. ф.)

Чăваш фонетикин çак законне вырăсларан калаçу урлă кĕнĕ сăмахсем те çирĕп пăхăннă:

Иллариóн > Ларивáн

Даниúл > Танилá

Леóнтий > Ляванттú

Радиóн > Ăртивáн

переýлок > пралýк

неужели > нивýщлĕ.

Лариван, Лявантти, Ăртиван, нивушлĕ сăмахсенче икĕ уçă сасă юнашарлăхне вĕсем хушшине в хупă сасă кĕртсе лартса, Танила, пралук сăмахсенче икĕ уçă сасăран пĕрне сăмахран кăларса катертнĕ.

Чăваш литература чĕлхинче юнашар тăракан икĕ е ытларах уçă сасăллă пĕр сăмах та çук. Ун пек сăмахсем вырăнти калаçусенче çеç тĕл пулаççĕ (ниушлĕ, тоарлă «тăварлă» т.ыт.те.)

Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни

Вырăс чĕлхипе уçă сасăсен пахалăхĕ ударенирен килет. Çакна сăмахсен транскрипцийĕ яр уççăн кăтартса парать. Тĕслĕхсем:

обед - [^бۥэ'т]

телеграмма - [тۥ э″лۥэгрáмъ]

отвечать - [^твۥэ″чáтۥ]

колобок - [къл^бóк]

театральный - [тۥэ″^трáлۥнъj]

телефон - [тۥьлۥэ″фóн]

ворóта - [в^рóта]

воскресенье - [въскрۥэ″сэ'нۥjь]

вооружение - [въружۥэ'нۥиjь]

Тĕслĕхсенчен çакă курăнать: ударени ÿкмен уçă сасăсем кашни хутĕнчех мĕн чухлĕ те пулин редукциленеççĕ (вăйсăрланаççĕ).

Халĕ чăваш сăмахĕсене транскипцилер:

асаннé - [азанۥэ']

асаттесемпé - [азатۥэзэмۥбۥэ']

айкашýллă - [аjгажýлъ]

акăлчанлá - [агълчанлá]

аркантáр - [аргандар']

кăвакáрчăн - [къвагáрчън]

нушалантáр - [нужаландáр]

çаврашкалáн - [çаврашкалáн].

Транскрипцирен çакă курăнать: чăваш сăмахĕсенче уçă сасăсем ударени ÿкмен чухне те редукциленмеççĕ,ударениллĕ уçă сасăсем пекех илтĕнеççĕ.

Чăваш сăмахĕсенчи ударениллĕ тата ударенисĕр уçă сасăсен пахалăхĕ пирки паллă фонетист В.И. Котлеев çапла çырать: «Чăваш фонетикин тĕп законĕсен шутне… уçă сасăсем ударениллĕ тата ударенисĕр сыпăксенчен пахалăх енчен пĕр пек пулни кĕрет. Ку закона тĕпчевçĕсем тахçанах пĕлнĕ: Н.И. Золотницкий, И.Я. Яковлев ученăйсем чăваш çырулăхне тăвас ĕçре ăна шута илни аванах палăрать… Асăннă закон – чылай уççăн палăракан япала, çавăнпа пирвайхи тĕпчевçĕсем, приборсемпе усă курман пулин те, хăлхапа итлесех ăна çăмăллăнах туйма пултарнă…». Малалла вăл çакна палăртать: «Спектограммăсем акă мĕн кăтартаççĕ: а, э, ы, и, у, ÿ уçă сасăсен спектрĕсем ударениллĕ сыпăксенче те, ударенисĕр сыпăксенче те пĕр майлă, вĕсен пур формантисем те малтан пуçласа вĕçне çитиех пĕр пек шайлă».

Тĕпчевçĕ хăйĕн шухăшне çирĕплетме каскá сăмахăн спектрĕсене илсе кăтартать. Прибор кăтартнă тăрăх, çак сăмахри а – а сасăсем, ударенипе те, ударенисĕр те пĕр пек пахалăхлă тесе палăртать В.И. Котлеев.