
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
Çак тĕлĕшрен чăваш чĕлхинчи [ç] сасăпа вырăс чĕлхинчи [с'] сасă курăмлă. Артикуляци тĕлĕшĕнчен вĕсем пĕр-пĕринчен палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ. [ç] сасса каланă чухне чĕлхе вĕçĕ малти шăлсенчен кăшт аяккарах куçать, чĕлхе тÿрчĕн вăтаçĕр пайĕ çăвар маччин малти пайĕ патнелле çывхарать: çĕçĕ, çĕлен, çĕпре, çĕлĕк, çĕмĕрт, çĕмел...
Вырăс чĕлхинчи с' сасса (с сассăн çемçе варианчĕ) каланă чухне вара чĕлхе вĕçĕ малти шăлсем патне çывхарать. Çак сасăсене тĕрлĕрен каласси вĕсем тĕрлĕ майпа пулса кайнинчен килет, с' сасă – с сассăн çемçе варианчĕ, ç авалхи джь, дзь аффрикатăран пулса кайнă. Ĕлĕкрех вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче чăвашсем [с'] сасса [ç] сасăпа ылмаштарнă:
семья – çемьé сени – çéнĕк
Сибирь – Çĕ'пĕр Степан – Çтаппáн
ситец – çúтсă силом – çилам
мастер – мáçтăр
Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те янраса илтĕнекен шавлă хупă сасăсем пур. Вырăс чĕлхинче вĕсем сăмах пуçламăшĕнче (багóр, бюрó, батарéя, батальóн, гáлстук, дневнúк), сăмах варринчи уçă сасăсемпе ялан янравлă тата янракан шавлă хупă сасăсем умĕн (обед, добрый, бодрый, поздний, задний, отгрохать (т янраса илтĕнет), подбрасывать) янраса илтĕнеççĕ. Чăваш чĕлхинче шавлă хупă сасăсем икě уçă сасă хушшинче тата ялан янравлă хупă сасăсемпе уçă сасăсем хушшинче çеç янраса илтĕнме пултараççĕ (абат, ача, адă, тубă, пурдă, удать, кардăм).
Чăваш сăмахĕсенчи янраса илтĕнекен шавлă хупă сасăсене çурма янравлă хупă сасăсем теме пулать, мĕншĕн тесен вĕсен янравлăхĕ, вырăс сăмахĕсенчи хупă сасăсен янравлăхĕпе танлаштарсан, 70-80% таран çеç пулать. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче те шавлă хупă сасăсен янравлăхĕ кăштах вăйсăрланать:
кнúга - кĕнекé одея'ло - утия'л
дёготь - тúкĕт забóр - сапýр
багóр - пакýр подóшва – патýш.
Çакăнта илсе кăтартнă чăваш сăмахĕсенче (тĕрĕсрех: вырăс чĕлхинчен калаçу урлă кĕнĕ сăмахсенче) палăртнă хупă сасăсем, вырăс чĕлхинчипе танлаштарсан, вăйсăртарах янраççĕ.
Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
Çавăн пек законсем чăваш вокализмĕнче те, вырăс вокализмĕнчĕ те палăраççĕ.
Чăваш вокализмĕ çакăн пек фонетика законĕсем (уйрăмлăхĕсем) пуррипе палăрса тăрать:
сингармонизм законĕ;
хăш-пĕр чухне ă, ĕ сасăсем сăмахран тухса ÿкни;
икĕ е ытларах уçă сасă юнашар тăма пултарайманни;
уçă сасăсен пахалăхĕ (мĕнле илтĕнесси) ударенирен пачах та килменни;
çемçе (е малти ретри) уçă сасăсем хăйсен умĕнчи хупă сасăсене те, хыçĕнчи хупă сасăсене те çемçетни;
ударени (пусăм) уйрăмлăхĕсем.
Халĕ асăннă уйрăмлăхсене (фонетика законĕсене) кашнине уйрăммăн пăхса тухар.
Сингармонизм законĕ
Сингармонизм (гр. sun – пĕрле, harmonia – сасă килĕшĕвĕ) законĕ чăваш фонетикин тĕп законĕсенчен пĕри шутланать. Çак закон тăрăх, сăмахăн кашни сыпăкĕнче с малти (çемçе) уçă сасăсем, е кайри (хытă) уçă сасăсем пулмалла: илéмлĕ, хитрерéх, пĕ'чĕккĕ, хýрăн, çĕ'мĕрт, çéпĕççĕн, çемçешкé, перекéт, пắчăр, килешÿ', кĕтмéл т.ыт.те. Çак закон вырăс чĕлхишĕн характерлă мар. Çакна маларах илсе кăтартнă чăваш сăмахĕсемпе вырăс чĕлхинчи вĕсен эквиваленчĕсене танлаштарса пăхни те яр уççăн кăтартса парать:
илéмлĕ – красúвый çемçешкé – мя'гкий
хитрерéх – красúвее перекéт – эконóмия
пĕ'чĕккĕ – мáленький пắчăр – ря'бчик
хýрăн – бер'ёза килĕшÿ' – соглáсие
çĕ'мĕрт – чер'ёмуха кĕтмéл – бруснúка
çéпĕççĕн – нéжно
Илсе кăтартнă тĕслĕхсенче вырăс сăмахĕсенчен пĕри те сингармонизм законне пăхăнмасть. Вырăс чĕлхинчен калаçу урлă кĕнĕ сăмахсем вара чăваш чĕлхинче чылайăшĕ сингармонизм законне пăхăннă. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсем:
овúн – áвăн рождествó – раштáв
скúрда – ĕ'çкĕрт Илья' – Иллé
крестья'нин – хресчéн Никúта – Мĕкĕтé
ведрó – витрé Никúфор – Микихвéр
бревнó – пĕренé крéсло – кĕреслé
обéд – апáт кýдри – кăтрá
цéрковь – чиркÿ матица – маччá.
Чăваш чĕлхинче сингармонизм законне вырăс чĕлхинчен çыру урлă кĕрекен сăмахсем вара пачах та пăхăнмаççĕ:
телегрáмма граммáтика
áдрес геомéтри
хирургú биолóги
отлúчник метóдика
патриóт матемáтика
герóй истóри
Чăваш чĕлхин çепĕçлĕхĕпе килĕшÿллĕ янăравлăхĕ чылай енчен сингармонизм законĕнчен килĕççĕ.