
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
Çак пăхăнуллă предложени тĕп предложени пĕлтерекен ĕçĕн сăлтавне кăтартать, почему? отчего? – мĕншĕн? мĕн пирки? ыйтусем çине ыйтăнать. Вырăс чĕлхинче ăна тĕп предложенипе потому что, так как, оттого что, ибо тата ытти союзсем çыхăнтараççĕ. Тĕслĕхсем:
Я не спал всю ночь, потому что работал в ночной смене. – Эпĕ çĕрĕпех çывăрмарăм, мĕншен тесен каçхи сменăра ĕçлерĕм.
Лошадь не смогла сдвинуть воз, потому что заднее колесо соскочило. – Лаша лава туртаймарĕ, мĕншĕн тесен урапан кайри кустăрми тухса ÿкнĕ.
Чăваш чĕлхинчи пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă хутлă предложенисем тытăмĕпе вырăс чĕлхинчи пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă хутлă предложенисемпе шăл та шай пĕр пек, çавăнпа ун пек предложенисене чăвашла куçарма питĕ ансат.
5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
Кун йышши пăхăнуллă предложенисем тĕп предложени кăтартакан тĕллеве, урăхла каласан çав ĕçе мĕн тĕллевпе тунине пĕлтереççĕ, зачем? для чего? с какой целью? – мĕншĕн? мĕн тума мĕн тĕллевпе? ыйтусем çине ыйтăнаççĕ, вĕсене тĕп предложенипе чтобы, для того чтобы, с тем чтобы, затем чтобы союзсем çыхăнтараççĕ. Тĕслĕхсем:
Чтобы свободно и радостно жил человек, укрепляем мы нашу отчизну. – Çын ирĕклĕ те савăнăçлă пурăнтăр тесе, эпир тăван çĕршывăмăра тĕреклентеретпĕр.
Чтобы изобразить верно данного человека, надо хорошо знать его характер. – Çак çынна тĕрĕс ÿкерсе кăтартас тесен, унăн характернее лайăх пĕлмелле.
Для того, чтобы понять, что происходит на улице, не требовалось много времени. – Урамра мĕн пулса иртнине ăнланса илме нумай вăхăт кирлĕ пулмарĕ.
Илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен çакă курăнать:
чăваш чĕлхинче пăхăнуллă хутлă предложенин сказуемăйĕ пулас причастирен е хушу наклоненийĕнчи глаголтан пулать, тĕп предложенипе тесе, тесен союзсемпе çыхăнать;
пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ инфинитивран пулать.
***
Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче союзсăр çыхăнакан хутлă предложенисем тĕл пулаççĕ. Вĕсен конструкцийĕсем хушшинче уйрăмлăхсем çук пирки эпир ун пек предложенисем çинче чарăнса тăмастпăр. Çавăн пекех тÿрĕ пуплевлĕ предложенисен конструкцийĕсем хушшинче те уйрăмлăхсем çукпа пĕрех, мĕншĕн тесен вĕсем чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхин витĕмĕпе аталаннă. Апла пулин те хăш-пĕр уйрăмлăхсене палăтрса хăварма кирлĕ. Чăваш чĕлхинче автор сăмахĕсем + тÿрĕ пуплевлĕ конструкци вырăс чĕлхинчи пекех анлă тĕл пулмасть. Акă çак тĕслĕхе сăнаса пăхар-ха: Наконец, дворецкий провозгласил: «Кушание поставлено» (А.Пушкин).
Чăвашла тÿрĕ пуплев + автор сăмахĕсем йышши конструкци ытларах тĕл пулать:
«Апат хатĕр», - терĕ юлашкинчен дворецки. Паллах, çакна урăхларах та йĕркелеме пулать: «Юлашкинчен дворецкий пĕлтерчĕ: «Апат хатĕр». Кун пек конструкци çыру чĕлхинче те, калаçу чĕлхинче те питĕ сайра тĕл пулать.
Ытти тĕслĕхсем:
Проходя переднюю, Чичиков покрутил носом и сказал Петрушке: «Ты бы хоть окна отпер». Чăвашла автор сăмахĕсем ку тĕслĕхре те тÿрĕ пуплев хыçне куçса ларасшăн: «Сан хăть…кантăкна уçасчĕ», - терĕ Чичиков Петрушкăна малти пÿлĕмрен иртсен, сăмсипе шăршласа илсе. Халĕ çакнах вырăс чĕлхинчи пек калăпласа пăхар-ха: «Малти пÿлĕмрен иртсен, сăмсипе шăршласа илсе, Чичиков Петрушкăна каларĕ: «Сан хăть…кантăка уçасчĕ». Паллах, чăвашла варианчĕ вырăнларах.
Чăваш чĕлхинче тÿрĕ пуплев час-часах автор сăмахĕсем хушшине кĕрсе ларать. Тĕслĕхсем:
«Вăл ман çине çиллессĕн пăхрĕ те: «Мĕншĕн вăхăтра çитмерĕн?» - терĕ.
Вырăс чĕлхинче кун пек конструкци тĕл пулманпа пĕрех. Халĕ илсе кăтартнă тĕслĕхе вырăсла чăвашли пек каласа пăхар-ха: «Он сердито посмотрел на меня и: «Почему опоздал?» - сказал. Вырăссем кун пек калаçмаççĕ. Вĕсем çакна урăхларах калаççĕ: «Он сердито посмотрел на меня и сказал: «Почему опоздал?» Кун пек уйрăмлăхсем татах та пулма пултараççĕ. Акă çавăн пек тĕслĕхсенчен пĕри: «Отец посмотрел на опоздавшего сына и сказал в сердцах: «Где шлялся до сих пор?» Чăваш çакна икĕ тĕрлĕ калама пултарать: «Ашшĕ юлса çитнĕ ывăлĕ çине пăхса илчĕ те: «Ку таранччен ăçта çапкаланса çÿрерĕн?» - терĕ тарăхнă сасăпа. Ку чăн чăвашла вариант. Халĕ çакнах вырăссем пек каласа пăхар: «Ашшĕ юлса çитнĕ ывăлĕ çине пăхса илчĕ те тарăхнă сасăпа каларĕ: «Ку таранччен ăçта çапкаланса çÿрерĕн?» Çыру чĕлхинче те, калаçу чĕлхинче те эпир, чăвашсем, кун пек конструкцире тÿрĕ пуплев хыççăн терĕ глагол хушса калатпăр: «Ашшĕ юлса çитнĕ ывăлĕ çине пăхса илчĕ те тарăхнă сасăпа çапла каларĕ: «Ку таранччен ăçта çапкаланса çÿрерĕн?» - терĕ. Вырăсла кун пек каламаççĕ.
Çакăн йышши тепĕр тĕслĕх:
«Один партизан сказал мне прекрасные слова: «Я их (фашистовю – А.Г.) бью без промаху: моя пуля от сердца летит».
Халĕ çакна чăвашла куçарса пăхăр:
«Пĕр партизан питĕ чаплă сăмахсем каланăччĕ: «Эпĕ вĕсене (фашистсене) кашни хутĕнчех тĕл лектеретĕп: манăн пуля чĕререн вĕçсе тухать» - тенĕччĕ. Ку предложенире те эпир тенĕччĕ глагол хушса калатпăр.
Ытти енчен вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи тÿрĕ пуплевлĕ предложенисен конструкцийĕсем хушшинче пысăк уйрăмлăхсемех çук.
74-мĕш хăнăхтару. Çак хутсăр предложенисене чăвашла куçарăр та ик чĕлхери синтаксис конструкцийĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса вĕсем хушшинчи уйрăмлăхсене кăтартса тухăр.
С годами выросли сыновья, поставили сосновый дом на крутом склоне, окнами на солнцепек, обнесли небольшую усадьбу камнем-дичком, омолодили сад, заложенный еще покойным дедом (Г.Коновалов). 2. Задавшись благими намерениями, я отправился в деревню хозяйничать (Н.Гарин-Михайловский). 3. Я помню себя лежащим ночью то в кроватке, то на руках матери и горько плачущим… (С.Аксаков). 4. Сапожник бился, бился и наконец за ум хватился (И.Крылов). 5. Он пустился бежать во весь дух. 6. По крайнему к степи проулку январским вечером 1930 года въехал в хутор Гремячий Лог верховой (М.Шолохов). 7. Сидит на камне между ними лезгинец дряхлый и седой (М.Лермонтов). 8. Аркадий Павлович говорил голосом мягким и приятным (И.Тургенев). 9. В поле чистом серебриться снег волнистый и рябой (А.Пушкин). 10. Я понюхал, полюбовался, поиграл душистыми и прозрачными смоляными сосульками…(С.Аксаков). 11. Предыдущая моя деятельность ничего общего не имела с деревней (Н.Гарин-Михайловский). 12. Матвей Крупнов уже много лет работал в советском посольстве в Берлине (Г.Коновалов). 13. Сергеевка занимает одно из самых светлых мест в самых ранних воспминаниях моего детства (Н.Гарин-Михайловский).
75-мĕш хăнăхтару. Çак пăхăнуллă хутлă предложенисене чăвашла куçарăр та, ик чĕлхери синтаксис конструкцийĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса, вĕсем хушшинчи пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене палăртса тухăр.
Всем известно, что Пушкин лучше всего писал осенью (К.Паустовский). 2. Едва высунешь нос, как его начинало сильно щипать (А.Чехов). 3. Было так жарко, что трудно было дышать (К.Паустовский). 4. Я тот, с кем вы говорили вчера по телефону (М.Иванов). 5. Уж раз мы начали говорить, то лучше договорить все до конца (А.Куприн). 6. Наконец, измученный, я остановился и опустился на сухую траву, что раскинулась по вершине отлогого песчаного бугра (А.Гайдар). 7. Въедешь во двор и сразу ощутишь, что тут крепостное право еще вполне живо (И.Бунин). 8. Как Катерина Ивановна жила во время этих перерывов, никому неизвестно (К.Паустовский). 9. Петрушка, набожно снявши шапку, рассматривал, кто, как, в чем и на чем ехал (Н.Гоголь). 10. Так много зависит от того, как зовут человека (Л.Андреев). 11. Что с воза упало, то пропало (Пословица). 12. Когда поздно вечером шел он из гимназии к Шелестовым, сердце у него билось и лицо горело (А.Чехов).
76-мĕш хăнăхтару. Çак пăхăнуллă хутлă предложенисене вырăсла куçарăр та, ик чĕлхери синтаксис конструкцийĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса, вĕсем хушшинчи пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене кăтартса тухăр (Предложенисене А.Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повеçĕнчен илнĕ).
Натали инке урапа патне пымассерен çĕрулми турттаракан Нина ун аллинчи витресене хăвăрт илет те вăшт-вашт çеç пушатса парать… 2. Петĕр мучи… Толик мĕн кăшкăрнине илтесшĕн те пулмарĕ… 3. Йĕтем çинчи халăх киле кайса пĕтсен тин Петр Михалч пĕр-пĕчченех… килнелле хулен танккарĕ. 4. Сукмак мăн çул çине пăрăнса тухнă çĕрте ватă юман тункати… пулма кирлĕ. 5. Варсун хĕрсем çинчен çапла калани Актаева килĕшмерĕ. 6. Пĕрре ирхине кÿршĕ пахчара хĕрарăмсем шавланине илтрĕм те мĕн пулнă кусене, пăхам-ха, терĕм. 7. Каçхине, виçĕ утăмран çынна паллайми тĕттĕмленсен, Актаев урама тухрĕ. 8. Вăл калама пуçласан, Наçук çыхма пуçланă чăлхине илчĕ те лампа çывăхнерех пырса ларчĕ… 9. Вăл пÿтре кĕнĕ чух амăшĕ кăмака умĕнче чăх тушкине тасатса ларатчĕ.
77-мĕш хăнăхтару. Илемлĕ литература произведенийĕсенчен обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложениллĕ вунă предложени çырса илĕр те вĕсене вырăсла куçарса, ик чĕлхери синтаксис конструкцийĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса тишкерĕр.