Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Лексика тата фразеологи.doc
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.05.2025
Размер:
1.28 Mб
Скачать
  1. Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем

Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем темиçе ушкăна уйрăлаççĕ:

  1. вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем;

  2. вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем;

  3. мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем;

  4. пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем;

  5. тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем;

Малалла пăхăнуллă хутлă предложенисен асăннă тĕсĕсене кашнине уйрăммăн пăхса тухатпăр.

    1. Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем

Кун йышши обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем тĕп предложенире кăтартакан ĕç ăçта, хăш вырăнта пулса иртнине пĕлтереççĕ, где? куда? откуда? ыйтусемпе ыйтăнаççĕ. Вырăс чĕлхинче вĕсене тĕп предложенипе там, туда, оттуда тата ытти союзсем çыхăнтараççĕ. Тĕслĕхсем:

В той деревне, где он остановился, никаких знакомых у него не было. – Хăй чарăнса тăнă ялта унăн пĕр паллакан çын та пулман.

Туда, куда он направлялся, до сих пор ни один человек не ходил. – Вăл каякан çĕре ку таранччен пĕр çын та çÿремен.

Оттуда, где он сейчас находится, ни один человек еще не возвращался. – Вăл чарăнса тăнă вырăнтан хальлĕхе пĕр çын та таврăнман.

Тĕслĕхсенчен çакă курăнать: обстоятельство пулакан кун йышши пăхăнуллă предложенипе тĕп предложение чăваш чĕлхинче тĕпрен илсен авалхи конструкци тивĕçлĕ. Çĕнĕ конструкципе чăвашла ытларах япăх пĕлекен çынсем кăна усă кураççĕ. Тĕслĕхрен: Çавăнтан, ăçтан вăл чарăнса тăнă, хальлĕхе пĕр чун та таврăнман.

    1. Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем

Кун йышши обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем тĕп предложенире кăтартакан ĕç хăçан пулса иртнине пĕлтереççĕ, когда? с каких пор? как долго? – хăçан? хăçантанпа? хăçанччен? ыйтусемпе ыйтăнаççĕ. Вырăс чĕлхинче вĕсене тĕп предложенипе когда, пока, с тех пор, как тата ытти союзсем çыхăнтараççĕ. Тĕслĕхсем:

Когда он добрался домой, ему показалось, что уже сумерки, а на самом деле еще не было и двух часов. – Килне çитсен, ăна каç пулнă пек туйăнчĕ, чăннипе вара икĕ сехет те çитмен.

Когда он встречал в книге трудное место, обращался за разъяснением к старшему товарищу. – Кĕнекере йывăр вырăн тĕл пулсан, вăл аслăрах юлташне çав вырăна ăнлантарса пама ыйтрĕ.

Как только раздается выстрел, находящиеся в лодке ложатся на дно. – Хăçан пăшал сасси илтĕнсе каять, кимĕ çинчи çынсем ун тĕпне тăсăлса выртаççĕ. (Тепĕр вариант: Пăшал сасси илтĕнсе кайсанах, кимĕ çинчи çынсем ун тĕпне тăсăлса выртаççĕ).

Тĕслĕхсенчен çакĕ курăнать:

  1. когда союзпа ăна пăхăнакан сăмахсене чăваш чĕлхинче ытларах деепричастиллĕ сăмах майлашăвĕсем тивĕçлĕ;

  2. обстоятельство пулакан кун йышши пăхăнуллă предложенипе тĕп предложение чăваш чĕлхинче ытларах авалхи конструкци тивĕçлĕ;

  3. çĕнĕ констркуци кун пек предложенисенче сайра-хутра çеç тĕл пулать.

    1. Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем

Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложени тĕп предложени пĕлтерекен ĕçе кăтартать. Вырăс чĕлхинче кун пек пăхăнуллă предложенисене тĕп предложенипе как союз тата как, как будто, словно, точно, что союзла сăмахсем çыхăнтараççĕ. Тĕслĕхсем:

Шел Самгин осторожно, как весною люди ходят по хрупкому льду реки (М.Горький). – Самгин çынсем çуркунне юханшывăн çÿхе пăрĕ çийĕпе утнă пек асăрханса утрĕ.

Руки мне жгло и рвало, словно кто-то вытаскивал кости из них (М.Горький). – Алăсем такам вĕсенчен шăмă туртса кăларнă чухнехи пек тÿсмелле мар ыратаççĕ.

Палец только притронулся к книге и тотчас отдернулся, точно это была не книга, а горящий уголек. – Пÿрне кĕнекене перĕнчĕ кăна – çавăнтах кĕнеке мар, тĕлкĕшекен кăмрăка перĕннĕ пек каялла туртăнчĕ.

Вырăс чĕлхинче пăхăнуллă предложени тĕп предложени хыççăн тăрать. Чăвашла вара вăл тĕп предложени варрине кĕрсе ларать е ун хыççăн тăрать, пек евĕр, чухлĕ хыçсăмахсемпе çыхăнать.