
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
Вырăс чĕлхинчи кун йышши пăхăнуллă хутлă предложенисенче тĕп предложенин подлежащийĕ пулмасть, е ун вырăнне тот местоименипе усă кураççĕ. Пăхăнуллă предложени тĕп предложенипе кто, что, который союзла сăмахсем тата что, как, будто, ли союзсем пулăшнипе çыхăнать. Тĕслĕх: Мне снилось, что лестница крутая меня вела на башню.
Чăваш чĕлхинче подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени икĕ тĕслĕ: 1) çĕнĕ конструкциллĕ; 2) авалхи конструкциллĕ.
Тĕслĕхсем: Кам ĕçлемест, çав çимест (чăваш пуплевĕнче тăтăш тĕл пулакан тĕслĕх).
Кам пурнăçа юратать, çав юрлать.
Кам нумай курнă, çавă нумай пĕлет.
Авалхи кивĕ конструкциллĕ пăхăнуллă предложени çĕнĕ конструкциллĕ предложенирен тĕпренех уйрăлса тăрать. Пăхăнуллă предложенин глагол-сказуемăйĕ –и аффикслă хальхи, пулас тата пулмалли причасти формине йышăнать: То, что он сказал так, меня обрадовало. – Вăл çапла калани манна савăнтарчĕ.
Кун пек чухне çĕнĕ конструкципе усă курма май çук. Ун йышшине вырăсла шухăшласа калаçакан чăвашсен пуплевĕнче çеç асăрхама пулать: Вăл мĕн каларĕ, çавă мана савăнтарчĕ.
Кун пек тĕслĕхсене хаçат-журнал чĕлхинче те асăрхама пулать.
Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
Кун йышши пăхăнуллă предложени тĕп предложени сказуемăйĕн содержанине уçса парать. Вырăс чĕлхинче кун пек пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе кто, каков, какой, который, чей, что, как союзла сăмахсем çыхăнтараççĕ: тот-кто, тот-какой, таков-что, таков-как.
Тĕслĕхсем: Мост таков, что легко может провалиться. – Ку кĕпер шанчăклă мар: часах ишĕлсе анма пултарать. Каков я прежде был, таков и ныне я. – Эпĕ малтан мĕнле пулнă, халĕ те çавăн пекех. Разница между ними почти такова, как между солнцем и луной. – Вĕсем хушшинчи уйрăмлăх хĕвелпе уйăх пек.
Илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен çакă курăнать: вырăс чĕлхинчи сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложение чăваш чĕлхинче предложенин уйрăм членĕ е причастилле сăмах майлашăвĕ тивĕçлĕ.
Çакна ытти тĕслĕхсем те çирĕплетсе параççĕ:
Я не то, что вы предполагаете, - я не француз Деворт, я – Дубровский. – Эпĕ эсир шутланă пек çын мар, эпĕ Деворт француз мар, эпĕ – Дубровский.
Он теперь не то, что было три года назад. – Халĕ вăл виçĕ çул каяллахи мар ĕнтĕ.
Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
Вырăс чĕлхинчи кун йышши пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе что, чтобы, будто, как союзсем çыхăнтараççĕ. Тĕслĕхсем:
По стуку каблуков мать поняла, что она пошла быстро, почти побежала. – Ун ури сассисем тăрăх амăшĕ вăл (хĕрĕ. – А.Г.) чупнă пекех хăвăрт тухса кайнине сисрĕ.
Мария Ивановна рассаказала мне все, что с нею случилось с самого взятия крепости (А.Пушкин). – Крепоçра туртса илнĕренпе хăйĕнпе мĕн-мĕн пулса иртни çинчен Мария Ивановна мана пĕтĕмпех каласа пачĕ.
Кто на шахматном турнире займет первое место, тому дают премию. – 1) Кам шахмат турнирĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать, ăна преми параççĕ; 2) Шахмат турнирĕнче пĕремĕш вырăн йышăнакана преми параççĕ.
На эти деньги ты купи себе то, что тебе нужно. – 1) Çак укçапа эсĕ хăвна мĕн кирлĕ, çавна туян; 2) Çак укçапа эсĕ хăвна кирлĕ япала туян.
Кун пек пăхăнуллă предложенисенче те чăваш чĕлхи ытларах авалхи конструкцие кăмăллать. Калаçупа çыру чĕлхинче çĕнĕ конструкципе усă кураççĕ, ку вăл вырăс чĕлхин витĕмĕнчен килет.