
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
Сасăсене çыру чěлхинче ятарлă паллăсемпе – саспаллисемпе кăтартаççě. Вěсен пěтěмěшле йышне алфавит теççě. Вырăс алфавичě 33 саспаллинчен, чăваш алфавичě 37 саспаллинчен тăрать.
Вырăс алфавичě (саспаллисен ячěсене кăтартса): Аа [а], Бб [бэ], Вв [вэ], Гг [гэ], Дд [дэ], Ее[е], Ёё [jо], Жж [жэ], Зз [зэ], Ии [и], Йй [кěске и], Кк[ка], Лл [эль], Мм [эм], Нн [эн], Оо [о], Пп [пэ], Рр [эр], Сс [эс], Тт [тэ], Уу [у], Фф [эф], Хх [ха], Цц [цэ], Чч [чэ], Шш [ша], Щщ [ща], Ъъ [хытăлăх палли], Ыы [ы], Ьь [çемçелěх палли], Ээ [э], Юю [jу], Яя [jа].
Чăваш алфавичě (сас паллисен ячěсене кăтартса): Аа [а], Ăă [ă], Бб [бă], Вв [вă], Гг [гă], Дд [дă], Ее [jэ], Ёё [jо], Ěě [ě], Жж [жă], Зз [зă], Ии [и], Йй [кěске и – ăй], Кк [кă], Лл [ăллă], Мм [ăммă], Нн [ăннă], Оо [о], Пп [пă], Рр [ăррă], Сс [сă], Çç [çă], Тт [тă], Уу [у], У"ÿ [ÿ], Фф [фă], Хх [хă], Цц [цă], Чч [чă], Шш [шă], Щщ [щă], Ъъ [хытăлăх палли], Ыы [ы], Ьь [çемçелěх палли], Ээ [э], Юю [jу], Яя [jа].
Саспаллисен списокĕнчен çакă курăнать: чăваш алфавитĕнче, вырăс алфавичĕпе танлаштарсан, тăватă саспалли [Ăă, Ĕĕ, Çç, Ϋÿ] ытларах.
Чăваш алфавичĕ вырăс алфавичĕ çинче никĕсленсе тăрать. Унта саспаллисене вырăс алфавитĕнчи йĕркепе вырнаçтарса тухнă. Чăваш алфавитне кĕртнĕ хушма саспаллисене хăйсемпе пĕр пекрех çырăнакан саспаллисем хыççăн вырнаçтарнă: ă саспаллине а хыççăн, ĕ саспаллине е хыççăн, ÿ саспаллине у хыççăн, ç саспаллине с хыççăн.
Чăваш çырăвĕ чăваш сăмахĕсене çырма алфавитри пур саспаллисемпех усă курмасть: б, г, д, ж, з, ц, о, ф, ё саспаллисене вырăс чĕлхинчен улшăнмасăр кĕнĕ сăмахсенче çеç çыратпăр. Асăрхаттару. О сасăпа тури диалектра сăмахăн пĕрремĕш сыпăкĕнче анлă усă кураççĕ. Тури диалектра о сасăллă пайăр ятсем литература чĕлхине хăш-пĕр чух о сасăпах кĕреççĕ, тĕслĕхрен : –Ой! –Мĕн ойлататăн? Чăваш чĕлхинче ы саспалли сăмах пуçламăшĕнче те пулма пултарать (ыран, ыхра, ырлăх, ывăл, ывăс, ыйт, ылмаш), вырăс чĕлхинче ы саспаллипе пуçланакан пĕр сăмах та çук. Кунта тата тепĕр уйрăмлăх пур: ы саспалли вырăс сăмахăсен вĕçĕнче тĕл пулать (сыны, ответы, телеграммы, столы, портреты), чăваш сăмахĕсенчен пĕри те асăннă саспаллипе вĕçленмест.
Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
Çак икĕ чĕлхе хушшинче фонетика уйрăмлăхĕсем чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен сăмах вĕççĕн кĕнĕ сăмахсенче уççăн палăраççĕ. Халĕ çав уйрăмлăхсене пăхса тухатпăр.
Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
Çак уйрăмлăх чăваш чĕлхине ĕлĕкрех сăмах вĕççĕн (е калаçу урлă) кĕнĕ сăмахсенче яр уççăн палăрнă. Вырăс сăмахĕсене йышăннă чухне чăвашсем хăйсен чĕлхинче çук сасăсене чăваш чĕлхинчи сасăсемпе ылмаштарнă. Çак енчен [о] фонема питĕ курăмлă. Анатри диалектра çак сасă пулманран ăна унти чăвашсем яланах урăх сасăсемпе [у, а, ĕ, ă] ылмаштарнă. Чи тухăçлисем çав фонемăсенчен [у, а, ă] сасăсем пулнă. Тěслěхсем:
Антон – Анттýн околица – укăлчá
Егор – Якýр доктор – тýхтăр
Григорий – Кĕркурú мочало – мучалá
обоз – апýс пудовка – пăтавккá
обжора – апшýр школа – шкýл
опёнок – уплюнккá полуштоф – пулăштýх
молоток – мăлатýк воск – ăвăс
подошва – патушшá чулок – чăлхá т.ыт.те
ответ – атвúт
Илья Пророк – Иллé Прарýк
Тури чăвашсем вара вырăс сăмахĕсенчи [о] сасса ытти сасăсемпе улăштарман: вĕсен чĕлхинче хăйĕнчех [о] сасă пулнă (пор, çок, орам, опăшка, поян, осал, орăхла): подвал – потвáл, подошва – потόш, револьвер – вόльвер, окошка – окашкá, молоток – молоттóк.
Чăваш литература чĕлхин лексикине çакăн йышши вырăс сăмахĕсем [у] сасăпа кĕрсе юлнă: Унтрú, чустá, купăстá, Якýр, Анттýн, уплюнккá, мăлатýк, укăлчá, тýхтăр, шкýл т.ыт.те
Чăваш сассисен йышĕнче [ф] сасă та пулман: ăна сăмах пуçламăшĕнче те, вĕçĕнче те чăваша калама артикуляцийĕ май паман. Чăвашсем ăна [х, хĕв, п, в, хв, пх] сасăсемпе ылмаштарнă:
ф//х: Аграфена – Краххя'н, Февронья – Хеврόнь, Софрон – Сахрун, Фома – Хуммá, Ефим – Éххем, Марфа – Мархвá (Марххú), Серафима – Çереххú, Тимофей – Тимуххá, Фёкла – Хёклú(Хĕветле), Филлип – Хĕ'лĕп, фонарь – хунáр, француз – хрантсýс, фронт – хронт, фельдфебель – хетхéпĕл, фабрика – хáпрăк, шарф – шарăх;
ф//п: Митрофан – Митраппáн, сарафан – сараппáн, Матвей – (ф илтĕнет)- Матпú, шкаф – шкап;
ф//в: остров (ф илтĕнет) – утрáв, конфета – канвúт, фельдшер – вéршшăл, Ефросинья – Еврóç;
ф//хĕв: Федор – Хĕвĕтер, Фёкла – Хĕветлé, Федот – Хĕветýт, фельдшер – хĕвéршĕл;
ф//хв: Никифор – Микихвéр, Афанасий – Ахванéç, Агафия – Укахвú;
ф//пх: Трофим – Трапхúн т.ыт.те.
Хăш-пĕр сăмахсенче ф сасă сăмахран пачах тухса ÿкнĕ: Яков (ф илтĕнет) – Яккý, морковь (ф' илтĕнет) – мурккá, церковь (ф' илтĕнет) – чиркÿ т.ыт.те.
Вырăс чĕлхинчи [ц] сасă [т] тата [с] сасăсем пĕрлешнипе пулнă. Чăвашсемшĕн икĕ хупă сасса пĕр сыпăкра юнашар калама йывăр пулнăран (вĕсене калама артикуляци кансĕрленĕ) ц сасса ч сасăпа ылмаштарнă:
цыган – чикáн
церковь – чиркÿ
околица – укăлчá
цыгарка – чикáрккă
матица – маччá
цифра – чúхвăр
улица – уничé
скляница – кĕленчé
солоница – сăлăнчá т.ыт.те.