
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
Сыпăнуллă хутлă предложенисен пайĕсем (хутсăр предложенисем) пĕр-пĕрне пăхăнмаççĕ, çавăнпа та вĕсем хăйсен тытăмне çаплипех сыхласа хăвараççĕ.
Сыпăнуллă хутлă предложенисенчи хутсăр предложенисене пĕр-пĕринпе сыпăнуллă союзсемпе интонаци çыхăнтараççĕ.
Хутсăр предложенисене çакăн пек союзсем çыхăнтараççĕ:
Сыпăнтаракан союзсем:
- вырăс чĕлхинче: и, да, ни-ни, тоже, также;
- чăваш чĕлхинче: та(те), тата, çавăн пекех.
Тĕслĕхсем: Дождь капал, ветер выл уныло, и с ним вдали во тьме ночной перекликался часовой (А.Пушкин). – Çумăр ÿккеленĕ. Çил салхуллăн уланă, тата унпа пĕр вăхăтра инçетре çĕрлехи тĕттĕмре часовойсем пĕр-пĕрне кăшкăр-кăшкăра чĕннĕ.
Гремят тарелки и приборы, да рюмок раздается звон (А.Пушкин). – Турилккесемпе приборсем шалтăртатаççĕ, тата черккесем чăнкăртатни илтĕнет.
Ни солнца мне не виден свет, ни для корней моих простору нет (А.Пушкин). – Хĕвел çути те мана курăнмасть, чун-чĕре те вырăнта мар.
Хирĕçлев союзĕсем:
- вырăс чĕлхинче: а, но, да, однако, зато, же;
- чăваш чĕлхинче: анчах, çапах.
Тĕслĕхсем: На востоке уже начало светать, но звезды блестели по-прежнему. – Хĕвелтухăç çуталма пуçларĕ ĕнтĕ, çăлтăрсем вара малтанхи пекех йăлтăртатса тăраççĕ.
Уйăру союзĕсем:
- вырăс чĕлхинче: или, либо, то-то, не то-не то;
- чăваш чĕлхинче: е, те-те.
Тĕслĕхсем: То птица из-под ног вспорхнет, то лисица в кусты нырнет. – Е ура айĕнчен кайăк вĕçсе тухать, е йывăç тĕмисем айне тилĕ чăмтарать.
Тонкий голос Муму никогда не раздавался даром: либо чужой близко подходил к забору, либо где-то поднимался подозрительный шум или шорох. – Муму çинçе сасăпа нихçан та пĕр сăлтавсăр вĕрмен: е ют çын хÿме патне çывхарнă, е ăçтан та пулсан шанчăклах мар шав е сас-чĕвĕ илтĕннĕ.
Пăхăнуллă хутлă предложени
Пăхăнуллă хутлă предложенисем тĕп предложенирен тата ăна пăхăнакан предложенисенчен тăраççĕ.
Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те тĕп предложенисем – хăйне уйрăм, урăх ниме те пăхăнман предложенисем, вĕсене мĕнле каласси пăхăнуллă предложенисенчен пачах та килмест. Пăхăнуллă предложенисене мĕнле каласси вара тĕп предложенисенчен килет. Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи уйрăмлăхсем пăхăнуллă предложенисенче палăраççĕ, çавăнпа та эпир малашне ик чĕлхери пăхăнуллă предложенисен тытăмне пĕр-пĕринпе танлаштарса тухăпăр.
Определени пулакан пăхăнуллă предложени
Вырăс чĕлхинче определени пулакан пăхăнуллă предложенисем тĕп предложенин япала ятĕнчен е местоименирен пулнă пĕр-пĕр членне ăнлантарса параççĕ, вĕсем тĕп предложенипе какой, который, что, где, куда, откуда, когда союзла сăмахсем урлă çыхăнаççĕ. Тĕслĕхсем: Я смог видеть только те предметы, которые находились вблизи меня. – Эпĕ хама çывăхри япаласене çеç курма пултаратăп. Какой дорогой вы пойдете, той же пойдем и мы. – Эсир мĕнле çулпа каятăр, эпир те çав çулпах каятпăр.
Пĕрремĕш предложенире чăвашсем вырăс чĕлхинчи определени пулакан пăхăнуллă предложение причастиллĕ сăмах майлашăвĕпе куçараççĕ, иккĕмĕш предложенире вырăс предложенийĕн конструкцийĕпе усă кураççĕ. Пĕрремĕш предложенире чăвашсем авалхи, чăн чăвашла, конструкципе, иккĕмĕш предложенире çĕнĕ, вырăслипе пĕр евĕрлĕ, конструкципе усă кураççĕ. Анчах иккĕмĕш предложенине авалхи конструкципе те куçарма пулать: Эпир эсир каякан çулпах кайăпăр (ку чăн чăвашла конструкци).
Чăвашла çĕнĕ конструкципе усă курсах каймаççĕ, вăл ытларах вырăсларан чăвашла куçаракан текстсенче тĕл пулать. Чылай предложение чăвашла çĕнĕ конструкципе калама май çук. Тĕслĕх: Письмо, которое я написал вчера, еще не отправлено. – Эпĕ ĕнер çырнă çырăва халĕ те яман-ха (авалхи конструкци). Вырăсларан тÿрĕ куçарас пулсан, предложени çакăн пек калăпланнă пулĕччĕ: Çырăва, хăшне эпĕ ĕнер çыртăм, халĕ те яман-ха. Паллах, ку вăл пĕртте чăвашла мар.
Тепĕр тĕслĕх: Необозримое поле, которое было перерезано неглубокими овражками, блестело мокрой зеленью. – Тарăн мар пĕчĕк çырма-çатрасем татса каçнă вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир йĕпе симĕс курăкпа йăлтăртатса тăнă (авалхи конструкци). Халĕ çакна çĕнĕ конструкципе каласа пăхар: Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир, хăшне тарăн мар çырма-çатрасем татса кайнă, йĕпе симĕс курăкпа йăлтăртатса тăнă (чăваш пуплевне пăсакан çĕнĕ конструкци).
Калаçу чĕлхинче те, вырăсларан чăвашла куçаракан текстсенче те кун пек чăвашла мар предложенисене тăтăшах асăрхама пулать.