
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Татăк – Частица
Татăксем – пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, вĕсем сăмахсен е предложенисен пĕлтерĕшĕсене хушма сĕм парса кăштах улăштараççĕ.
Татăксем хăй пĕлтерĕшлĕ сăмах умĕнче тăраканнисем (разве, неужели, кое-) тата ун хыçĕнче тăраканнисем (же, ли, бы т.ыт.те) пулаççĕ.
Чăваш чĕлхинче сăмах умĕнче тăракан татăксем çук. Та- (те-), ни- татăксене çеç палăртмалла: такам, темĕн, нихăçан, нимĕн те, - ни татăк чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен кĕнĕ (никто, никакой, ничто, ничего, ничем). Сăмах умĕнче тăракан татăксенчен ан татăка палăртмалла: ан кала, ан тарăх, ан тавлаш, ан сÿпĕлтет т.ыт.те.
Татăксем хăйсен пĕлтерĕшĕпе тата вырăнĕпе икĕ ушкăна уйрăлаççĕ. Пĕрремĕш ушкăна калаканĕ предложенире мĕн çинчен калаççĕ, çавăн çине мĕнле пăхнине пĕлтерекен татăксем кĕреççĕ. Вĕсем хăйсем темиçе ушкăнран тăраççĕ:
- ыйту татăкĕсем: разве, неужели, ли (выр.), -и, -им, -ши, -шим, нивушлĕ (чăв.). Разве ты так думаешь? – Эсĕ çапла шутлатăн-и вара? Неужели он даже этого не знает? – Нивушлĕ вăл çакна та пĕлмест вара? Так ли уж он все забыл? – Çакăн çинчен вăл пĕтĕмпех манса кайнă-ши вара?
- вăйлату татăкĕсем: даже, уже (уж), ведь, и, же, ни (выр.); -ах (-ех), та, те, тата, вара, -çке, вĕт, ĕнтĕ (чăв.). Çаплах-ши вара? Пухура вăл та пулчĕ. Вĕсен ĕне çеç мар, лаша та пур. Это знает даже маленький ребенок. На собрание пришел и Петр Петрович. Я же сказал это. Ведь он даже на заседании отсутствовал;
- уйăру татăкĕсем: только, лишь только (выр.), анчах, çеç (çех), кăна (чăв.).
Студентсен анчах хăçан татăк, хăçан наречи пулнине лайăх уйăрса илме пĕлмелле: Вăл анчах (нар.) тухса кайрĕ – Анчах (татăк) пухура вăл пĕр сăмах та шарламарĕ;
- кăтарту татăкĕсем: вот, вон, это (выр.), акă, авă (ак, ав) (чăв.). Ак эп килтĕм те. Вот я пришел. Вон он сидит;
- тĕрĕслетÿ татăкĕсем: именно, подлинно, как раз (выр.); шăп; шăп та шай, шăп та лăп (чăв.);
- иккĕленÿ татăкĕсем: -тăр (-тĕр). Вăл паян яла кайнă-тăр. Вăл хулана ĕнер таврăннă -тăр. Хăнана Петĕрпе арăмĕ те килнĕ-тĕр. Вырăс чĕлхинче иккĕленÿ татăкĕсем çук.
Иккĕмĕш ушкăна сăмах формисемпе çĕнĕ сăмахсем тăвакан татăксем кĕреççĕ.
Вырăс чĕлхинче –
бы, бывало: был бы, хоть бы, чтобы;
-нибудь: кто-нибудь, как-нибудь, когда-нибудь;
-либо: кто-либо, что-либо, когда-либо;
-то: кто-то, что-то, как-то, когда-то;
кое-: кое-кто, кое-что, кое-как, да, пусть;
не, -не: не пишу, некогда, недоумевать, некто, несмелый;
ни-: никто, ничто, никакой, ни один (человек).
Чăваш чĕлхинче –
шап- (шап-шурă), хуп- (хуп-хура), кăн- (кăн-кăвак), чи (чи лайăххи), сĕм- (сĕм-ешĕл). Кусем паллă ячĕн вăйлă степеньне тăваççĕ;
ан, мар, çук: ан кала, апла мар, каяс çук. Кусем глаголăн хирĕçлев аспектне тăваççĕ.
Междомети
Туйăма, кăмăл хусканăвне, хистеве ят памасăрах пĕлтерекен сăмахсене междометисем теççĕ. Тĕслĕхсем: ура, ах, эх, ой т.ыт.те.
Чăваш междометийĕсем янăравлăхĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те вырăс междометийĕсем пекех, вĕсенчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ.
Сасă тытăмĕпе междометисен чылай ытларах пайĕ пĕр сыпăкран çеç тăрать: эх, ай, ох, уй. Хăш-пĕр междометисем пĕр сыпăка икĕ е ытларах хут каланипе пулаççĕ: ай-ай, ой-ой-ой-ой, ох-ох-ох, э-э т.ыт.те.
Хăш-пĕр чухне тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсемех междометисен вырăнĕнче çÿреме пултараççĕ, хăйсен лексика пĕлтерĕшне çухатса, кăшкăру пек пулса юлаççĕ: кай-кай-кай, ай тур-тур, пĕтрĕ пуç, тур çырлахах, таси паха, ман килес, сывă-и? черт возьми, боже мой, друг мой, разве так?
Вырăс чĕлхинче междометисем шутне евĕрлев сăмахĕсене те кĕртеççĕ, анчах ун пек сăмахсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ: динь, дзинь, динь-динь, дзинь-дзинь, ха-ха-ха, цып-цып-цып, кис-кис-кис т.ыт.те.
71-мĕш хăнăхтару. Çак текстри пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупса палăртăр та вĕсем хăш пуплев пайне кĕнине кăтартса тухăр (Текста А.Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повеçĕнчен илнĕ). Унтан вĕсене вырăс чĕлхинче мĕнле пуплев пайне кĕрекен сăмахсем тивĕçлине тишкерĕр.
Кĕтмен хуйхă вĕсене уяр аçа пек килсе çапрĕ. Хура кĕркунне, юрлă-юпăнчăклă çанталăка пăхмасăр, ял халăхĕ уйра çĕрулми кăларать. Витерсе вĕрекен çил çинче пылчăклă çĕр улмине çара аллăн пухасси – калама кăна канас, çапах та пухмаллах: кашнине уйрăм лаптăк виçсе панă…
Çынсенчен юлас мар тесе, Натали инке те пуç çĕклеми, хыпаланса çĕрулми пухать, тулли витресене урапа патне кайса пушатнă хушăра çеç пилĕкне кăшт тÿрлетме ĕлкĕрет. Ăна, утмăлтан иртнĕскере, çак çанталăкра ăшă пÿртрен тухмасан та юрĕччĕ темелле пек, никам та ирĕксĕрлесех ĕçе хăвалас çук. Анчах ĕмĕрне ĕçпе ĕмĕрленĕ чăваш хĕрарăмĕ пĕтĕм ял-йыш, ватти-вĕтти хирте тертленнĕ чух килте епле тÿссе лартăр-ха? Вăхăчĕ тата – мĕнле вăхăт!
72-мĕш хăнăхтару. Çак текстри пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупса вĕсем хăш пуплев пайне кĕнине кăтартса тухăр (текста С.Аксаковăн «Детские годы Багрова-внука» повеçĕнчен илнĕ), унтан вĕсене чăваш чĕлхинче мĕнле пуплев пайне кĕрекен сăмахсем тивĕçлине тишкерĕр.
Самые первые предметы, уцелевшие на ветхей картине давно прошедшего времени, картине, сильно полинявшей в иных местах от времени и потока шестидесятых годов, предметы и образы, которые еще носятся в моей памяти, - кормилица, маленькая сестрица и мать; тогда они не имели для меня никакого определенного значения и были только безымянными образами… Я помню себя лежащим ночью то в кроватке, то на руках матери и горько плачущим: с рыданием и воплями повторялся одно и то же слово, призывая кого-то, и кто-то являлся в сумраке слабоосвещенной комнаты, брал меня в руки, клал к груди… и мне становилось хорошо. Потом помню, что уже никто не являлся на мой крик и призывы, что мать, прижав меня к груди, напевая одни и те же слова успокоительной песни, бегала со мной по комнате до тех пор, пока я засыпал.
73-мĕш хăнăхтару. Çак предложенисенчи пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тăватă ушкăна уйăрса тухăр: пĕрремĕшĕнче хыçсăмахсем, иккĕмĕшĕнче союзсем, виççĕмĕшĕнче татăксем, тăваттăмĕшĕнче пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем пулччăр. (Тĕслĕхсене А.Артемьевăн «Йывăр çулсем» повеçĕнчен илнĕ), унтан вĕсене вырăс чĕлхинче мĕнле грамматика формисем тивĕçлине кăтартса парăр.
Таньăна хула хĕрринчи пĕр карчăк патне хваттере вырнаçтарчĕç. 2. Таньăпа Мария апат çинĕ чух та пальтовĕсене хывмаççĕ. 3. Вырсарни кун ирех Таня патне Рита пырса кĕчĕ. 4. Комсомолăн хула комитетĕнче ĕçлекен йĕкĕтсенчен нумайăшĕ фронта тухса кайсан, Рита Романовăна унта ĕçлеме куçарчĕç, ун вырăнне Таня Богуцкаяна суйласа лартрĕç. 5. Иккĕшĕ те пĕр урамрах пурăнаççĕ пулин те, хĕр-туссем халĕ сайра хутра çеç тĕл пулкаларĕç, иккĕшин те пушă вăхăт пачах юлмарĕ. 6. Тăшман Мускав çине «иккĕмĕш генеральнăй наступлени» пуçларĕ… 7. Унăн пуçĕ айĕнче – икĕ пысăк минтер. 8. Вăл вĕсем (минтерсем. – А.Г.) çине таянса выртнă, икĕ хыткан аллине утиял çине кăларса хунă. 9. Таня ăна концерт пĕтес умĕн тин асăрхарĕ… 10. Салтак çине куç сиктермесĕр, йăшăл та хускалмасăр пăхса выртрĕ. 11. Вăтаннă хĕр каччă куçĕнчен пăхма та, ун патне пыма та хăяймарĕ, палланă сестраран кăна ун çинчен ыйтса пĕлчĕ. 12. Мускав патĕнчи çапăçу хĕрнĕçемĕн хĕрсе пырать. 13. Таня çак нихçан аптраман, хуйхăрма пĕлмен чăваш йĕкĕчĕ çине ăшă куçпа пăхрĕ. 14. Аркадий ăна халĕ хăйĕн тăван пиччĕшĕ пек туйăнчĕ: ун вырăнĕнче Костя пулас пулсан, вăл та çапла каланă пулĕччĕ. 15. Таня… йăмра турачĕсене пуртăпа татаса кĕчĕ те тимĕр кăмака хутса ячĕ.