Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Лексика тата фразеологи.doc
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.05.2025
Размер:
1.28 Mб
Скачать

Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи

Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем шутне предлогсемпе хыçсăмахсем, союзсемпе татăксем кĕреççĕ. Хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем япаласене, ĕçсене, вĕсен паллисемпе пахалăхĕсене пĕлтереççĕ пулсан, пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем предложенири сăмахсем хушшинчи тĕрлĕ çыхăнусене палăртаççĕ: о нем – ун çинчен; вокруг стола – сĕтел тавра; около дома – пÿрт патĕнче.

Хыç сăмах – Предлог

Вырăс чĕлхинчи предлогсене чăваш чĕлхинче хыç сăмахсемпе пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем тивĕçлĕ:

о нем – ун çинчен (хыçсăмах);

перед домом – пÿрт умĕнче (пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕ).

Вырăс предлогĕсем те, чăваш хыçăмахĕсемне пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсем те тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тĕрлĕ падежсенче тытса тăраççĕ. Уйрăмлăхĕ кунта акă мĕн: вырăс предлогĕсем сăмахсене тĕп (именительнăй) падежра тытса тăма пултараймаççĕ пулсан, чăваш хыçсăмахĕсем тĕп падежра та тытса тăма пултараççĕ:

сĕтел (тĕп п.) тавра – вокруг стола (род.п.);

юлташ çинчен – о товарище;

кĕнеке хыççăн – после книги.

Чăваш хыçсăмахĕсен пĕлтерĕшĕ, вырăс предлогĕсен пĕлтерĕшĕпе танлаштарсан, анлăрах: хыçсăмах, хăй пĕлтерĕшне сăмахсем хушшинчи çыхăнусене кăтартнисĕр пуçне, пăхăнуллă предложенисемпе тĕп предложени хушшинчи çыхăнăва та кăтартма пултарать.

Хĕвел аннă хыççăн урамра пĕр арçын ача та юлмарĕ.

Экзамен ирттерес умĕн студентсем валли икĕ консультаци пулчĕ.

Вырăс предлогĕн кун пек функци – пăхăнуллă предложение тĕп предложенисемпе çыхăнтарас функци – çук:

После захода солнца на улице не осталось ни одного мальчика.

Перед экзаменом для студентов провели две консультации.

Ку предложенисенче предлогсем предложенисене мар, уйрăм сăмахсене çыхăнтараççĕ.

Вырăс предлогĕсем пĕр-пĕр падежри сăмахпа (тĕп падежри сăмахсăр пуçне) çыхăнаççĕ: у реки, у дома, у института (род.п.). Хăш-пĕрисем икĕ падежри сăмахсемпе çыхăнма пултараççĕ: в комнату (вин.п.), в комнате (предл.п.); на стол (вин.п.), на столе (предл.п.), под столом ( тв.п.), под стол (вин.п.); по улице (предл. п.), по горло (вин.п.).

Чăваш хыçсăмахĕсем ытларах тĕп тата камăнлăх падежĕсенчи сăмахсемпе çыхăнаççĕ: сĕтел тавра, ун çинчен, пирĕн патра.

Хăш-пĕр хыçсăмахсем пару, пĕрлелĕх, туху падежĕсенчи сăмахсемпе те çыхăнма пултараççĕ: çула май; юлташпа пĕрле; унран пуçне; мансăр пуçне.

Союз – Союз

Союзсем – предложени членĕсене тата предложенисене пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Вĕсем предложени членĕсем хушшинчи тата предложенисем хушшинчи тĕрлĕ çыхăнусене палăртаççĕ. Союзсем вырăс чĕлхиче те, чăваш чĕлхинче те сыпăнуллă тата пăхăнуллă пулаççĕ.

Сыпăнуллă союзсем хăйсем виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ:

  1. сыпăнтаракан союзсем: и, да, ни-ни – та (те), тата;

  2. уйăру союзĕсем (е уйăракан союзсем): ли, или-или, ни-ни, то-то, е, те-те, пĕр-пĕр, пĕрре-тепре;

  3. хирĕçлев союзĕсем: а, да, но, однако, от того что – анчах, çапах.

Çак союзсемпе усă курас енчен вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшенчи нимле уйрăмлăх та çук.

Пăхăнуллă союзсем пăхăнуллă предложенисене тĕп предложенисемпе çыхăнтараççĕ. Вырăс чĕлхинче вĕсем çакăн пек ушкăнсене уйрăлаççĕ:

1) пирке союзĕсем: так как, потому что, вследствие того что, в силу того что, ибо, от того что;

2) тĕллев союзĕсем: чтобы, для того чтобы, с тем чтобы;

3) следстви союзĕсем: так что, до того что, настолько что.

Вырăс чĕлхинче союзла сăмахсем пур. Вĕсем шутне кто, что, который, какой, чей, почему, зачем т.ыт.те кĕреççĕ. Союзла сăмахсем пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе çыхăнтараççĕ. Анчах кун пек предложенисене тĕрĕс йĕркелесе калăплама пĕлмелле, уйрăмах который, чей, какой союзла сăмахсемпе усă курнă чухне, вĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарнă чухне асăрхануллă пулмалла. Тĕслĕх: К нам подошел старик с маленьким мальчиком-поводырем, который сильно кашлял. Кам вăйлă ÿсĕрнĕ: ват çын-и е ача-и? Çакăн пек ыйту который союзла сăмахпа тĕрĕс усă курман пирки тухса тăрать. Тĕрĕссипе ÿсĕрекенни – ват çын, кунта ача ÿсĕрнĕ пек пулса тухнă. Çакăн пек йăнăшран хăшăлма кунта который сăмаха каламасăрах çырлахмалла пулнă: «К нам подошел старик с маленьким мальчиком-поводырем. Он сильно кашлял».