Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Лексика тата фразеологи.doc
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.05.2025
Размер:
1.28 Mб
Скачать

Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение

Çак наклоненири глагол ĕçе тума хушнине, ыйтнине, тархасланине, сĕннине пĕлтерет. Вырăс чĕлхинче хушу наклоненийĕнчи глагол иккĕмĕш сăпат формине йышăнать: читай, читайте; рисуй, рисуйте; гуляй, гуляйте; лей, лейте; береги. берегите; принеси, принесите; повтори, повторите; режь, режьте; ешь, ешьте.

Вырăс чĕлхинче хушу наклоненийĕ пĕрремĕшпе виççĕмĕш сăпатра та пулма пултарать. Пĕрремĕш сăпатри глагол нумайлă хисепре çеç пулать: Пойдем домой! Пойдем в магазин, купим книги и тетради. Ку формăпа пĕр çынна чĕннĕ чухне усă кураççĕ. Темиçе çынна чĕннĕ чухне -те суффикс хушса калаççĕ: Пойдемте домой! Идемте в общежитие! Анчах -те пур глагол çумнех хушăнмасть. Тĕслĕхрен, купимте, поставимте, решимте, дадимте темеççĕ.

Вырăс чĕлхинчи хушу наклоненийĕ виççĕмĕш сăпатра та пулма пултарать, вăл хальхи е пулас вăхăтри виççĕмĕш сăпатри пĕрреллĕ тата нумайлă хисепри глагол çумне пусть, пускай татăксем хушăннипе пулать:

Пусть читает, пускай читает.

Пусть сильнее грянет буря! (М. Горький).

Чĕнÿсенче, лозунгсенче пусть, пускай татăксем вырăнне да татăкпа усă кураççĕ:

Да здравствует мир во всем мире!

Да здравствует дружба между народами!

Килĕшÿ наклоненийĕ

Чăваш чĕлхинче тата килĕшÿ наклоненийĕ пур. Çак формăри глагол калаканĕ пĕр-пĕр ĕçе тăвассипе килĕшнине, анчах унпа интересленменнине кăтартать: çырин, çыртăрах, мана мĕн ĕç. Çак наклоненин сăпат формисем:

Пĕрреллĕ хисеп Нумайлă хисеп

1 с. çырăпин çырăпăрин

2 с. çырăсăн çырăсăр

3 с. çырин çырĕçин

Вырăс чĕлхинче кун пек наклонени çук, унта çак наклоненири глагол пĕлтерĕшне темиçе сăмахпа кăтартаççĕ:

çырăпин – что из того, что я пишу;

çырăсăн – ЧТО ИЗ ТОГО, ЧТО ТЫ пишешь;

çырин – ч то из того, что он пишет.

çырăпăрин – что из того, что мы пишем;

çырăсăр – что из того, что вы пишете;

çырĕçин – что из того, что они пишут.

Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти

Причасти – глаголăн сăпатсăр форми, вăл чăваш чĕлхинче япала ятне ăнлантарнă чухне падеж тăрăх та, сăпат тăрăх та улшăнмасть:

Пĕреллĕ хисеп Нумайлă хисеп

1 с. Эпĕ юрлакан юрă Эпир юрлакан юрăсем

2 с. Эсĕ юрлакан юрă Эсир юрлакан юрăсем

3 с. Вăл юрлакан юрă Вĕсем юрлакан юрăсем

Вырăс чĕлхинче причастисем падеж тăрăх та, вăхăт тăрăх та, хисеп тăрăх та улшăнмаççĕ, анчах вĕсен наклоненипе сăпат формисем çук:

Поющая женщина

Поющей женщины

Поющей женщине

Поющую женщину

С поющей женщиной

О поющей женщине

Поющие женщины

Поющим женщинам

Поющих женщин

С поющими женщинами

О поющих женщинах.

Причасти – глаголăн хăйне евĕрлĕ форми: унăн глагол паллисем те, паллă ячĕн паллисем пур. Глаголăн тĕп категорийĕсем – залог, вид, вăхăт – пуррипе причасти глагол формисен шутне кĕрет. Вырăс причастийĕ, сăпатлă формăри глагол пекех, хăйнпе çыхăнакан япала ячĕсене пĕр-пĕр падежра тытса тăрать: Он читает книгу. – Человек, читающий книгу. Сăпатлă формăри читает глагол та, читающий причасти те книга япала ятне винительнăй падежра тытса тăраççĕ.

Вырăс причастийĕсен, паллă ячĕсен пекех, падеж, хисеп тата арлăх (род) формисем пур. Мĕнлелĕх паллă ячĕсем пекех, хальхи вăхăтри вырăс причастийĕсем тулли тата кĕске формăсенче пулаççĕ: любим – любимый (Он мною любим.Любимый человек).

Вырăс чĕлхинче причастисем чылайăшĕ паллă ятне куçса кайнă: дутый, сердитый, неиссякаемый, непобедимый т.ыт.те. Унта причасти хальхи тата иртнĕ вăхăтра (читающий – читавший) пулма, совершеннăй тата несовершеннăй вид формисене йышăнма пултарать (работавший – проработавший; побеждающий – победивший).

Вырăс причастийĕсен пулас вăхăт формисем çук. Вĕсем тĕп тата таврăну залогĕсенче пулма пултараççĕ: использующий – используемый, прочитавший – прочитанный, читающий – читаемый.

Тулли причастисемсĕр пуçне, вырăс чĕлхинче хальхи тата иртнĕ вăхăтри таврăну залогĕнчи тулли мар причастисем пур: приписан, отправлен, обожаем. Тулли мар причастисем тулли причастисем пек падеж тăрăх вĕçленмеççĕ, мĕншĕн тесен предложенире вĕсем яланах сказуемăй пулаççĕ, анчах вĕсен род тата нумайлă хисеп формисем пур: письмо было написано; справка была составлена; были даны правильные ответы т.ыт.те.

Паллă ячĕсем пекех, вырăс причастийĕсем япала ячĕ вырăнĕнче çÿреме пултараççĕ: учащийся восьмого класса; трудящиеся нашей страны; будущее нашего университета.

Чăваш чĕлхинче причастисен формисем, вырăс чĕлхинчипе танлаштарсан, пуянрах, предложенире те вĕсен пĕлтерĕшĕ анлăрах. Причастисем кунта паллă ятне куçмаççĕ, япала ятне çеç куçма пултараççĕ (вĕри сăмахсăр пуçне).

Чăваш чĕлхинче причасти çичĕ формăра пулать:

- хальхи вăхăтра (ĕçлекен);

- иртнĕ вăхăтра (ĕçленĕ);

- пулас вăхăтра (ĕçлес);

- пулмалли формăра (ĕçлемелле, ĕçлемелли);

- çителĕклĕх форминче (утмалăх вăй; асăнмалăх çыртăм);

- пулма пултараслăх форминче (пули-пулми, пиçи-пиçми, ути-утми);

- юрилĕх форминче (çывриш пул, курмăша пер).

Чăваш чĕлхинче те, вырăс чĕлхинчи пекех, причасти япала ятне куçма пултарать: вĕренекенсем – учащиеся, ĕçлекен – трудящиеся, çыран (çыракан причастирен), автан (авăтакан причастирен) т.ыт.те.

Чăваш чĕлхинче, çапла ĕнтĕ, хăш-пĕр япала ячĕсем хăй вăхăтĕнче причастисенчен пулса кайнă. Ытти тĕслĕхсем: пиçен (пиçекен причасти кĕскелнипе), сĕрен (сĕрлекен причастирен), суран (суракан причастирен) т.ыт.те. Анчах кĕске формăри сăмахсем пуплевре причасти те пулма пултараççĕ: пиçен яшка, çыран çыру, тăван ĕç т.ыт.те.

Чăваш причастийĕсем, -и, -скер аффиксем йышăнса, предложенире хăйсене уйрăммăн япала ячĕ вырăнĕнче çÿреме пултараççĕ: çыраканни, çыраканскер; вĕренни çутă, вĕренменни – тĕттĕм. Кун йышши причастисем предложенире подлежащи, дополнени, сказуемăй пулаççĕ. Вырăс чĕлхинче ун пек формăсем çук, унта вĕсене ытларах темиçе сăмах тивĕçлĕ:

вĕренекенни – тот, кто учится

вĕренекенскер – тот, кто учится

Чăваш чĕлхинчи процесса кăтартакан причастисем вырăсла пĕр сăмахпа куçарăнаççĕ; вĕренни – учение, вĕрентесси – учиться (Вĕренесси çăмăл мар – Учиться нелегко).

Юлашкинчен çакна та палăртса хăвармалла: чăваш чĕлхинче пĕр причастиех тĕп залогра та, таврăну залогĕнче те пулма пултарать:

Эпĕ вуланă кĕнеке (таврăну залогĕ). – Книга, прочитанная мною. Ку кĕнекене вуланă çын (тĕп залог). – Человек, читавший эту книгу. Эпĕ çырнă (таврăну залогĕ) статья. – Статья, написанная мною. Ку статьяна çырнă (таврăну залогĕ) ученый. – Ученый, написавший эту статью.