- •Лексика тата фразеологи
 - •Фонетика
 - •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
 - •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
 - •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
 - •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
 - •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
 - •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
 - •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
 - •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
 - •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
 - •Сингармонизм законĕ
 - •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
 - •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
 - •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
 - •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
 - •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
 - •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
 - •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
 - •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
 - •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
 - •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
 - •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
 - •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
 - •Япала ячě – Имя существительное
 - •Хисеп категорийě – Категория числа
 - •Падеж категорийě – Категория падежа
 - •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
 - •Арлăх категорийě – Категория рода
 - •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
 - •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
 - •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
 - •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
 - •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
 - •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
 - •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
 - •Местоимени вĕçленĕвĕ
 - •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
 - •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
 - •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
 - •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
 - •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
 - •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
 - •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
 - •Наклонени (тайăм) категорийĕ
 - •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
 - •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
 - •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
 - •Килĕшÿ наклоненийĕ
 - •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
 - •Деепричасти
 - •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
 - •Хыç сăмах – Предлог
 - •Союз – Союз
 - •Татăк – Частица
 - •Междомети
 - •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
 - •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
 - •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
 - •Пăхăнуллă хутлă предложени
 - •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
 - •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
 - •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
 - •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
 - •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
 - •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
 - •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
 - •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
 - •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
 - •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
 - •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
 
Наклонени (тайăм) категорийĕ
Чăваш чĕлхинче пурĕ тăватă наклонени:
1) кăтарту наклоненийĕ;
2) хушу наклоненийĕ;
3) ĕмĕт наклоненийĕ;
4) килĕшÿ наклоненийĕ.
Вырăс глаголĕ виçĕ наклоненире пулать:
1) кăтарту (изъявительнăй) наклоненийĕ;
2) ĕмĕт (согласительный, е условнăй) наклоненийĕ;
3) хушу (повелительнăй) наклоненийĕ.
Çапла ĕнтĕ, вырăс глаголĕн килĕшÿ наклоненийĕ çук, ăна сăмах майлашăвĕ палăртать: кайин, кайтăрах – пусть уходит; кайĕçин – пусть уходят.
Халĕ кĕскен вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи наклоненисене пĕр-пĕринпе танлаштарса тухар.
Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
Вырăс чĕлхинчи изъявительнăй наклонение чăваш чĕлхинче кăтарту наклоненийĕ тивĕçнĕ. Унта та, кунта та асăннă наклонени пулса иртнĕ е пулман, халĕ пулакан е пулман, пулас е пулас мар ĕçе пĕлтерет. Çак наклоненин вăхăт формисем пур. Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те глаголсем виçĕ вăхăт форминче пулаççĕ: хальхи, иртнĕ тата пулас вăхăт формисенче. Вырăс чĕлхинче пулас вăхăтпа иртнĕ вăхăтри глаголсем икĕ тĕслĕ: совершеннăй тата несовершеннăй видра пулаççĕ:
Я прочитаю (будущее совершенное).
Я буду читать (будущее несовершенное).
Я прочитал (прошедшее совершенное).
Я читал (прошедшее несовершенное).
Хальхи вăхăтри глаголсем яланах несовершеннăй видра пулаççĕ:
Я читаю книгу (ĕç тăсăлать).
Он учится в педагогическом университете.
Мы сегодня идем на педагогическую практику.
Чăваш чĕлхинче пулас тата иртнĕ вăхăтăн вид категорийĕ çук. Кунта пулас вăхăтăн пĕр форма çеç: эпĕ кайăп, эсĕ кайăн, вăл кайĕ, эпĕ каймăп, эсĕ каймăн, вăл каймĕ. Анчах пулас вăхăтри глагол ĕç пуласса çирĕплетсех памасть. Ĕç пуласса шаннине глаголăн хальхи вăхăт форми кăтартса парать:
Эпĕ ыран Мускава каятăп. – Я завтра еду в Москву.
Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхин хальхи вăхăт формисем хушшинче нимле уйрăмлăх та çук.
Чăваш чĕлхинчи глаголăн иртнĕ вăхăт формисем виçĕ тĕслĕ:
пĕрре иртнĕ вăхăт (Эпĕ ĕçлерĕм);
темиçе иртнĕ вăхăт (Эпĕ ĕçлеттĕм);
малтан иртнĕ вăхăт (Эпĕ ĕçлесеттĕм).
Вырăс чĕлхинче:
Я работал (Эпĕ ĕçлерĕм);
Я работал тогда (Эпĕ ĕçлеттĕм);
Я работал было (Эпĕ ĕçлесеттĕм).
Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те пĕр вăхăт формипе тепĕр вăхăт форми вырăнне усă курнине час-часах асăрхама пулать. Çапла, тĕслĕхрен, хальхи вăхăтри глаголпа акă мĕнле усă кураççĕ:
а) иртнĕ вăхăт форми вырăнне: Выходит Петр. Его глаза сияют (Пушкин). – Петĕр тухать. Унăн куçĕсем ялкăшаççĕ. Петĕр патша тахçанах вилнĕ, ун çинчен поэт халь пурăннă пек, хальхи вăхăт формипе каласа парать;
ă) пулас вăхăт вырăнне: Он завтра куда едет? – Вăл ыран ăçта каять?
б) вырăс чĕлхинче пулас вăхăт формипе иртнĕ вăхăт форми вырăнне усă кураççĕ: Зимой, бывало, в ночь глухую заложим тройку удалую (Пушкин). Чăваш чĕлхинче пулас вăхăт формипе иртнĕ вăхăт форми вырăнне усă курмаççĕ. Пушкинран илнĕ тĕслĕх чăвашла çапла куçарăнать: Хĕлле, лăпкă каç, кÿлеттĕмĕрччĕ çивĕч тройкăна (Куçару. - А.Г.).
Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
Çак наклонени ĕçе тума ĕмĕтленнине, анчах ăна пурнăçлама тем кансĕрленине, тем çитменнине, тем кирлине пĕлтерет.
Вырăс чĕлхинче çак наклонени иртнĕ вăхăтри глагол çумне бы татăк хушăннипе пулать:
Я пошел бы, но чувствую слабость.
Мы победили бы, но враг оказался сильнее.
Они уехали бы, но не было машины.
