Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Лексика тата фразеологи.doc
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.05.2025
Размер:
1.28 Mб
Скачать

Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси

Вырăс инфинитивĕ – -ти, -ть суффикссем хушăннипе, чăваш инфинитивĕ -ма (-ме), -машкăн(-мешкĕн) аффикссем хушăннипе пулаççĕ. Анчах та вырăс инфинитивне чăвашла инфинтив çеç мар, ытти глагол формисем те тивĕçлĕ. Тĕслĕхсем:

- пуçла, пултар, пĕл, юрат, вакла, хăнăх йышши глаголсемпе çыхăннă чухне инфинитива тавĕçлĕ: начать учиться – вĕренме пуçла; ĕçлеме пултар – суметь работать; савăнма пĕл – уметь радоваться, ĕçлеме юрат – любить работать; вăл ĕçлеме пултарать – он может работать;

- хотеть, кил глаголсемпе çыхăннă чухне вырăс ннфинитивне чăвашла пулас причасти тивĕçлĕ:

Ему хочется спать. – Унăн çывăрас килет.

Нам хочется петь. – Пирĕн юрлас килет.

Молодежи хочется веселиться. – Çамрăксен савăнас килет;

Хăш-пĕр наречисемпе çыхăннă чухне вырăс инфинитивне чăваш чĕлхинче пирке падежĕнчи пулас причастисем тивĕçлĕ:

Он хочет уехать рано. – Вăл ирех каясшăн.

Мы хотим немного отдохнуть. Эпир кăштах канасшăн т.ыт.те.

Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем

Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ ĕç вăхăт тĕлĕшпе мĕнле пулса пынине, пулса иртнине, пулассине пĕлтерет. Унта икĕ вид: пулса иртнĕ (совершенный) тата пулса пыракан (несовершенный) вид. Тĕслĕхсем: взял, принес, ушел, написал, зашел, заговорил – пулса иртнĕ (совершенный) вид; брал, приносил, уходил, писал, пел, говорил – пулса ирттерекен (несовершенный) вид.

Чăваш чĕлхинче вид категорийĕ çук, кунта пĕр глаголах пулса иртнĕ ĕçе те (совершенный вид), пулса пынă е пыракан, пулас ĕçе те пĕлтерет: ил – брать, ваять; ан – спускаться, спуститься; ирт – проходить, пройти; кай – идти, уйти, уходить; кил – приходить, прийти т.ыт.те.

Чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхинчи совершенный вид глаголĕсен пĕлтерĕшĕсене синтаксис мелĕпе, урăхла каласан икĕ е ытларах сăмахпа палăртаççĕ: спрыгнуть сиксе ан; отнять – туртса ил; пробежать – чупса ирт; сгнить – çĕрсе кай,çĕрсе пĕт; перетащить – сĕтĕрсе каç; призвать – чĕнсе кил; вытянуть – туртса кăлар; доделать – туса пĕтер т.ыт.те.

Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси

Чăваш чĕлхинче ĕç темиçе хут пулса иртнине, ĕçе тума пултарнипе пултарайманнине кăтартакан глагол формисем пур.

Чăваш чĕлхинчи нумай хут пулса иртнине кăтартакан глагол формисене вырăс чĕлхинче ыва (-ива) суффикссем тата по- приставка хушăннипе пулнă глагол формисем тивĕçлĕ: вулакала – почитывать; çÿрекеле – похаживать; сиккеле – попрыгивать; калаçкала – поговаривать; ташлакала – потанцовывать.

Ку форма ĕç темиçе хут пулнине кăтартать. Ĕç пулма пултарассипе пултараймассине кăтартакан тĕслĕхсем:

пырайăпăр-ши? – сможем ли приехать?

вулаймастăп – не могу читать;

килейместĕп – не могу прийти (приехать).

Çапла ĕнтĕ, ĕç темиçе хут пулнине вырăс чĕлхинче ятарлă приставкăсемпе тата суффикссемпе, ĕç пулма пултарассипе пултараймассине икĕ е ытларах сăмахпа, урăхла каласан, синтаксис мелĕпе, чăваш чĕлхинче вара ятарлă аффикссемпе палăртаççĕ.