
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
Пуплев пайĕ пулнă май глагол япала ĕçне е тăрăмне (состояние) пĕлтерекен сăмахсене пĕтĕçтерсе тăрать, вĕсем (глагол пулакан сăмахсем) хăйсем пĕлтерекен ĕçе морфологи категорийĕсемпе палăртаççĕ. Глагол ĕçе, куçăма, тăрăма, япала палли улшăннине тата ытти процессене пĕлтерет.
Вырăс глаголĕн залог, вид, наклонени, вăхăт, сăпат, хисеп тата род категорийĕсем пур. Чăваш глаголĕн залог, наклонени, вăхăт, сăпат тата хисеп категорийĕсем пур. Вид тата род категорийĕсем чăваш глаголĕн çук. Çав грамматика пĕлтерĕшĕсене кунта синтаксис мелĕпе, урăхла каласан икĕ е ытларах сăмах майлашăвĕсемпе, кăтартаççĕ.
Вырăс чĕлхинче глаголăн пуçламăш форми сăмах вĕçне (окончание) кăларса пăрахсан пулать: писа+ть. нес+ти, пиш+ут, нес+ ут, скаж+ут.
Вырăс чĕлхин глаголĕсем чылайăшĕ икĕ тĕп пуррипе палăрса тăраççĕ. Пĕрремĕшĕ – хальхи вăхăтри глагол тĕпĕ: стерег+ут, реж+ут,. работаj+ ут,знаj+ут, корм' +ят, пил'+ат. Ку хутĕнче глагол тĕпĕ окончанисене кăларса пăрахсан юлать.
Глаголăн иккĕмĕш тĕпĕ – инфинитив тĕпĕ. Вăл инфинитив суффиксне кăларса пăрахсан юлать: зна+ть, работа+ть, вез+ти, грес+ти, бере+чь, сже+чь.
Чăваш чĕлхинче глагол тĕпĕ хушу наклоненийĕнчи 2-мĕш сăпатри пĕрреллĕ хисепри глагол формипе танлашать: çыр, пĕл, кур, илт, чуп. Тĕслĕхрен, çырткалаттăм, çыртăм, çырмарăм, çырсассăн, çырмассерен, çыракан, çырнă, çырас, çыриччен, çырин, çырăпин,çырĕçин сăмахсен глагол тĕпĕ – çыр. Ун çумне тĕрлĕ аффикссем хушăнса глаголăн тĕрлĕ формисене тăваççĕ.
Вырăс глаголĕ яланах иккĕмĕшле глагол шутланать. Вăл чылай чухне пĕлтерĕшсĕр тымартан пулать: чит+а+ть, пис+а+ть, бер+е+чь. Чăваш глаголĕсем чылайăшĕ тымартан çеç тăраççĕ: çыр, вула, кĕр, чуп, сик, тăр, йĕр т.ыт.те.
Чăваш глаголĕн тымарĕ пĕр сыпăкран (ту, сик, ил, пар, вĕр,чĕр), икĕ сыпăкран (кала, вула, вĕре), виçĕ сыпăкран (ĕшелен) тăма пултарать, анчах виçĕ сыпăклисем чăваш чĕлхинче питĕ сахал.
Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
Вырăс чĕлхинче иккĕмĕшле глаголсем тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен çакăн пек суффикссем хушăннипе пулаççĕ:
-е: белый – бел+е+ть; зверь – звер+е+ть: чёрный – черн+е+ть; желтый – желт+е+ть: синий – син+е+ть;
-и: пила – пил+и+ть; синий – син+и+ть;
-я: ох – ох+а+ть, ах – ах+а+ть; умник – умнич+а+ть; плотник – плотнич+а+ть;
-ка: мяу – мяу+ка+ть; ши – ши+ка+ть;
-ова(-ева): беседа – бесед+ова+ть; горе – гор+ева+ть;
-ива: два – удва+ива+ть.
Чăваш чĕлхинче иккĕмĕшле глагол тĕрлĕ пуплев пайĕ çумне çакăн пек аффикссем хушăннипе пулать:
-ла(-ле): кĕр – кĕр+ле; тĕп – тĕп+ле; сăрă – сăр+ла;
-лан(-лен): вăй – вăй+лан; пăр – пăр+лан; кĕл – кĕл+лен;
-лаш(-леш): тав – тав+лаш; паллă – пал+лаш; пĕр – пĕр+леш;
-тат(-тет): шăлтăр – шăлтăр+тат; пакăл – пакăл+тат;
-лат(-лет): шарт – шарт+лат; тĕнкĕл – тĕнкĕл+тет;
-ал(-ел): шурă – шур(ă) +ал; хура – хур(а)+ал, таса – таса(а)+ал;
-н: йĕпе – йĕпе+н; ăшă – ăшă+н; сивĕ – сив(ĕ)+ĕн;
-шăн(-шĕн): ют – ют+шăн;
-ăл(-ĕл): ÿсĕр – ÿсĕр+ĕл; ватă – ват(ă)+ăл.
Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те глаголсем хăйсемпе çыхăнакан ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăма пултараççĕ. Ку тĕлĕшрен çак икĕ чĕлхе хушшинче пĕрпеклĕхсем чылай тĕл пулаççĕ пулсан та, уйрăмлăхсем те сахал мар. Çав уйрăмлăхсене пĕлмесĕр чăвашла е вырăсла калаçнă чухне çынсем йăнăш час- часах тăваçĕ. Акă, тĕслĕхрен, брезговать – йĕрĕн глаголсем хăйсемпе çыхăнакан япала ячĕсене пĕр формăра тытса тăмалла пек: брезговать пьяным человеком – ÿсĕр çынпа йĕрĕн, анчах чăвашла ÿсĕр çынран йĕрĕн темелле. Ытти тĕслĕхсем: руководить кем-то – кама (мĕне) ертсе пыр (кампа – мĕнпе мар). Санран хăратăп тенине хăш-пĕр чăвашсем вырăсла боюсь от тебя тесе йăнăш тăваççĕ (санран хăратăп темелле).
Участвовать в соревновании – ăмăртăва хутшăн (ăмăртура хутшăн мар). (Вырăсла на соревновании мар, в соревновании темелле).
Кататься на лодке. – Кимĕпе ярăн. (Кимĕ çинче мар).
Кататься на лыжах. – Йĕлтĕрпе ярăн. (Йĕлтĕр çинче мар).
Разводить на воде. – Шывра ирĕлтер. (Шыв çинче мар).
Пользоваться авторитетом. – Авторитетлă, сумлă пул. (Авторитетпа усă кур мар).
Польститься на его деньги. – Ун укçине хапсăн. (Ун укçи çине хапсăн мар).
Пользоваться свободой. – Ирĕкре пурăн. (Ирĕкпе усă кур мар).
Полюбоваться рекой. – Юхан шыв çине пăхса килен (савăн). (Юхан шывпа килен тени те йăнăш мар).
Помазать вазелином. – Вазелин сĕр. (Вазелинпа сĕр мар).
Помахать головой. – Пуçа сулла, пуçа ух. (Пуçпа сулла мар).
Помериться силами. – Вăй виç. (Вăйсемпе виç, вăйсемпе тупăш мар).
Поморщить лоб. – Çамкана пĕркелентер. (Çамка пĕркелентер мар).
Помочь горю. – Хуйха ирттерме пулăш. (Хуйха пулăш мар).
Понесло ветерком. – Çил вĕре пуçларĕ. (Çилпе вĕре пуçларĕ мар).
Попасть на спектакль. – Спектакле ĕлкĕр. (Спектакль çине ĕлкĕр мар).
Попахивать гарью. – Çунăк шăрши кĕрет. (Çунăк шăршипе кĕрет мар).
Поправиться в седле. – Йĕнер çинче тÿрленсе лар. (Йĕнерте тÿрленсе лар мар).
Попыхивать трубкой. – Чĕлĕм паклаттар. (Чĕлĕмпе мар).
Порадоваться успехам сына. – Ывăл çитĕнĕвĕсемшĕн савăн. (Çитнĕвĕсемпе мар).
Тропинка проросла травой. – Сукмака курăк пусса илнĕ. (Сукмак курăкпа ÿссе ларнă мар).
Порочить доброе имя. – Ырă ята пăс. (Ыра ят пăс мар).
Сесть в троллейбус (автобус). – Троллейбуса (автобуса) лар. (Троллейбус çине мар).
Еду на троллейбусе. – Троллейбуспа пыратăп. (Троллейбус çинче мар).
Посвятить жизнь искусству. – Пĕтĕм пурнăçа искусствăшăн пар. (Пурнăç мар).
Поселить гостя в гостинице. – Хăнана гостиницăна вырнатар. (Гостиницăра мар).
Поселиться в центре города. – Хула варринне пурăнма вырнаç. (Хула варринче мар).
Поставить капкан на волка. – Кашкăр тытма капкăн ларт. (Кашкăр çине ларт мар).
Принять его на работу. – Ăна ĕçе ил. (Ăна ĕç çине ил мар).
Посягнуть на чужое добро. – Çын япалине хапсăн. (Çын япали çине мар).
Потрепать по щеке. – Питрен ачашласа лăпка. (Пит çийĕпе мар).
Падеж тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕрне тивĕçтермен тĕслĕхсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче вĕçĕ-хĕррисĕрех илсе кăтартма пулать. Вĕсм йывăрлăх кÿреççĕ те ĕнтĕ чăвашсене вырăсла е чăвашла калаçнă чухне.
Кунпа пĕрлех çак икĕ чĕлхере падеж тĕлĕшнчен пĕр-пĕрне тивĕçтерекен тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ:
Породниться с ним. – Унпа хурăнташлан.
Мать ругает сына. – Амăшĕ ывăлне ятлать.
Он спорит с отцом. – Вăл ашшĕпе тавлашать.
Он любит Наташу. – Вăл Наташăна юратать.
Что вижу? – Мĕн куратăп?
Кого вижу? – Кама куратăп?
Кун пек пĕрпеклĕхсем те çак икĕ чĕлхере çине-çинех тĕп пулаççĕ, анчах уйрăмлăхĕсем ытларах.