Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Лексика тата фразеологи.doc
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.05.2025
Размер:
1.28 Mб
Скачать

Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем

Вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те паллă ячĕсем пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле пулаççĕ.

Вырăс чĕлхинче пĕрремĕшле паллă ячĕсем шутне сăмах тымарĕ çумне род (арлăх) вĕçĕсем (родовые окончания) хушăннипе пулнă паллă ячĕсем кĕреççĕ: острый, острая, острое; веселый, веселая, веселое; бодрый, бодрая, бодрое; прочный, прочная, прочное; важный, важная, важное; ровный, ровная, ровное; богатый, богатая, богатое т.ыт.те.

Чăваш чĕлхинче пĕрремĕшле паллă ячĕсем шутне тымартан çеç тăракан паллă ячĕсем кĕреççĕ: шурă, хура, хитре, капăр, ватă, çамрăк, чипер, кăткăс, усал, лайăх, вăрăм, кĕске, тăвăр, тулăх т.ыт.те.

Иккĕмĕшле паллă ячĕсем сăмах тымарĕ е тĕпĕ çумне тĕрлĕ суффиксем (вырăс чĕлхинче) тата аффикссем (чăваш чĕлхинче) хушăннипе пулнă паллă ячĕсем кĕреççĕ.

Вырăс чĕлхинчи япала ячĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан тухăçлă суффиксем:

-н-: комната – комнатный; стена – стенной; бритва – бритвенный, нож – ножной, печь – печной, пляж – пляжный, навес – навесной, река – речной, рожь – ржаной, род – родной, роскошь – роскошный, ртуть – ртутный т.ыт.те;

-ан- , -ян-: кожа – кожаный, конопля – конопляный, дерево – деревянный, олово – оловянный, серебро – серебряный, адрес – адресованный, соль – соляной;

-онн-: станция – станционный, революция – революционный, адаптация – адаптационный, акклиматизация – акклиматизационный, аккумуляция – аккумуляционный;

-ен-: клюква – клюквенный, солома – соломенный, внутрь – внутренний;

-ов-, -ев-: дуб – дубовый, поле – полевой, пух – пуховой;

-ск-: завод – заводской, город – городской, скот – скотский, Тверь – тверской, море – морской;

-еск-: история – исторический;

-ист-: камень – каменистый;

-ат-: борода – бородатый;

-ив-: лень – ленивый;

-лив-: талант – талантливый.

Вырăс чĕлхинчи глаголсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан суффиксем:

-уч-, -юч-: скрипеть – скрипучий, колоть – колючий;

-ач-, -яч-: лежать – лежачий, висеть – висячий;

-к-: шатать – шаткий;

-лив-: говорить – говорливый;

-чив-: уступить –уступчивый.

Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем

Вырăс чĕлхинчи çакăнта асăнса тухнă йышши паллă ячĕсене чăваш чĕлхинче япала ячĕсем, япала ячĕсемпе причастисен майлашăвĕсем, хăйне уйрăм причастисем тивĕçлĕ:

комнатная собака – пÿлĕмре усракан йытă;

комнатная температура – пÿлĕм температури;

стенной шкаф – çакмалли шкаф;

брикетный завод – брикет завочĕ;

бритвенный прибор – хырăнмалли хатĕрсем;

ножной мускул – ура мускулĕ;

печная заслонка – кăмака питлĕхĕ;

речной порт – юханшыв порчĕ;

ржаной хлеб – ыраш çăкăрĕ;

кожаная сумка – сăран сумка;

деревянный пол – йывăç урай;

бородатый мужчина – сухаллă арçын;

талантливый композитор – талантлă композитор;

скрипучий пол – чĕриклетекен урай;

лежачий больной – чирлĕ выртакан çын т.ыт.те.

И.П. Павлов хăйĕн «Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи» (Шупашкар, 1965) ятлă морфологийĕнче çапла çырать: «…юлашки 20-25 çул хушшинче, тĕрлĕ сăлтавсене пула, -лă(-лĕ) аффикс хушса çĕнĕ паллă ячĕсем тăвас туртăм анлă сарăлчĕ. Хăшĕ-пĕрисем, чăваш тата вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсен уйрăмлăхĕсене тĕплĕн шута илмесĕр, вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсене чăвашла ытларах -лă (-лĕ) аффикс хушăннипе пулакан паллă ячĕпе е тата -ла(-ле) аффикс хушăннипе пулакан наречипе куçарма тăрăшаççĕ…» (160 с.).

Тĕрĕсмарлăхсене монографи авторĕ çапла ушкăнласа тухнă:

  1. -лă(-лĕ) аффикспа пулнă паллă ятне изафет çыхăнăвĕнчи пĕрремĕш вырăнта тăракан япала ячĕ вырăнне калаççĕ е çыраççĕ:

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

опытная станция опыт станцийĕ опытлă станци

революционная теория революци теорийĕ революциллĕ теори

историческая тема истори теми историллĕ тема

классовый враг класс тăшманĕ класлă тăшман

национальная культура наци культури нациллĕ культура

империалистическая война империализм вăрçи империализмлă вăрçă

техническая культура техника культурисем техникăллă культурăсем

партийный принцип парти принципĕ партиллĕ принцип

общественное хозяйство общество (халăх) хуçалăхĕ обществăллă хуçалăх

дипломная работа диплом ĕçĕ дипломлă ĕç

отчетное собрание отчет пухăвĕ отчетлă пуху

Советский Союз Совет Союзĕ Советлă Союз

организационный вопрос организаци ыйтăвĕ оганизациллĕ ыйту

социалистические страны социализм çĕршывĕсем социализмлă çĕршывсем

Илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен çакă курăнать: вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсене чăваш чĕлхинче ытларах япала ячĕсем тивĕçлĕ;

  1. -лă(-лĕ) аффикспа пулнă паллă ячĕпе атрибутлă сăмах майлашăвĕнчи пĕрремĕш вырăнти япал ячĕ вырăнне усă кураççĕ:

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

асфальтовый тротуар асфальт тротуар асфальтлă тротуар

запасный полк запас полк запаслă полк

запасная часть запас пай запаслă пай

  1. тепĕр чухне -лă(-лĕ) аффикс хушăнса пулнă паллă ячĕпе калама май пур çинчех вырăс чĕлхинчи паллă ячĕн формипе каланине асăрхама пулать:

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

колонный зал колонăллă зал колоннăй зал

рамочный улей рамкăллă вĕлле рамочнăй вĕлле

  1. çавăн пекех –лă(-лĕ) аффикс хушмалли сăмах тĕпне тĕрĕс мар тупмасăр йăнăшсем тăваççĕ:

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

Орловская область Орëл облаçĕ Орлов облаçĕ

федеративная республика федерациллĕ республика федеративлă республика

агглютинативные языки агглютинациллĕ чĕлхесем агглютинативлă чĕлхесем

автономная республика автономиллĕ республика автонăмлă республика

консервативная партия консерваторсен партийĕ консервативлă парти

И.П. Павлов, кунсăр пуçне, авторсем пĕр ăнлавах икĕ е виçĕ расна пĕлтерĕшлĕ формăпа палăртнине те тиркет:

вырăс чĕлхинчи чăвашла тĕрĕс чăвашла тĕрĕс мар

тĕслĕхсем калани калани

социалистические страны социализм çĕршывĕсем социализмла çĕршывсем

идеологическая работа идеологи ĕçĕ идеологиллĕ ĕç

сатирическое произведение сатира произведенийĕ сатирăллă произведени

творческая работа творчество (пултарулăх) ĕçĕ творчествăллă ĕç

Ученăйăн маларах асăннă кăтартăвĕсем чĕлхери пăтраштарăва пĕтерме май параççĕ. Апла пулин те вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕпе япала ячĕн майлашăвĕсене пур чухне те изафет (пуçламăш формăри япала ячĕ+виççĕмĕш сăпат аффиксне йышăннă япала ячĕ) формипе куçарма май çук: чĕлхере çак формăн пĕлтерĕшĕ майĕпен сарăлса пырать (тĕслĕхрен, социализм çĕршывĕсем, сатира произведенийĕ, организаци ыйтăвĕ теме те, социализмлă çĕршывсем, сатирăллă произведени, организациллĕ ыйту теме те пулать).

33-мĕш хăнăхтару. Вырăс чĕлхинчи çак сăмах майлашăвĕсене кирлĕ чухне словарьсемпе усă курса чăвашла куçарăр.

Вологодская область Гренландское море

Адриатическое море Гудзонов залив

Адыгейская область Гудзонов пролив

Аральское море Зондские острова

Багамские острова Ирландское море

Кабардино-Балкарская Керченский пролив

Республика

Калмыцкая Республика Киргизское государство

Карачаево-Черкесская автономная Кольский полуостров

область

Карельская республика Командорские острова

Карибское море Коми-Пермяцкий автономный

округ

Корсиканский пролив Молдавская Республика

Корякский автономный округ Мордовская Республика

Кулундинская степь Онежский залив

Курильские острова Онежское озеро

Лигурийское море Панамский канал

Маггеланов пролив Персидский залив

Малайский архипелаг Синайский полуостров

Мальдивская Республика Осетинская область

Марпанские острова Таманский полуостров

Чукотский полуострв Тувинская Республика

34-мĕш хăнăхтару. Çак пайăр ятсене кирлĕ чухне словарьсемпе усă курса вырăсла куçарăр.

Абхази Республики Азов тинĕсĕ

Агински Бурят автономиллĕ Азор утравĕсем

округĕ

Аджар Республики Алай ту хырçи

Адриатика тинĕсĕ Алану утравĕсем

Адыгеей автономиллĕ облаçĕ Алеут утравĕсем

Амур-çи-Комсомольск Альп тăвĕсем

Анд тăвĕсем Беринг проливĕ

Аппенин тăвĕсем Беринг тинĕсĕ

Аравии тинĕсĕ Бермуда утравĕсем

Атăлçи тÿпемĕ Валдай тÿпемĕ

Атлантика океанĕ Вăтаçĕр Америка

Африка сăмсахĕ Верхоянск ту хырçи

Балтика тинĕсĕ Гавая утравĕсем

Баффин çĕрĕ Гренландии тинĕсĕ

Чукча автономиллĕ округĕ

35-мĕш хăнăхтару. Чăваш Республикинчи ял-хула, юхан-шыв, сăрт-ту ячĕсене чăвашла калăр, скобкăра вĕсем мĕне пĕлтернине (тĕсл., юхан-шыв, ял, хула т.ыт.те.) кăтартăр, паллă ячĕсене тĕрĕс куçарма хăнăхăр.

Нижняя Кумашка Средние Кибечи

Большое Тугаево Русские Алгаши

Большие Чаки Малые Яуши

Большие Катраси Малая Кокшага

Большие Тарханы Малый Цивиль

Большие Алгаши Старые Атаи

Новое Чурашево Передние Яндоуши

Малое Карачкино Большая Выла

Малое Буяново Большой Цивиль

Большое Яниково Верхний Мачорин

Большие Абакасы Татарские Кунаши

Степное Тугуево Татарские Сугуты

Новое Ахпердино Первое Чурашево

Новые Мураты Восточный поселок

Новое Буяново Полевые Бикшики

Северный поселок

36-мĕш хăнăхтару. Вырăс чĕлхинчи çак паллă ячĕсене япала ячĕсемпе çыхăнтарса сăмах майлашăвĕсем тăвăр та чăвашла куçарăр.

Тĕслĕх: Авансовый отчет – аванс отчечĕ.

Абстрактное Фазаний

Конкретное Факсимильный

Абитуриентский Факультативный

Аборигенные Факультетский

Авансированная Фальцованный

Авантюристические Фанерованный

Августовское Фантастический

Автозаводской Фарфорно-фаянсовый

Автоматизированный Фаршированный

Автоматичный Фашистский

Автомодельный Фаянсовый

Долларовая Октябрьская

Фабричные Фармацевтический

Фельдшерско-акушерский

Хисеп ячĕ – Имя числительное

Чăваш чĕлхинче те, вырăс чĕлхинче те хисеп ячĕсем çакăн пек ушкăнсене уйрăлаççĕ:

- шут хисеп ячĕсем – количественные числительные: один, два, три, десять, сто, тысяча – пĕрре, иккĕ, виççĕ, вуннă, çĕр, пин;

- йĕрке хисеп ячĕсем – порядковые числительные: первый, второй, третий, десятый, сотый, тысячный – пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш, вуннăмĕш, çĕрмĕш, пинмĕш;

- пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсем – собирательные числительные: вдвоëм, двое, трое, пятеро, шестеро, семеро – иксĕмĕр, виçсĕмĕр, иккĕн, виççĕн, пиллĕкĕн, улттăн, çиччĕн;

- вак хисеп ячĕсем: çурă, чĕрĕк; виççĕ-тăваттăмĕш – половина, четверть; три четвëртых.

Кунта асăннă ушкăнсемсĕр пуçне, чăваш чĕлхинче валеçÿ хисеп ячĕсем тата валеçÿ-пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсем пур:

икшер – виçшер

тăватшар – пилĕкшер

икшерĕн – виçшерĕн т.ыт.те.

Вырăс чĕлхинче вĕсене предлогпа шут хисеп ячĕсен майлашăвĕ тивĕçлĕ: по три, по четыре, по пять т.ыт.те.

Икĕ чĕлхинче те хисеп ячĕсен функцийĕсем пĕр пекех. Хисеп ячĕсем предложенире подлежещи, сказуемăй, определени, дополнени, обстоятельство пулма пултараççĕ.

Тĕслĕхсем:

подлежащи: Ку тăваттă санăн лайăх çырăнайман. – Это четыре у тебя написано плохо;

сказуемăй: Тăватă хут тăваттă – вун улттă. – Четырежды четыре – шестнадцать;

дополнени: Пиллĕк икке пайланмасть. – Пять на два не делится;

определени: Пиллĕкмĕш студент кăшт каярах юлчĕ. – Пятый студент немножко отстал.

обстоятельство: Эпĕ улттăра вăрантăм. – Я проснулся в шесть часов.

Вырăс чĕлхинчи хăш-пĕр пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсене чăваш чĕлхинче шут хисеп ячĕсем е пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсем тивĕçлĕ: двое саней – икĕ çуна; трое колхозников – виçĕ колхозник. Нас было двое – эпир иккĕн пулнă. Их было четверо – вĕсем тăваттăн пулнă. Кунсăр пуçне, вырăс чĕлхинчи хăш-пĕр пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсене чăваш чĕлхинче камăнлăх аффиксĕ йышăннă шут хисеп ячĕсем тивĕçлĕ:

Мы все трое. – Эпир виçсĕмĕр те.

Мы все шестеро. – Эпир ултсăмăр та.

Вырăс чĕлхинче арçынна пĕлтерекен япала ячĕсемпе çыхăнакан хисеп ячĕсем шут хисеп ячĕсен формине те, пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсен формине те йышăнма пултараççĕ: двое учеников – два ученика; двое парней – два парня; двое мальчиков – два мальчика. Хĕрарăма пĕлтерекен япала ячĕсемпе шут хисеп ячĕсем çеç çыхăнма пултараççĕ: две ученицы, две студентки (двое учениц, двое студенток мар).

Чăваш чĕлхинчи йĕрке хисеп ячĕсем шут хисеп ячĕсен туллии форми çумне -мĕш аффикс хушăннипе пулаççĕ: иккĕмĕш студент, вуннăмĕш уйăх, çирĕммĕш салтак т.ыт.те (вунăмĕш, икĕмĕш, çирĕмĕш мар).

Чăваш чĕлхинчи шут хисеп ячĕсем пĕрререн пуçласа тăхăр вуннă таран виçĕ формăра пулаççĕ: тулли, кĕске тата кĕскерех: пĕрре – пĕр (студент), иккĕ – икĕ (е ик) хĕрача, тăхăр вуннă – тăхăр вунă (е тăхăр вун) тенкĕ.

Вак хисеп ячĕсем вырăс чĕлхинче те, чăваш чĕлхинче те пĕр пекех пулаççĕ: числитель вырăнĕнче – тулли шут хисеп ячĕ, знаменатель вырăнĕнче – йĕрке хисеп ячĕ:

две третьих – иккĕ виççĕмĕш;

пять шестых – пиллĕк улттăмĕш.

Хăйсен тытăмĕпе хисеп ячĕсем икĕ чĕлхинче те виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ:

  1. хутсăр хисеп ячĕсем: один, пять, девять – пĕрре, пиллĕк, тăххăр;

  2. хутлă хисеп ячĕсем: одиннадцать, девяносто;

  3. икĕ е ытларах сăмахран пулнă хисеп ячĕсем: двадцать два – çирĕм иккĕ; сто тридцать три – çĕр вăтăр виççĕ.

Вырăс чĕлхинче 11-19 хисеп ячĕсем çапла пулнă:

11 – один на десять

20 – два десять

30 – три десять

80 – восемь десять

200 – две+сътъ (две+сто).

Хисеп ячĕсен вĕçленĕвĕ

Вырăс чĕлхинче шут хисеп ячĕсен падеж тăрăх вĕçленеççĕ:

Им. п. один человек

Род. п. одного человека

Дат. п. одному человеку

Вин. п. одного человека

Тв. п. одним человеком

Пр. п. об одном человеке

Япала ячĕсемпе тата паллă ячĕсемпе танлаштарсан, шут хисеп ячĕсем род тăрăх (один, два, оба, полтора сăмахсемсĕр пуçне) улшăнмаççĕ. Малалла хăш-пĕр хисеп ячĕсен падеж вĕçленĕвне кăтартатпăр:

Им. п. одни две сорок сто

Род. п. одних двух сорока ста

Дат. п. одним двум сорока ста

Вин. п. одни, одних две, двух сорок сто

Тв. п. одними двумя сорока ста

Пр. п. об одних о двух о сорока о ста

Им. п. полтора (ы) оба обе трое

Род. п. полутора обоих обеих троих

Дат. п. полутора обоим обеим троим

Вин. п. полтора (ы) оба, обоих обе трое

Тв. п. полуторами обоими обеими троими

Пр. п. о полутора об обоих об обеих о троих

Им. п. три пятых двести пятьдесят пятьсот

Род. п. трех пятых двухсот пятидесяти пятисот

Дат. п. трем пятым двумстам пятидесяти пятистам

Вин. п. три пятых двести пятьдесят пятьсот

Тв. п. тремя пятыми двумястами пятьюдесятью пятьюстами

Пр. п. о трех пятых о двухстах о пятидесяти о пятистах

Полтора хисеп ятне япала ячĕсемпе çыхăнтарса каланă чухне падеж тăрăх мĕнле вĕçлемеллине те пĕлмелле. Кунта род категорийĕн витĕмĕ палăртать.

Полтора хисеп ячĕ женский родри япала ячĕпе çыхăннă чухне полторы форма йышăнать: полторы тонны (картофеля), полторы груши, полторы секунды, полторы группы. Мужской тата средний родри япала ячĕсемпе çыхăннă чухне çак хисеп ячĕ (ăна вырăсла количественно-дробное числительное теççĕ, чăвашла шут-вак хисеп ячĕ) полтора форма йышăнать: полтора стакана, полтора часа, полтора ведра, полтора яблока. Çак хисеп ячĕсемпе япала ячĕсем два, две, три, четыре хисеп ячĕсемпе çыхăннă пекех çыхăнаççĕ: два человека – две девушки, два дома – две стены, два яблока – две тетради т.ыт.те.

Чăваш чĕлхинче япала ячĕсемпе çыхăнакан хисеп ячĕсем, паллă ячĕсем пекех, падеж тăрăх вĕçленмеççĕ.

Т. п. пĕр çын пиллĕкмĕш класс

К. п. пĕр çыннăн пиллĕкмĕш класăн

П. п. пĕр çынна пиллĕкмĕш класа

В. п. пĕр çынта (ра) пиллĕкмĕш класра

Т. п. пĕр çынтан (ран) пиллĕкмĕш класран

П. п. пĕр çынпа пиллĕкмĕш класпа

Ç. п. пĕр çынсăр пиллĕкмĕш классăр

П. п. пĕр çынлă пиллĕкмĕш класлă

П. п. пĕр çыншăн пиллĕкмĕш класшăн

Япала ячĕсемпе çыхăннă чухне йĕрке хисеп ячĕсене тулли формăра калаççĕ (пилĕкмĕш класс маар, пиллĕкмĕш класс). Кун пек сăмах çыхăнăвĕсенче студентсемпе шкул ачисем йăнăш час-часах тăваççĕ.

Тулли шут хисеп ячĕсем падеж тăрăх япала ячĕсем пекех вĕçленеççĕ.

Т. п. иккĕ пиллĕк вăтăр

К. п. иккĕн пиллĕкĕн вăтăрăн

П. п. икке пиллĕке вăтăра

В. п. иккĕре пиллĕкре вăтăрта

Т. п. иккĕрен пиллĕкрен вăтăртан

П. п. иккĕпе пиллĕкпе вăтăрпа

Ç. п. иккĕсĕр пиллĕксĕр вăтăрсăр

П. п. иккĕллĕ пиллĕклĕ вăтăрлă

П. п. иккĕшĕн пиллĕкшĕн вăтăршăн

Пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсем те падеж тăрăх япала ячĕсем пекех вĕçленеççĕ:

Т. п. иксĕмĕр иксĕр иккĕшĕ

К. п. иксĕмĕрĕн иксĕрĕн иккĕшĕн

П. п. иксĕмĕре иксĕре иккĕшне

В. п. иксĕмĕрте иксĕрте иккĕшĕнче

Т. п. иксĕмĕртен иксĕртен иккĕшĕнчен

П. п. иксĕмĕрпе иксĕрпе иккĕшĕпе

Ç. п. иксĕмĕрсĕр иксĕрсĕр иккĕшĕнсĕр

П. п. иксĕмĕрлĕ иксĕрлĕ иккĕшĕнлĕ

П. п. иксĕмĕршĕн иксĕршĕн иккĕшĕншĕн

Чăваш чĕлхинче йĕрке хисеп ячĕсем падеж тăрăх та, хисеп тăрăх та улшăнмаççĕ:

Т. п. вăтăрмĕш çын пинмĕш салтак

К. п. вăтăрмĕш çыннăн пинмĕш салтакăн

П. п. вăтăрмĕш çынна пинмĕш салтака

В. п. вăтăрмĕш çынра пинмĕш салтакра

Т. п. вăтăрмĕш çынран пинмĕш салтакран

П. п. вăтăрмĕш çынпа пинмĕш салтакпа

Ç. п. вăтăрмĕш çынсăр пинмĕш салтаксăр

П. п. вăтăрмĕш çынлă пинмĕш салтаклă

П. п. вăтăрмĕш çыншăн пинмĕш салтакшăн

Йĕрке хисеп ячĕсем падеж тата хисеп тăрăх камăнлăх форминче кăна улшăнаççĕ:

Т. п. виççĕшĕ тăхăрвуннăмĕшĕ

К. п. виççĕмĕшĕн тăхăрвуннăмĕшĕн

П. п. виççĕмĕшне тăхăрвуннăмĕшне

В. п. виççĕмĕшĕнче тăхăрвуннăмĕшĕнче

Т. п. виççĕмĕшĕнчен тăхăрвуннăмĕшĕнчен

П. п. виççĕмĕшĕпе (виççĕмĕшпе) тăхăрвуннăмĕшĕпе (тăхăрвуннăвĕшпе)

Ç. п. виççĕмĕшĕсĕр (виççĕмĕшсĕр) тăхăрвуннăмĕшĕсĕр (тăхăрвуннăмĕшсĕр)

П. п. виççĕмĕшĕллĕ (виççĕмĕшлĕ) тăхăрвуннăмĕшĕллĕ (тăхăрвуннăмĕшлĕ)

П. п. виççĕмĕшĕшĕн (виççĕмĕшшĕн) тăхăрвуннăмĕшĕшĕн(тăхăрвуннăмĕшшĕн)

Вырăс чĕлхинче, один хисеп ячĕсĕр пуçне, ытти пур шут хисеп ячĕсем те япала ячĕсене пĕр-пĕр падежра тытса тăраççĕ, вĕсемпе пĕрле сăмах майлашăвĕсем тăваççĕ.

Один хисеп ячĕ япала ятне ăнлантарнă чухне унпа пĕр родра, падежра, хисепре пулать: один дом, одна скамейка, одно место, одни числа.

Два, три, четыре хисеп ячĕсем япала ячĕсене пĕрреллĕ хисепри камăнлăх (родительный) падежра тытса тăраççĕ, ытти хисеп ячĕсем нумайлă хисепри камăнлăх (родительный) падежра тăраççĕ: два карандаша, три карандаша, четыре карандаша; пять карандашей, двадцать парней, девять домов т.ыт.те.

Япала шутне çывхартса кăтартасси

Вырăс чĕлхинче япаласен шутне конкретлă мар, çывхартса (приблизительно) кăтартма виçĕ мелпе усă кураççĕ:

1) камăнлăх (родительный) падежри япала ячĕсене около предлогпа каласа. Тĕслĕх: «На собрании было около ста человек» (Чăвашла: «Пухура çĕр çынна яхăн пулчĕ»);

2) предложенире определени пулакан хисеп ячĕпе япала ятне вырăнĕпе улăштарса: пять килограммов (конкретлă) – килограммов пять (çывхартса); пятнадцать метров – метров пятнадцать. Чăвашла кун пек мелпе усă курмаççĕ;

3) юнашар тăракан шут хисеп ячĕсене мăшăрлатса каланипе: три-четыре килограмма, пять-шесть дней, десять-пятнадцать человек.

Çак мелпе чăваш чĕлхинче те усă кураççĕ: ик-виç(ĕ) кун; тăват-пилĕк çын; сакăр-тăхăр студентка.

Вуннăччен кун пек чухне хисеп ячĕсене юнашаррисене çеç мăшăрлатса калама пулать: ик-тăват, тăват-улт, пилĕк-çич теме çук. Вуннăран малалла пиллĕк урлă мăшăрлатма пулать: вуннă-вун пилĕк çын, вăтăр-вăтăр пилĕк студентка. Çирĕмрен малалла вуннă урлă мăшăрлатма пулать: çирĕм-вăтăр тенкĕ, хĕрĕх-аллă çурт, утмăл-çитмĕл ял. Çак мелпе вырăс чĕлхинче усă курма пулать: двадцать-тридцать (рублей); сорок-пятьдесят (домов); шестьдесят-семьдесят (деревень) т.ыт.те.

37-мĕш хăнăхтару. Çак хисеп ячĕсене падеж тăрăх вĕçлĕр те чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи хушшинчи уйрăмлăхсене кăтартăр: сто двадцать пять рублей – çĕр çирĕм пилĕк тенкĕ; сорок пять стульев – хĕрĕх пилĕк пукан; тысяча двести шестьдесят тонн – пин те ик çĕр утмăл тонна; триста семьдесят пять книг – виç çĕр çитмĕл пилĕк кĕнеке; две тысячи восемьсот сорок две книги – икĕ пин те сакăр çĕр хĕрĕх икĕ кĕнеке; тысяча двести три слова – пин те ик çĕр виçĕ сăмах; тысяча четыреста тридцать семь килограммов – пин те тăват çĕр вăтăр çичĕ килограмм.

38-мĕш хăнăхтару. Скобкăра кăтартнă хисеп ячĕсене сăмахпа çырса тухăр.

1.Библиотека университета пополняется ежегодно (500-600 книг). 2. В словарь включено более (80 новых слов). 3. Вместе с новыми (2004 слова) учебник английского языка будет насчитывать свыше (5,4 тысяч) слов. 4. Разность между (95) и (42) составляет пятьдесят три. 5. Второй советский искусственный спутник Земли находился в космосе без малого (163 суток). 6. По новым дорогам пойдут современные поезда, которые развивают скорость (до 60 км) в час. 7. По этой программе к (2010 году) планируется построить на территории республики около (30) физкультурно-спортивных комплексов. 8. Графа в избирательном бюллетене «против всех кандидатов» набрала лишь (4, 27 процента). 9. С (2007 года) полномочия по ведению лесного хозяйства передаются в регионы… 10. Родилась я в феврале (1939 года) в деревне Новые Шигали, что в Татарстане. 11. Небольшой старинный город с (5785 жителей), красиво расположенный по (оба-обе) сторонам живописной речи, привлекает много туристов. 12. На дорогу у нас ушло (полтора-полторы) суток. 13. Можно было вполне обойтись (полторы тысячи рублей). 14. В общей сложности на грузовики было погружено (34,5 тонн) угля. 15. Наш дом находится совсем близко, в (полтораста шагов) отсюда.

39-мĕш хăнăхтару. Скобкăра кăтартнă глаголсене хисеп ячĕсемпе килĕшÿллĕн кирлĕ хисепе лартса тухăр. Унтан предложенисене вырăсла куçарăр та икĕ чĕлхери хисеп ячĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса сăнăр, уйрăмлăхсене кăтартăр.

  1. Митингра вуншар çын сăмах тухса (каларĕ – каларĕç). 2. Урампа пилĕк студент университет еннелле (утать – утаççĕ). 3. Хапхапа юнашар тенкел çинче виçĕ карчăк шăкăл-шăкăл (калаçса ларать – калаçса лараççĕ). 4. Хальхи йывăр вăхăтра миллионшар çын выçăллă-тутăллă асапланса (пурăнать – пурăнаççĕ). 5. Малти пÿлĕмре виççĕн (калаçса ларать – калаçса лараççĕ). 6. Пухăва утмăл çынран вуннăшĕ (пымарĕ – пымарĕç). 7. Кашни рете саккăрăн (тăрса тухрĕ – тăрса тухрĕç).

40-мĕш хăнăхтару. Çак предложенисенчи скобкăна хупнă сăмах майлашăвĕсенчен кирлине суйласа илĕр, унтан предложенисене чăвашла куçарăр та икĕ чĕлхери вариантсене пĕр-пĕринпе танлаштарса тухăр.

1. В двадцать третей комнате общежития живут (два студента – двое студентов). 2. Больная мучительно боролась за свою жизнь, страшась оставить без всякой помощи (четыре сироты – четырех сирот – четверых сирот). 3. В семье старого якута было (три сына – трое сыновей); все (три – трое) – прекрасные охотники. 4. Старшие братья уехали вперед, младшие дожидались, пока за ними (тремя – троими) приедет мать. 5. Их (четыре – четверо); все они ученицы балетной школы. 6. Ему досталась (большая половина – чуть больше половины) яблока. 7. При барине неотлучно находились (два слуги – двое слуг). 8. Радостно встретились после долгой разлуки (два друга – двое друзей). 9. Длинной вереницей вытянулись медленно ехавшие (22 саней – 22 сани) и (3 розвальни). 10. Так и обманули злого волка (три поросенка – трое поросят).

41-мĕш хăнăхтару. Хисеп ячĕсем кĕртсе çырнă çак предложенисенче мĕнле йăнăшсем асăрхатăр? Унтан предложенисене чǎвашла куçарǎр та икĕ чĕлхери вариантсене пĕр-пĕринпе танлаштарса тухǎр.

  1. У обоих часов сломалась пружина. 2. Заведующий кафедрой вызвал к себе двадцать три студентов, чтобы выяснить, почему большая половина из них выполняет курсовые работы с отставанием от графика. 3. Летаргический сон продолжался 34 суток. 4. Среди 21 студентов было 5 отличников. 5. В 24 секциях спортивного общества занимается около 46 тысяч молодежи. 6. Школьная библиотека располагает тремя тысячами восемьдесят пятью книгами.7. За последний месяц в «молодежные бригады отличного качества» включилось 243 юношей и девушек.

42-мĕш хǎнǎхтару. Çак предложенисене вырǎсла куçарǎр та ик чĕлхери хисеп ячĕсен варианчĕсене танлаштарса тухса уйрǎмлǎхĕсене кǎтартǎр. Хисеп ячĕсене сǎмахпа çырса тухǎр.

1. Хваттер хуçи карчăкĕ, Анна Ивановна, – утмăлсенчен иртнĕ тулли кĕлеткеллĕ хĕрарăм (А. Артемьев). 2. Эпĕ хама ас тăва пуçланǎ вǎхǎтри Натюк тǎххǎрсенче пулнǎ (Уйǎп М.). 3. Эпĕ ун чухне вун тǎваттǎраччĕ, Коля – вун иккĕре (Л. Агаков). 4. Вăл кăнтăрла иртсен пиллĕкре таçта çухалатчĕ. 5. Хулана икке уйăрса выртакан çырмара çурхи шыв кĕрлесе юхни илтĕнет (Данилов-Чалтун).

Ылмаш – Местоимение

Местоименисем шутне япаласемпе вĕсен паллисене, хисепне конкретлă кăтартман сăмахсем кĕреççĕ. Вĕсен конкретлă пĕлтерĕшĕ çыхнуллă текстра çеç палăрать. Местоименисем япаласемпе вĕсен паллисем çинчен сигнал çеç параççĕ, конкретлă палăртмаççĕ. Çавнăпа та ун пек сǎмахсен пĕлтерĕшĕсене сигналлă пĕлтерĕшсем теççĕ. Акă вăл – он местоимени çыхăнуллă текст тулашĕнче пĕр-пĕр çын е япала çине кăтартать, ун çинчен сигнал парать çеç, анчах кам е мĕн вăл – çакă çыхăнуллă текстра çеç паллă пулать. Илле Тукташăн пĕр сăввинче çакăн пек йĕркесем пур:

Ан тутăх эс, нихçан ан мăкал!

Сана пăрахмăп паттăр аллăмран!

Кам вăл эс? Çакна пĕтĕм сăвва вуласан çеç пĕлсе илетпĕр: эсĕ кунта хĕç тенине пĕлтерет иккен.

Е акă Мария Цветаева сăввинчи çак йĕркесене сăнаса пăхар:

Ты мудрый, ты не скажешь строго:

«Терпи, еще не кончен срок».

Кам вăл ты? Çак йĕркесенчен паллă мар. Сăмахĕ турă çинчен пырать-мĕн.

Эпир местоименисемпе пуплевре япала ячĕ, паллă ячĕ тата хисеп ячĕ вырăнне усă куратпăр.

Пĕлтерĕшĕсене кура местоименисем уйрăм ушкăнсене пайланаççĕ: вырăс чĕлхинче – сакăр ушкăна, чăваш чĕлхинче – çичĕ ушкăна.

Вырăс чĕлхинче: Чăваш чĕлхинче:

1. Личные местоимения: я, ты, он; 1. Сăпат местоименийĕсем: эпĕ, эсĕ, вăл;

мы, вы, они. эпир, эсир, вĕсем.

2. Возвратные местоимения: себя; 2. Таврăну местоименийĕсем: хам, ху,

хăй; хамăр, хăвăр, хăйсем.

3. Указательные местоимения: тот, 3. Кăтарту местоименийĕсем: ку, çак(ă),

этот, такой, таков, столько, сей. çав(ă), леш(ĕ).

4. Определительные местоимения: 4. Паллă местоименисем: пур, пурте,

весь, всякий, каждый, всяческий, всяк, кашни, ытти, тепĕр, урăх.

сам, самый, любой, иной, другой.

5. Вопросительные местоимения: кто, 5. Ыйту местоименийĕсем: кам, мĕн,

что, какой, который, чей, каков, хăш(ĕ), миçе, епле.

сколько.

6. Отрицательные местоимения: никто, 6. Çуклăх местоименийĕсем: никам,

ничто, некого, нечего, никакой, ничей, нимĕн, ним, нихăш(ĕ).

нисколько.

7. Неопределенные местоимения: некто, 7. Паллă мар местоименисем: такам,

нечто, несколько, кое-кто, кто-то, темĕн, тем, тахăш(ĕ), темиçе, хăш-пĕр,

кто-либо, кто-нибудь, чей-то, чей-либо, хăшĕ-пĕри.

чей-нибудь, кое-какой, какой-то,

какой-либо, какой-нибудь.

8. Притяжательные местоимения: мой, твой, наш, ваш, свой.

Çапла ĕнтĕ, чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхин камăнлăх (притяжательнăй) местоименийĕсене тивĕçлĕ местоименисем çук, кунта вĕсене сăпат мсстоименийĕсен камăнлăх падеж форми тивĕçлĕ: мой – манăн, ман; твой – санăн, сан; наш – пирĕн; ваш – сирĕн.

Чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхинчи местоименисем хушшинче тата çакăн пек уйрăмлăхсем пур:

1. Вырăс чĕлхинче кто? что? ыйту местоименийĕсем пĕрреллĕ хисепре çеç вĕçленеççĕ, чăваш чĕлхинче вара кам? мĕн? местоименисем нумайлă хисепре те вĕçленеççĕ.

Им.п. кто что Т.п. кам мĕн камсем мĕнсем

Род.п. кого чего К.п. камăн мĕнĕн камсен мĕнсен

Дат.п. кому чему П.п. кама мĕне камсене мĕнсене

Вин.п. кого что В.п. камра мĕнре камсенче мĕнсенче

Тв. п. кем чем Т.п. камран мĕнрен камсенчен мĕнсенчен

Пр. п. о ком о чём П.п. кампа мĕнпе камсемпе мĕнсемпе

Ç.п. камсăр мĕнсĕр камсемсĕр мĕнсемсĕр

П.п. камшăн мĕншĕн камсемшĕн мĕнсемшĕн

2. Вырăс чĕлхинчи ыйту местоименийĕсем пуплевре çыхăну пĕлтерĕшĕпе çÿреме пултараççĕ. Вĕсем, чăваш чĕлхинчи тивĕçлĕ местоименисемпе танлаштарсан, тухăçлăрах пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Ку вăл вĕсен синтаксисри (предложенири) пĕлтерĕшĕпе çыхăннă: вырăс чĕлхинче относительнăй (çыхăну) местоименисем союзла сăмахсен пĕлтерĕшĕпе çÿреме пултараççĕ – пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе çыхăнтарма пултараççĕ. Тĕслĕхсем: Что посеешь, то и пожнешь. Кто не работает, тот не ест. Кун пек тĕслĕхсене вырăс чĕлхинче пиншер илсе кăтартма пулать. Чăваш чĕлхинче вĕсен тухăçлăхĕ чылай пĕчĕкрех. Тĕслĕх: Мĕн акатăн, çавна вырса илетĕн. Кун пек конструкци чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхин витĕмĕпе вăй илнĕ.

3. Вырăс чĕлхинче таврăну местоименийĕ тĕп мар падеж форминче çеç пулать: себя, себе, собою, о себе. Чăваш чĕлхинче вара таврăну местоименийĕ хам пур падежра та, сăпатра та, пĕрреллĕ тата нумайлă хисепре те пулать: хам, ху, хăй, хамăр, хăвăр, хăйсем, хамăн, хама, хамра, хамран, хамсăр, хамшăн.

4. Чăваш чĕлхинче местоименисен евĕрлĕх форми пур: манашкал, санашкал, унашкал, кунашкал, пирешкел, сирешкел (çынсем). -Ашкал (-ешкел) аффикслă местоименисем япала е çын мĕн евĕрлине кăтартаççĕ. Çак форма вырăс чĕлхинче çук, унта кун пек чухне синтаксис мелĕпе, урăхла каласан икĕ е ытларах сăмах майлашăвĕпе, усă кураççĕ: манашкал çын – похожий на меня человек (е человек, похожий на меня); санашкал çамрăк – похожий на тебя молодой человек.

5. Чăваш чĕлхинче кам? местоимени çынна çеç пĕлтерет пулсан, вырăс чĕлхинче кто? местоимени çынна çеç мар, пур чĕрчунсене те пĕлтерет: Кто идет? – Человек идет. Кто лежит? – Змея лежит. Кам утать? – Ача утать. Мĕн шăвать? – Çĕлен шăвать.