
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
Çыхăну паллă ячĕсем япала паллине тÿрех мар, тепĕр япала ячĕ урлă кăтартаççĕ. Чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсене ытларах япала ячĕсем тивĕçлĕ: детские игры – ача-пăча вăййисем, партизанский отряд – партизансен отрячĕ; школьная столовая – шкул столовăйĕ; городская жизнь – хула пурнăçĕ.
Хăйсен лексика пĕлтерĕшĕсене кура вырăс чĕлхинчи паллă ячĕсем çакăн пек ушкăнсене уйрăлаççĕ:
- япала паллине вăл çынсемпе мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: детская коляска; молодежная одежда; человеческий фактор; солдатская шинель; женское пальто;
- япала паллине вăл чĕрчунсемпе мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: конский базар; соловьиное гнездо; коровье молоко;
- япала паллине вăл чĕрĕ мар япаласемпе мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячăсем: железная лопата; золотое кольцо; серебряная ложка; деревянный пол;
- япала паллине вăл абстрактлă ăнлавпа мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: научный труд; сознательная жизнь; героический поступок;
- япала паллине вăл пĕр-пĕр вăхăтпа мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: старые обычаи; вчерашний день; октябрьские дни; прошлогодние события;
- япала паллине вăл пĕр-пĕр вырăнпа мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: здешние жители; чебоксарские вузы; московские встречи; деревенские новости;
- япала паллине вăл пĕр-пĕр хисеппе мĕнле çыхăнура тăни урлă кăтартакан паллă ячĕсем: двойная плата; тройная длина; седьмой день т.ыт.те.
Маларах каланă пек, вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсене чăваш чĕлхинче тĕпрен илсен япала ячĕсем тивĕçлĕ. Хăш-пĕр паллă ячĕсем кăна чăвашла паллă ячĕсене тивĕçлĕ: вчерашний день – ĕнерхи кун; сегодняшние события – паянхи событисем; прошлогодние успехи – иртнĕ çулхи çитĕнÿсем т.ыт.те.
Чăваш грамматикисенче ĕлĕкрех çыхăну паллă ячĕсем тесе пăхнă сăмахсене япала ячĕсем тесе шутлани наука енчен тĕрĕсрех. Çакна чылай тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать. Акă, портфельлĕ студент сăмах майлашăвнех тишкерсе пăхар-ха. Çак тĕслĕхри портфельлĕ сăмахра конкретлă япала уççăнах палăрать: студентăн портфель пур. Апла пулсан асăннă сăмаха япала ячĕ тесе пăхмалла. Ытти тĕслĕхсем: куçлăхлă ача; сумкăллă хĕрача; велосипедлă спортсмен; лашаллă хуçалăх; туяллă ват карчăк т.ыт.те. Çак тĕслĕхсенче пуринче те малтан çыхăну паллă ячĕсем тесе пăхнă сăмахсем япала ячĕсем шутланаççĕ.
Вырăс чĕлхинче кун пек формăллă (тытăмлă) сăмах майлашăвĕсене япала ячĕсен майлашăвĕсем е причастиллĕ сăмах майлашăвĕсем тивĕçлĕ: куçлăхлă ача – мальчик в очках (очковый мальчик мар); шурă тутăрлă хĕрарăм – женщина в белом платке; велосипедлă спортсмен – спортсмен, имеющий велосипед (е у которого есть велосипед) т.ыт.те.
Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
Камăнлăх паллă ячĕсем пĕр-пĕр япала пĕр-пĕр çыннăн е чĕрчунăн пулнине пĕлтереççĕ. Вĕсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ:
Пĕрремĕш ушкăна -ин (-инин), -ов (ев) суффиксем хушăннипе пулнă паллă ячĕсем кĕреççĕ: мартышкин труд, анютины глазки, адамово яблоко, ахиллесова пята, чертов мост, соломоново решение т.ыт.те.
Ытти ушкăнсене кĕрекен паллă ячĕсемпе танлаштарсан, камăнлăх паллă ячĕсемпе хальхи вăхăтра сайра хутра çеç усă кураççĕ. Вĕсен, уйрăмах -ов (-ев) суффикслисен, тухăçлăхĕ вырăс чĕлхинче чакнăçемĕн чакса пырать, хальхи вăхăтра ун йышши паллă ячĕсем вырăнне камăнлăх (родительный) падежри япала ячĕсемпе усă кураççĕ: отцова шапка – шапка отца; мамино счастье – счастье мамы т.ыт.те.
Чăваш чĕлхинче камăнлăх паллă ячĕсем çук, вĕсене кунта япала ячĕсем тивĕçлĕ: отцова шапка – атте çĕлĕкĕ, мамино счастье – анне телейĕ т.ыт.те.
Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсен иккĕмĕш ушкăнне çын хушамачĕсем çумне -ский суффикс хушăннипе пулнă паллă ячĕсем кĕреççĕ: пушкинский, некрасовский, павловский, шолоховский т.ыт.те.
Кун пек паллă ячĕсене те чăваш чĕлхинче япала ячĕсем тивĕçлĕ: пушкинский стиль – Пушкин стилĕ; некрасовская поэма – Некрасов поэми т.ыт.те.