
- •Лексика тата фразеологи
- •Фонетика
- •Уçă сасăсем – гласные звуки Вырăс чěлинчи уçă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи уçă сасăсем
- •Хупă сасăсем – Согласные звуки Вырăс чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхинчи хупă сасăсем
- •Чăваш чěлхипе вырăс чěлхин алфавичěсем
- •Танлаштаракан чĕлхесен фонетика уйрăмлăхĕсем
- •Фонемăсен (сасăсен) составĕ тĕрлĕрен пулни
- •Пĕр пекрех сасăсене вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинче тĕрлĕрен калани
- •Чăваш вокализмĕпе вырăс вокализмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Сингармонизм законĕ
- •Тулли мар ă, ĕ уçă сасăсем сăмахран тухса ÿкни
- •Икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхинчи сăмахсенче уçă сасăсен пахалăхĕ тĕрлĕрен палăрни
- •Вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшинчи ударени уйрăмлăхĕсем
- •Чăваш консонантизмĕпе вырăс консонантизмĕн хăйне евĕрлĕ законĕсем
- •Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхĕ
- •Хупă сасăсен ассимиляцийĕ
- •Пĕр сыпăкра икĕ е ытларах хупă сасă юнашар тăма
- •Малти ретри уçă сасăсем юнашар тăракан хупă сасăсене
- •Р сасса сăмах пуçламăшĕнче калайманни
- •Сăмах пулăвĕ - Словообразование
- •Морфологи – Морфология Пуплев пайěсем – Части речи
- •Япала ячě – Имя существительное
- •Хисеп категорийě – Категория числа
- •Падеж категорийě – Категория падежа
- •Камăнлăх категорийě – Категория принадлежности
- •Арлăх категорийě – Категория рода
- •Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ – Склонение имен существительных
- •Паллă ячĕ – Имя прилагательное
- •Вырăс чĕлхинчи çыхăну паллă ячĕсем
- •Вырăс чĕлхинчи камăнлăх паллă ячĕсем – Притяжательные прилагательные
- •Паллă ячĕсен вĕçленĕвĕ
- •Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле паллă ячĕсем
- •Чăваш чĕлхинчи тĕрлĕ пуплев пайĕсенчен иккĕмĕшле паллă ячĕсем тăвакан аффиксем
- •Местоимени вĕçленĕвĕ
- •Вырăс местоименийĕсен вĕçленĕвĕ
- •Глагол пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ
- •Иккĕмĕшле глаголсен пулăвĕ
- •Глаголсем ят сăмахсене пĕр-пĕр падежра тытса тăни
- •Вырăс инфинитивĕ тата унăн пĕлтерĕшĕсене чăвашла каласси
- •Вырăс чĕлхинчи вид категорийĕ, чăваш чĕлхинчи ăна палăртмалли мелсем
- •Чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ (вырăс чĕлхинче çук) глагол формисем тата вĕсене вырăсла палăртасси
- •Наклонени (тайăм) категорийĕ
- •Кăтарту наклоненийĕ – Изъявительное наклонение
- •Ĕмĕт наклоненийĕ – Сослагательное наклонение
- •Хушу наклоненийĕ – Повелительное наклонение
- •Килĕшÿ наклоненийĕ
- •Глаголăн сăпатсăр формисем Пайташ – причасти
- •Деепричасти
- •Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайсем – Служебные части речи
- •Хыç сăмах – Предлог
- •Союз – Союз
- •Татăк – Частица
- •Междомети
- •Синтаксис Предложени çинчен пĕтĕмĕшле калани
- •Хутсăр предложени Предложенири сăмахсен йĕрки
- •Хутлă предложени Сыпăнуллă хутлă предложени
- •Пăхăнуллă хутлă предложени
- •Определени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Подлежащи пулакан пăхăнуллă предложени
- •Сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложени
- •Дополнени пулакан пăхăнуллă предложени
- •Обстоятельство пулакан пăхăнуллă предложенисем
- •Вырăна пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Мĕнлелĕхе пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Пиркене пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •5.5 Тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложенисем
- •Танлаштаруллă грамматика Практика занятийĕсем
Япала ячě – Имя существительное
Вырăс чěлхипе чваш чěлхинчи япала ячěсем хушшинче çакăн пек пěрпеклěхсем пур:
- вěсем пурте хăй пěлтерěшлě сăмахсем, чěрě япаласемпе (çынсемпе, чěрчунсемпе) чěрě мар япаласен, пулăмсемпе событисен, абстрактлă ăнлавсен ячěсем. Вěсене пурне те пěр термин – япалалăх – пěтěçтерсе тăрать;
- вырăс чěлхипе чăваш чěлхинчи япала ячěсен япалалăх пěлтерěшне падежпа хисеп категорийěсем кăтартаççě. Пěрреллě хисепри япала ячěсем уйрăм çынна, япалана, пулăма, событие пěлтереççě, нумайлă хисеприсем япаласен пěререн ытларах йышне пěлтереççě;
- предложенире пур член та пулаççě.
Çак икě чěлхери япала ячěсем хушшинчи уйрăмлăхсем:
- вырăс чěлхинче япала ячěсен арлăх (род) категорийě пур (мужской род, женский род, средний род). Чăваш чěлхинче çак категори çук;
- чăваш чěлхинче камăнлăх категорийě пур, вырăс чěлхи вара унсăрах çырлахать.
Çак икě уйрăмлăх чăваш чěлхипе вырăс чěлхи хушшинчи чи пысăк, чи курăмлă уйрăмлăхсем шутне кěреççě.
Ытти морфологи категорийěсене (падеж, хисеп, япала чěрěлěхěпе чěрěмарлăхě т. ыт. те) илес пулсан, унта хăш-пěр уйрăмлăхсем пурри уççăнах палăрать. Акă хисеп категоринех илер. Çак икě чěлхе ку категорисемпе те пěр-пěринчен чылаях уйрăлса тăраççě. Малалла çавăн йышши уйрăмлăхсене тěплěнрех пăхса тухар.
Хисеп категорийě – Категория числа
Чăваш чěлхинче пěрреллě хисеп форми, вырăс чěлхинчипе танлаштарсан, вăйлăрах палăрать: кунта кашни япала ячěн пěрреллě хисеп форми пур, вырăс чěлхинче вара хăш-пěр япала ячěсем нумайлă хисепре çеç пулаççě: каникулы, обои, очки, часы, брюки, ясли, джунгли, Ишлеи, Альпы, Пиренеи, Вурнары, Урмары, Красные Четаи, прения, духи, консервы, белила, опилки, макароны. Çак сăмахсенчен чылайăшě чăваш чěлхине те кěнě, кунта вěсене ытларах пěреллě хисепре калаççě: каникул, обой, прени, консерв, белила, макарон т.ыт.те. Маларах асăннă сăмахсенчен хăш-пěрисем чăваш чěлхине нумайлă хисеп формипе кěнě пулсан та, кунта пěрреллě хисепри сăмахсем пек шутланаççě, нумайлă хисепре кламалла чухне вěсем çумне -сем аффикс хушăнать: брюкисем, туфлисем, яслисем, каникулсем. Икě чěлхе хушшинчи çак уйрăмлăха пěлменни калаçакансемпе çыракансене чылай чухне йăнăшсем тутарать: начался летний каникул; купил одну банку белила; кончился чернил т.ыт.те. Кун пек йăнăшсене ытларах шкулта вěренекенсемпе студентсен сочиненийěсенче асăрхама пулать.
Чăваш чěлхинче мăшăр япаласене пěлтерекен сăмахсен пысăк ушкăнě пур: куç, алă, хăлха, ура, йěлтěр, пушмак. Вěсем ытларах пěрреллě хисепре пулаççě: глаза не видят – куç курмасть, руки устают – алă ывăнать, уши болят – хăлха ыратать, ноги потеют – ура тарлать.
Кунта çакна палăртмалла: енчен те çыннăн хăрах куçě курмасть пулсан, сылтăм е сулахай куç курмасть темелле. Куç курмасть тени икě куçě те курманнине пěлтерет.
Чăваш чěлхи мăшăр япала ячěсенчен пуян. Кунта вěсем авалтанах пулса пыма тытăннă: апат-çимěç, çăкăр-тăвар, чашăк-тирěк, шăна-пăван, атă-пушмак, ěçкě-çикě, улăх-çаран. Кайрантарах пулса кайнисем: хаçат-журнал, кěнеке-журнал, улпут-мулçă, лару-тăру, тытăçу-тÿпелешÿ. Мăшăр япала ячěсем ытларах пěрреллě хисепре пулаççě: хаçат-журнал çырăнса ил, çăкăр-тăвар хире-хирěç, атă-пушмак туян. Хаçат-журналсем çырăнса ил тени чěлхе картне лараймасть.
Вырăс чěлхинче мăшăр япала ячěсен пулăвě чăваш чěлхинчи пек вăйлă аталанайман. Ун пек сăмахсем юлашки вăхăтра (иртнě ěмěрěн 20-90-мěш çулěсенче) пулса пыма тытăнчěç: завод-автомат, вагон-ресторан, платье-костюм, изба-читальня, кафе-закусочная, самолет-разведчик, летчик-космонавт, кресло-кровать, альфа-частицы, бизнес-класс, бизнес-план, бизнес-программа, блиц-интервью, блиц-опрос, ватт-секунда, ватт-час, вертолет-кран. Чăваш чěлхинчи мăшăр япала ячěсен иккěмěш компоненчě çеç падеж тăрăх вěçленет пулсан (атă-пушмакăн, атă-пушмака, атă-пушмакра), вырăс чěлхинчи мăшăр япала ячěсен (парные слова) падеж тăрăх икě компоненчě те вěçленет: вагона-ресторана, завода-автомата, вертолета-крана.
Япала нумайлăхне пěлтерекен сăмахсемпе çыхăннă чухне япала ячěсене пěрреллě хисепре калама кирлě: нумай çын, чылай студент, тем чухлě кěнеке, сахал мар ача, темиçе çурт. Вырăс чěлхинче кун пек çыхăнури япала ячěсене нумайлă хисепре калаççě: много людей, множество книг, немало детей, столько тетрадей. Хисеп ячěсемпе çыхăнакан япала ячěсене чăвашла пěрреллě хисепре, вырăсла пиллěке çитиччен пěрреллě, пиллěкрен малалла нумайлă хисепре каламалла: икě студент – два студента, пилěк студент – пять студентов, миллионшар рабочи – миллионы рабочих (миллионшар рабочисем тěрěс мар).
Икě чěлхери хисеп категорийěсем хушшинчи уйрăмлăхсене пěлмесěр чăвашсем, çав шутрах шкул ачисемпе студентсем те, вырăсла каланă чухне тěрлě йăнăшсем тăваççě:
1. В сочинении Иры Петровой ошибки нет (студент педагогика практикинче каланинчен) (тěрěс: ошибок нет).
2. На экзамене по русскому языку провала не было (педагогика практики çинчен тунă отчетран) (тěрěс: провалов не было).
3. Наступает зима, а у нас дрова кончилась (тěрěс: кончились).
4. Мальчик на салазке покатился вниз (тěрěс: на салазках).
5. Как только показался свадебный кортеж, ворота тут же открылась (тěрěс: ворота открылись).
Чăваш чěлхинчи хисеп ячěсен уйрăмлăхěсене пěлменни те калаçакансемпе çыракансене çине-çинех йăнăш тутарать. Акă хăш-пěр тěслěхсем:
1. Манăн анне ěне ферминче нумай çулсем хушши тăрăшса ěçленěшěн темиçе хутчен те премисем илме тивěçлě пулчě (тěрěс: нумай çул хушши, темиçе хутчен те преми илме).
2. Акă вакунсем юсакан заводра С.Леонтьев рабочи çирěм çулсене яхăнах ěçлет (тěрěс: вакун юсакан завод, çирěм çула яхăн).
3. Сывă çынсем усă куракан чашăк-тирěксене чирлě çыннăн алăсене çумасăр тытмалла мар (тěрěс: чашăк-тирěке, алă çумасăр).
4. Юлашки çулсенче хула çыннисем те, ял çыннисем те хаçат-журналсем сахалрах çырăнса илме тытăнчěç (тěрěс: хаçат-журнал).