Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

Салтак юррисем

.doc
Скачиваний:
30
Добавлен:
21.05.2015
Размер:
53.25 Кб
Скачать

1.

Шурăм пуçсем килĕç те халь шуралса

Шур чаршавсем карсан-та чарăнас çук

Пирĕнь кайма вахăтсем килсе ситсен

Ылтăн-кĕмĕль парсан-та чарăнас çук.

2.

Кăмакари хăйăсем шалтартатать

Унăн сунас вăхăчĕ ситниккень

Пирĕнь тавансемехте шавлать-кĕрлеть

Пирень уйрăлас вахăтсем çитниккень.

3.

Шурă пула пулинь-те шывра çуреть

Сар хăмăшăн тĕпĕсене пăтратса,

Салтак ачи пулинте урамра çуреть

Аше-амаш чĕрине çунтарса.

4.

Самартанах илнĕте сарă çуна

Ларса юлнă Белебей урамне

Йĕс шанкăравчăк сасăнсем хут купăспек

Йанра юлчĕ Исель (ял) урамне.

5.

Исель ялĕнь ураме картлашкаллă

Юр çусасăн пĕтĕ-ха картлашки

Исель ялĕнь урамĕ пит илемлĕ

Эпир кайсан петĕ-ха илемĕ.

6.

Исель ялĕнь урамĕ питĕ тикĕс

Кулленех-те пар утсем чупаççĕ

Пар утсем те чупминте сар ут чуптăр

Эпир тăрас çаршывсем кунтамар.

7.

Тимĕрь-кавак лаша пулнă пулсан

Халех паратăмчĕ вĕт сасатка

Эпирех-те пуян ачи пулнă пулсан

Кайматăмăрчĕ-те сав салтакне.

8.

Хура вăрман хыçăньчен хура пĕлĕть тухать

Тăта мĕнь çăвассисем юлнăши?

Пĕчĕк-çĕпĕрь пуçăмсем çамрăк чунăçĕм

Тата мĕнь курассисем юлнаши?

9.

Хура вăрман виттĕрь пĕрь тухачухне

Çĕлекĕмсем çакланчĕç çусерень

Вунсакăра çитсе пынă чухне

Патша хуйхи ÿкрĕ манн пуç сине.

10.

Кайăк хурсем киртетте карти пеле

Кайри мала тесе те ан калăр

Эпирех те кунтан килсе кайсан.

Кайни лайăх тесе те ан калăр.

11.

Акашĕсем вĕçетте халь малалла

Симĕс тĕккисене халь вĕçтерсе

Салтак ачи пулинте çапах чупах

Хĕрлĕ юнĕсене юхтарса.

12.

Кайăк хурсем каятте каялла килеть

Киль хурĕсем каятте çухалать

Ăрăскалли каятте каялла килеть

Эпăраскалсăр кайсан килес çук.

13.

Хурамаран авнă хура пĕк

Сулл юппине çитсесĕнь хуçăлчĕ

Пĕчĕк-çĕпĕрь пуçăмсем, çамрăк чунçăм

Çын çуррине çитсень çын пултăм.

14.1

Самарая карăмта эп саккăрпа

Скрипка хăми эп суйлама

Скрипкă хăми эп суйланă чух

Ăмарткайăк йăви эп тĕль пултăм

14.2.

Ăмăрт кайăк йăвинче (пилĕк, ултă, тваттă) чĕпĕ

Пиллĕкĕшĕнчень пĕриях çунатсăр

Аттепеле аннен килĕнче (пилĕк, ултă, витççĕ) ача

Пиллĕкĕшĕньчен эпе çеç ăрăскалă (ăрăскалсăр).

15.1

Çуле тусем тарринче çавра кÿлĕ

Çавра кÿлĕ таврара сар хăмăш.

Сар хăмашăн тĕпнете вут хуракан

Пĕльменьшим вăл сар кайăк пурине

15.2.

….

….

Пĕриях-та çуратса ÿстерекен

Пĕльменьшим вăл самани йăвăрне.

16.1

Çулĕ тусем тăрринче çавра кÿлĕ

Çавра кÿлĕ тавра-та вĕт кайăк

……

Вĕть турпаспа персете ан сивĕт

16.2.

….

…..

Эпирех-те кунта килсе кайсан

Сив сăмахна каласа ан сивĕт

17.1

Çулĕ тусен тăрринче çавра кулĕ

Çавра кÿлĕ таврара сар хăмăш

Сар хăмашăн тĕпнете шыв витсесĕн

Савăнтан пĕлĕр çуркунне пулнине.

17.2

….

….

Пар ут-сене кÿльсете çавăрса тăратсан

Çавăнтан пĕлĕр юлташăр (тăванăр) кайнене.

18.

Çуле тусень тăрринче çавра кулĕ

Çавранайса ишсе-те пулмаре

Атте пеле -анне килĕньче

Йарăнайса ÿссе-те пулмарĕ.

19.

Хĕрлĕ тилĕ юртатьте хир-хир урлă

Çула тухассисем инче маар

Пирĕнь каяс вахăтсем çитсе килеть

Пирĕнь каяссисем инчех маар.

20.1

Çулĕ тусен çинелле хăпарнă чух

Çаврăнайса пăхрăм-та ял çине

Ял сем çине ялавсем халь çакниккен

Пирень каяс вăхăтсем çитниккень

20.2.

Анаткасри пахчара шур купăста

Çулçисене касмасан пуç пульмĕ

Эх, аттеçăм тетĕпь-те пĕр аннеçĕм *

(пиччеçăм тетĕпь-те пĕр инкуçăм)

(аппаçăм тетĕпь-те пĕр иснаçăм)

(куккаçăм тетĕпь-те пĕр инкуçăм)

Сире пуç çапмасăн-та чис пульмĕ.

20.3.

Шăпар-кăна шăпар çăмар çăвать

Эп чупами çĕмĕртĕнь айнелле.

Эх аттеçăм тетĕпь-те пĕр аннеçăм

Эп ÿкеми сирĕнь –те урайне

20.4

Эх аттеçăм тетĕпь-те пĕр аннеçăм

Хăш урăртан тытса та пуç çапам

Сулахай урине тытса-та пуç сапсассăн

Мул ытать ку тесе-те ан калăр.

Сылтăм урине тытса –та пуç çапсассăн

Мул ытать ку тесе ан калăр.

21.

Угальчаран тухрам-та утăма çапрăм

Утсем пуçне уката пуçларĕç

Сыв пулах мĕньтесе-те эп каларăм

Тавансемкуçнешала пуçлареç.

22.

Пĕчĕкĕçĕ чулмекре чукун чулмек

Пиçетçке салтакăн яшкисем

Вĕсень кайăквĕçеттеçитмен çĕре

Ситет-ске-те салтакăнпуçĕсем.

23.

Кигак кăна кигак кайăк хур иртеть

Хăш вармана çитсе вырнаçĕ-ши?

Ушкан кăна, ушкăн салтак иртет

Хăш хулана çитсе вырнаçĕ-ши?

24.

Вуниккĕллĕ явната чĕнь нухайка

Явкаланать Хусан лавкинче

Пĕчĕк-çĕпĕр пуçăмсем, çамрăк чунăçăм

Авкаланать çичĕ ют аллинче

25.

Хуларан-хулана шур хут çуреть

….

….

Пирĕнь куççулсене çав тăкать.

26.

Ăçта вĕçень чĕкеçĕм, ăçта вĕçень

Çумăр виттĕр çунатна йĕпетсе.

Ăçта каян тăванăм, ăçта каян

Çуралса ÿснĕ çăршывран уйрăлса.

ОТРЫВКИ из 4-х стиший

1.

….

….

….

Сума сумаç тесе-те ан калăр

2.

….

….

….

Ылтăн-кĕмĕль ытать ку тесе ан калăр

3.

….

….

Хура вăрман хыçăньчен хура пĕлĕть тухать

Тăта мĕнь курмаллисем халь юлнаши?

4.

….

….

Тур кĕнекисене-те уçса пăхсан

Унта çырнă сапăр халь тумашкăн

Всё тек пĕлмеп.

Пĕрре ка(й)рăм пасара

1.

Пĕрре ка(й)рăм пасара-та

Икке ка(й)рăм пасара

Виççĕмĕшне кайаймиарăм

Атте пачĕ салтака.

2.

П(ă)риёма кайнă чухне

Ваштăр-ваштăр çиль вĕрет.

Ваштăр-ваштăр çиль вĕрет-те

Атте сывлăш маар –ши çав.

3.

Приёма кĕленче алăк

Хыт ан хупăр, çĕмрĕлеть

Çĕм(ĕ)рĕлме мар çунса кайтăр

Çамрăк пуçа çав çийать.

4.

П(ă)риёма кĕрсесĕньте

Алăк хыçне тăратрĕç

Алăк хыçне тăратрĕç-те

Кĕпе-йĕме хывтарчĕç

5.

Кĕпе-йĕме хывтарчĕç-те

Виçе çине тăратрĕç.

Виçе çине тăратрĕç-те

Принял тесе каларĕç

6.

П(ă)риёмран кильнĕ чухне

Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать

Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать

Анне куçуль мар-ши çав.

7.

Пĕрре ка(й)рăм пасара-та

Икке ка(й)рăм пасара

Виççĕмĕшне кайаймиарăм

Атте пачĕ салтака.