Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул иртсенех Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн ферминчи ӗҫ-пуҫ япӑхланма пуҫланӑ. Паллах, ферма уҫни пулас учительсемпе пупсене ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнтарнӑ. Фермӑн 264 теҫеттин ҫӗр пулнӑ. Витесенче ӗнесем, сурӑхсем, сыснасем, чӑх-чӗп пурӑннӑ. Вӗренекенсен ял хуҫалӑх наукине алла илнисӗр пуҫне кут тарличчен ӗҫлеме тивнӗ. Фермӑра тара кӗрӗшсе ӗҫлекенсем пулман. Вӗренекенсен хуларан чылай инҫетре вырнаҫнӑ фермӑра вӗренӳ ҫулӗн вӑхӑчӗн пӗр-икӗ уйӑхне хура тар кӑларса ӗҫлеме тивнӗ. Вӗсем ӗне сунӑ, сысна пӑхнӑ, сурӑх ҫӑм каснӑ, чӑх-чӗпе апатлантарнӑ, пахчара, садра айкашнӑ, тырӑ вырнӑ, ҫӗр улми кӑларнӑ, авӑн ҫапнӑ, армана ҫӳренӗ. Ҫак ӗҫсене пула ферма ҫулсерен пӗр пин тенкӗрен сахал мар таса тупӑш илме пултарнӑ. (И.Я. Яковлев. Письма, Чебоксары, 1998 г., 338 стр.) Ферма пуҫлӑхӗ Осип Андреев витесемпе хирте, пахчара тар тӑкакан ҫамрӑксене хӗрхенсе ӗҫленӗшӗн укҫа тӳлеме тытӑнать. Ҫакӑ Яковлева килӗшмест. «Ильминский никама та укҫана ытлашши тӳлеме хушмастчӗ», - тет вӑл ферма пуҫлӑхӗпе тава кӗрсе. Андреевпа Яковлев хирӗҫсе каяҫҫӗ. Осип Андреевичӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен пӑрахса тухса каймалла пулса тухать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Яковлевшӑн шара-пара пуҫланать. Выльӑхсем чирлесси, вилесси ӳсет, пахча ҫимӗҫ туса илесси чакать, тырӑ тухӑҫӗ пӗчӗкленет. Яковлевпа килӗштерсе ӗҫлеме май ҫукки куҫ кӗрет палӑрать. Ферма пуҫлӑхӗ пулма никам та килӗшмест. (И.Я. Яковлев. Письма. Чебоксары, 1998 г., 348 стр.) 1917 ҫулхи нарӑсра патша вырӑнтан тухать. Ҫапах та тӗнче вӑрҫи вӗҫленмест-ха. Фронтра аманакансем, вилекенсем нумай. Тӑлӑха юлакан ачасем хӳтлӗх тупаймаҫҫӗ. Йӗри-тавра асап тӳсекен этем пайтах. Фермӑра хуҫа ҫуккипе унта преподавательсенчен черет йӗркелеҫҫӗ. Ачасем хура тар кӑларса ӗҫлесшӗн мар. Яковлев витесемпе пахчара тата хирте ҫын тара тытса ӗҫлеттересшӗн мар, пин-пин тенкӗ перекетленӗ укҫана салатасшӑн мар. Уйрӑмах иккӗмӗш класӑн иккӗмӗш ҫулӗнче тата виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсем, вун ҫиччӗ - вун саккӑра кайнӑ ҫамрӑксем, фермӑра ӗҫлесшӗн мар.

Яланах кайри ӑспа ӑслӑ пулнӑ Яковлев пуҫне шухӑш пырса кӗрет: вӑрҫӑра вилнисен тата сусӑрланнисен ачисене кӗпӗрнен-кӗпӗрнен пуҫтарса (Чӗмпӗр, Хусан, Самар, Сарӑ Ту, Пенза (Пин ҫӑл) кӗпӗрнисенчен) колони-приют уҫмалла мар-ши? Унта шкулта вӗренме пуҫламан тата пуҫламӑш классенчен вӗренсе тухнӑ 8-14 ҫулсенчи ачасене пуҫтарма пулать. Саккӑр тултарнисем пӗрремӗш класран пуҫласа тӑватӑ ҫул вӗренччӗр, пуҫламӑш шкул пӗтерччӗр, вун виҫҫӗ-вун тӑваттӑрисем те тата тӑватӑ ҫул вӗренччӗр, икӗ класлӑ шкул пӗтерччӗр. Шкулӗ пуҫламӑшӗ те, икӗ класли те хулара мар, фермӑра пулать. Хулара вӗренекен ачасем библиотекӑсене, театрсене ҫӳресшӗн, фермӑра витепе уй-хирсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук. Акӑ ӑҫта вӑл ӗҫ вӑйӗ! Вунӑ-вун пилӗк ҫулти ачасене итлеттерме те ҫӑмӑл. Вӗсем хура ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрес çук. Приютри чӑваш ачисен йышне 120-150 ҫынна ҫитерме пулать. Ферма ҫывӑхӗнче 264 теҫеттинсӗр пуҫне тата 146 теҫеттин хысна ҫӗрӗ пур. Земствӑпа калаҫса татӑлнӑ. Ку орган ҫӗре пире арендӑна парать. Вун тӑваттӑри ывӑла шкула (фермӑна) илсе тухса кайни тӑлӑх арӑма е инвалид арҫынна нумай сиен тӑвас ҫук. Вӗсен ҫитӗнсе ҫитмен ачасем тата та пур. Ҫитӗнӗҫ, кил-тӗрӗшре ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Вӗсене валли кашни ялтах шкул уҫса вӗрентме тытӑнни лайӑхрах тетӗр-ха эсир. Уҫса пӑхӑр-ха ялта шкул! Уҫайӑр-и? Эпӗ пурнӑҫ тӑнӑҫ тӑнӑ чухне те хӗрӗх виҫӗ шкул анчах уҫайрӑм. Хӗрӗх виҫҫӗшӗ те пӗтӗмпех манӑн теме ҫук. Саккӑрӑшне Рекеев уҫрӗ. Рекеев нихӑҫан та чӑваш шкулӗсен инспекторӗ пулман. Ҫавӑнпа та вӑл уҫнӑ сакӑр шкула та хамӑн тесе йышӑнтӑм. Халь виҫҫӗмӗш ҫул вӑрҫӑ пырать. Патша ухмах мар. Шкул уҫма вӑл сире пӗр пус укҫа та парас ҫук. Ҫакӑн пек шухӑшсемпе пуҫне ватнӑ Яковлев колони-приют уҫма хатӗрленнӗ чухне.

«Ӗҫлекен алӑсем кирлӗ! Ик ҫӗр утмӑл тӑватӑ теҫеттин ҫумне тата ҫӗр хӗрӗх сакӑр теҫеттин хушсан тӑватӑ ҫӗр вун икӗ теҫеттин пулать. Приютра ҫӗр ҫирӗм ача, Чӗмпӗрти шкулӑмра 280 ҫамрӑк (йӗкӗтсемпе хӗрсем), пурӗ 400 пуҫ. Кашни пуҫа пӗр теҫеттин ытларах ҫеҫ (теҫеттин гектартан кӑшт ҫеҫ пысӑкрах. - Г.У.). Ӗҫлеччӗр, ӗҫлеме вӗренччӗр яш-кӗрӗмпе малайсем. Фермӑра хамӑн та выльӑх-чӗрлӗх пур-ҫке-ха. Ҫулталӑкне виҫӗ пин литртан кая мар сӗт антаракан ӗне тытатӑп эпӗ унта, сурӑхсем пур. Кашни ҫулах икӗ- виҫӗ сысна усранӑ. Анлӑ картишӗнче чӑххӑм-чӗппӗм какаласа ҫӳрет. Мӑшӑрӑм Екатерина Алексеевна кайса ҫӳремест унта. Унӑн вӗрентмелле, хӗр ачасенчен учительницӑсем хатӗрлемелле. Ҫулталӑкне тӑватӑ ҫӗр тенкӗ шалу туса патӑм эпӗ ӑна. Уйӑхне вӑтӑр виҫӗ тенкӗ тӳлетӗп. Лайӑх шалу. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче укҫа йӳнелнӗ пулсан та, лайӑх укҫа ку. Ӗҫӗ те ҫӑмӑл мар ӗнтӗ Екатерина Алексеевнӑн. Вырӑс чӗлхисӗр пуҫне вӑл историпе географи вӗрентет. Преподавательсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна пула тепӗр чухне Екатерина Алексеевнӑн арифметикӑпа физика та вӗрентме тивет. (Гимназие те йӗркеллӗн пӗтерсе тухайман мӑшӑрне Яковлев преподаватель-универсал туса хунӑ. - Г.У.). Хам эпӗ «за выслугу лет» 1903 ҫултах (ҫав ҫул мана чӑваш шкулӗсен инспекторӗнчен те кӑларчӗҫ) пенсие тухрӑм, пенси 1200 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн инепекторӗнче ӗҫленӗшӗн 2000 тенкӗ (ҫулталӑкне) илетӗп. Шалу начар мар. Мӑшӑрӑмпа иксӗмӗрӗн виҫӗ пин ҫурӑ. Ҫапах та фермӑна пӗтме памалла мар. Фермӑран илекен тупӑш та кутран тапмасть», - пуҫне ҫӗмӗрет Иван Яковлев.

Яланхи йӑлипе вӑл ҫырусем ҫырма пуҫлать. Акӑ 1916 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Петрограда халӑха ҫутта кӑларакан департаментӑн директорӗ П.Ф. Сурин патне ҫыру ӑсатать. Приют-колонири кашни ача валли вӑл ҫулталӑк пурӑнма 120 тенкӗ укҫа ыйтса илесшӗн. Вӗрентекенсене, надзирательсене, фельдшерсемпе эконома тата ҫыруҫа тытса тӑма 6500 тенкӗ ҫитет, тет. Хуҫалӑха тата кӑнчелере ӗҫлеттерме 2000 тенкӗ кирлӗ- мӗн. Вӗренӳ хатӗрӗсем туянма 600 тенкӗ те ҫитмелле. Пӗтӗмпе - 21 пин те 100 тенкӗ. (И.Я. Яковлев. С думой о народном просвещении, Чебоксары, 1998 г., 334-338 стр.) Департамент Чӗмпӗрти фермӑна ҫӗнетес тӗлӗшпе И.Яковлев расхутланӑ хӑйӗн укҫине те ҫут ӗҫ министерствин шутӗнчен 19 пин те 355 тенкӗ тавӑрса пама йышӑнать, ҫав укҫана процентсемпе Яковлев счечӗ ҫине куҫарать. Ку ӗҫ 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать. Часах 1916 ҫул та вӗҫленнӗ, 1917 ҫулҫитсе тӑнӑ. Нарӑсра буржуалла-демократилле революци пулса иртет, влаҫ вӑхӑтлӑх правительство аллине куҫать. Приют уҫас ӗҫ, мухтав турра, тӑлланать. Яковлева влаҫрисем семинари уҫас енӗпе (Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче) ӗҫлеттереҫҫӗ. Ҫу иртет, кӗр ҫитет. Октябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче (кивӗ стильпе) социализмла революци кӗрлесе килет, колони-приют уҫас шухӑш Яковлев пуҫӗнчен тухса ӳкет, ферма тупӑш пама пӑрахать, унӑн пуҫлӑхӗ пулма Захарова лартни те ӗҫе лайӑхлатма пулӑшаймасть. Хӑйне пытарма тахҫанах тупӑк тутарнӑ Яковлев та ватӑлса пырать, айванланать, ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа ҫитмӗле пусать.

Приют уҫас шухӑшпа хӗмленни Яковлевӑн авантюрла пӗрремӗш утӑмӗ пулнӑ тесе каламалла мар. Авантюрла ӗҫе пуҫӑнас шухӑш унӑн пуҫне унччен те хутран-ситрен кӗрсе кӑшӑлланӑ.

1913 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче вӑл Рекеев патне ҫыру ярать. Улатӑрпа Чӗмпӗр хушшинчи Кивӗ Эйпеҫ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Вараксар текен вырӑнта тымар янӑ хӗрарӑмсен общинин (мӑнастир) пуҫлӑхӗ Екатерина Михайлова мӑнастир чиркӗвӗ валли пачӑшкӑ тупса пама ыйтать-мӗн. Пачӑшка пурӑнма ҫурт та лартнӑ иккен. Ҫырура Яковлев Рекеевпа унӑн мӑшӑрне Мария Ивановнӑна Вараксара кайса килме сӗнет. «Эсӗ ҫак чиркӳре настоятельте ӗҫлеме тытӑнас тӑк питӗ аван пулмалла», — ҫырать Яковлев тантӑшӗ патне (вӗсем иккӗшӗ те пӗр ҫулхисем, пӗр ялтан, Пӑрӑнтӑкри удел шкулне пӗр ҫулта вӗренсе пӗтернӗ, Яковлевӑн Чӗмпӗрти шкулӗнчи пӗрремӗш вӗренекен).

Тантӑшӗ хурав парасса Яковлев икӗ уйӑх кӗтет. 1913 ҫулхи юпа уйӑхӗн варринче Рекеев хурав парать. «Вараксара каяс шухӑшӑм ҫук», - ҫырать вӑл. «Хӗрӗх ҫул шкулта тата чиркӳре ӗҫлерӗм, халӗ те чиркӳ службинче тӑратӑп, протоиерей санне парасса кӗтетӗп. Ҫав сана илме мана Сирӗн те пулӑшмалла», - юншӑхлать Рекеев.

Ҫак ҫыру ҫине Яковлев юпан 23-мӗшӗнче ответлет. «Протоиерей санне эсӗ Вараксарта та илме пултаратӑн. Ку унта каймасӑр тӑмалли сӑлтав пулмалла мар. «Вараксара пурӑнма каймастӑп» тейиччен эсир Мария Ивановнӑпа унта курма кайса килӗр. Унта пыл хурчӗсем усрама питӗ меллӗ. Кайса килех! Ун хыҫҫӑн ман пата тухса кил. Эпӗ хӗне кайрӑм, вӑй ҫук, сывлӑх начарланчӗ. Халӗ те эрне ытла вырӑнпа выртатӑп. Эсӗ манран ытларах пурӑнма тивӗҫлӗ», - ҫырать утмӑл пиллӗкри Иван Яковлев. (И.Я. Яковлев. С думой о народном просвещении. Чебоксары, 1998 г., 314 стр.) Сывлӑхӗ япӑх пулнӑ пирки вӑл алла ҫитичченех «крокодил куҫҫулӗ» кӑларма пуҫланӑ.