- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
Пуҫласа яракан йӗркене ҫыртӑм та шухӑша кайрӑм. Ҫак тӑватӑ сӑмах чӑваш чӗлхине вырӑслинчен кӗнӗ-ҫке-ха. Вырӑс чӗлхине вӗсем нимӗҫ, акӑлчан чӗлхисенчен куҫнӑ. Нимӗҫсем-акӑлчансем вӗсене латин-грек калаҫӑвӗ-ҫырӑвӗсенчен илнӗ. Ҫакӑн пек никӗс ҫинче ҫирӗпленет чӗлхе ӑславӗ. Ҫак сӑмахсемшӗн ама ҫури шутланакан халӑх хӑй чӗлхине ку сӑмахсене хӑй чӗлхин саккунӗсене тӗпе хурса йышӑннӑ. Ҫапла вара вырӑсран чӑваша ведро-витре, грабли-кӗрепле, стол-сӗтел, рожь-ыраш, матица-мачча, кряж-кӗреш, пищаль-пӑшал, каменка-кӑмака тесе куҫнӑ. Вӗсен шучӗ - пин-пин. Вырӑс юлашки виҫӗ ӗмӗр хушши пӑшала ружье, кӑмакана печка тет. Эпир, чӑвашсем, вӑл сӑмахсем вырӑсран мӗнле кӗнӗ, хамӑр чӗлхере ҫавӑн пекех сыхласа хӑварнӑ. Чӑваш чӗлхинче сингармонизм текен ӑнлав пур. Унпа килӗшӳллӗн уҫӑ сасӑсем малти ретрисем тата кайри ретрисем ҫине пайланаҫҫӗ (чӑваш чӗлхин хальхи науки вӗсене ун пек пайлама пӑрахрӗ). Чӑваш сӑмахӗнче пӗр уҫӑ сасӑ малти ретри пулсан ытти уҫӑ сасӑсем те малти ретрисем пулмалла, пӗр уҫӑ сасӑ кайри пулсан ытти уҫҫи те кайри пулмалла.
Вырӑс хӑй те чӑвашран сахал мар сӑмах йышӑннӑ. Ҫав сӑмахсене вӑл хӑй чӗлхине хӑй чӗлхин саккунӗсене пӑсмасӑр кӗртнӗ.
Сӑмахсем пӗр чӗлхерен теприне куҫасси халь пуҫланнӑ пулӑм мар. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр пулса пынӑ, малалла та ҫав мелсене пӑхӑнса пулса пырӗ. Чӑваш чӗлхине илес пулсан, октябрь пӑлхавӑрӗ (1917 ҫул) хыҫҫӑн вырӑсран чӑваша вӗсем сингармонизм саккунӗсене пӑхӑнмасӑр куҫаҫҫӗ: электричество - электричество, электрик - электрик, инженер - инженер, социализм - социализм, капитал - капитал, климат - климат, буржуазия - буржуази, популяция - популяци тата ытти те. Вырӑс е ытти халӑх чӗлхин сӑмахӗсене чӑвашлатас тесе мекӗрленекен ӑсчахсем те сахал мар. Вӗсем темӗн те сӗнеҫҫӗ. Сӗнӗвӗсем хӑйсен йӗри-таврашӗнчех йӑл ҫиҫсе илсе сӳнеҫҫӗ: библиотека - вулавӑш, больница (пульница) - сыватмӑш, водород - шыв амӑш, кислород - йӳҫӗ амӑш. Максим Горький - Йӳҫӗ Макҫӑм, словарь - сӑмахсар, тата ытти те.
Вун тӑххӑрмӗш ӗмӗрте ун пек ӑсчахсем вырӑс хушшинче те пулнӑ. Владимир Даль (аслӑ вырӑс халӑхӗн нумай томлӑ словарӗн авторӗ), сӑмахран, ҫине тӑрсах галоши сӑмаха мокроступы теме хистенӗ. Унтанпа икӗ ӗмӗр иртрӗ. Вырӑс паян та калуша мокроступы темест те, ҫырмасть те, галоши тет.
Иван Яковлев йыт ҫӳппи вырӑнне ҫеҫ хунӑ Николай Золотницкий (Урхас Кушкӑн чӑвашланнӑ вырӑсӗ) пулас «патриарх» ҫӗр вйҫекенсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ вӑхӑталла ҫине тӑрсах чӑваш чӗлхине тӗпченӗ, унӑн «Чуваш кнеге» букварӗ хатӗр пулнӑ ӗнтӗ. Ҫак букварьпе тата ытти вырӑсла-чӑвашла ҫыру ӗҫӗсемпе Золотницкий 1867-1868 ҫулсенче Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнисенчи тӗрлӗ уессенчи 30 ытла чӑваш ялӗнче пулать, чӑваш ҫыннисемпе тӗл пулса хӑйӗн букварӗпе паллаштарать. Яковлев ҫырулӑхӗ кайрантарах аталанма пуҫланӑ. Унӑн 1872 ҫулта Белилинпа кӑдарнӑ букварӗ Золотницкин «Чуваш кнегипе» питӗ ҫывӑх. Орфоэпи тӗлӗшӗнчен ӑна вырӑс ҫынни тытса сасӑпа вулас пулсан та итлесе ларакан чӑваш ӑнланма пултарать. Ҫитмӗлмӗш ҫулсен тӑсӑмӗнче (1872 ҫул) Яковлев хӑйӗн шкулӗнче вӗренекенсемпе пӗрле кӑларнӑ букваре вырӑс ҫынни сасӑпа вулас пулсан итлесе ларакан чӑваш нимӗн те ӑнланас ҫук. Ӑна ҫӗнӗ ҫырулӑхӑн правилисене тӗпе хурса ҫырнӑ-ҫке-ха. Ҫӗнӗ ҫырулӑх ҫӑл куҫне орфоэпи тӗлӗшӗнчен тӗрӗс вулас тесен малтан правилӑна вӗренмелле. Акӑ мӗн тет ун пирки В.Родионов профессор: «1877 ҫултан пуҫласа Чӗмпӗрти чӑваш шкулне учительсем хатӗрлеме, мӗн пур чӑваш шкулӗсем валли кӗнекесем кӑларма ирӗк параҫҫӗ. Ку вӑл Н.И. Золотницкин ҫырулӑхӗн ҫулӗ пӳлӗнсе ларнине, чӑваш шкулӗсенче пуринче те Яковлев ҫырулӑхне вӗрентме пуҫланине пӗлтернӗ» (В. Родионов. «Чӑваш литератури. XVIII-ХIХ ӗмӗрсем, Шупашкар, 2009 ҫ., 258 стр.).
Е тата: «Пирӗн ӑслӑлӑхра И.Я. Яковлевӑн ӗҫне унчченхи тапхӑрпа хирӗҫлетсе кӑтартас меслет ҫирӗп тымар янӑ. Ку ҫул икӗ тапхӑртан пӗрне хурласси, теприне мухтасси патне илсе ҫитерет. Кашни тапхӑрӑн хӑйӗн историллӗ функцийӗпе пӗлтерӗшӗ пулнине манма кирлӗ мар... Ҫапла вара И.Я. Яковлев хӑйӗн умӗнхисенчен пачах та уйрӑм шӑтса тухнӑскер мар, вӑл вӗсен ҫулҫи-ҫимӗҫӗпе тутлӑхланнӑ ҫӗре тымар ярса ҫулҫӑ сарнӑ йывӑҫ евӗр ҫӗкленнӗ ҫутҫӑхҫӑ (просветитель). (Ҫавӑнтах. 263 стр.)
Профессор ҫапла ҫырать-мӗн те, анчах И.Я. Яковлев ҫав ҫыхӑну «кӗперӗсене» хӑех ҫӗмӗрсе ҫӳренӗ-ҫке- ха. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ вӑхӑталла Раҫҫейре учительсем хатӗрлекен семинарисем 42 шутланнӑ. Хусанти урӑх халӑхсен (инородецсен) семинарийӗсӗр пуҫне Яковлев урӑххисемпе нихӑшӗнпе те ҫыхӑну тытман. Пӑрачкаври учительсен семинарине ҫапах та «чӑтнӑ-ха» вӑл. Анчах Шӑхранта (хальхи Канаш хули) 1916 ҫул хыҫҫӑн учительсен семинарине уҫнине «чӑтма» хал ҫитереймен. «Ку семинарие Хусанти вӗренӳ округӗ Чӗмпӗрти чӑваш шкулне сиен тӑвас тӗллевпе уҫрӗ. Семинаринчи преподавательсем Чӗмпӗртисенчен шалу икӗ-виҫӗ хут нумайрах илсе тӑрса пирӗнтен сахалтарах ӗҫлерӗҫ. Вӗренекенсем семинарире мар, хваттерсенче пурӑнатчӗҫ, ферма та, мастерскойсем те ҫукчӗ». (И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ. 568 стр.)
Чӑваша вӗрентсе ҫын тӑвакан шкулсем нумайрах пулнӑшӑн Яковлевӑн хӗпӗртемелле пек те ӗнтӗ, вӑл авӑ кӳлешет, мӑртӑхать. Мӑртӑхассин тӗп сӑлтавӗ те урӑххинче. Унччен Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӗҫленӗ Осип Андреева округ пуҫлӑхӗсем Яковлевпа килӗштермесӗрех Шӑхранта ӗҫ пани тарӑхтарать «патриарха». Ниҫта та ӗҫ ан тупайтӑр текен шухӑшпа кӑларса янӑччӗ-ҫке-ха вӑл Андреева. Лешӗ аптӑраман ав, халиччен илсе курман шалуллӑ вырӑна кӗме мехел ҫитернӗ. Тарӑхнипе ҫурӑлса кайӑн!
Сӑмах май каласан, Шӑхранти семинари ҫумӗнчи пуҫламӑш шкулта И.Е. Ефимов-Тӑхти те учительте ӗҫлесе курнӑ. Вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен мар, Хусанти учительсен семинарийӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1908-1911 ҫулсенче И.Михеевӑн задачникне чӑвашла куҫарса, хӑех хайланӑ тата халӑхран ҫырса илнӗ «Тавӑт, Мӗлӗш, Шураҫ юррисем», «Хураҫ» кӗнекесене автор хӑй ятне кӑтартса пичетлесе кӑларнӑ. Мухтав турра! Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ пулсан Константин Ивановӑн «Нарспийӗ», Николай Шупуҫҫыннин «Янтрак янтравӗ» «Чӑваш халапӗсем» кӗнекере авторсен ячӗсене кӑтартмасӑр ҫапӑнса тухнӑ пекех Тӑхти япалисем те автор ятне кӑтартмасӑрах тухнӑ пулӗччӗҫ. Кӗнеке Чӗмпӗрте тухнӑ, шкулне Иван Яковлев ертсе пырать, апла пулсан кӗнеке авторӗ те Иван Яковлев! Автор прави пирки И.Яковлев хӑй ҫырнӑ, М.Арнольдов редактор пӑрахӑҫласа ҫӗнӗрен ҫырнӑ, кӗпӗрне хаҫатӗнче пичетленнӗ «Чувашский праздник Учук» статья хыҫҫӑнах пӗлнӗ-ҫке-ха ӗнтӗ. Анчах пурӑнсан-пурӑнсан пӗлни те манӑҫа тухать. 1860 ҫулта Иван Пӑрӑнтӑкри удел шкулӗнчен вӗренсе тухать. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна Чӗмпӗре ӑсатаҫҫӗ. Кунта вӑл ҫӗр виҫекен пулма хатӗрленет. Ҫӗр виҫевҫисен шкулӗнчен 1863 ҫулта вӗренсе тухать.
Чечче чирне чӑтса ирттернӗ, пуҫ мими кисреннинчен ӑнӑҫлӑ хӑтӑлнӑ вун пиллӗкри ҫамрӑк тӗнчене тухать. Чӗмпӗр тата Самар кӗпӗрнисенчи ялсенче ҫӗр виҫме тытӑнать. Инкексем ӑна кӗтсех тӑраҫҫӗ. Чӑваш республикине кӗрекен хальхи Патӑрьел районӗнчи Турханта вӑл урине мӑкӑлтать. Самар тӑрӑхӗнчи шурлӑхлӑ вырӑнсенчен пӗринче ӑна сив чир тытса лӑскать. Яковлев парӑнмасть: тути ҫинчен амӑшӗн сӗчӗ типни кирлӗ мар, амӑшӗн сӗтне вӑл нихӑҫан та ҫимен. Тӑлӑх турат пурнӑҫ ӑна хӑюллӑ пулма хӑнӑхтарать, ҫамрӑк ҫын васкасах яшлӑха куҫать, тӗрекленет, хитреленет, пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалли йӗкӗте ҫаврӑнать. Унра ашшӗн характерӗ, вырӑс характерӗ, палӑрма пуҫлать. «Юнпа эпӗ чӑваш шутланатӑп, анчах шӑл ҫӗмӗрсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнипе, иртсе пыракан кун-ҫулӑмпа, кулленхи ӗҫӗмсемпе, кӑмӑл-сипетӗмпе, ӗмӗтӗме ҫитерсе пынипе, вӗренӳ-хатӗрленӳпе эпӗ яланах вырӑс пулнӑ», - пӗрре анчах мар каланӑ ҫак сӑмахсене Иван Яковлев.
Йӗпе айлӑмлӑ, шурлӑхлӑ Винновка ялӗ унӑн ӑсне- пуҫне хускатмаллипех хускатса ярать. Чӑн-чӑн ҫын пулас тесен вӗренмелле - ҫакӑн пек шухӑш пӑралать Яковлев пуҫне. Вырӑс чӗлхине тӗпрен алла илес тӗллевпе вӑл 1865 ҫултан пуҫласа пикенсех «Русские ведомости», «Петербургские ведомости» хаҫатсене вулама пуҫлать. Ҫав ҫулах пурӑнма тата ӗҫлеме Сызраньтен Чӗмпӗре куҫать. Ҫӗр виҫекенсен пуҫлӑхӗ Арсений Белокрысенко (Яковлев тӑшманӗ) хӑйне таксатортан кӑларма ыйтса прошенисем ҫыракан ҫамрӑка чӑтма пултараймасть. Ӑна вӑл Чӗмпӗр кӗпӗрнинчен Улатӑр уесне «хӑваласа» ярать. Яковлевӑн телейӗ алӑ айӗнчех. Питӗрпуртан ун патне ҫӗр виҫевҫи пулма вӗрентнӗшӗн укҫа хывмасӑрах ӗҫрен хӑтарни ҫинчен ҫыру килет. Питӗрти хуҫасен Белокрысенкоран «ирӗк» ыйтма та кирлӗ пулман-мӗн. 1867 ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗн юлашки кунӗсенче экзаменсене вӑтам паллӑсемпе тытса Яковлев Чӗмпӗрти гимназийӗн пиллӗкмӗш класне вӗренме кӗрет.
Пирӗн совет историйӗ Раҫҫейри вак халӑхсем патша тытӑмӗнче ҫав тери йывӑр пурӑннине, вӗсен чӗлхипе культури пачах та аталанма пултарайманнине «ҫутатса» пама ӑсталанса ҫитнӗччӗ. Ку «ҫутатура» суялӑх ҫав тери пысӑк. Вун саккӑрмӗш ӗмӗрте (1701-1799 ҫулсем)» патша правительстви вак халӑхсен аталанӑвӗ ҫине те тимлӗх уйӑрма пуҫлать. Ҫак тимлӗх Иккӗмӗш Кӗтерне патша вӑхӑтӗнче уйрӑмах вӑйланать (1762-1796 ҫҫ.). Императрица тӑрӑшнипе Питӗрте темиҫе вак халӑхӑн (вӑл шутра чӑвашсен те) пӗрлехи словарӗ пичетленсе тухать. (Эпӗ вӑл словарьпе 1973 ҫулта Чулхулара аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне паллашрӑм. - Г.У) Тӗпрен илсен ҫак ӗҫ православи чиркӗвӗ урлӑ пулса пынӑ. Кӑрмӑш хутлӑхӗнчи чӑвашӑн Ермей Рожанскин ячӗ илтӗнсе каять. Ятсӑр сӑвӑҫсем ят илме пуҫлаҫҫӗ. Вырӑс журналӗсенче вырӑсла сас паллисемпе чӑвашла сӑвӑсем пичетленме пуҫлаҫҫӗ. Пӗрремӗш Элексантӑр, Пӗрремӗш Микулай патшасем вӑхӑтӗнче ҫак процесс малалла аталанать. Чикме хулинчи суд ӗҫӗн тӑлмачӗ Спиридон Михайлов чӑвашла тата вырӑсла проза произведенййӗсем ҫырма пикенет. Вырӑс интеллигенцийӗ чӑвашсем ҫине уҫӑлнӑ куҫсемпе пӑхма пуҫлать. Ҫак процесс майӗпен модӑна кӗрсе пыма тытӑнать.
Иван Яковлев тапхӑрӗ - Иккӗмӗш Элексантӑр патша тапхӑрӗ, крепостла правӑна пӑрахӑҫланӑ тапхӑр. Интеллигентла чиновниксем инородецсем хушшинче панккавсене мар (вӗсем те нумай пулнӑ), интеллигентсене шырама пуҫлаҫҫӗ. Вырӑссен аслӑ писателӗ Федор Достоевский каторга хыҫҫӑн Семипалатинскра кӑркӑс-казах халӑхӗн кӑйкӑрӗпе Чокан Велихановпа паллашать, Питӗре таврӑнсан та унпа ҫыру ҫӳретме пӑрахмасть. Яковлев гимназие кӗриччен хӗрӗх ҫул маларах чӑвашран тухнӑ паллӑ ӑсчах Иакинф атте наука тӗнчине ӑнсӑртран-кӗмсӗртрен пырса кӗнӗ бурятпа Доржи Банзаровпа курнӑҫма пуҫлать. Доржи тӗлӗшӗнчен Хусан тӑван хула пекех пулса тӑрать, 1835-1846 ҫулсенче кунта вӑл малтан гимназире, унтан университетра вӗренет. «Хура тӗн, е Монголсен шамана ӗненеслӗхӗ» темӑпа диссертаци ҫырса Байкал кӳллин леш енче ҫуралса ӳснӗ Банзаров бурят наука кандидачӗ пулса тӑрать. Хӗвел тухӑҫ Ҫӗпӗр генерал- губернаторӗ ҫумӗнче службӑра тӑнӑ чухне Доржи Иакинф аттепе паллашать, наука ӗҫӗсем ҫырса ӑсчах ӗҫне малалла тӑсать, анчах унӑн кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман, вӑл Иван Яковлев ҫиччӗре чухне, 1855 ҫулта, ҫӗрпе, шывпа ӗмӗрлӗхех сыв пуллашать.
Иван Яковлев гимназие кӗрсе вӗренме пуҫланӑ тапхӑрта вак халӑхран тухнӑ Николай Катанов, Шабхазгирей Ахмеров, Александр Казем-Бек ӑсчахсем ҫунат сарса наука гранитне шӑл ӳкесрен хӑрамасӑр кӑшланӑ.
Ваня Яковлев гимназин кулленхи йӗрки-мӗркине питӗ хӑвӑрт алла илет, юлташсемпе ҫывӑхланать, лайӑх вӗренет. Ӑна, пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалли ӗлккен йӗкӗте, вӗренекенсем те, вӗрентекенсем те хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ. Уйрӑмах гимнази директорӗ Иван Васильевич Вишневский, вырӑс сӑмахлӑхне вӗрентекен Алексей Иванович Виноградов хастар та пултаруллӑ гимназиста хӑйсен ҫывӑхне ҫывхартаҫҫӗ. Улттӑмӗш, ҫиччӗмӗш классем... Вак халӑхран тухнӑ гимназистӑн авторитечӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать.
Гимнази тулашӗнче те Яковлева ялан пулӑшма хатӗр ҫынсем пур. Яковлев ытти нумай-нумай чӑваш пек хӗсӗк куҫлӑ, сарлака пит шӑмиллӗ, кутамас ҫамрӑк мар-ҫке: йӑрӑс пӳллӗ, ҫӑлтӑр куҫлӑ, илемлӗ сӑн-питлӗ, вырӑсла акцентсӑр тата сыпӑнуллӑ калаҫма хӑнӑхса пыракан йӗкӗт вӗт-ха, тата вӑл вак халӑх (инородец) представителӗ. Иккӗмӗш Элексантӑр патша вак халӑхсене хӗрхенме хушать. Монарха хисеплеме хӑнӑхнӑ чиновниксен куҫ ытамӗнче Иван Яковлевран чыслӑрах-хисеплӗрех инородец тата ӑҫта пултӑр? Гимнази дирекцийӗ вырӑс тата еврей ҫамрӑкӗсене хыҫа хӑварса (вӗсене кӗмӗл медаль те ҫырлахтарать) вӑтам ӗлкӗрсе пыракан (уйрӑмах чӗлхесемпе) Яковлева ылтӑн медаль памалла тӑвать (ку хыпар мода хыҫҫӑн хӑвалама юратакан император хӑлхине те кӗнӗ теҫҫӗ).
Хӑюллӑ та мал ӗмӗтлӗ гимназист чӑваш ӗҫне хӑй аллине илме шухӑш тытать. Гимназие вӗренсе пӗтермесӗрех вӑл хӑйсен ялӗнчи тантӑшне Алексей Рекеева Чӗмпӗре чӗнсе илет. Иван Исаев вырӑс та унӑн тимлӗхне тивӗҫ пулать. Пӗчӗк ушкӑна гимназист Василий Кашкарова та кӗртет. Каярах ку ушкӑна Фома Аксинский те хутшӑнать. Гимназист вӗсене пурне те пӗр ҫуртра пурӑнмалли условисем туса парать (хӑй укҫипе), вӗренме уезд (Чӗмпӗр) училищине вырнаҫтарать. Рекеевпа Исаев тата Аксинский уезд училищинчен те вӗренсе тухаҫҫӗ, педагогика курсӗсене пӗтерме те ме хел ҫитереҫҫӗ. Уезд училищи хупӑннӑ пирки Кашкаров Пӑрачкаври учительсен семинарине вӗренме куҫать, ӑна пӗтерсе тухать. Вӗсем тӑваттӑшӗ те хӑйсен «карьерисене» учитель должноҫӗнчен пуҫланӑ, кайран Рекеевпа Аксинский чиркӳсенче пачӑшкӑ ӗҫне пуҫӑннӑ, вун- вун ҫул пуп пулса пурӑннӑ.
Маларах кайса ҫакна асӑнса хӑварар-ха: чӑнах та Иван Яковлев Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен сакӑр ҫӗр ытла ҫынна учитель пулма хатӗрлеҫе кӑларнӑ, чӑваш ялӗсенче хӗрӗх ытла шкул уҫнӑ. Ку, паллах, геройла пысӑк ӗҫ. Яковлевшӑн православи чиркӗвӗн ӗҫӗ шкул ӗҫӗ пекех кирлӗ шутланнӑ. Учительсем хатӗрлетӗп тесе вӑл чиркӳ ҫыннисене те хатӗрленӗ, ялсенче чиркӳсем уҫас ӗҫ умӗнче те вӑл тӑнӑ. Ҫапла вара Чӗмпӗрти чӑваш шкулне пӗтерсе тухнӑ ҫамрӑк ҫынсене духовнӑй семинарие вӗренме ярса вӑл пачӑшкӑсем хатӗрленӗ. Ялсенчи чиркӳсенче ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫланнӑ тапхӑрта пупсемпе тиечуксем, псаломщиксем, пономарьсем пулса малтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ ик ҫӗр ытла ҫын ӗҫленӗ, сакӑр ҫӗрӗшӗ учитель ӗҫӗпе ҫырлахнӑ.
Чӑваш ӗҫне тума Яковлев 1868 ҫулта пуҫӑнни ҫинчен асӑнтӑмӑр ӗнтӗ. Пуҫӑннӑ та ӗҫтешӗсем пулӑшнипе чӑваш проблеми патне урӑх никама та ямасӑр тар кӑларма пуҫланӑ. Чӑваш чӗлхин, чӑваш шкулӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлес пулсан Яковлевпа ҫывӑхланмалла пулнӑ. Хӑйӗнсӗр ӗҫлекенсене юратман, вӗсем пирки сивӗ сӑмах сарнӑ. Акӑ Золотницкин «Сюлдалык кнеге», «Чуваш кнеге» ӗҫӗсем тухнӑ-тухманах Яковлев 1867-1868 ҫулсенче «Симбирские губернские ведомости» хаҫатра тиркевлӗ статьясем пичетлесе кӑларать. «Золотницкий чӑваш чӗлхине ӑнланмасть», — тесе ҫырать вӑл. («И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ. 123 стр.) Золотницкипе Яковлев иккӗшӗ те Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ялӗсем пӗр ятлӑ, анчах тӗрлӗ ҫӗрте тата тӗрлӗрен пулнӑ. Золотницкий чӑваш хутлӑхӗнчи Урхас Кушкӑра 1829 ҫулта вырӑс пупӗн ҫемйинче ҫуралса кун курнӑ, Яковлев тепӗр вун тӑхӑр ҫултан Пӑва тӑрӑхӗнчи Кӑнна Кушкинче тӑлӑх арӑм ҫуртӗнче ҫуралса сас панӑ. Ҫак икӗ ял хушши 150-170 ҫухрӑмран кая мар. Калаҫасса та Урхас Кушкӑсем тури чӑвашҫен диалектне тӗпе хурса сӑмахланӑ (сӑмахсенче о сасӑ ытларах илтӗннӗ). Кӑнна Кушкисем анатри чӑвашсем шутланнӑ, вӗсен калаҫӑвӗнче тутар чӗлхин витӗмӗ хытӑ сисӗннӗ, Урхас Кушкӑсем «орам» (улица) тенӗ пулсан, Кӑнна Кушкисем «урам» сӑмаха калаҫӑва кӗртнӗ.
Пыра-киле Яковлев Золотницкине хура курайманлӑхпа курайми пулать. Золотницкий пурнӑҫне кӗскен тишкерсе тухар-ха. Яковлев ҫуралнӑ ҫул вӑл Хусан университетне вӗренме кӗнӗ, аслӑ шкула 1851 ҫулта, хӑй ҫирӗм иккӗре чухне, пӗтерсе тухнӑ. Вӑл аллине университет пӗтерни ҫинчен ахаль диплом ҫеҫ илмен, наука кандидачӗн диссертацине хӳтӗлеме вӑй тата ӑс ҫитернӗ. Николай Золотницкий, Урхас Кушкӑри чӑвашсен хушшинче пурӑнса, чӑваш чӗлхине тӗпрен пӗлнӗ. Иван Яковлев хӑйӗн Жиркевича каласа ҫыртарнӑ «Аса илӗвӗсенче» Золотницкий университет пӗтереймен, ӑна унтан ӗҫнӗшӗн кӑларса янӑ тесе элеклет. (И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ. 195 стр.)
«Золотницкий чее этем пулнӑ, урӑлмасӑр ӗҫнӗ, вак халӑхсен интересӗсене хӳтӗлетӗп тесе пӗр вӗҫӗмсӗр кӑшкӑрнӑ». (Ҫавӑнтах, 194 стр.)
«П.Шестаков (Хусан вӗренӳ округӗн попечителӗ - Г.У.) ӗҫкӗҫе, вӑл ӗҫе юхӑнтарса янӑ пулсан та, 1872 е 1873 ҫулччен чӑтнӑ, юлашкинчен Золотницкине чӑтма майсем пӗтсе ҫитнӗ, вара Шестаков ӑна службӑран кӑларса янӑ». (Ҫавӑнтах, 196 стр.)
Кунта элек сӗмӗ те пур, фактсене пӑсса кӑтартни те курӑнать. Николай Иванович Золотницкий Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен инспекторӗ пулса 1867 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1871 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗччен ӗҫленӗ (тӑватӑ ҫул та тӑватӑ уйӑх). Ӑна ӗҫке пула мар, тӑватӑ уйӑх ытла йывӑр чирпе аптраса пурӑннӑ хыҫҫӑн хӑй ыйтнипе (прошени панипе) ӗҫрен хӑтарнӑ. (Н.И. Золотницкий. «Суйласа илнӗ ӗҫсем», Шупашкар, 2007 ҫ., 475-479 стр.)
Документсенче врач ӗнентерӗвӗ те пур. Унти тухтӑр Николай Иванович Золотницкий ӳпке тымарӗсен катарӗпе тата ревматизмпа аптраса нумай вӑхӑт сывалаймасӑр пурӑннни ҫинчен пӗлтерет.
Ҫынна пӗтерсе хурас тесен темӗн те шухӑшласа кӑларма пулать. И.Я. Яковлев хӑйӗн аса илӗвӗсенче ҫакӑн пек ҫырни те пур: «Золотницкий урӑлмасӑр ӗҫнисӗр пуҫне чирпе те хӑшкӑлнӑ. Чир ӑна чӑмласа- кукӑртса лартнӑ. Мана ҫакӑн пирки каласа пачӗҫ. Университетӑн музейӗнче унӑн ӳт-пӗвне ӑвӑс (воск - Г.У.) сӗрсе ӑвӑса хывса илнӗ, кайран ҫакна музее ҫӳрекенсене кӑтартнӑ». (И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ. 195 стр.)
Хусан вӗренӳ округӗнчи Чӑваш шкулӗсен инспекторӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн Н.И. Золотницкий 1875- 1880 ҫулсенче Хусанти миҫҫионерсен шкулӗнче ӗҫленӗ, 1879 ҫулта ӑна чӑваш чӗлхипе этнографине тӗпчесе пысӑк пӗлтерӗшлӗ наука ӗҫӗсем ҫырса кӑларнӑшӑн Вырӑс географи обществи ылтӑн медаль парса чысланӑ. («Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем». Биобиблиографи указателӗ, Шупашкар, 2006 ҫ. 101 стр.)
И.Я. Яковлевӑн 1997 ҫулта Мускавра хатӗрленӗ аса илӗвӗсенче 695 страница. Ҫав кӗнекери вун тӑватӑ страницӑра (160, 163, 193-197, 414-416 страницӑсем) Яковлев чӑваш чӗлхин наука никӗсне хывнӑ Золотницкие шавах сивлет, критиклет, питлет, элеклет. Н.И. Золотницкий 1880 ҫулта Хусанта вилнӗ, И.Я. Яковлев хӑйӗн аса илӗвӗсене 1916-1920 ҫулсенче каласа ҫыртарнӑ. Хӗрӗх ҫул хушшинче Золотницкин шӑмми те ҫӗрсе тӑпра пулнӑ-тӑр.
Мӗне кирлӗ пулнӑ-ха Яковлева ҫур ӗмӗр хушши (1867-1920 ҫулсем) Золотницкий ӑсчаха, историке, этнографа, педагога сивлесе «тӑрӑ шыв» ҫине кӑларма? Мӗншӗн тесен Золотницкий чӑваш ӗҫне Яковлевсӑр пуҫне тытӑннӑ-ҫке-ха! Чӑваш ӗҫне ытти ҫынсем пуҫӑннине Яковлев чӑтма пултарайман. Ҫак ӗҫе вӑл пуҫарнипе унӑн «чурисем» (Алексей Рекеев, Игнатий Иванов, Даниил Филимонов, Федор Данилов (Яковлев ӑна та ӗҫкӗҫ тесе ят парать), Петр Васильев, Иван Степанов, Виктор Орлов, Василий Никифоров, Иван Дормидонтов тата ыттисем те туса пынӑ. Ҫак ҫынсем хӑйӗн ирӗкӗнчен тухас пулсан Яковлев вӗсене «ҫирӗп наказани» панӑ (сӑмахран, Игнатий Иванова, Кӑнна Кушкинчи шкулта учительте ӗҫлекенскере, Теччӗ уездӗнчи Курнавӑш шкулне куҫарнӑ, Федор Данилова ӗҫкӗҫ тесе питленӗ, Василий Никифорова пачӑшкӑран та, хваттертен те кӑларнӑ). Хӑйӗнчен юп курмасӑр пулӑшса пыракансемпе сӑлтавсӑр хирӗҫсе кайса хутшӑнусене хӑй енчен чарса лартнӑ (пӗрремӗш чӑваш букварьне кӑларма алфавит тунӑ Василий Белилинпа, Сергей Тимрясов куҫаруҫӑпа, Иван Дормидонтовпа, Степан Максимов мусӑкҫӑпа, Яков Захаров преподавательпе хирӗҫсе кайнӑ). Ӗмӗр тӑршшӗпех килӗштерсе пурӑннӑ ҫынсем те пулнӑ Яковлевӑн. Вӗсен йышне Алексей Рекеев, Николай Ильминский, Даниил Филимонов, Виктор Орлов, синодӑн обер-прокурорӗсем Победоносцевпа Саблер, Петр Шестаков попечитель тата ыттисем те кӗреҫҫӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ: хӑшне-пӗрне вӑл хӑй пӑхӑнса тӑнӑ, хӑшне-пӗрне хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Золотницкин пулӑшуҫисене Василий Якимова, Митрофан Дмитриева, Григорий Филиппова та хӑйне пӑхӑнтарма хӑтланса пӑхнӑ Яковлев. Анчах Золотницкий ӗҫне чунтан хакланӑ юлташӗсем Яковлева пӑхӑнса пурӑнма килӗшмен, вӗсем ӗмӗрӗпех Золотницкий халалӗсене ас туса пурӑннӑ. Яковлев чун-чӗрине кӗвӗҫӳ кӑшланӑ: чӑваш ӗҫне унран маларах Золотницкий пуҫланӑ- ҫке-ха. Хӑйӗн Халалӗнче Яковлев чӑваш ҫыннисенчен кӗвӗҫӳшӗн каҫару ыйтать. «Ҫапла акӑ чӑвашран хӑшӗ те пулин мала туха пуҫласан ыттисем ӑна такӑнтарма пӑхаҫҫӗ, ҫулне пӳлеҫҫӗ. Вара унӑн та ырӑ ӗмӗчӗ татӑлать, ҫине пыракансем хӑйсем те тип-типӗ тӑрса юлаҫҫӗ. Эсир апла ан пулӑр. Ҫӳле ҫӗкленекене мӗн хал ҫитнӗ таран ҫӗкленме пулӑшӑр. Хӑпарса ҫитсе тӗрек илсен вӑл вара хӑй сире аялтан ҫӳлелле турта-турта кӑларӗ. Малти урапа куссан хыҫалти унран юлмасть. Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнласа пурӑнни, пӗрне-пӗри ырӑлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать. Ҫакна хытӑ шанса тӑрӑр». (И.Я. Яковлев. «Чӑваш халӑхне панӑ Халал», Шупашкар, 1992 ҫ. 12-13 стр.).
Ҫапла вӑл: йӑнӑш тусан каҫару та ыйтма тивет.
Хӑйӗн Халалӗнче И.Я. Яковлев чӑваш ҫыннисене ӳкӗтлет. Н.И. Золотницкий чӑваш мар, вырӑс пулнӑ, ачаран чӑваш чӗлхине алла илсе ҫитӗнсе ҫитсен чӑваш ӗҫне туса пыма тытӑннӑ. 1867 ҫулта, Яковлев гимназин пиллӗкмӗш класӗнче вӗреннӗ чухне, Хозанда (орфоэпи тӗлӗшӗнчен ку питӗ килӗшӳллӗ, ӑна мӗнле халӑх ҫынни сасӑпа вулас пулсан та чӑваш ӑнланать, хальхи орфографи хушнӑ пек Хусанта сӑмаха чӑвашла пӗлмен ҫын вулас пулсан, пӗр чӑваш та ӑнланса илес ҫук) «Чуваш кнеге» тухать, 1870 ҫулта иккӗмӗш изданипе пичетленет. Часах унӑн «Сюлдалык кнеге» календарь те пичетленет. 279 страницӑллӑ «Корневой чувашско-русский словарь» та унпа усӑ курас текенсен аллине кӗрет. 1867-1868 ҫулсенче Золотницкий, Хусан кӗпӗрнинчи чӑваш шкулӗсен инспекторӗн ӗҫӗсене туса пынӑ май, Шупашкар, Чикме, Кӑрмӑш, Пӑва, Теччӗ уесӗсенчи вун виҫӗ прихутри вун сакӑр шкулта тата чиркӳре пулать, хӑйӗн «Сюлдалык кнеге», «Чуваш кнеге» ӗҫӗсене чӑваш ҫыннисен умӗнче вырӑс пачӑшкисене (вӑл ҫулсенче чӑваш ялӗсенчи чиркӳсенче вырӑс пачӑшкисем службӑра тӑнӑ) сасӑпа вулӑттарать. Чӑвашсем: «Ӑнланатпӑр, питӗ лайӑх каланӑ», - теҫҫӗ. (Н.И. Золотницкий. «Суйласа илнӗ ӗҫсем», Шупашкар, 2007 ҫ., 384-431 стр.)
Яковлев хӑйӗн «Аса илӗвӗсенче» ҫырнине ӗненес пулсан Золотницкий Хусанти университетра юридици факультетӗнче вӗреннӗ пек, ӑна унтан кӑларса янӑ пек пулса тухать. (И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997ҫ. 195 стр.)
Тӗрӗссипе, Золотницкий юридици факультетӗнче вӗренмен, ӑна унтан кӑларса яман, историпе филологи факультетне пӗтерсе тухнӑ, кандидат степеньне илнӗ (1851 ҫ.). (Ун пирки эпир асӑннӑччӗ).
И.Я. Яковлев университет пӗтернӗ хыҫҫӑн (1875 ҫ.) Золотницкий ӗҫрен тухнӑ вӑхӑтранпа тӑватӑ ҫул иртсен ҫеҫ Хусанти вӗренӳ округӗн чӑваш шкулӗсен инспекторӗнче ӗҫлеме пикеннӗ. (Вӑл кандидат дисертацине ҫырса хӳтӗлемен.) Яковлева хӑй инспектор ӗҫне пуҫӑннӑ хыҫҫӑн та Золотницкий чӑваш ӗҫне пӑрахманни кӑмрантарать, тарӑхтарать, кӗвӗҫтерет. Шӑпах 1875 ҫулта Николай Иванович «Корневой чувашско-русский словарь» кӗнекене пичетлесе кӑларать, ҫав ҫултан пуҫласа 1880 ҫулччен Хусанти миссионер шкулӗнче вӗрентет, «Особенности чувашского языка, зависящие от изменения и выпуска гортанных звуков», «О ҫтарой чувашской вере» (1877 ҫ.) ӗҫӗсене ҫапса кӑларать. Кам хушнӑ ӑна Яковлев чӑваш ӗҫне хӑй аллине илнӗ хыҫҫӑн ҫапла «хӑтланма»?
Н.И. Золотницкин «Чуваш кнеги» те, «Сюлдалык кнеги» те тури чӑвашсен диалекчӗ ҫинче никӗсленсе тӑнӑ. Унта вырӑс алфавичӗн 35 сас паллийӗнчен (ун чухне вырӑс алфавитӗнче 35 сас палли шутланнӑ, халӗ - 33) 28-шӗ кӗнӗ, чӑваш сассисене палӑртакан паллӑсене те Золотницкий манса хӑварман (пӗрле 32 ҫас палли).
И.Я. Яковлев хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле (В.Белилин, А.Рекеев, И.Иванов) пӗрремӗш букваре 1871 ҫулта кӑларнӑ. Унти алфавит 47 сас паллирен тӑнӑ. Пӗрремӗш букварь ӑнӑҫлӑ пулайман. 1872 ҫулта ҫӗнӗ букварь тухать. Алфавитӑн иккӗмӗш варианчӗ 27 сас паллирен тӑнӑ. Алфавитӑн виҫҫӗмӗш вариантӗнче 25 сас палли. Анчах та унта б, г, д, ж, з, ц, щ, ф сас паллисем ҫук. Ку алфавитпа 60 ҫул усӑ курнӑ, 33 хутчен букварь кӑларнӑ. (Л.П. Сергеев. «Чӑваш чӗлхи», Шупашкар, 1994 ҫул, 41 стр.)
Тишкерсе пӑхмасан алфавитӑн виҫҫӗмӗш варианчӗпе кӑларнӑ букварь ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ пек туйӑнать. Апла мар ҫав! Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫлансанах чӑваш чӗлхине вырӑс сӑмахӗсем пӗр улшӑнмасӑр кӗме пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем валли хытӑ хупӑ сасӑсем (б, г, д, з, ж, ц, щ, ф) те кирлӗ пулнӑ. Анчах вӗсене алфавита кӗртмен. Шкулта вӗренекенсен, аслӑ шкул пӗтернӗ чӑвашсен акцент ҫав тери вӑйлӑ пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсен варринче манӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн профессорӗн Ефейкинӑн темиҫе лекцийӗнче пулма тӳр килчӗ. Профессор б, г, д, з сасӑсене калаймастчӗ, вӗсем вырӑнне п, к, т, с сасӑсене кӑларатчӗ. Ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула ҫӳренӗ чухне пире вырӑс чӗлхипе литературине шкул директорӗ вӗрентрӗ. Вӑл дети (ачасем) тесе калаймастчӗ, тети тетчӗ.
Чӑваш алфавитне б, г, д, ж, з, ц сас паллисене 1933 ҫулта ҫеҫ кӗртнӗ. Вӑл та пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ӗҫе кӗме пултарнӑ. Вӑл ҫулсенче Чӑваш Автономи республики Чулхула крайӗн составӗнче шутланнӑ. Компартин крайкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Андрей Жданов пӗррехинче Шупашкара килет. ВКП(б) обкомӗн пӗрремӗш секретарӗпе Сергей Петровпа «Пикап» ҫине ларса вӗсем Карл Маркс урамне тухаҫҫӗ. Урамӑн пӗр енӗнчен тепӗр енне ҫитиччен хӗрлӗ хӑма ҫине ҫырнӑ лозунг ҫакӑнса тӑрать. Ун ҫине «Штанов йулташа ӑшшӑн кӗтсе илетпӗр!» тесе ҫырнӑ-мӗн. Андрей Жданова ҫак лозунг кӑсӑклантарать. «Мӗн тесе ҫырнӑ унта?» - ыйтать вӑл Петровран. «Приветствуем товарища Жданова», - тет Сергей Порфирьевич. «А тут почему-то не Жданов, а Штанов!! - тет Андрей Андреевич. «А потому что в чувашском алфавите буквы ж нет», - хуравлать Петров. «Вот Вам поручение, Сергей Порфирьевич, сегодня же включите в чувашский алфавит букву ж», - сассине хӑпартсах каласа хурать Жданов. Ҫав кунах чӑваш алфавитне ж сас паллисӗр пуҫне ытти хытӑ хупӑ сасӑсене пӗлтерекеннисене те кӗртеҫҫӗ.
Петров «йӑнӑша» хӑвӑрт тӳрлетнӗ, анчах Жданов ҫакна манса кайман. Республика пуҫӗнче ларса вунӑ- вун пилӗк ҫул хушшинче кӑкӑр тулли орден-медаль ҫакнӑ Петрова та вӑл Сталинпа пӗрле 1938 ҫулта «халӑх тӑшманӗ» туса хума мехел ҫитернӗ, тепӗр пилӗк ҫултан Петров лагерьте вилнӗ.
Яковлевӑн Жиркевича каласа парса ҫыртарнӑ аса илӗвӗсенче пӑтрашусем, йӑнӑшсем питӗ нумай. Аса илӗвӗсене мӗншӗн хӑй ҫырман-ха Иван Яковлевич? Хутла лайӑх пӗлекен автор хӑйӗн ал ҫырӑвӗсем патне нихӑҫан та ют ҫынна пыртармасть. Хутла пӗлмен Джамбул Джабаев (казах акынӗ), Никита Хрущев, Борис Ельцин, Леонид Брежнев пек этемсем ҫеҫ хӑйсен мемуарӗсене ют ҫынсене ҫыртараҫҫӗ. Ленинпа Сталин, Троцкий ҫавӑн пекех Уинстон Черчиль те хӑйсен ал ҫырӑвӗсем патне ют ҫынсене ҫеҫ мар, мӑшӑрӗсене те ҫывӑха яман. Ҫавна май мемуарне Жиркевича каласа ҫыртарнӑ Иван Яковлев хутла пӗлнӗ-ши тесе ыйту та лартма пулать.
Пӗлнӗ, паллах... Тарӑннӑн пӗлнӗ. Ман пек ахаль вулакана паллӑ 400 ҫыруран чылайӑшне хӑй аллипе ҫырнӑ. Отчетсем, приказсем, донесенисем, циркулярсем хатӗрленӗ. Ниҫта та пичетленмен вырӑсла сӑвӑ, Арнольдовпа пӗрле «Чӑваш уявӗ учук» ҫырнӑ. Алфавит тунӑ, букварь кӑларнӑ теҫҫӗ. Пулӗ, пулӗ...
