Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Яковлев мӗнле вилнӗ?

1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, сакӑр вун икӗ ҫул та ултӑ уйӑх та вунӑ кун тултарса Иван Яковлевич Яковлев ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Екатерина Алексеевна Федор Поручикова акӑ мӗн ҫырать: «Вилӗм чирлӗ ҫыннӑн чӗри начар ӗҫленипе пулчӗ. Питӗ лӑпкӑн вилчӗ, ҫывӑрнӑ пекех, куҫӗсене уҫмасӑр. Сывласса анчах питӗ хӑвӑрт сывларӗ, виличчен 10 минут маларах сывлама та пӑрахрӗ. Тепӗр самантран ассӑн сывларӗ, куҫӗнчен куҫҫуль юхса анчӗ, вара хускалми те пулчӗ». Вилекенӗн вырӑнӗ умӗнче Екатерина Алексеевна хӑй, Митя Некрасов (16 ҫулти мӑнукӗ) тата Лидия Ивановна пулнӑ (Лидия Ивановна, репресси ҫави айне пулнӑскер, 1942 ҫулта лагерьте вилнӗ).

Виличчен икӑ уйӑх маларах Иван Яковлевичӑн чӗлхи ҫӗтнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӑл аванах калаҫнӑ, Чӗмпӗре кайма пуҫтарӑннӑ, юсав тумтир тӑхӑнтартма ыйтнӑ, кӳлнӗ лав килнипе килменни ҫинчен ыйтнӑ, ӗлкӗреймесрен хӑраса вырӑн ҫинчен тӑма хӑтланнӑ, ури ӑна итлемен. Ӑна, вырӑн ҫинчен тӑнӑскере, пукан ҫине лартнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл калаҫайми пулнӑ. Вилессе урисене те тӑсмасӑр лӑпкӑ вилнӗ (ГА. Александров, «Иван Яковлевич Яковлев: фрагменты жизни», Чебоксары, 1997, стр. 150).

Иван Яковлевич Яковлев, Чӗмпӗрте пурӑннӑ чухне, виличчен 15-20 ҫул маларах, хӑйӗн ӳтне ӑҫта кӗлӗ тутармалли, ӑҫта пытармалли пирки калаҫма пуҫланӑ. Кӗлӗ тутарассине вӑл шкулӑн шалти чиркӗвӗнче ирттерме хушнӑ, ӑҫта пытармаллине те палӑртса хунӑ.

Этем ӑнкарса пырать, турӑ палӑртса хурать (человек предполагает, бог располагает). Яковлева хӑй вилнӗ пӳлӗмрех кӗлӗ тутарнӑ, Ваганьково масарта кӗрӳшӗн Алексей Дмитриевич Некрасовӑн тӑванӗсен вил тӑприйӗсен ҫывӑхне пытарнӑ. 1936 ҫулта Иван Яковлевич вил тӑприйӗпе юнашар Екатерина Алексеевна та яланлӑх вырӑн тупнӑ, вилнӗ чухне вӑл ҫитмӗл пилӗк ҫулта пулнӑ.

Екатерина Алексеевнӑн ҫырӑвне тата та уҫса вулар-ха.

«Юлашки хут Иван Яковлевич ҫурла (август) уйӑхӗн 20-мӗшӗнче калаҫма хӑтланса пӑхрӗ. Калаҫӑвӗнче вӑл Чӗмпӗре тухса кайма васкани ҫинчен пӗлтерчӗ. Кӳлнӗ утсем тата тӑрантас ҫитнипе ҫитменни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ, хӑйне тирпейлӗрех те лайӑхрах тӑхӑнтартма ыйтрӗ, анчах та хӑй ура ҫине тӑраймарӗ, вырӑнтан хускалаймарӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн шӑп икӗ уйӑх, юпа (октябрь) уйӑхӗн 23-мӗшӗччен вӑл хӑйӗн ҫӑварӗнчен пӗр сӑмах та кӑлармарӗ, чӗнми-калаҫми пулчӗ» (ГА. Александров, «Иван Яковлевич Яковлев: фрагменты жизни», Чебоксары, 1977, стр. 150).

Ҫул - Кӑнна Кушкине

Иван Яковлевич Яковлевӑн 165 ҫулхи юбилейӗ «кӗрлесе» иртсе кайрӗ. Хуласенче яланхи пекех наука конференцийӗсем, митингсем, вулавсем, чиркӳсенче панихидӑсем ирттерчӗҫ. Спортсменсем Тутарстанри Кӑнна Кушкипе Чӑваш Енри Купӑрля (Муркаш районӗ) хушшине чупса тухрӗҫ. Хаҫатсем Мускаври Ваганьков масарӗ ҫинчи Яковлевӑн вил тӑприйӗ ҫине ҫитсе килекенсем нумаййи ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Майӗпен-майӗпен юбилей «кӗрлевӗ» тамалса пычӗ, икӗ-виҫӗ кун иртнӗ хыҫҫӑн лӑпланчӗ.

Ушкӑнпа ирттерекен уявсен суялӑхӗ ҫав тери пысӑк. Ун пек уявсенче виҫесӗр мухтанаҫҫӗ, каппайланаҫҫӗ, шурра хура теҫҫӗ, хурана шурӑ теҫҫӗ. Ун пек мешехене эпӗ чунран кураймастӑп. Ҫавӑн пиркиех ҫак тапхӑрта манӑн Кӑнна Кушкине, Иван Яковлев ҫуралнӑ яла, пӗччен кайса килес шухӑш ҫуралчӗ.

Шупашкартан Тутарстанри Теччӗне кашни кун автобус ҫӳрет. Кӑнна Кушки Теччӗ районӗнчи ял шутланать, район хулинчен унта ҫитме ҫирӗм пилӗк ҫухрӑмран та ытла мар.

Ака уйӑхӗн юлашки кунӗсенчен пӗринче, хӗвеллӗ ир, ҫула тухрӑм. «Газель» чӑваш хутлӑхӗнчи хуласемпе райцентрсене хыҫа хӑварса Елчӗк районӗн чиккине ҫитрӗ, Тутарстанри Пӑва тӑрӑхӗнчи чӑваш ялӗсем те хыҫа юлчӗҫ. Акӑ, Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштек ялӗн ишӗлнӗ чиркӗвӗ. Ҫул хӗрринчех вӑл. Хуралса ларакан чиркӳ ҫурчӗ ҫине пӑхсан чун сӳ-сӳ туса каять. Иван Яковлев пурнӑҫӗнчи пӗр пулӑм аса килчӗ. Анчах вӑл чиркӳпе мар, ҫак ял хӗрринчи ҫил арманӗпе тата ҫамрӑксен вӑййипе ҫыхӑннӑ. Университет пӗтерсе тухса чӑваш шкулӗсен инспекторӗнче ӗҫлеме пикеннӗ хыҫҫӑн Яковлев тӑрантас ҫине ларса ялсене ҫӳреме пуҫлать. Пӗррехинче ӑна Киштекӗн ҫил арманӗ ҫумӗпе иртсе кайма тивет. Аякра та мар яшсемпе хӗрсем вӑйӑ выляни курӑнать, юрӑ юрлани илтӗнет. Яковлев, арман хыҫне тӑрса, темиҫе сехет хушши ҫак вӑййа сӑнать: чуна пырса тивекен юрра итлет, хӗрсемпе яшсен тумне пӑхса киленет. Хӗрсем вӑйӑ юрри юрланӑ чухне вӑл куҫҫульленет. Кам шутлӗ Яковлев вӑйӑри ҫакӑн пек хӳхӗм чӑваш хӗрне качча ан илтӗр тесе? (И.Я. Яковлев «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997, 70 стр.)

Яковлев Бобровниковӑн вун пилӗк ҫулти хӗрне, Ильминский патӗнче пурӑнаканскере, архиерейрен ирӗк илсе (чиркӳ йӗркипе хӗр вун улттӑ тултармасӑр унӑн качча кайма юраман) арӑм тӑвать. Кунта юрату ҫинчен калаҫни вырӑнсӑр, вӗсем пурӗ те икӗ-виҫӗ хутчен анчах тӗл пулнӑ. Тӗллевӗ-сӑлтавӗ ҫакӑнта: хӗр урӑх çынна юратма ӗлкӗреймен-ха, вӑл тӑлӑх, упӑшкине яланах пӑхӑнса пурӑнас шанчӑк пур, прогимназирен вӗренсе тухайман-ха, ҫапах та унпа Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче усӑ курма пулать.

Ҫакӑн пек шухӑшсемпе суйланса пырса эпӗ Теччӗне те ҫитсе тӑнӑ-мӗн. Теччӗ пысӑк хула мар. Автовокзал Чӑваш Енри шӗкӗр хуласенчи автостанцисенчен пӗрре те уйрӑлса тӑмасть. Пӗр хутлӑ ҫуртри пысӑках мар кӗтмелли зал, буфетсемпе киосксем, билет сутмалли касса. Кӑнтӑрла иртнӗ пулсан та пассажирсем ҫукпа пӗрех. Вокзал ҫывӑхӗнче автобуссем ларни те курӑнмасть. Расписание пӑхатӑп. Автобуссем виҫӗ-тӑватӑ хулана, пилӗк-ултӑ яла ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Кӑнна Кушкине автобус ҫӳремест. Ун пек маршрут темиҫе ҫул каялла пулнӑ-мӗн те, ҫула тухни автобус ҫӳретнин тӑкакӗсене хуплайман, пассажирсем ҫук пирки маршрута хупнӑ. Маршрутлӑ такси те ҫук. «Частнӑйсене шырӑр. Пин тенкӗпе вӗсем Кошкине илсе ҫитереҫҫех», - терӗҫ мана ку таврашра кумса ҫӳрекен хӗрӗнкӗ арҫынсем.

Пӗринпе калаҫатӑп, тепринпе... Виҫҫӗмӗшӗ кайса килме килӗшрӗ. Шупашкартан Теччӗне ҫитме те пӗр пин тенкех тӳлеменччӗ те, ҫирӗм пилӗк ҫухрӑмри Кӑнна Кушкине укҫана хӗрхенмесӗрех кайса килес терӗм. Ҫӑмӑл машина шоферӗ чӑвашах пулчӗ. Хуларан инҫех те мар Хуп Кӗпер текен ял пур-мӗн (ун пек ял Муркаш районӗнче те пур). Вӑтам ҫулхи арҫын Кӗперте ҫуралса ӳснӗ, халӗ ҫемйипе Теччӗре пурӑнать. Нумай пулмасть вӑл ӗҫлекен фирма хупӑннӑ, халӗ арҫын пассажирсене турттарса услам тӑвать.

«Кӑнна Кушкинче вӑтам ӳсӗмри ҫынсем питӗ сахал. Вӗсем пурте усламҫӑсемпе бизнес хуҫисем. Кашнин икшер хутлӑ ҫурт та, ҫӑмӑл машина та пур. Ун пек ҫынсене автобус кирлӗ мар. Карчӑксемпе стариксем ҫула сайра хутра ҫеҫ тухаҫҫӗ. Укҫа тӳлеттермесӗрех вӗсене ҫӑмӑл машинӑллисем Теччӗне ҫитерсе хӑвараҫҫӗ», - терӗ мана Хуп Кӗпер ҫынни Иван Петров.

Теччӗ - Ульяновск ҫулпа пӗр вунӑ ҫухрӑм кайсан сылтӑм енне пӑрӑнтӑмӑр. «Пролейкаша» текен ял курӑнса кайрӗ. Ку чӑвашла «Пӑттуна тӑк» тени пулать- ха ӗнтӗ. «Кунта мӑкшӑсем пурӑнаҫҫӗ», - тет Иван Петров. «Пролейкаша» ятлӑ ял Чӑнлӑ районӗнче те пулмалла, чӑвашсем ӑна «Каша ялӗ» теҫҫӗ, унта Владимир Садай писатель ҫуралса ӳснӗ пек ас тӑватӑп. Иван Петров Садай писателе пӗлмест, Садай - псевдоним, чӑн хушамачӗ - Цирульников. Чӑн хушаматне асӑнсан та Петров Садая «палласа» илеймерӗ.

Эпӗ сӑмаха урӑх шухӑш ҫине куҫартӑм. Урӑх шухӑшсемпе те Петровпа калаҫма ҫӑмӑл мар. Вӑл Кӑнна Кушки ялӗ ҫинчен те, Яковлев ҫинчен те пӗлсех каймасть.

Йӗри-тавра кичем уй сарӑлса выртать. Юр кайнӑ пулсан та ешерекен калча курӑнмасть, трактор-машина сасси те илтӗнмест. Салху сӑн ҫавӑрса илнӗ тӗксӗм уй-хир: те курӑк акнӑ кунта, те пӗлтӗрхи хӑмӑл тӗпӗ.

Колхозсем сыхланса юлнипе юлманни, ҫӗнӗ ҫӗр ӗҫ пӗрлешӗвӗсем тунӑ пирки те Петров мана каласа параймарӗ. Кӑнна Кушки ялӗ патне ҫывхаратпӑр. Ялтан ҫур ҫухрӑмра ишӗлнӗ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн юлашкисем куҫа хӑратса лараҫҫӗ. Ишӗлчӗксем, кивелнӗ хуралтӑсем татах та пур. Сасартӑках яла пырса кӗрсе сӑрт хӗрринче ларакан пысӑк шкул ҫурчӗ патне ҫитсе тӑтӑмӑр. 250-300 ачана вӗренме туса лартнӑ капмар шкул ҫуртӗнчен вӑтам ҫулсенчи япшар арҫын тухрӗ те урамра ларакан «Жигули» маркӑллӑ ҫӑмӑл машина патне васкарӗ. Паллашрӑмӑр. Ку шкулпа юнашарах ларакан Иван Яковлев музейӗн директорӗ Алексей Пыркин пулчӗ-мӗн. Пыркин директор Петровпа иксӗмӗре музее илсе кӗрсе кӑтартрӗ. Музей Яковлев лартнӑ икӗ класлӑ шкул ҫуртӗиче вырнаҫнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта 200 яхӑн ача вӗреннӗ. Халӗ 250-300 ача вырнаҫмалӑх шкулта 26 ача вӗренет. «Шкула Яковлев ҫуралнӑ ялти шкул пулнипе анчах хупмарӗҫ», - терӗ пире Пыркин.

Кӑнна Кушкин хӑйне евӗрлӗхӗ питӗ куҫа тӑрӑнать. Çĕрсе ишӗлес патне ҫитнӗ пӳртпе юнашарах кирпӗчрен нумаях пулмасть туса лартнӑ ҫурта та курма пулать кунта. Анчах ун пек ҫуртсем 10-15 килтен те ытла мар. Кушкӑра 60 кил хальлӗхе хупӑнман-ха. Ял пӗтӗмпех пӗтес хӑрушлӑх ҫук. Малашне вӑл, ҫӗрсе пусӑрӑннӑ пӳртсенчи ватӑсем автансӑр яла ӑсаннӑ хыҫҫӑн, хутор евӗрлӗ тӑрса юлма пултарать.

Иван Яковлев ачалӑхне ҫакӑнта ирттернӗ. Саккӑр тултарсан вӑл Пӑрӑнтӑкри удел шкулне ҫӳреме пуҫланӑ. Пӑрӑнтӑк Кушкӑран чылай аякра. Унта чиркӳ пулнӑ, чӑвашсемпе вырӑссем пурӑннӑ. Иван малтанхи ҫул хваттерте пурӑнса маччапа урай хушшинче выртса тӑма ӑсталанӑ пӑлат ҫинчен ӳксе пуҫ мимине кисрен- терет, виҫӗ кун тӑна кӗмесӗр выртать, кайран майӗпен вӑй илсе тӳрленет. Иккӗмӗш ҫул вӑл Гавриил Мушкеев текен вырӑс патне хваттере кӗрет, шкулта аван вӗренме тытӑнать, майӗпенех вырӑсланса пырать.

Акӑ мӗнле сӑнлать И.Яковлев чӑвашсене: «Ӑш- чикӗпе вӗсем хӑвӑрт хыпса илеҫҫӗ, вак-тӗвеклӗ, хӑйсен юратаслӑхне пырса перӗнес пулсан панкав ӗҫ туса хума пултараҫҫӗ (чӑвашла хӑвӑрт хыпса илесси манӑн йӑла- йӗркере те пур)». (ИЯ. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ., 64 стр.)

Иван Яковлев удел шкулне виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш ҫулсем ҫӳренӗ чухне тата та лайӑхрах вӗренме пуҫлать, шкулта та, Гавриил Мушкеев ҫемйинче те вӑл вырӑсла ҫеҫ калаҫать, тӑван ялӗпе Пӑрӑнтӑк хушши ҫичӗ- сакӑр ҫухрӑм пулсан та Иван Кӑнна Кушкине ҫӳреме пӑрахмасть.

«1864-65 ҫулсенче эпӗ хӑвӑрт ӳсме, тӗрекленме пуҫларӑм. Яла кайсан манӑн атте Пахомов Якур-Энтри эпӗ шкулта мӗн вӗреннипе кӑсӑкланатчӗ. Анчах та эпӗ учильнире хам мӗн вӗреннине ҫыхӑнуллах каласа пама пӗлместӗмччӗ, атте кӑсӑкне тивӗҫтерме пултараймастӑмччӗ. Ҫакна тума манӑн пурнӑҫӑм вырӑс пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса пыни те чӑрмантаратчӗ пулмалла. Вырӑс пурнӑҫӗ чӑваш пурнӑҫӗнчен уйрӑлса тӑратчӗ. Ҫавӑнпа та пулӗ манӑн тӑван мар аттем Пахомов манпа кӑмӑлсӑрланатчӗ, манӑн пӗлӳ ӑна ҫырлахтармастчӗ». (И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ., 89 стр.)

Ялӗ 60 киллӗ те, вӑтӑрӑшӗнче ҫеҫ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ- мӗн, 26 ача шкула, 12 ача садике ҫӳрет.

Ҫур сехетре Иван Петров мана Теччӗне илсе ҫитерчӗ. Ҫирӗм минут маларах автобус Шупашкара ӑсаннӑ. Тепӗр сехетрен юлашки автобус Ульяновска ҫула тухать. Ун ҫине эпӗ те билет илтӗм. Теччӗрен Ульяновска ҫӗр ҫухрӑмран кӑшт ҫеҫ ытларах. Каҫхине ултӑ сехетре эпӗ Ульяновска ҫитрӗм, унта ҫӗр выртмасӑрах 10 сехетсем ҫитеспе Шупашкарта пултӑм.

Ӑс-тӑн уҫӑлнӑ тапхӑр

Кӑнна Кушкине кайса килнӗ хыҫҫӑн эпӗ хытӑ чирлерӗм, икӗ эрне ытла вырӑнпа выртрӑм. Юн пусӑмӗ хальччен хӑпарман виҫене ҫитрӗ, пуҫ ҫурӑлса тухас пек ыратрӗ. Кӑшт ҫеҫ ҫӑмӑл пулсанах, «патриарх» ялне кайса килни ҫинчен очерк ҫырма пуҫланӑччӗ кӑна, чир тепӗр хут ҫапса антарчӗ, уйӑха яхӑн ура ҫине тӑраймарӑм, сулахай енчи ӳт-пӳ хама итлеми пулчӗ, патак тытса аран утса ҫӳреме пуҫларӑм. «Сармантей саманин саламачӗ» кӗнекене ҫырас ӗҫе ырана хӑвартӑм.

Пӗлетӗп-ҫке, хӑватлӑ ҫынсен ӑс-тӑнпа ӑш-чикӗн вӑйӗ вилсен те тамалмасть. Ҫӗр ҫинчен ҫӗр-икӗ ҫӗр ҫул каялла кайнӑ пулсан та вӗсем хӑйсене «кӳрентернӗ» ҫынсене «тавӑрма» ӑнтӑлаҫҫӗ. Тӗслӗхсем? Туллиех вӗсем. Раҫҫей политикӗ Дмитрий Волкогонов Ленин ҫинчен икӗ томлӑ кӗнеке ҫырса кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫур ҫул та. пурӑнаймарӗ. Хамӑр республикӑри философ-ӑсчах (хушаматне асӑнмӑпӑр) Ленин ҫинченех «Трагедия личности» кӗнеке кӑларчӗ, икӗ уйӑхран шалкӑм ҫапнипе вырӑн ҫине выртрӗ. Геннадий Александров историк «Иван Яковлевич Яковлев: фрагменты жизни» кӗнеки тухсанах пуҫне юн кайнипе вилчӗ.

Иван Яковлев турра чун-чӗререн ӗненнӗ пулсан та калтун (колдун) пулма ҫамрӑкранах хӑнӑхнӑ, вӑл чӗлхе каласа юн кайнине (хӑйӗнне те, ҫынсенне те) чарма пӗлнӗ, кӗленче чӑмласа ҫӑтма пултарнӑ, курайман ҫынна куҫран пӑхса вилӗм ҫулӗ ҫине тӑратма пултарнӑ.

Акӑ мӗн каласа парса ҫыртарать вӑл Жиркевича ҫакӑн пирки:

«Хусан уесӗнчи Берляково ялӗнчи калтун-мельник пирки уйрӑммӑн каламалла. Унта ялӗпех вырӑссем пурӑнатчӗҫ. Мельник те (унӑн ятне эпӗ ас тумастӑп) вырӑсчӗ. Вӑл православи тӗнне тытса пыратчӗ, анчах сӑмах каласа, вӗрсе-сурса тухатма та пултаратчӗ. Вăл мана сурана пула юхакан юна вӗрсе-сурса, сӑмах каласа ҫывӑрттарма вӗрентрӗ. Ҫапла туса эпӗ юхакан юна хамӑннӗ те, ҫынсенне те чарма хӑнӑхрӑм. Вӗрӳ- суру чӗлхине эпӗ халӗ те пӗлетӗп». (И.Я. Яковлев. «Аса илÿсем». Шупашкар, 1982 ҫул, 55 стр.)

Ҫакӑн пиркиех Иван Яковлевич мӑнукӗ, Лидия Ивановна хӗрӗ Екатерина Алексеевна Некрасова каласа пани те пур: «1914 ҫулхи ҫулла Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ валли ферма ҫурчӗсене тӑвакан платниксенчен пӗри урине пуртӑпа каснӑ, суранран юн тапса тухнӑ. Ҫывӑхрах ҫӳрекен Иван Яковлевич вӗрсе-сурса, аллисене ун пек, кун пек хуҫкалатса платникӗн уринчен юн пӗрӗхнине чарса лартнӑ, ҫакӑ йӗри-таврашри ҫынсене питӗ тӗлӗнтернӗ, аптӑратса ӳкернӗ. Вӗсем Яковлевра калтун вӑйӗ пуррине ӗненме пуҫланӑ. (И.Я. Яковлев, «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ., 609-610 стр.)

Берляково мельникӗнченех Яковлев кӗленче чӑмласа ҫӑтма вӗреннӗ. «Чӑмланине ас тӑватӑп, ҫӑтса янине ас тумастӑп», - тет Иван Яковлевич. Сурса кӑларман пулсан ҫӑтса янах ҫав ӗнтӗ. Сурса кӑларни

ҫинчен асӑнмасть «патриарх». (И.Я. Яковлев. «Аса илӳсем». Шупашкар, 1982 ҫул, 55 стр.)

1856 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Иван Яковлев саккӑр тултарать. Ҫав ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Ивана вӗренме Кивӗ Пӑрӑнтӑкри утилни шкулне ӑсатаҫҫӗ. Ҫак шкулта вӗренме пуҫланӑ хыҫҫӑн юпа уйӑхӗнче Яковлева чечче чирӗ ҫапса антарать. Вӑл тапхӑрта Иван хваттерте Сидор ятлӑ вырӑс патӗнче пурӑннӑ. Чеччерен сывалнӑ хыҫҫӑнах Яковлев сентре ҫинчен ӳксе йывӑр аманать, пуҫ мимине чӗтретет, виҫӗ кун хушши тӑна кӗмесӗр выртать. Пӗрремӗш ҫул вӗреннӗ-вӗренмен иртсе каять.

Иккӗмӗш ҫулӗнче Пахомовсем ӑна хваттере Мушкеев вырӑс патне вырнаҫтараҫҫӗ.

Пуҫ мими кисренни Иваншӑн ахаль иртмен. Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх этемӗн пуҫ мимийӗ пултарнин ҫирӗм процентӗнчен ытла ӗҫлемест. Вӑл е ку сӑлтавпа (чире е сурана пула) чӗтрес пулсан вӑл пысӑк вӑйпа ӗҫлеме пикенет е пачах та сӳнсе ларать. Иван Яковлевӑн телейӗ хӑйпе юнашарах ҫӳренӗ. Пуҫ мими чӗтренинчен сывалнӑ хыҫҫӑн вӑл ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен те, ӳт-пӳ енӗпе те хӑвӑрт аталанма пуҫлать. Кунта ӑна Мушкеевсен сӗтеклӗ апат-ҫимӗҫӗ те пулӑшнӑ-тӑр. Иван пӗр-икӗ ҫул хушшинчех ӳссе ҫитӗнет, шкулта чи лайӑх вӗренекен пулса тӑрать. Анчах вӑхӑт-вӑхӑт пуҫ майсӑр ыратни ӑна ӗмӗрӗпех тертлентернӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑр вуннӑмӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн пуҫарӑвӗпе Иван Яковлев ӗмӗрӗпе тӗрлӗ ҫӗре, тӗрлӗ кантура, тӗрлӗ ҫынсене ярса тӑнӑ тӑватӑ ҫӗре яхӑн ҫырӑва пӗрле пухса кӗнеке туса кӑларчӗҫ. Ҫав ҫырусенчен нумайӑшӗнче Яковлев хӑйӗн вӑхӑт-вӑхӑт пуҫӗ хытӑ ыратни ҫинчен ҫырать.

Иван Яковлевӑн тӑватӑ ҫӗре яхӑнлӑ ҫырусен кӗнекинче ытти чирсем ҫинчен янтӑланӑ ҫырусем тата та пур. Пӗтӗмпе вӗсем ҫӗр-ҫӗр ытла. Вӑй пӗтсе килни, урисем ыратни, варвитти пырса перӗнни, сив чир силлени, тиф чирӗ хуплани, сунас аптӑратни, пыр шыҫни, хырӑм ыратни ҫинчен ҫырать хӑйӗн эпистолярлӑ эткерӗнче «патриарх». Тепӗр чухне ачашланни, чир пырса перӗннӗ- перӗнменех шикленсе ӳкни те сисӗнет ҫав ҫырусенче.

Ҫапла пуль ҫав. Яковлев аллӑран иртсенех вилме хатӗрленме пуҫланӑ: шӑтӑк чавтарса айккисене кирпӗчпе сӑртарнӑ, хӑш чиркӳре хӑйӗн ӳтне кӗлӗ тутармалли пирки каласа хунӑ, ӑҫта пытармаллине палӑртнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫак енӗпе малтан палӑртнисене улӑштарма та манман. Ҫитмӗлтен иртсе кайсан та, хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекенсем тата шкулӗнче вӗренекенсем: «Санӑн кайма вӑхӑт ҫитнӗ!» - тесе пӗтӗм саспа кӑшкӑрнине те илтмӗш пулнӑ. Ҫитмӗл тӑваттӑран иртсен ӑна ултавпа Петрограда Коля ятлӑ ывӑлӗ патне лартса каяҫҫӗ. Чӗмпӗре вӑл каялла таврӑнаймасть. Юлашки ҫулӗсене Петроградра тата Мускавра пурӑнса ирттерет. Вӑл та, унӑн мӑшӑрӗ Екатерина Алексеевна та ачисенчен ытларах пурӑннӑ. Юлашки тӑватӑ-пилӗк ҫулӗнче коллапс тыткӑнне лекнӗ Иван Яковлевич сакӑр вун иккӗрен иртсе вилнӗ, Екатерина Алексеевна ҫитмӗл пиллӗк тултарсан пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӗсен Саша ятлӑ ывӑлӗ тӑваттӑран иртсен, кӗҫӗн хӗрӗ Наталья иккӗре чухне ашшӗпе амӑшне йӗртсе-макӑртса леш тӗнчене куҫса кайнӑ, аслӑ ывӑлӗ Алексей Иванович ҫитмӗл виҫҫӗ, хӗрӗ Лидия Ивановна утмӑл иккӗ, ывӑлӗ Николай Иванович утмӑл ҫул пурӑннӑ. Хӗрӗ иккӗ качча кайнӑ, кӗҫӗн ывӑлӗ иккӗ авланнӑ, Алексей Иванович Яковлев, Иван Яковлевичӑн аслӑ ывӑлӗ, профессор ҫеҫ пӗрре мӑшӑрланнипех ҫырлахнӑ.

Лидия Ивановна Некрасован (Иван Яковлевичӑн хӗрӗ) биографийӗ уйрӑмах кӑсӑклӑ. Вӑл 21 ҫулта чухне казак йӑхӗнчен тухнӑ Давид Иловайские качча тухать. Нумай та пурӑнаймаҫҫӗ, Иловайский хӑйӗн тӳнтерле йӑли-пӑлине кӑтартма пуҫлать, тӑрантаспа ларса пынӑ чухне Лидия Ивановнӑна револьвертан персе пӑрахма хӑтланать, хӑй ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен йӗркесӗр пулнине палӑртать. Лидия Ивановна упӑшкинчен уйрӑлма ӗҫ пуҫарать. Ӗҫе 1905 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫеҫ татса параҫҫӗ. Ҫакӑнтан чылай маларах Лидия Яковлева-Иловайская Мускаври тӗрлӗ аслӑ шкулсенче биологи вӗрентекен Алексей Некрасовпа паллашнӑ. Паллашу часах ӳт-пӳ юратӑвне куҫать. Ҫак «юратуран» Лидия Ивановнӑпа Алексей Дмитриевичӑн хӗр ача ҫуралать 1904 ҫулхи ака уйӑхӗнче (ӑна темшӗн документсенче 1905 ҫулта ҫуралнӑ тесе ҫыраҫҫӗ. - Г.У.). Вӑл 1904 ҫулта ҫуралнине Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн ывӑлӗ Алексей патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче (ҫырӑва 1905 ҫулхи авӑнӑн (сентябрӗн) 16-мӗшӗнче ҫырнӑ) ҫапла палӑртать: «Паян эпӗ хама аванах туятӑп. Ҫавӑн пекех Лида тата паян ҫулталӑк ҫурӑ тултарнӑ Катенька хӑйсене аван туяҫҫӗ. Катенька пысӑкланчӗ, маттур, пӗр кашӑкпа ҫӑтса ямалли илемлӗ хӗр ача». (И.Я. Яковлев. Ҫырусем, Шупашкар, 1985 ҫ., 244 стр.) (Екатерина Алексеевна Некрасовӑна 1905 ҫулта ҫуралнӑ тесе ҫыртарни Л.И. Яковлевӑпа А.Д. Некрасов 1905 ҫулхи ҫу (май) уйӑхӗн варринче ҫеҫ венчете тӑрса туй кӗрлеттернипе ҫыхӑннӑ пулмалла. 1904 ҫулта ҫуралнӑ тесе ҫыртарнӑ тӑк вӑл Иловайская хушаматлӑ пулатчӗ-ҫке-ха).

Катя Некрасова (унӑн ячӗ те, ашшӗ ячӗ те кукамӑшӗнни пекех) пурнӑҫӗ телейлӗ пулса тухнӑ. Вун ултта ҫитиччен вӑл кукашшӗпе кукамӑшӗ патӗнче пурӑннӑ, кайран Мускава Некрасовсем патне куҫнӑ, искусствоведени докторне ҫитиччен ӳснӗ, ӗмӗрӗпе акӑлчан искусствине тӗпченӗ, Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, 85 ҫул тултарас умӗн вилнӗ.

Алексей Дмитриевич Некрасовпа венчете тӑрса туй тунӑ хыҫҫӑн Лидия Ивановна тата виҫӗ ача ҫуратнӑ: Алексей Алексеевич, Анна Алексеевна, Дмитрий Алексеевич.

Аслӑ ывӑлӗ Алексей археолога вӗренсе тухнӑ, ҫирӗм тӑваттӑ тултараймасӑрах вилсе кайнӑ. Аслашшӗне хисеплесе ят панӑ ывӑлӗ Дмитрий ҫӗр ҫинче пурӗ те 57 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ, Анютӑн телейӗ туллирех пулнӑ. Вӑл, Луначарский ячӗллӗ театр искусствин институчӗн профессорӗ, кӑшт ҫеҫ 90 ҫула ҫитеймен, несӗлӗсем хушшинче пӗтӗм Раҫҫей пӗлекен ҫынсем пур.

Ҫырнӑччӗ ӗнтӗ, вӗсен амӑшне Лидия йвановнӑна синкер шӑпа кӗтнӗ. Ӑна, паллӑ куҫаруҫа, ӑсчаха Сталинӑн тылли-пуҫҫи айӗнче пулма тӳр килнӗ. Вӑл асап тӳссе, выҫлӑхпа чир-чӗр тыткӑнӗнче пулса концлагерьте утмӑл пӗр ҫул тултармасӑрах вилнӗ.

Алексей Иванович Яковлевпа Ольга Петровна Приклонская виҫӗ ача ҫуратса пӑхса ӳстернӗ (Ольга, Наталья, Иван). Вӗсенчен Иван (Ивочка) анчах сакӑр вуннӑран иртиччен пурӑннӑ, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ пулнӑ.

Коля (Николай Иванович Яковлев) иккӗ авланса та ача ҫураттарайман. Унӑн усрава илнӗ ывӑлӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнӗ. Коля хӑй миҫе ҫул пурӑннине тӗрлӗ ҫӑл куҫра тӗрлӗрен палӑртаҫҫӗ: утмӑл ҫул тесе ҫыракан та, утмӑл ултӑ ҫул тултарни пирки палӑртакан та пур (И.Я. Яковлев, «Ҫырусем», Шупашкар, 1985 ҫ., 360 стр., И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ., 692 стр.).

Иван Яковлевич хӑй вун улттӑ та тултарайман хӗре (Екатерина Алексеевна Бобровникова) архиепископран ирӗк илсе хӑйӗн арӑмӗ туса хуни ҫинчен ҫыртӑмӑр ӗнтӗ. Ӑна вӑл гимнази пӗтерме те ирӗк паман. Хальхи вӑхӑтра вун улттӑ тултарман хӗр ачасем тӑххӑрмӗш класра вӗренеҫҫӗ. Вӑл ҫулти хӗрпе ар ҫыхӑнӑвне кӗрекене педофил тесе судпа айӑплаҫҫӗ, нумай ҫуллӑха тӗрмене лартаҫҫӗ. Архиепископпа Николай Иванович Ильминскирен ирӗк илсе унӑн усрав хӗрне арӑм тунӑ Иван Яковлева ҫак тӗлӗшрен никам та пӗр сӑмах та каламан. Вун ҫиччӗ те тултарайман Катя (вӑл 1861 ҫулта ҫуралнӑ) 1878 ҫулта ывӑл ҫуратса парать, ӑна Леля (Алексей) ят параҫҫӗ, Иван Яковлевич ӑна ытти ачисенчен ытларах юратнӑ, хисепленӗ.

Екатерина Алексеевна гимназирен (куҫӑмлӑ майпа) вӗренсе тухманни ниме те пӗлтермен. Иван Яковлевич унран Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчи хӗр ачасен училищин чи-чи «пултаруллӑ» та чи «паллӑ» преподавателӗ туса хунӑ, истори, географи, вырӑс чӗлхипе литера тури вӗренттернӗ. Ҫак ӗҫре Екатерина Алексеевна 44 ҫул (1878-1922 ҫулсем) ӗҫленӗ. Иван Яковлевичпа юнашар тӑрса пӗрле ӗҫлеме ҫав тери йывӑр пулнӑ. Унпа вӑрах вӑхӑт икӗ-виҫӗ ҫынран ытларах урӑх никам та ӗҫлеймен. Чи «чӑтӑмли» мӑшӑрӗ пулни пирки ҫыртӑмӑр ӗнтӗ. Хӗр ачасен училищинчех Иван Яковлевичпа пӗр хушаматлӑ Наталья Яковлевна Яковлева (тӑванӗ мар) СЧШра 26 ҫул ӗҫленӗ. Нумайӑшӗ 4-5 ҫултан ытла ӗҫлеме пултарайман. Вӑрах ӗҫлекенсем хушшинче Андрей Петров (Туринге) пулнӑ (12 ҫул ӗҫленӗ), Иван Степанов (Яковлев тӑванӗ) шкулта 12 ҫул тытӑнса тӑнӑ, Яков Шостак врач тата гигиена учителӗ 11 ҫул тимленӗ. Сергей Тимрясов виҫӗ ҫултан, историпе географи учителӗ Даниил Павлов икӗ ҫултан, кӗнекесене вырӑсларан чӑвашла ӑста куҫарнӑ Петр Васильев икӗ ҫултан, ачасене СЧШра юрлама вӗрентнӗ Сергей Васильев виҫӗ ҫултан, Сергей Демцов икӗ ҫултан, Василий Никифоров пилӗк ҫултан, Гавриил Перепелкин тӑватӑ ҫултан, Александр Сильницкий виҫӗ ҫултан урӑх вырӑна (ялти шкул учительне е чиркӳ ӗҫне) куҫса кайнӑ. Яковлевпа Ильминский чунтан юратнӑ Данил Филимонов Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ҫичӗ ҫул ӗҫлеме вӑй-хӑват ҫитернӗ. Чӗмпӗртен тухса кайсан Данил Филимонов Самар тӑрӑхӗнчи Тӑвармара та, Вӑрмар хутлӑхӗнчи Муҫырмара та, ытти чӑваш ялӗсенче учительре, пачӑшкӑра ӗҫленӗ, хуласенчи училищӗсемпе семинарисенче ӗҫлес тесе талпӑнман, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче тертленни унӑн ӑшне пӗҫерсе тӑнӑ.

Иван Яковлевич хӑйӗнчен те, ыттисенчен те питӗ хытӑ ыйтакан ҫын пулнӑ теҫҫӗ яковлеведсем. Кунпа килӗшмеллех, анчах вӑл характер енӗпе чӑтӑмсӑр, хӑвӑрт ҫилленсе тата кӑтӑрса каякан этем пулнӑ тенипе те килӗшмесӗр тӑма ҫук. Вӑл вун улттӑри хӗр ачаран арӑм тума именмен. Унӑн шкулӗнче пысӑк ушкӑнсемпе хӗр ачасем вӗреннӗ. Ҫамрӑк хӗре «тутанса» арӑм тунӑ ҫын хӑй патӗнче вӗренекен хӗрсемпе хӑйне ирӗклӗ тытнӑ тӗслӗхсем пулман-и? Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче

Эхмер пек, Капитолина Эсливанова пек чиперсем те пулнӑ-ҫке-ха. Кун пирки калани те, кам та пулин ҫырса хӑварни те ҫук. Пирӗн те ҫук «ҫылӑха» шырама йӳтӗм ҫук.

Ун пек-кун пек ӗҫ Яковлевпа хӑйӗнпе пулман-тӑр та, анчах хӑйне пӑхӑнса тӑракан хӑш-пӗр йӑх-яхсен «ҫылӑхӗсене» сӳнтерес енӗпе Иван Яковлевичӑн ӗҫлеме тивнех. Сӑмахран, Кӗҫӗн Елчӗк ялӗнчи (хальхи Елчӗк районӗн центрӗ) хӗр ачасен шкулӗнче Анисим Иванов текен учитель ӗҫленӗ. Тахҫан вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, лайӑх енӗпе палӑрсах тӑман. Ялта ҫак учитель хӑй вӗрентекен хӗр ачасенчен пӗрне пусмӑрлама шут тытни ҫинчен хахать сарӑлать. Ҫакӑн ҫинчен Яковлева Кӗҫӗн Елчӗкре арҫын ачасене вӗрентекен Константин Веков учитель каласа парать, 1886 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Яковлев Кӗҫӗн Елчӗк ялӗнчен инҫе мар Кивӗ Эйпеҫре учительте тата пачӑшкӑра ӗҫлекен Алексей Рекеев патне ҫыру ӑсатать. «Анисим Иванова ҫак путсӗр ӗҫшӗн сивлетӗп, ӑна пула 11 хӗр ача шкула ҫӳреме пӑрахнӑ. Ҫапах та ку пӑтӑрмаха сӳнтерес пулать. Эсӗ хӗр ачан ашшӗпе тӗл пулма тӑрӑш, унпа асӑрханса, вӑрттӑн, никама пӗлтермесӗр калаҫса ил. Ҫакӑн пирки эпӗ сана ҫырса пӗлтерни пирки никама та ан кала», - ҫырать Яковлев (И.Я. Яковлев. «Ҫырусем», Шупашкар, 1985 ҫ., 195-196 стр.).

Ҫакӑн пек «вӑрттӑнлӑхсем» Иван Яковлевичӑн тата та пулнӑ. Акӑ вӑл 1905 ҫулхи раштавӑн вӗҫӗнче Етӗрне уесӗнчи Асакасси ялӗнчи чиркӗвӗн пачӑшки патне ҫапла ҫырать: «Раштавӑн 1-мӗшӗнче иккӗмӗш класс воспитаникӗсене Михаилпа Семен Шумиловсене вӑхӑтлӑха шкулран кӑларса яма тиврӗ. Вӗсем яла таврӑнма тивӗҫлӗ. Вӗсене ҫирӗп асӑрхаса тӑма ыйтатӑп. Асӑрханине ҫынсем те, хӑйсем те ан сисчӗр. Хыпарне мана пӗлтерсе тӑма ыйтатӑп». Ҫынсене йӗрлес тӗлӗшри полици мелӗ ку! «Под тайным надзором полиции» тенӗ ӑна патша Раҫҫейӗнче.

Ҫӗр-ҫӗр ҫырура хӑйӗн чирӗсем ҫинчен пӗлтерекен

Иван Яковлевичӑн калтун пултарулӑхӗ ҫеҫ мар, куҫ пӑвакан пултарулӑхӗ те палӑрнӑ. Чӗмпӗр, Улатӑр, Сызрань уесӗсенче ҫӗр виҫекен ӗҫӗсене туса пынӑ май, вӑл хӑйӗн пуҫлӑхӗнчен Арсений Белокрысенкоран хӑйне ҫӗр виҫекенӗн ӗҫӗнчен хӑтарма ыйтать. Ӗҫрен тухасси гимназие вӗренме кӗрес ӗмӗтпе ҫыхӑннӑ. Темиҫе ыйтсан та Белокрысенко ӑна ӗҫрен кӑлармасть. «Ӗҫрен те кӑлармастӑп, сана гимназие кӗме те май туса памастӑп», - тет хивре пуҫлӑх.

Яковлев телейӗ шӑл ҫӗмӗрсе кӗрет. Питӗрти пуҫлӑхсем ӑна Белокрысенкопа канашламасӑрах ӗҫрен хӑтараҫҫӗ, мишавай пулма хатӗрленнӗ чухне тӑкакланнӑ расхутсемшӗн укҫа та шыраса илмеҫҫӗ. Иван Яковлевич гимнази те, университет та пӗтерет. Кайран, Яковлев Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухне, унӑн Белокрысенкопа тытакан ҫыхӑнусем лайӑхланса, йӗркеленсе каяҫҫӗ. Яковлев Владимир Ульянов-Ленинӑн хреснашшӗпе Белокрысенкопа хӑнасенче те пӗрре ҫеҫ мар пулнӑ. Акӑ мӗн тет вӑл ҫакӑн пирки хӑйӗн аса илӗвӗсенче. «Эпир пӗр-пӗрин патӗнче пулаттӑмӑр. Пӗррехинче эпӗ Белокрысенкона Мирослав Викентьевич Гринев генералпа пӗрле хамӑр пата икерчӗ ҫиме чӗнтӗм. Пулни-иртни ҫинчен калаҫса кайрӑмӑр. Белокрысенко манран ҫакӑн пек ыйтрӗ: «Эпӗ Сире пусарса пурӑннӑ чухне Эсир ман пирки мӗн шухӑшланӑ?» «Питӗ начар...» - терӗм эпӗ. «Татӑклӑн каласан...» «Татӑклӑн каласан, эпӗ сире вӗлерме хатӗр пулнӑ». Манӑн хурава илтсе вӑл шуралса-кӑвакарса кайрӗ, икерчӗ ҫисе пӗтернӗ-пӗтерменех хӑвӑрт тухса кайрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ман пата ҫӳреме пӑрахрӗ. Тепӗр ҫултан Белокрысенко сасартӑк вилсе кайрӗ. Ҫавӑн чухне тулӑксӑр хӑтланнӑшӑн эпӗ халӗ те ӳкӗнетӗп» (И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, ҫ., 116-117 стр.).

Ҫакӑн пек синкерлӗх патне илсе ҫитерме пултарнӑ Яковлев ҫынна куҫ пӑвса гипноз туни.