Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар

Яковлев хӑйӗн пурнӑҫӗнче вышкайсӑр пысӑк ӗҫ тунӑ. Тепӗр хут калатпӑр, чӑваш ялӗсенче вӑл 40 ытла шкул уҫнӑ, 800 ытла учитель вӗрентсе кӑларнӑ. Ку ыттисем пулӑшмасӑр хӑй тунӑ ӗҫ. Алфавит йӗркелессине, тӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарассине, букварьсем кӑларассине вӑл пуҫарнипе урӑх ҫынсем пурнӑҫланӑ. Ку ӗҫсене Яковлев ӗҫӗсем тесе калама кирлӗ мар.

Ҫапах та Яковлева виҫесӗр мухтасси хальхи вӑхӑтра малалла тӑсӑлать. Ҫакна ӑсчахсем, наука ҫыннисем, чиновниксем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем, ытти ӑпӑр- тапӑр апла маррине пӗлсех ҫапла тесе туса пыраҫҫӗ. Ют ҫӗр-шыв писателӗн «Ҫарамас король» ятлӑ юмах пур. Унӑн сюжетне пурте пӗлеҫҫӗ. Ҫак шурӑм-пурӑм ҫынсен пулкки Яковлева та «ҫарамас короле» кӑларчӗ. Камсем- ха вӗсем? Мӗнле усӑ кураҫҫӗ вӗсем Яковлева виҫесӗр мухтаса? Яковлевоведсенчен хӑшӗ-пӗринпе паллашар-ха.

Ку ҫын Шупашкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ректор пулса нумай ҫул ӗҫлерӗ. Ертсе пыракан яковлевед шутланать. Наукӑпа ҫыхӑннӑранпа 52 монографи (кӗнеке) кӑларнӑ. Вӗсенчен 39-шне соавторсемпе ҫырнӑ. Тӳрех паллӑ, ку яковлеведӑн 39 кӗнекинче соавтор ятне ӑна «хисепленипе» лартнӑ. Халӗ вӑл Шупашкарта мар ӗнтӗ, ҫывӑхри хулари университетра ӗҫлет.

Тепӗр яковлевед пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫал ҫичӗ ҫул ҫитет. Вӑл тӗп хулари (Мускаври) аслӑ шкулӑн Шупашкарти филиалне нумай ҫул ертсе пычӗ. Хӑйӗн карчӑкне пӑрахса ҫамрӑк майрапа ҫыхӑнчӗ, ӑна хваттер илсе пачӗ, ылтӑн-кӗмӗлпе ӗлккенлентерчӗ. Йӑлӑхса ҫитсен майри ӑна пӑрахрӗ. Яковлевед карчӑкӗ патне таврӑнчӗ. Кил-йышра ӑна ӳпкев сӑмахӗ те лекрӗ пулмалла. Вӑл хӑйне сунар пӑшалӗпе персе пуҫне ҫирӗ.

Черетлӗ яковлевед Санкт-Петербургри аслӑ вӗренӳ заведенийӗн филиалӗн ректорӗнче 20 ҫула яхӑн ӗҫлерӗ. Халӗ те преподавательре тӑрмашать. Хӑйӗнчен 10 ҫул ҫамрӑкрах арӑмне пӑрахса 25 ҫул кӗҫӗнрех хӗрпе пӗрлешрӗ. Халӗ те иккӗмӗш арӑмӗпе пурӑнать. Пӗрремӗш арӑмӗ обществӑлла организацисенчен пӗрне ертсе пыратчӗ. Халӑх хушшинче питӗ пысӑк хисепреччӗ. Упӑшкине те юратман мар пулӗ-ха ӗнтӗ. Хӗрарӑмӑн чӗре чирӗ питӗ хӑвӑрт вӑй илчӗ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен пӗр самантра вилсе кайрӗ. Упӑшки, паллӑ яковлевед, пурӑнать-ха.

Ку яковлеведа, писателе, республикӑра пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. Совет влаҫӗ вӑйлӑ чухне вӑл влаҫа йӑпӑлтататчӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑр вуннӑмӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче влаҫа хирӗҫ тӑчӗ, «демократсен» хушшинче пысӑк авторитет ҫӗнсе илчӗ. Иван Яковлев ҫинчен вӑл сюжетсене пӳрнерен ӗмсе кӑларса пилӗк кӗнеке (роман) ҫырнӑ. Хӑй халӗ те обществӑлла организацие ертсе пырать, хӑй ирӗкӗпе (правительство ирӗк панипе мар) Яковлев премийӗ туса хунӑ. Яковлев 160 ҫул тултарнӑ тӗле бюджет укҫипе (350 пин тенкӗ тӑкакланӑ) тепӗр роман кӑларчӗ, вӑл романа патшалӑх премийӗ пама тӑратрӗҫ. Комисси тӗрӗслесе акӑ мӗн тупать. Ҫӗнӗ романа малтанхи пилӗк романӑн сыпӑкӗсенчен йӗркеленӗмӗн (вырӑсла ӑна компилятивлӑ япала теҫҫӗ). Акӑ мӗн хӑтланчӗ пирӗн чапа тухнӑ яковлевед.

Яковлеведсенчен пӗри халӗ ӗҫлемест ӗнтӗ, пенси илсе пурӑнать. Вӑл 30 ҫул ытла техникум директорӗнче тимлерӗ. Яковлева мухтанӑ пекех ӑна та каҫса кайса мухтатчӗҫ. Мухтаҫҫӗ пулсан та тӗрӗслесси те пур ҫав- ха. Ҫак техникума уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ те акӑ мӗн тунса палӑртнӑ. Директорӑн Мускавра пурӑнакан ывӑлӗ техникумра ӗҫленӗ пек курӑнать-мӗн, тӑваттӑмӗш ҫул кунта шалу илсе тӑрать. Пуҫлӑхӑн ытти тӑванӗсем те (икӗ-виҫӗ ҫын) ӗҫлемесӗрех укҫаллӑ пулма мехел ҫитернӗ. Ҫитмӗлти директора тинех ӗҫрен хӑтарчӗҫ, условнӑй майпа ирӗк прависӗр хӑварчӗҫ.

Ҫитет пуль яковлеведсем ҫинчен калаҫса.