- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
Иван Яковлев нихӑҫан та ҫынна хӗрхенекен ҫын пулман. Чӗмпӗр шкулӗн хӑйне пӑхӑнман преподавателӗсене, хӑйӗн ирӗкӗнчен иртекен ялти учительсене вӑл ҫийӗнчех вырӑнтан катертнӗ, Чӗмпӗрти шкула икӗ ҫулта пӗрре кирлинчен 30-40 ача ытларах илнӗ, кӗркуннехи икӗ-виҫӗ уйӑхра вӗсене кӑларса янӑ, ҫамрӑксем яла таврӑнман, хула сӗтӗрӗнчӗкӗсем пулса тӑнӑ.
Революци майлӑ пулнӑ тесе Константин Ивановсен класне шкултан кӑларса янине ҫеҫ илер-ха. Ҫав класа Хусан вӗренӳ округӗн попечителӗ хушнипе кӑларса янӑ теҫҫӗ Яковлев биографине тӗпчекен Красновпа Плечов. Тӗрӗс, «Кӑларса ярӑр» текен ҫыру Хусантан пынӑ Яковлев патне. Анчах та Яковлев малтан Хусана «кӑларса яма ирӗк парӑр» текен ҫыру ӑсатнӑ-ҫке-ха. Тӗрӗслӗх попечитель айӑпне мар, Яковлев айӑпне ҫирӗплетсе парать.
Кӑларса янӑ ачасене Яковлев ҫапах та ҫул ҫине ултшар тенкӗ те ҫирӗм пус укҫа парса ярать. Ҫав укҫана каялла тавӑрса пама вӑл ачасен ашшӗ-амӑшӗсем патне мар, вулӑс кантурӗсене ҫырусем ярать. «Ҫав-ҫав ачан ашшӗ-амӑшӗнчен 6 тенкӗ те ҫирӗм пус укҫа шыраса илсе манӑн Чӗмпӗрти адреспа ярса парӑр», - тесе ӑсатать ҫырусене. Пӗр пичӗ хӗвел те тепӗр пичӗ уйӑх кӑна пулман Яковлевӑн, хурах сӑн-пуҫлӑ та пулнӑ вӑл тепӗр чухне.
Яковлев Константин Иванова ҫул ҫине панӑ укҫана та Меселпуҫӗнчи вулӑс кантурне ҫыру ҫырса шыраттарса илме мехел ҫитернӗ. Библи текстне куҫарттарнӑ ҫулсенче Иванова вӑл (Моисейӗн пилӗк кӗнекине те «Нарспи» авторӗ куҫарнӑ) чӳречесӗр, путвал евӗрлӗ пӳлӗмре усранӑ. Жиркевича каласа ҫыртарнӑ «Аса илӗвӗсенче» «патриарх» Иванова ӗҫке юратакан ҫын, унӑн тӑхӑмӗсене туберкулезлӑ этемсем тесе сӑнарлать.
Конституци тата Халал
Иван Яковлевӑн 1917 ҫулхи пӑлхавӑрсем хыҫҫӑн тунӑ ӗҫӗ - чӑвашла куҫарнӑ Раҫҫей Конституцийӗ тата чӑваш халӑхне панӑ Халал тексчӗ. Яковлев пӗр ӗҫе те пӗччен туман. Пуҫаруҫи вӑл яланах хӑй пулнӑ, ӗҫне вара ыттисем тунӑ. Ҫитмӗлтен иртнӗ «патриарх», паллах, Конституцие вырӑсларан чӑвашла пӗччен куҫарма та, Халала вырӑсла ҫырса чӑвашла куҫарма та пултарайман. Революци хыҫҫӑн унччен ӑна ялан пулӑшса пынӑ ҫынсем унран сивӗннӗ. Ҫапах та сивӗнсе ҫитейменнисем те пулнӑ-ха. Яковлев биографине тӗпчекенсем Конституци куҫарма тата Халал ҫырма Яковлев тӑванӗ Иван Степанов пулӑшнӑ теҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ӑс-пуҫ тӗлӗшӗнчен тепӗр хут ача ӑсӗленме пуҫланӑ Яковлев ҫакна тума та пултарайман. Ку ӗҫе пӗтӗмпех Степанов пурнӑҫланӑ тесен те йӑнӑш пулас ҫук.
Конституци пирки сӑмах вакласа тӑрас йӳтӗмӗр ҫук пирӗн. Халал пирки пӗр-икӗ сӑмах каласа хӑварни вырӑнлӑ. Яковлев Халалӗ малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех пачӑшкӑн ӳкӗт сӑмахӗ евӗрлӗ. Хӑй ӗмӗрӗпех православи чиркӗвӗн тӗрекӗ, турра ӑс-пуҫпа тата чун- чӗрепе ӗненекен ҫын, вӑл урӑхла утӑм тума та пултарайман. «Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала», - ҫырать вӑл. Ӗненӗве япала тени кӑмӑл-сипет енӗпе те, стиль тӗлӗшӗнчен те вырӑнлах мар-ха та ӗнтӗ: мӗн тӑвас тетӗн, ҫакӑнтан ҫыпӑҫуллӑрах калама майӗ пулмантӑр. Вырӑсла ҫакна питӗ ҫыпӑҫтарса: «Крепче всего берегите величайшую святыню - вера в бога», - тенӗ. Малалла та, малалла та сӑмах-юмах турӑ ҫинчен пырать.
Чим-ха, ҫемье ҫинчен калани те пур. «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр», - тет Яковлев. Хӑй вӑл ҫемье тӗлӗшӗнчен кӑшт ҫеҫ такӑнса ӳкмен. Хӗрарӑмсен аслӑ курсӗнче вӗренекен Екатерина Васильевна Григорьевӑна качча илсе кӑшт ҫеҫ йӑнӑш туман. Ҫыхӑнусем вӗсен питӗ тачӑ пулнӑ, ҫапах та хӗр качча тухма килӗшмен. Ҫакӑ Яковлева ҫырлахтарнӑ. Вӑтӑра ҫывхарса пынӑ чухне вӑл вун пиллӗкри хӗрпе пӗрлешме май тупать, ҫемье пурнӑҫӗ унӑн телейсӗр пулнӑ тесе никам та каламасть. «Килӗштерсе тӗреклӗ тӑракан ҫемьешӗн катаран килекен пурнӑҫ синкерӗсем хӑрушӑ мар», - ҫырать Яковлев. Пурнӑҫ синкерӗсене тӳсме лекнӗ Яковлев ҫемйине те.
Хӑйӗн аслӑ ывӑлне Алексей Ивановича Иван Яковлевич питӗ юратнӑ. Анчах вӑл та ҫемьене синкерлӗхсем илсе килмесӗр пурӑнайман. Акӑ мӗн ҫырать кун пирки чӑвашсен паллӑ писателӗ Мӗтри Юман: «Университетра тата чӑваш пур, анчах вӑл чӑвашлӑха ҫухатнӑ ҫын - вӑл Иван Яковлевич ывӑлӗ, профессор А.И. Яковлев. Вӑл чӑвашлӑхран тухнӑ, эпӗ студентсене вӑл чӑваш тесе пурне те каласа ҫӳретӗп, анчах вӗсем те мана шанмаҫҫӗ. Аса илетӗп вӑл мӗнле чӑвашлӑхран тухни ҫинчен: Мускав университечӗ, 90-мӗш ҫулсен вӗҫӗ, университет кӑткӑ йӑви пек вӗресе тӑрать, марксистсем, народниксем, акмеистсем, пухусем пулаҫҫӗ, ҫамрӑк чӗре-пуҫ хӗрӳленсе тӑвӑлать. Акӑ тавран тав тухса кайсан пӗр студент А.И. Яковлева: «Эс чӑваш дойникӗ, эс чӑваш чӗресӗ», - тесе ӗҫерет. Унччен те пулмасть - арӑслан иек чӑваш чӗппи ӑна пит ҫӑмартинчен шартлаттарса ярать. Ҫавӑншӑн пирӗн Яковлева университетран кӑларса пӑрахаҫҫӗ, унтан Иван Яккӑльчӑ Петербург канцелярийӗсем тӑрӑх ҫӳресен ҫеҫ каялла илеҫҫӗ». (Мӗтри Юман. «Суйласа илнисем», Шупашкар, ҫ. 427-428 стр.)
Ҫапла вӑл пурнӑҫ.
«Пӗр-пӗринпе сапӑр пулӑр, ҫукшӑн-пуршӑн чашкӑрса ҫӳресрен, харкашасран аякра тӑрӑр... Ҫӳле ҫӗкленекене мӗн хал ҫитнӗ таран ҫӗкленме пулӑшӑр. Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнласа пурӑнни, пӗрне-пӗри ырлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать», - ӳкӗтлет Яковлев чӑвашсене.
Анчах та хӑйӗн пурнӑҫӗнче ҫак ӳкӗт сӑмахӗсене пурнӑҫласа пынӑ-и-ха вӑл? Акӑ Иван Юркин чӑвашла «Пӑлхар» хаҫат кӑларма тытӑнас тесе правительствӑна хут ҫырса ярать. Чиновниксем ҫакӑн пирки Яковлев шухӑшне пӗлесшӗн. Хаҫат-журнал тутарла та, поляк чӗлхипе те, эстонла та, иврит-идиш (еврей) чӗлхисемпе те тухса тӑрать. «Чӑвашла хаҫат кирлӗ мар», — хуравлать Яковлев.
Юркин чӑваш юрри-кӗввине пухса хӑй укҫипе кӗнеке кӑларать. Кӗнекене вӑл шкулсенче салатасшӑн. «Шкулсене ун пек кӗнеке кирлӗ мар», - учительсен адресӗпе ҫырса ярать Яковлев. Ҫапла «ҫӳле ҫӗклет» Яковлев инспектор Юркин литератора.
Чӑваш хутлӑхӗнче чиркӳсем уҫнисӗр, чӑваш шкулӗпе Чӗмпӗрти духовнӑй семинарире ҫав чиркӳсенче ӗҫлеме пупсем хатӗрлесе кӑларнисӗр, хӑй турра ӗненнисӗр пуҫне Халалӑн пӗр пунктне те пурнӑҫламан Яковлев господин. Хӑй ватӑлса ҫитсен унӑн «ырӑ ӗҫӗсемшӗн» йӗри-таврашри (тӑван-пӗтенпе ҫемйи мар) этемсем ӑна курайми пулнӑ, Яковлева хваттертен те, ӗҫрен те хӑваланӑ. «Ирӗклӗ е ирӗксӗр эпӗ кама та пулин кӳрентерсе, вӑл ман ҫине ҫилӗ хӑваласа ҫӳренӗ пулсан, пурсӑра та тархаслатӑп: ҫиллӗре манӑр, каҫарӑр мана, маншӑн турра кӗлӗ тӑвӑр», - ыйтать Иван Яковлев.
Каҫарнӑ-ши ӑна? Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче унӑн малтан Питӗре, унтан Мускава тухса кайма тивнӗ. Малтан вӑл Коля тата Алексей ятлӑ ывӑлӗсем патӗнче, кайран Некрасов хушаматлӑ кӗрӳшӗн дачинче пурӑннӑ. Виличчен пилӗк ҫук малтан тӑнне-пуҫне ҫухатса 1930 ҫулта кӗрӳшӗн дачинче вилнӗ.
