Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?

1948 ҫултан тытӑнса республикӑра Яковлевран чӑваш писателӗ туса хурас ӗҫ пуҫланать. 1949 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви 5 пин экземплярлӑ тиражпа 78 страницӑллӑ «Ача-пӑча калавӗсем» кӗнеке кӑларать. Кӗнеке ум сӑмахне Михаил Сироткин профессора ҫыртараҫҫӗ. 1955 ҫулта И.Яковлевӑн чӑвашла 5 пин экземплярпа «Лаша шырани», вырӑсла 40 пин экземплярпа «Как мужик лошадь искал» кӗнекесем тухаҫҫӗ. 1960 ҫулта ҫак авторӑнах вулакансен хушшине «Выртмара» кӗнеке сарӑлать. Иван Яковлевӑн юлашки кӗнеки 1966 ҫулта каллех «Ача-пӑча калавӗсем» ятпа пичетленет, калӑпӑшӗ хальхинче пӗчӗкрех: 1949 ҫулта 78 страницӑпа тухнӑ пулсан, ку хутӗнче - 46 страницӑпа.

Ҫын ҫырнине вӑрласа пичетленине плагиат теҫҫӗ. Хӑй вилнӗ хыҫҫӑн вун тӑхӑр ҫултан Иван Яковлев ВКП(б) Чӑваш обкомӗн йӗри-таврашӗнче хӗвӗшсе ҫӳрекен ҫынсен айӑпӗпе плагиатор пулса тӑрать. Яковлевӑн илемлӗ литературӑра хӑй ҫырнӑ пӗртен-пӗр сӑвӑ пур, вӑл вырӑсла. «Ловите дни весны веселой...» ятлӑскер ниҫта та пичетленмен.

Иван Яковлев нумай енӗпе талантлӑ ҫын пулнӑ, анчах литература тӗлӗшӗнчен талантпа ҫиҫеймен. Унӑн ҫамрӑк чухне ҫырнӑ «Учук» статйине Михаил Арноль­дов журналист тӗпренех улӑштарса хаҫатра пичетленӗ, «Аса илнисем» ятлӑ пысӑках мар статья пур. Отчетсемпе ҫырусемсӗр пуҫне урӑх нимӗнех те ҫук. Чӑвашла калавсем ҫырма вӑл аллине нихӑҫан та калем тытман. Букварьсенче пичетленнӗ произведенисене Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн учителӗсем тата вӗренекенӗсем ҫырнӑ. Ку енӗпе преподавательсенчен Д.Филимонов, И.Бюргановский, К.Сергеев, П.Васильев, С.Артемьев палӑрнӑ. «Лаша шырани», «Утӑра», «ҫул ҫинчи тавлашу», «Сармантей» ятлӑ пӗчӗк калавсен авторӗсем паллӑ мар. Малтанхи букварьсене А.Рекеев, И.Иванов, И.Бюргановский, Д.Филимонов хатӗрленӗ. Калавӗсене те вӗсемех ҫырнӑ теме пулать.

Букварӗн 1885 ҫулхи кӑларӑмӗнчи «Эпӗ ӳкӗнни» тата «Марук вилни» калавсене Чӗмпӗр шкулӗнчи ача Элекҫей ҫырнӑ (хушамачӗ паллӑ мар), «Пирӗн пӳрт ҫунни» калава Иван Кукушкин вӗренекен (Ҫӗрпӳ уесӗнчен) хайланӑ. 1886 ҫулхи букваре П.В. Васильев пухса редакциленӗ, калавлӑ текстсене чылайӑшне хӑй ҫырнӑ, «Чӗмпӗр курма кайни» калав учительсен шкулӗнче вӗренекен М.Никитинӑн, «Эпӗ сехет ҫӗмӗрни» - унӑн юлташӗн М.Кузнецовӑн хайлавӗсем. Иван Яковлевӑн шутланакан «Выртмара» «Пирӗн кил-йыш», «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» «Тӑман айне пулнӑ ҫын», «Хӗллехи ҫил-тӑманра», «Туй курма тарса кайни» калавсене е вӗрентекенсем, е вӗренекенсем ҫырнӑ, вырӑсларан куҫарнӑ. Ку япаласем патне Иван Яковлевӑн пӳрни те пырса перӗнмен. (Революцичченхи чӑваш литератури». Шупашкар, 198 ç., 433-435 стр.)

Чӑвашран тухнӑ хальхи ӑсчахсем пекех Иван Яковлев чӑвашла ҫырма ӑнкарман, калаҫасса та чӑвашла- вырӑсла пӑтраштарса калаҫнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр эдак-идак тесе пакӑлтатнӑ.

Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?

Хӑйӗн пултарулӑхӗ мӗн тараннине пӗлсе тӑрса вӑл наука ӗҫӗсем ҫырас шухӑшпа нихӑҫан та шараҫланман. Чӑваш тата ытти тӗрӗк чӗлхисене тӗпченӗ е тӗпчекен ӑсчахсене юратман, вӗсене сӑлтав тупса е сӑлтавсӑрах тиркенӗ, элек сарнӑ. Сӑмахран, Иван Яковлев чӑваш чӗлхине тӗпчесе наука ӗҫӗсем ҫырнӑ Николай Золотницкипе хӑйӗн ӗмӗрӗнче виҫӗ хутчен ҫеҫ тӗл пулса калаҫнӑ. Яковлева Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен инспекторне лартиччен виҫӗ ҫул маларах Золотницкие хӑй ыйтнипе ҫак ӗҫрен хӑтарнӑ. Яковлевӑн ӑна сивлеме, питлеме нимӗнле сӑлтав та пулман. Акӑ мӗн тет вӑл хӑйӗн «Аса илӗвӗсенче» Золотницкий пирки: «Золотницкий телейсӗр шӑпаллӑ ҫын пулнипе кӑсӑклӑ. Эпӗ ун пирки кӑшт ҫеҫ чарӑнса тӑрасшӑн...

...Золотницкий пачӑшкӑ ачи пулнӑ, пӗтӗм пурнӑҫӗнче чарӑнмасӑр ӗҫнипе палӑрса тӑнӑ. Хусанти духовнӑй семинарирен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Хусанти университетӑн юридически факультетне пырса кӗнӗ, ӗҫке тата чире пула ӑна пӗтереймен... Золотницкий аран-аран чиртен сывалса авланнӑ. Унӑн ачасем пулман. Вятка кӗпернинчи патшалӑх пурлӑхӗсен управленийӗнче чиновникре тӑнӑ, анчах та ӗҫке пула ӑна службӑран хӑтарнӑ. 1868 ҫулта вӑл Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнисенчи чӑваш шкулӗсене ҫитсе ҫаврӑннӑ (мана Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен инспекторне лартиччен ҫак ӗҫе вӑл туса пынӑ, эпӗ должноҫа лариччен пӗр виҫӗ ҫул ҫак ӗҫре никам та пулман)». (И.Я.Яковлев, «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ., 196 стр.)

Баратынский пуп Яковлева Золотницкий Аслӑ Пӑрӑнтӑка шкула тӗрӗслеме килсен ӳсӗр ҫӳрени ҫинчен каласа панӑ-мӗн (Баратынский хӑй ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ пулсан кӑна!).

«Золотницкий чӑваш чӗлхине начар пӗлнӗ... Золотницкий Хусанта Митрофан Дмитриевпа Григорий Филиппова хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ, ҫавӑнпа вӗсем иккӗшӗ те ӗмӗрӗпех ӑна хӳтӗленӗ. Ӗҫкӗҫе вӗренӳ округӗн попечителӗ Шестаков та тӳснӗ, юлашкинчен чӑтайман, Золотницкие ӗҫсӗр хӑварма тивнӗ», - тесе каласа ҫыртарать Яковлев хӑйӗн «Аса илӗвӗсенче» Золотницкий пирки («Аса илӳсене» Яковлев каласа панине итлесе ларса отставкӑри Жиркевич генерал ҫырнӑ).

Чӑваш тата тӗрӗк чӗлхисене тӗпченӗ ытти ӑсчахсене те Яковлевран сивӗ сӑмах лексех тӑрать. Золотницкие питленӗ пекех пирӗн патриарх Хусанти духовнӑй академи профессорне Ефим Малова хытӑ критиклет. Яковлевпа Никольский туслӑхӗ пирки калаҫни, чӑваш спортсменӗсене Кӑнна Кушкипе Купӑрля ялӗсен хушшинче чуптарни те суялӑхпа ҫыхӑннӑ факт. Никольскипе Яковлев нихӑҫан та туслӑ пулман, пӗр-пӗрин патне ҫӳремен. Яковлев Никольские: «Эпӗ пуҫарнипе куҫарса пичетленӗ Евангелисене Никольский хӑйӗн пуҫарӑвӗпе, манпа килӗштермесӗр пичетлеттерет, укҫине хӑйӗн кӗсйине чикет», - тесе айӑпланӑ. (Яковлев, «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ., 278 стр.)

Василий Васильевич Радлов - тӗрӗк чӗлхисене тӗплӗн тӗпченӗ ӑсчах. Вӑл - нимӗҫ ҫынни. Чӑн хушамачӗ унӑн - Фридрих Вильгельм. Акӑ мӗн тет ун пирки Иван Яковлевич Яковлев: «Тутарсен, пушкӑртсен, кӑркӑссен шкулӗсен пӗрремӗш инспекторӗ Радлов пулнӑ. Ун пирки, вӑл вак халӑхсен ӗҫне мӗнле сиен туни ҫинчен эпӗ уйрӑммӑн каласшӑн». (И.Я. Яковлев, «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ., 415 стр.)

«Радлов Петербургра вилнӗ. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн эпӗ Хусанти археологи обществин ларӑвӗнче пултӑм, обществӑра вырӑсланнӑ нимӗҫсем йышлӑччӗ. Вилнӗ ӑсчах пирки кунта мухтаса, ӳстерсе, пулманнине пулнӑ тесе нумай калаҫрӗҫ. Эпӗ чӑтса тӑраймарӑм, мухтав юррине килӗштермесӗр Радлов вырӑс ӗҫне нумай сиен туни ҫинчен тухса калаҫрӑм. Ҫакӑ, паллах, нумайӑшӗн кӑмӑлне каймарӗ.

Патшалӑхӑн Пӗрремӗш думинче Радлов Хусанти тутар учителӗсен шкулӗнчен вӗрентсе кӑларнӑ ҫынсем тутарсене вырӑс халӑхӗнчен уйӑрас тесе сиенлӗ ӗҫ туни те асӑма килчӗ. Радлов тунӑ усал ӗҫе Раҫҫей ахаль хӑвармарӗ, унӑн икӗ ывӑлӗ ӗҫсе вилчӗҫ, аслӑ хӗрӗ ӑнӑҫсӑр качча тухса ашшӗне нумай хурлӑх кӑтартрӗ». (И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ., 443 стр.)

Алтай, Вӑтам Ази, Казахстан тӗрӗкӗсен чӗлхисене тӗпчесе наука ӗҫӗсем ҫырнӑ Василий Радлов паян та тӗрӗк чӗлхисен тӗпчевҫисен хушшинче паллӑ вырӑн йышӑнать, унӑн нумай томлӑ тӗпчевӗсем халӗ те пичетленеҫҫӗ.