Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ

Хӑвӑн пирки тӗрӗссине пӗлес килсен - тӑшманунтан ыйт.

Юратакан та сана пӗлет пек. Анчах ку пӗрре пӑхма кӑна. Юратакан - суккӑр...

«Ман тӑшманӑм», - тенӗ Юркка Иванӗ И.Я. Яковлев пирки.

Ман тӑшман - халӑх тӑшманӗ.

Юркка Иванӗ пек хӑйсен пурнӑҫне халӑхшӑн панӑ ҫынсемшӗн ку шухӑш тӳрре тухать.

«Часах Иван Яккӑлчӑ йӑвинчен тепӗр юхӑм сиксе тухать, вӑл чӑнахах та националлӑ юхӑм пулать. 70- мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен XIX ӗмӗрӗн вӗҫне ҫитиччен Иван Яккӑлчӑ таврашӗнче нумай чӑваш интеллигенчӗ шкул ӗҫне, кӗнеке кӑларас ӗҫе малалла ярас тесе питӗ ҫанна тавӑрса ӗҫлет. Ҫак вӗриленсе ӗҫлекен чӑваш вӗрентекенӗсемпе чӑваш миссионерӗсен, унтан чӑваш ҫыруҫисен хушшинче часах ҫӗнӗ сулӑнӑҫ сиксе тухать. Ҫак сулӑнӑҫ чӑвашсемшӗн букварь ҫеҫ ыйтмасть - ытти тӗрлӗ кӗнекесем те кӑларма ыйтать, чӑвашсене шкулта пӗр ҫул ҫеҫ мар — тӑтӑш чӑвашла вӗрентме ыйтать, 80- мӗш ҫулсенчех Юркка Иванӗ чӑвашла хаҫат кӑларма шухӑш тытать. Иван Яккӑлчӑ ҫак ӗҫе пӗтӗмпех хирӗҫ пырать, мӗншӗн тесен, вӑл правительство панӑ программӑран иртме пултараймасть. Юркка хаҫат кӑларас тесе заявлени парсан — правительство Иван Яккӑлчӑран чӑвашсене хаҫат тавраш кирлӗ мар, тет. Ҫакӑнтан вара чӑваш националлӑ интеллигенцийӗн пӗр пайӗ Иван Яккӑлчӑран пӗтӗмпех сивӗнет: Охотников, Юркка, хӑшӗ ыттисем те Иван Яккӑлчӑ вӑл руссификатор, вӑл чӑваш ӗҫне чӑрмантарса чарса пурӑнать, вӑл чиновник ҫеҫ, вӑл хӑй ӗмӗрӗнче чӑваш чӗлхипе пӗр йӗр ҫырман, вырӑсларан чӑвашла пӗр йӗр куҫарман, вӑл ҫын ӗҫӗпе ҫеҫ пурӑнать, тесе айӑплама тытӑнаҫҫӗ (чӑнах та вӑл чӑвашла куҫарман, ҫырман, анчах вӑл пур чӑвашла кӗнекесене те хӑй редакциленӗ). (Юман М. (Д.П. Петров). 1905-мӗш çул. Чӑвашсен хушшинче пулнӑ ӗҫсене асӑнни. Шупашкар. 1925, 44-45 ҫ.)

Юркка Иванӗ Яковлева, унӑн вӑрттӑн шухӑшӗ- тӗллевне витӗр курса тӑнӑ. Унӑн «Чӑваш тӑшманӗ» - хӑйне майлӑ психоанализ. Вӑл Яковлева та, ҫав вӑхӑта та шалтан, тӗпрен ӑнланасси патне ҫитнӗ.

«Тӑван Атӑл», 1993 ҫ., 2 №

ТУПМАЛЛИ:

3

Г.Уткин.

Яковлев трагедийӗ

94

Г. Плечов.

Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать

121

И.Юркин.

Чӑваш тӑшманӗ

209

Ю.Яковлев.

И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ

Литературно-художественное издание

Уткин Геннадий Алексеевич Юркин Иван Николаевич

Трагедия Яковлева Враг чуваша

Очерки

Издается в авторской редакции

Компьютерный набор автора Компьютерная вёрстка Шутеевой Н.П.

Дизайн обложки Михайловой И.О.

Подписано в печать 05.09.2014. Формат 60x84/16. Бумага офсетная. Печать оперативная.

Гарнитура Schoolbook. Физ.печ.л. 13,25.

Тираж 100 экз. Заказ № К-420.

Отпечатано в типографии ИП Сорокина А.В. «Новое Время». 428034, Чебоксары, ул. Мичмана Павлова, 50/1.

Тел.: (8352) 41-27-98, 46-43-46.

Е-mail: newtime1@mail.ru

2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.

3Степан Акимовичӑн пысӑк тетӗшӗ.

4Ҫак ҫын чи малтан учитель пулса ҫӗнӗ майпа чӑвашла вӗрентнӗ.

5Иккӗмӗшӗ Егор Андреев, унтан Василий Кашкаровпа Иван Исаев. Вӗсене И.Я. юлташӗсем гимназистсем, Панаевпа Соколов, вӗрентнӗ, хатӗрленӗ.

6Типографинче ҫапса кӑларнине Юркин ҫапла каланӑ.