Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Иван Яковлевич Ленин патӗнче

Аллӑ ҫула яхӑн ӑшӑ йӑвара ларса та Иван Яковлевич япӑхман пулас. Ҫак ӗҫ пирки, хӑйне вырӑнтан кӑларнӑ ӗҫпе, Мускава кайса Ленин патне йӑлӑнма пырать. Пӗр-икӗ тумлам крокодил куҫҫульне кӑларса, вӗсене шӑлкаласа тӑрса, Ленина курма кӗресшӗн.

  • Кӗме юрать-и? - тесе ыйтать.

  • Эсӗ кам? - тесен, - Эпӗ Иван Яковлевич Яковлев, Чӗмпӗртен, Ленин ҫуралнӑ хуларан килтӗм, - тет.

Кӗрсе ыйтсан, Ленин кӑна кӗртме хушать. Иван Яковлевича курсанах Ленин пуҫне шухӑш кӗрсе каять: - Ку, кӳпӗн, халӗ те пулин пурӑнать, кӑна революци вӑхӑтӗнче ҫырлахтараканнисем тупӑнман, ахӑр, тет.

  • Владимир Ильич, сывӑ-и? - тет, пуҫне манахсем пек пилӗк таран пӗшкӗртсе.

  • Сыв халӗ, Иван Яковлевич, - тет Ленин та.

  • Эпӗ сирӗн патӑра хам ӗҫ пирки килсеттӗм: мана кӑлӑхах хам вырӑнтан кӑларса лартрӗҫ. Эпӗ виличчен ӗҫлесе пурӑнасшӑнччӗ. Епле те пулсан мана ӗлӗкхи вырӑнтах хӑвараймӑр-ши? Мана хӑвӑр пӗлетӗр, эпӗ миҫе ҫул чӑвашсене вырӑс туса пурӑнатӑп. Мана пысӑк ҫынсем, патша ҫыннисем, темиҫе тапхӑр та айӑплакаларӗҫ. Эпӗ ҫапах та тӳссе, хам ӗҫе пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлеттӗм, тата та тӑрӑшса ӗҫлесшӗнччӗ. Тархасшӑн, маншӑн ырӑ ҫын пулсамӑрччӗ, мана хам уҫнӑ шкулта пуҫлӑх тӑвӑрччӗ? - тет.

  • Иван Яковлевич, эпӗ телеграмма парӑп, - тет.

  • Тархасшӑн? - тет Иван Яковлевич савӑнса. - Сыв пулӑр, - тесен тухса каять.

Вӑл тухса кайсан, Ленин шухӑшла пуҫлать: «Чӑваш пулса тӑрса, хырӑмне епле ӳстернӗ?.. Ҫав ҫын чӑвашсен юнне сӑхмасӑрах хырӑмне ҫапла ӳстереймен пулӗччӗ... Вӑл хӑй ӗмӗрӗнче пайтах чӑваша ҫинӗ пулӗ... Тӑранайман, куран, тата ҫав ӗҫпе хӑтланса пурӑнасшӑн, пархатарсӑр япала. Хӑй халӑхне сутса пурӑнать, пӗтерме тӑрӑшать. Хӑй халӑхне сутса пурӑнать. Ку, янӑрал (генерал - Ю.Я.) пуласшӑн, темӗн тума та хатӗрччӗ. Акӑ халӗ янӑралсем хӑй виличченех пӗтсе ларчӗҫ. Эпӗ ӑна епле телеграмма памаллине пӗлӗп тесе, ак ҫапла телеграмма ҫаптарать: «Симбирск. Председателю Совдепа. Сообщите по телеграфу обстоятельства, условия избирания председателей чувашских женской и мужской учительских семинарий. Меня интересует судьба инспектора И.Я. Яковлева, 50 лет работавшего над национальным подъемом чуваш и претерпевшего ряд гонений от царизма. Думаю, что Яковлева не надо отрывать от дела его жизни. Председатель Совнаркома Ленин. 22 апреля 1918 г.»

Ҫак телеграмма та Иван Яковлевича ӗлӗкхи вырӑнне кӗрсе ларма пулӑшаймарӗ...

Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни

Революци пулсан, пирӗн чӑвашсем те хамӑр ҫынна малтан мӗн кирлине пӗлсе, ҫав ӗҫе тума тытӑнчӗҫ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулне, тахҫанах семинари тӑвас тенине, семинари туса хучӗҫ. Хӗрлисем (большевиксем) ҫиеле тухсанах, тытӑнчӗҫ патшалӑхри йӗркесене хӑйсем шухӑшланӑ пек, тутарттармашкӑн. Пысӑк вырӑнти ҫынсене суйласа лартма хушрӗҫ. Ҫав пиркепе (тӗллевпе) Чӗмпӗрти семинарие пуҫлӑх тума чӑвашсем хамӑр чӑваш ҫыннине Петр Анисимович Анисимова суйлама турӗҫ. Унччен вӑл Мускав патӗнчи Поливановский семинарире директор пулса тӑнӑ. Ӗлӗк вӑл, ача чухне, ҫак Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренсе тухнӑ, кайран тата Духовнӑй академире вӗренсе тухнӑ. Ӑна юлташа суйларӗҫ тата тепӗр чӑваша — Тимофей Матвеевич Матвеева. Вӑл та ҫапла лешин пекех малтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренсе тухсан, кайран тата университетран та вӗренсе тухнӑ. Ҫак вырӑна суй личчен, вӑл Вятка кӗпернинче Глазов хулинче гимназире ачасем вӗрентсе пурӑннӑ. Иккӗш те вӗсем темӗн тӗрлӗ лайӑх ҫынсем, ӑнлӑ-пуҫлӑ япаласем, хамӑр чӑваш ҫыннине юп куракансем.

Иван Яковлевич Яковлева, чӑваш шкулне уҫакана, унта пӗр аллӑ ҫула яхӑн инспектор пулса тӑнӑскере, чӑваш халӑхне ҫыру вӗрентсе, ырлӑх кӑтартас вырӑнне, тӑшман пулса, усал туса тӑнӑшӑн, хурлӑх кӑтартнӑшӑн, ват супнӑ япалана, ӑсран кайнӑскере, хӑй ӗҫне ӗҫлейменскере, ахаль кӑна вырӑн йышӑнса тӑнӑран, усалтан, юратмасӑр, кивӗ япалана, юрӑхсӑрскере, кӑларса ывӑтнӑ пек, пӑрса кӑларчӗҫ. Виличчен хӑй хваттерӗнче пенси илсе, ҫӑкӑр ҫӗртсе, ҫав пурӑнтӑр. Семинарири ӗҫе яхӑн ан пытӑр. Пуҫ пулса пурӑнма ӑна ҫитӗ ӗнтӗ, терӗҫ.

Ҫак ӗҫ Иван Яковлевич кӑмӑлне питех килмен пулас. Аллӑ ҫула яхӑн чӑвашсене пусмӑрласа пурӑнма вӗреннӗскер, тӳсеймесӗр, тытӑнать Чӗмпӗрти семинарири чӑвашсене хирӗҫ тӑма, ку ӗҫе вӗсем турӗҫ, тесе. Хӗрлисем Чӗмпӗрте чухне Иван Яковлевич никама та сиен тӑваймарӗ, мӗншӗн тесен ҫак ӗҫе декрет тӑрӑх туса хучӗҫ.

Пирӗн Иван Яковлевича пӗлменни, унӑн ятне илтменни, пирӗн чӑвашран, тен, ҫын та ҫук-тӑр-и? Ӑна арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, ваттисем те, ҫамрӑккисем те, пурте пӗлсе тӑнӑ. Пӗлнӗ ӑна пурте пӗр енчен анчах, мӗншӗн тесен вӑл чӑваш ачисене хӑй патне шкула вӗрентме илсе, ҫырӑва вӗрентсе ҫын туса кӑларнӑ. Мӗншӗн тата ӑна, ырӑ тӑвакан ҫынна, пирӗн чӑвашсем юратман-ши?.. Аллӑ ҫул пуҫ пулса пурӑннӑ ҫынна пӗр шеллемесӗр пӑрса кӑларнӑ? Ав чи малтан ҫавна пӗлес пулать: Иван Яковлевича камсем мухтама юратаҫҫӗ? Кам та кам ун патӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем: учительсем, пупсем тата ыттисем те. Сӑмахран каласан, сӑмсана ҫиле май тытма юратакансем. Юратмаҫҫӗ ӑна витӗр куракан ҫынсем, партире тӑракансем, хамӑр чӑваша ырлӑх тӑвас текенсем, хытӑрах ҫырӑва вӗрентесшӗн тӑрӑшакансем: чӑваш халӑхне чӑваш ячӗпе ҫӗклесе ярса, ытти ҫынсемпе танлаштарас текенсем. Иван Яковлевич, хӑй ӗмӗрне шкулсен пуҫлӑхӗ пулса тӑрса, чӑвашсене хытӑрах ҫырӑва вӗрентме тӑрӑшман, кӑшт вӗренткелесе вырӑс тума анчах тӑрӑшнӑ... Мӗн пур чӑвашшӑн (мӗльюн ытлашӑн) пӗр шкул анчах уҫнӑ - Чӗмпӗрти чӑваш шкулне. Иван Яковлевич чӑваш ачисене вырӑс тума тӑрӑшнӑ, чӑвашсене пӗтернӗ. Ӑна уншӑн вырӑссем пит юратнӑ, ирӗк панӑ, чинсем панӑ, кӑкӑрӗ ҫине митальсем ҫакнӑ. Янӑрал (генерал. - Ю.Я.) туса янӑ. Ҫулталӑкне виҫӗ пин тенкӗ шалӑвне панӑ. Хӑй ачисене ӑҫта вӗрентсе кӑларас тенӗ, унта вӗрентсе кӑларнӑ. Виҫӗ пин тенкӗшӗн чӑваш халӑхне вырӑса ҫавӑрса тӑнӑ. Иуда 30 тенкӗшӗн Иисус Христоса сутнӑ. Ку виҫӗ пиншӗн хӑй халӑхне... Ав ҫавӑншӑн ӑна чӑвашсем юратман та. Иван Яковлевич, чӑвашсене ҫырӑва вӗрентсе, пысӑкрах вырӑна кӗртсе лартма тӑрӑшман, вӑл хӑйӗнчен иртесрен хӑранӑ. Чӑваш ячӗпе ҫӗкленекен ҫынсене вӑл кураймасӑр тӑнӑ, ҫитнӗ ҫӗрте пӗр ура хунӑ. Иван Яковлевичӑн ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ татӑлнӑ... Хӑйне те ҫӳлерех хӑпаратас тенӗ чухне, калле тӗртсе антара пуҫланӑ... Чӑвашран пысӑк шкулсенчен вӗренсе тухнӑ ҫынсене вӑл курайман, хӑй патӗнче вӗренсе тухнисене, шӑлсӑр ҫынсене, усраса тӑнӑ, ӑна пула шкулӗнче ачисене пит начар вӗрентнӗ. (Астӑвӑр, 1906-мӗш ҫ. ачасем ҫырса панӑ петицине.)

Иван Яковлевич усаллӑхӗ пысӑк пулнӑ. Чӗмпӗр хулине шуррисем туртса илсен, тытӑннӑ хӑйне ҫапла пуҫлӑх тума суйламаншӑн ҫилленсе семинарири ачасене вӗрентесшӗн пулмасӑр, ҫӗнӗ ҫуртне, Шатров туса панине, лазарет тума, салтаксене панӑ. Ҫав ӗҫе чӑвашсем пӗлсен, педотдел урлă тӑрӑшнӑ ҫав ҫурта лазарет тума памасӑр, семинари хӑварса, ачасене вӗрентме. Иван Яковлевич ырӑ ятлӑ пуласшӑн, ҫич-сакӑр ачана, ирӗксӗр тенӗ пек, шуррисен ҫарне кӗрсе хӗрлӗ ҫара хирӗҫ тӑма хушнӑ... Ҫамрӑксем, унӑн сӑмахӗнчен иртеймесӗр, унта кӗнӗ. Кайран ҫавсенчен хӑш та хӑшӗ, ҫапах ӑнлӑ пуҫлисем, шуррисенчен тарса, хӗрлисем енне куҫнӑ... Пысӑк хырӑмсем, мӑнтӑрскерсем, хырӑмӗсем шӑранасран хӑранӑ куран, ӗлӗкхишӗн епле тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑксене шеллемесӗр, ирӗксӗр тенӗ пек, салтака та тытса панӑ. Кайран апла-капла пулсан, эпӗ ун чухне ҫавӑн чухлӗ ҫын патӑм, тесе, ырӑ ятлӑ пулӗччӗ, каҫӑрӑлса ҫӳрӗччӗ, мухтанӗччӗ. Буржуйсем ӑна мухтӗччӗҫ, тав тӑвӗччӗҫ. Вӗсемпе кӑна тӑранман халӗ, тытӑннӑ тата шкулӑри чӑвашсене, хӑйне хирӗҫ ӗҫлекенсене, хӗсме: пупсем ҫинчен тытӑннӑ архирее элеклеме, вӗсем ҫапла та капла «революционерсем», тесе, айӑплама. Семинарине каллех ӗлӗкхи пек Чӑваш шкулӗ теме пуҫланӑ. Хутсем ҫине «инспектор» тесе алӑ пуснӑ. Ӗлӗкхи йӗрке пулчӗ тесе савӑннӑ... Пупсем, хӑйсене айӑпла пуҫласан, эпир революционерсем мар, теме пуҫланӑ. Иккӗшӗ те Временное правительство чухне вӗсем майлӑ ӗҫленӗ ӗҫсене кӑтартнӑ. Пупсене нимӗн усал туса ӗлкӗреймен, хай Чӗмпӗр хулине ҫӗнӗрен хӗрлисем хӑйсен аллине туртса илнӗ. Шуррисемпе пӗрле Чӗмпӗртен буржуйсем те тухса тарнӑ. Пирӗн Иван Яковлевич та хӑй шкулӗнчен тухса тарса, пӗр-ик кун ӑҫта-тӑр пытанса пурӑннӑ. Хулари ҫынсем пӑртак лӑплансан, пурӑнма каллех хӑй хӑваттирне пырса кӗнӗ. Шуррисем чухне шкула салтаксем янӑшӑн ан айӑплаччӑр, тесе, хӑраса, семинарие салтаксем валли лазарет тума парасшӑн. Вӑрҫӑра суранланнӑ пулнӑ ҫынсене пуҫтарса, урапасем ҫине вырттарса, пирӗн умран пульницана тӳрлетме илсе каяҫҫӗ. Чул сарнӑ урамсемпе илсе пынӑ чухне, чӗтретнипе, мӗскӗнсем, ыратнӑран тӳсеймесӗр кӑшкӑраҫҫӗ, йӗреҫҫӗ. «Илсе ан кайӑр, ҫул ҫинче вӗлерсе пӑрахӑр, тархасшӑн, чарӑнӑр, вилетпӗр, тесе кӑшкӑрашаҫҫӗ. Вӗсем йӗнине курсан, хамӑн куҫҫульсем тӳсеймесӗр тухаҫҫӗ... Чул сарнӑ урамсемпе вӗсене таҫта илсе кайиччен, эпӗ вӗсене выртмашкӑн, сире хамӑн семинарие, ҫул ҫинчи ҫурта лазарет тума паратӑп, тет. Лешсем паллӑ, ырӑ сӑмаха хирӗҫ: «Тавтапуҫ сана», - теҫҫӗ те часрах ҫуртне йышӑнаҫҫӗ. Ӗҫсем каллех ӗлӗкхи пек, хӗрлисем чухнехи пек, пулса тӑнӑ. Иван Яковлевич хӑйӗн тӑшманӗсене нимӗн усал тума ӗлкӗреймен, ҫӗнӗ декрет шкул ҫумӗнчи чиркӳсене хуптарнӑ. Шкулӑри пупсем (чӑвашсем) хӗрлисене пулӑшнӑ пирки семинарирех урӑх вырӑнсем панӑ: Иван Дормидонтовича чӑваш чӗлхине вӗрентме хӑварнӑ. Теприне - ытти ӗҫсене ӗҫлеме (Василий Никифоровича). Капла пуласса шухӑшламанскер, Иван Яковлевич тытӑннӑ тепӗр май усал ӗҫ ӗҫлеме. Ӗлӗк патша чури пулса пурӑннӑскер, патшашӑн ҫунаканскер, тытӑннӑ Ленин урлӑ ӗҫлеме (Ленин телеграммине эпир куртӑмӑр.)

Вӑл вӑхӑтра ҫӗнӗ суйланӑ ҫынсем - Петр Анисимовичпа Тимофей Матвеевич вырӑнӗсене йышӑнса ӗлкӗрейменччӗ. Вӗсем вырӑнӗсене пӗр авкана семинари ӗҫӗсене ӗҫлесе тӑма кандидатне Яков Захаровича хушнӑччӗ. Пӗр йӑвара икӗ упа пурӑнаймаҫҫӗ имӗш, кусем те ҫавӑн пек, Яков Захарович та Иван Яковлевичпа пӗрле ӗҫлесе пурӑнма кансӗртен, ӑна хирӗҫ пырас мар тесе, урӑх вырӑна, Теччӗри семинарине куҫнӑ. Чӗмпӗрти семинарири ӗҫсене ӗҫлесе тӑма Виктор Никифорович Орлова хушнӑ.

Хӗрлисем контрреволюционерсене питӗ хытӑ тыткаланине пӗлсе, пирӗн чӑваш тӑшманӗ Иван Яковлевич тытӑнать чӑваш пупӗсене (ӗлӗк хӑйӗн савнӑ ҫыннисене) вӗсем ҫинчен «контрреволюционерсем», тесе айӑплама. Лешсем, хӗрлисем, пуҫ пулса тӑраканнисем ӑна-кӑна пӗлмесӗр часах тытӑннӑ каласа панӑ ҫынсене йӗрлеме, айӑплама, Чӗмпӗртен хуса кӑларма. Чӗмпӗрти чӑваш ушкӑнӗ чӑваш пупӗсем апла ҫынсем маррине пӗлсе, тытӑннӑ вӗсене хӑтарма. Вӗсем ҫинчен кам мӗн элеклесе кӑтартнине пӗлсен, часах вӑл ӗҫе тӳрлетнӗ. Пупсем чӑнласах та хӗрлисем майлине пӗлтернӗ. Иван Яковлевич вӗсене ӗлӗк «хӗрлисем» тесе элекленине пӗлсен, Иван Дормидонтовичпа Василий Никифоровича Чӗмпӗртен хӑвалама чарнӑ. Пупсем хӑйсем те семинари ҫумӗнче кӑлӑхах пурӑннине пӗлсе, вырӑн шыра пуҫланӑ. Пупсене ниепле те хуса кӑлараймасан, Иван Яковлевич тытӑннӑ тата урӑх майпа ӗҫлеме. Чӑваш шкулӗ хӗрлисем чухне семинари пулса пурӑнчӗ. Чӗмпӗрти чӑваш пухӑвӗ чӑвашсемшӗн хӑйсене уйрӑм пӗр институт уҫма хушрӗ. Иван Яковлевич ӗлӗк чӑваш шкулне пысӑклатас мар, семинари тӑвас мар, текен ҫын, ҫӗнӗрен шухӑшла пуҫлать. Ку ӑсне Мускавран панӑ: семинарирен институт тума. Ун чухне пупсем кирлӗ пулмӗҫ, тенӗ. Кусем часах унта хут ҫырса ярса ыйта пуҫланӑ. Покровский, халӑха вӗрентекен ӗҫе астуса тӑраканни, Чӗмпӗрти губисполкома телеграмма парать: «Чӗмпӗрти чӑваш ушкӑнне (отдела) Чӗмпӗрти чӑваш семинари ӗҫне ан хутшӑнччӑр, унти пупсене - Иван Дормидонтовичпа Василий Никифоровича кӑларса ярӑр», тесе. Ҫак хыпара пӗлсен Иван Дормидонтович часах Кувая куҫрӗ. Василий Никифорович Выростайкине пупа кайрӗ. Пирӗн семинари тин пупсемсӗр тӑрса юлчӗ. Вӗсене кӑларсан, чӑваш тӑшманӗ темӗн тӗрлӗ савӑнчӗ. «Пупсем вӗсем кунта, семинарире, ачасене анчах пӑлхатса пурӑнаҫҫӗ, вӗсене тахҫанах ҫапла хуса кӑларма кирлӗччӗ», - тет. Семинарирен институт тусан, Иван Яковлевич хӑй вырӑнне ывӑлне Алексей Ивановича кӗртсе лартасшӑн пулчӗ.

Партире тӑракан ачасемпе йӑпӑлтатма пуҫланӑ. Ҫамрӑксем шухӑшланӑ: «Иван Яковлевич хӑй усалне эпир пӗлетпӗр, пӗлме ҫук, тен, унӑн ачи чӑвашсене юп кура пуҫлӗ», - тесе шухӑшласа, Чӗмпӗре илме тунӑ. Усал пулсан, эпир ӑна кирек хӑҫан та хуса кӑларма пултаратпӑр, тенӗ. Ӑна Чӗмпӗре вырӑна илнипе чӑвашсем йӑнӑшнӑ. Чӑваш институтне вырӑс учительсене кӳрте пуҫлать, чӑваш ачисем вырӑнне вырӑс ачисене анчах иле пуҫлать... Чӑвашсене пӑрса кӑларать. Шкулри пухусенче вырӑссем ҫӗнтере пуҫлаҫҫӗ, чӑвашсем аяла юлнӑ. Хайхисем, партире тӑракансем, йытӑран йытӑ ҫуралнине тин пӗлсе ҫитнӗ. Иван Яковлевич ывӑлне Алексей Ивановича ашшӗ пек чӑвашсене хирӗҫ пынӑшӑн, усал тунӑшӑн, ыттисене те хӗтӗртнӗшӗн тата пит аван вӗрентекен учителе Нико­лай Иванович Колосова, вӗсемпе пӗр майлӑ пулнӑшӑн, ҫилленсе кӑларса пӑрахнӑ. Аслӑ Октябрь революцийӗ чӑваш тӑшманне тымарӗ мӗнӗпе ҫапла пӑрса кӑларчӗ.

Нумайӑшӗ ӗлӗкхи янӑрал (генерал. - Ю.Я.) Жиркевич пеккисем, ҫӳҫне каснӑ пупсем, партие кӗме хӑракан ҫынсем, сӑмсана ҫиле май тытма вӗреннисем тӗрлӗ майпа Иван Яковлевича чӑвашсен геройӗ тума тӑрӑшӗҫ, тӗрлӗ майпа мухтӗҫ: чӑвашсемшӗн вӑл тӑрӑшнӑ, тесе. Иван Яковлевич чӑвашсемшӗн тӑрӑшман, хӑйшӗн те вырӑссемшӗн анчах тӑрӑшнӑ... Чӑваш халӑхне юратман, ялан пӗтерме тӑрӑшнӑ. М.Н. Карамзин каланӑ: «Хӑй халӑхне юратман ҫын чапа тухаймасть». Иван Яковлевича темле мухтасан та вӑл герой пулма тивӗҫ мар. Вӑл патша ҫынни, чиновник кӑна пулнӑ. Чӑвашсен вӑйӗнчен хырӑмне те кӗсйине кӑна тӳсе тултарма тӑрӑшнӑ... Ҫавӑнпа эпӗ ӑна «чӑваш тӑшманӗ» тетӗп те.

Унтан, халӗ пирӗн чӑвашсем хутлӑхӗнче ҫав Иван Яковлевич миссине тӑвакансем, хамӑр чӑваш юнне ҫӗртекенсем, сахал-и?.. Ҫук, сахал мар - хисепсӗр нумай... Пурте вӗсем халӗ чӑваш ячӗпе витӗнсе ӗҫлеҫҫӗ: чӑвашсемшӗн тӑрӑшакансен пулса, чӑваш чӗлхипе калаҫса, чӑваш чӗлхипе вӗрентсе, ҫутта кӑларакансем пулса, пӗчӗккӗн пурте вӗсем чӑваш халӑхне хӑртакансем анчах... Эпир, хамӑра пулсан, чӑвашран вӗреннӗ ҫынсем пулса пурӑнатпӑр, анчах эпир, тинкеререх пӑхсан, чӑвашсем-и?.. Ҫук, эпир чӑвашсем мар - эпир чӑваш мурӗсем, хамӑр халӑха пӗтерекенсем анчах, урӑх никам та мар... Ак пыра-киле чӑвашран гени ҫуралӗ. Ав ҫав ҫын хамӑр чӑваша, хальхи пек пӗтерес вырӑнне, ерчете пуҫлӗ, ав ҫав ҫын, чӑваш халӑхӗшӗн, мухтавлӑ пулӗ, чапа тухӗ.

Пирӗн Иван Яковлевич Яковлев йышӑннӑ пек мисси вырӑссем тата икӗ пысӑк вӗреннӗ ҫынсене: пӗр якута тата пӗр калмыка, хӑйсем ҫыннисене ҫапла тӗне кӗртсе, ҫыру вӗренткелесе, вырӑса ҫавӑрма ӳкӗтленӗ. Уншӑн вӗсем иккӗшне те пысӑк вырӑнсем, пысӑк шалу, пысӑк чинсем пама пулнӑ. Кусем ҫапах та темӗн тӗрлӗ ӳкӗтлесен те, ун пек усал ӗҫрен - эпир хамӑр ҫухалнӑ пулсан та, хамӑр хыҫран, хамӑр ҫынсене ҫухатасшӑн пулман. Ун пек вырӑна кӗрсе, вырӑс пуличчен, хамӑр халӑха улталаса вырӑс тӑвиччен, ҫухатиччен, эпир иҫмасса хамӑр халӑх хушшинче вырӑнсӑр пурӑнӑпӑр, тесе йышӑнман. Хӑйсен халӑхне Иван Яковлевич Яковлев пек ҫухатман. Ак ҫак ӑслӑ ҫынсене епле мухтамасӑр тӳсен?.. Вӗсем Иуда ӗҫӗнчен пӗр еннелле пӑрӑннӑ-ҫке...

1928.

«Тӑван Атӑл», 1993 ҫ. 2 №

Юрий Яковлев