- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ ачасенчен е тата ҫав шкулта учительсем е пупсем пулса пурӑннӑ ҫынсенчен кам та пулин Иван Яковлевич епле чӑвашла вуланине е епле чӑвашла ҫырнине курни пур- ши?..
Ялтан килнӗ чӑвашсемпе хӑш чухне сайра-пӗрре чӑвашла калаҫкаланине илткелекенсем пулкаланӑ. Иван Яковлевич чӑвашла вуланине илтекенсем е вӑл епле чӑвашла ҫырнине куракансем никам та пулман. Ҫавӑн пирки ирӗксӗрех пуҫа шухӑш киле пуҫлать: Иван Яковлевич чӑваш ҫынни пулса, чӑваш шкулӗсенче 50 ҫул пуҫлӑх пулса тӑрса, чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши? Эпӗ шухӑшлатӑп: Иван Яковлевич чӑвашла ни вулама, ни ҫырма пӗлмен-тӗр, тесе. Мӗншӗн тесен, вулама пӗлнӗ пулсан, вӑл пире чӑвашла вуласа кӑтартӗччӗ. Вӑл хӑй ӗмӗрӗнче никама та ни вуласа, ни ҫырса кӑтартман. Мӗншӗн кӑтартманни те паллӑ: вӑл чӑвашла ҫырма та, вулама та хӑй тӗллӗн пӗлмен. Ун аллипе ҫырнӑ пӗр чӑвашла кӗнеке те тухман. Тӗн ҫинчен пустарса кӑларнӑ кӗнекесене пурне те вырӑслинчен чӑвашла ерттилпе куҫарнӑ: вӗренекен ачасемпе учительсем, пупсем. Иван Яковлевич куҫарнӑ ҫӗре яхӑнне те пыман, ыттах вӑл ыйхӑсӑр аптӑранӑ вӑхӑтра, юри хӑй патне пӗр-пӗр ҫынна чӗнтерсе, корректура вулама хушнӑ - хӑй итлесе выртма юратнӑ. Вулаканни вуланӑ чухне Иван Яковлевич хӑй кравачӗ ҫине тӑсӑлса выртнӑ та итлесе выртнӑ. Ахаль те тата апат ҫинӗ хыҫҫӑн, ашлӑ яшки часах ҫывӑрттарса янӑ. Тытӑннӑ харлаттарса ҫывӑрма. Ку вулаканни, Иван Яковлевич ҫывӑрнине курсан, ӑна вӑратасран хӑраса, ларнӑ ҫӗртен ерипен тӑрса, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, ун патӗнчен тухса кайнӑ. Иван Яковлевичӗ, сӑпкари ача пек, тутлӑ ыйхипе ҫывӑрса юлнӑ...
Иван Яковлевич, пурӑнсан-пурӑнсан, ҫынсем чӑвашла ҫырма пуҫланине курать те - тытӑнать хӑй те чӑваш кӗнекисем ҫине вырӑсла предислови ҫырма. Чӑвашла ҫырма пӗлмен пирки ӗнтӗ вӑл 1908 ҫ. тухнӑ «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» кӗнекен предисловине вырӑсла ҫырнӑ. Юррисене Тӑхӑрьял ҫӗрӗнче хӑш-пӗр ялта пуҫтарнисене кӑтартнӑ ҫӗрте Пӳркел ялне - чи пысӑк яла - юри кӑтартман, мӗншӗн тесен Пӳркеле асӑнсан, ҫынсем: «Юркин ҫырнисене ҫапса кӑларнӑ», - тесе каласран шикленнӗ.
Нумайӑшӗ пирӗн чӑвашран чӑваш ҫыруне чи малтан Иван Яковлевич пуҫласа янӑ тесе, вӑл чӑвашла вулама та, ҫырма та пит ӑста пулнӑ, теме пултараҫҫӗ. Тӗрӗс, чӑваш сас паллисене тунӑ вӑхӑтра Иван Яковлевич юлташӗсем: Игнатий Ивановпа Тимрясов хӑшӗ юрӑхлине, хӑшӗ юрӑхсӑррине каласа панӑ, вуласа кӑтартнӑ. Ильминскипе Иван Яковлевич вӗсен сӑмахне итлесе йышӑннӑ. Чи малтан, чӑвашла кӗнекесене куҫаракансем ҫав майпа ҫырса кӑлара пуҫланӑ, шкулсенче вӗренекен ачасене ҫав май вӗрентнӗ. Иван Яковлевич: «Чӑваш ҫыруне хам хытӑрах вӗренем те - ҫырам» - тесе тӑрӑшман. Ӑна чӑваш ҫырӑвӗ питех кирлӗ пулман. Ҫынсем вуланине вӑл лайӑх ӑнланнӑ, ҫавӑнпа сапӑр пулса, хӑй ӗмӗрне ирттерсе янӑ.
Иван Яковлевич юлташӗсем, ҫӗр виҫекенсем, манӑн тетепе кукка та, тата ыттисем те пурте чӑвашла калаҫма пит лайӑх пӗлнӗ. Чӑвашла вулама пултараймастчӗҫ. Чӑвашла лайӑх вулама вӗренсен вырӑсла калаҫма манасран хӑратчӗҫ, ҫавӑнпа Иван Яковлевич кӗнекисене вӗренес тесе те, вулас тесе те нихӑҫан та тытса пӑхмастчӗҫ, йӗрӗнетчӗҫ... Иван Яковлевичӑн та, тен, ҫав шухӑшах пулнӑ, вӑл хӑй вӗреннӗ чухне чӑвашсене чӑвашла вӗрентме кирлӗ мар, тӳрех вырӑсла вӗрентме кирлӗ, тесе ҫырнӑччӗ. (Симбирские ведомости, 1868, 100-111, 112 №№.) Ҫавӑнпа чӑвашла вуламан-тӑр та, ҫырман-тӑр та...
«Новый завет» ятлӑ кӗнекене чи малтан чӑвашла куҫарнӑранпа темиҫе тапхӑр та станпа пустарса кӑларнӑ. Английское миссионерское общество тӗн ҫинчен кӗнекесем пустарса кӑларма панӑ укҫана Иван Яковлевич ҫак кӗнекене тата тепӗр хут пустарса кӑларма тӑвать. Анчах ку ҫулӗ укҫи нумайне кура, кӗнекисене нумайрах пустарасшӑн, пӗр ҫирӗм икӗ пин ҫурра яхӑн. Хутне те лайӑхраххине илеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Иван Яковлевич тума хушать шкулӑри пупа Иван Дормидонтовича тата Константин Васильевич Иванова. Кӗнекине пит лайӑх тӳрлетме хушнӑ. Корректурине те вӗсенех пӑхма хушать. 1910-мӗш ҫулта кӗнекине пустарса кӑлараҫҫӗ. Пӗтерсен, темӗн тӗрлӗ савӑнаҫҫӗ: кун пек ырӑ кӗнеке халиччен тухманччӗ, хулӑнӑшӗ те хулӑн, хучӗ те аван, переплечӗ те пит лайӑх, теҫҫӗ. Пӑхса тӑма илемлӗрен, пит мухтаннӑран эпӗ те пӗр кӗнекине хама валли туянтӑм. Кӗнекине уҫса пӑхсанах, куратӑп: «Умӗн каланӑ сӑмах», - тесе ҫырса хунӑ. Ку сӑмах манӑн кӑмӑлӑма килмерӗ. Кӑна хӑҫан? - «сысас умӗн» каланӑ- ши, тетӗп, мӑшкӑлласа кулатӑп. Умсӑмахне вырӑсла ҫырса хунӑ. Кӑна камшӑн ҫырнӑ-ши? Вырӑссемшӗн-и, чӑвашсемшӗн-и? Чӑвашла кӗнеке ҫумне вырӑсла ҫырса хунӑ. Ку - шурӑ япалана хурапа вараланӑ пек курӑнать. Шухӑшлатӑп: кӑна кусем чӑвашла ҫырма пӗлмен пирки вырӑсла ҫырса хунӑ иккен, тетӗп. Кӗнекенне варрине уҫса пӑхкалатӑп, тытӑнтӑм вуласа пӑхма, пӗртте ӑнланаймастӑп. Ак тамаша! - тетӗп хама хам, тӗлӗнсе... Кӗнекине хыҫне ҫавӑркаласа пӑхрӑм, унта та отпечаткӑсем пирки вырӑсла ҫыркаланӑ, ниҫта юрӑхсӑр пӑтратса пӗтернӗ. Камшӑн вӑл сӑмахсене ҫырнине эпӗ ҫапах та пӗлеймерӗм. Ҫак кӗнеке пирки шухӑша юлтӑм: хӑш-хӑш вилнӗ ҫынна пит лайӑх тупӑк ӑшне вырттараҫҫӗ. Тупӑкӗ аван пулсан та ҫапах та унӑн ӑшӗнче шӑршлӑ виле выртать. Ку кӗнеке те ҫавӑн манерлӗ пулнӑ. Тулӗ питӗ аван, ӗлккен, ӑшӗнче ниҫта юрӑхсӑр... К.В. Иванов ман патӑма час-часах ҫӳретчӗ. Эпӗ унтан ыйтатӑп: «Ку кӗнекене эсир пӑхса тухнӑ, корректурине те эсир тӳрлетнӗ пулас?»
- Эпир, - тет.
- Эсир пулсан, мӗншӗн кун пек юрӑхсӑр сӑмахсем ҫыртӑр? - пур йӑнӑш сӑмахсене те кӑтартатӑп.
- Темле масарла сиксе тухнӑ, - тет, хӑй те тӗлӗнет.
- Мӗншӗн умсӑмахне вырӑсла ҫыртӑр?
- Ӑна Иван Яковлевич хушнипе унӑн ачи Алексей Иванович ҫырнӑ, - тет.
Ку кӗнекене Иван Яковлевич хатӗрне кӑна тытса пӑхнӑ-ҫке. Вӑл хӑй аллипе унта нимӗн те ҫырман, нимӗн те туман! Вӑл кӗнекене эпир вӗреннӗ чухнех куҫарсаттӑмӑр, унтанпа ӑна темиҫе хут та пустарса кӑларнӑччӗ. Нихӑшне те Иван Яковлевич: «Эпӗ турӑм», - тесе алӑ пусманччӗ. Кӑна мӗншӗн-тӗр, хӑй алӑ пуснӑ. Унӑн ирӗк, теҫҫӗ. Тӗрӗс. Унӑн ирӗк. Тӗрӗс, унӑн ирӗк, анчах ҫын тунӑ ӗҫе, эпӗ турӑм, тени вӑл ултав пулать-ҫке. Елле кӗнеке ҫырнӑ ячӗпе чапа тухасшӑн-и?.. Чапа тухас тесен, ӑна малтан хӑвӑн ҫырас пулать. Иван Яковлевич чӑвашла ҫырма пӗлнӗ пулсан, умсӑмахне те хӑй чӑвашла ҫырӗччӗ. Вырӑсла ҫырса хуни чӑвашла ҫырма пӗлменнине кӑтартать... Пур чӑвашла кӗнекесене, тӗн ҫинчен ҫырнисене, чӑвашла ерттелпе куҫарнӑ, ӑна пирӗн чӑвашран, ҫыру пӗлекеннисенчен, пӗлменни ҫук- тӑр. Чапа тухас вырӑнне, хӑйне хӑй анчах Иван Яковлевич вараласа хунӑ... Эсӗ, ӑна кала, тетӗп Иванова.
Константин Васильевич ӑна каласа кӑтартнӑ: Юркин пирӗн «Новый завета» хурлать, тесе. Мӗншӗн хурланине ыйтса пӗлсен, Константин Васильевичах вӑрҫа пуҫлать: «Юркин пӗччен пирӗн йӑнӑшсене курать. Эпир ерттелпе кураймастпӑр. Пире намӑс, эпир миҫе ҫын?.. Юркин тӗрӗсех калать «умӗн» тенӗ сӑмах умне сӑмах лартас пулатчӗ: «вулас умӗн» тесе. Унтан, ытти йӑнӑшсене те эсир курман, вӑл сирӗн айӑпӑр», - тет.
Иван Яковлевич мана курсан: «Сирӗн «Новый завет» кӗнеки, ҫӗнӗ тухни пур-и?» тесе ыйтать, пӗлмен пек пулса.
- Пур, - тетӗп эпӗ ӑна хирӗҫ кулса.
- Эсир ӑна хытӑрах вуласа тухса, тӳрлетӗрччӗ. Эпӗ ӑна пысӑк напрестольнӑй кӗнеке тутарӑттӑмччӗ, - тет.
Эпӗ ӑна хирӗҫ (вӑл мана ӗлӗк ҫырма пӗлместӗн тесе хурлатчӗ): «Иван Яковлевич, эпӗ мӗн тума унта, сирӗн кӗнекӗре, хутшӑнам?.. Сирӗн унта хӑвӑрӑн богослов ӗҫленӗ, поэт ӗҫленӗ, ывӑлӑр - профессор - ӗҫленӗ. Эпӗ ытлашши пулатӑп, хутшӑнмастӑп. Эсир ерттелпе ӗҫлени унта пит лайӑх курӑнса тӑрать», - тетӗп, - эсӗ ҫын аллипе кӑвар чавма вӗреннӗ», - тетӗп кулса.
Ҫынна пӗрре вӑрлама каясси хӗн, тет. Пӗрре кайсан - ҫакланмасан, ытти кайуҫӑм ансат каять имӗш. Иван Яковлевич та малтан ҫынсем ӗҫлесе тунӑ кӗнекесене умсӑмахсем ҫыркаласа, вӗсем хыҫне алӑ пусма пуҫлать, мӗн тӑвать. Унтан пыра-киле вӑтанмасӑр- тумасӑр, хӑрамасӑр, ҫынсен хушаматне ҫырса хунине пӑсса пӑрахса, унти ҫыруне кама та пулин пӑртак тӳрлеттерем пек туса, ҫав кӗнеке ҫине хӑй хушаматне ҫырса хурать. Пӗр учитель, Саратов кӗпернинче пурӑнаканни, чӑваш шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫын (хушаматне, ятне чиперех астумастӑп) евангелин пӗр пайне вырӑсларан чӑвашла куҫарать. Алҫырӑвне, станпа пустарма, Саратов кӗпернинчи земство управине ярать. Кусем унӑн алҫырӑвне Чӗмпӗре Иван Яковлевич патне яраҫҫӗ. Иван Яковлевич, ӑна аллине илсен, вуласа пӑхма, тӳрлеткелеме, Иван Дормидонтовича парать.
Кӑшт тӳрлеткеленӗ йӑли тусан, кӗнеки ҫине Иван Яковлевич хӑй хушаматне «Яковлев» тесе пустарттарать. Пӑхӑсӑн, ҫав кӗнекене Иван Яковлевич тунӑ пулчӗ. Лешӗн, куҫараканӗн, ятне аса та илмеҫҫӗ... Акӑ ҫакӑн пек хӑтланакан ҫынсене, пӗлсен, ӗлӗк сута паратчӗҫ. Айӑплӑ пулсан, тӗрмене те хупса хуратчӗҫ. Пирӗн чӑваш ҫынни, пӑру пекскер, ахаль те Иван Яковлевич патӗнче вӗренсе тухнӑскер, паллӑ, ӑна-кӑна пӗлмен те, шухӑшламан та. Саратова ятӑм, тесе, хӑҫан пустарасса кӗтсе пурӑннӑ. Пӗлӗсӗр, унӑн кӗнеки тухнӑ, анчах унӑн хушамачӗпе мар, Яковлев хушамачӗпе, вӑл, мӗскӗн, ялта пурӑнаканскер, сисмесӗрех юлнӑ... Акӑ Иван Яковлевич епле усал кӑмӑллӑ ҫын пулнине куртӑра? Ҫынӑнне вӑрланӑ пулчӗ-ҫке... Тепӗр ҫын, великий педагог пулсан, ҫапла хӑтланмалла-и?... Ҫук, вӑл аслӑ педагог, учитель мар, намӑссӑр, пархатарсӑр ҫын, великий мошенник пулнӑ. Пирӗн чӑвашсем тӗттӗмлӗхпе анчах ӑна сисмен, пӗлмен...
