Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Патриарх ахаль ларман

Патриарх (ун пирки урӑхла калама май та ҫук) 1871- 1921 ҫулсенчи ҫур ӗмӗр хушшинче пилӗк кӗпӗрнери (Хусан, Чӗмпӗр, Ӗпхӳ, Самар, Сарӑ ту) чӑваш хутлӑхӗнче 40 ытла шкул уҫнӑ, хӑйӗн шкулӗнчен 800 ытла (пин мар) учитель вӗрентсе кӑларнӑ. Ҫакӑ кӑна пысӑк паттӑрлӑх шутланать: вӑл турӑ мар, ҫын пулнӑ-ҫке-ха!

Ытти енчен паттӑрлӑх ҫук. Ӗҫченлӗх, пуҫарулӑх пур. Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗ алфавитне, хальхи пек каласан, бригада меслечӗпе тунӑ. Бригадирӗ - Иван Яковлевич Яковлев. Бригада членӗсем - Рекеев, Белилин, Тимрясов, Игнатьев, Васильев, Игнатий Иванов тата ыттисем те. Бригада членӗсен пӗлӗвӗпе ӗҫченлӗхӗ ҫеҫ алфавита кирлӗ пек йӗркелеме ҫул уҫса пынӑ.

Евангелие куҫарас енӗпе те ҫавӑн пекех. Яковлев тӑрӑшнипе ҫеҫ пулман ку ӗҫ. Яковлев куҫаруҫӑ мар, пуҫаруҫӑ пулнӑ. Куҫаруҫисем - Иван Дормидонтовпа Василий Никифоров, Петр Васильев, Даниил Филимонов, Константин Иванов, Федор Данилов, Григорий Филиппов, тата ыттисем те.

Иван Яковлевич Яковлев хӑй чӑвашла пӗлнӗ-и? Чӑваш писателӗ Иван Юркин «пӗлмен» тет. Ку ыйтупа эпир Иван Яковлевич Яковлева хӑйне калаҫтарӑпӑр. «Чӗлхесем ҫинчен сӑмах пуҫарса эпӗ ҫакна калатӑп. Чӑвашла эпӗ ирӗккӗн калаҫатӑп тата ҫырма пултаратӑп. Анчах та ҫырасса эпӗ чӑвашсемпе те вырӑсла ҫырса хутшӑнатӑп». (И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫ., 279 стр.).

Тӗрлӗ ҫӗре Яковлев, чӑнах та, питӗ нумай ҫыру ҫырса янӑ. Юлашки ҫулсенче кӗнекелесе пичетлесе кӑларнӑ ҫырӑвӗсем тӑватӑ ҫӗр ытла. Ҫапах та вӗсене пурне те Яковлев хӑй аллипе ҫырнӑ теме ҫук. Унӑн шкулӗнчи кӗнчелерте яланах икӗ ҫыруҫӑ (письмоводительсем) ларнӑ. Ҫырӑвӗсем, чӑнах та, пурте вырӑсла ҫырнӑскерсем. Пӗтӗм архивсене ухтарса тухсан та пӗртен-пӗр ҫырусӑр пуҫне Яковлев чӑвашла ҫырнӑ пӗр хут татки те тупаймастӑн. Вулакансене кӑсӑклантарас тӗллевпе эпӗ вӑл ҫырӑва (ӑна Алексей Рекеев патне ҫырнӑ) кунта пӗтӗмпех кӑтартса парасшӑн: (...) «Клементий ҫук чухне школӑра Моисей ӗҫлетӗр: вӑл чӑвашла кӑна вӗренттӗр ачасене, - чӑвашла авантарах вӗрентме питрех кирлӗччӗ. «Чӑн тӗн кӗнекине», «Аслӑ праҫник кӗнекине», «Матвей ҫырнӑ Евангелине» вӑл ачасемпе ик-виҫ хут вуласа тухтӑр. Ҫав вӑхӑтра Чӗмпӗртен те Петруххапа Упа киле таврӑнӗҫ, вӗсене эсӗ кала учильние ҫӳреме, Раштавпа Турӑ шыва кӗни хушшинче Кушкӑра ачасене чӑвашла вӗрентме пит аван. Сана калама кирлӗ мар, эс ху та пӗлетӗн: пире, чӑвашсене, чӑвашла вулама кирлине, асту, ан ман ҫавна. (... Чӗмпӗртен мана валли Чӗмпӗр шкулӗ ҫинчен, Калашников ҫинчен тӗрӗс те тӗплӗ сведенисем илсе кил: учильнишӗн тӑрӑшма сивӗлмен-и, ачасене чӑвашла вулаттарать-и? Хӑйпе те калаҫ эс, ыйт унтан, ӗҫ епле пырать. Чӗмпӗрте юлакан ачасене чӑваш кӗнекисене питрех вулама кала, ялан пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса, хӑйсемпе хӑйсем чӑвашла вулаччӑр. Евангелие те виҫ-тӑват хут вуласа тухчӑр. Вуланӑ чух пӗр-пӗринпе калаҫчӑр, пӗлекеннисем пӗлменнисене каласа паччӑр. Бикмулла, Ваҫлисем пысӑкрах ачасем ман патма чӑвашла ҫыру ҫырса ямӗҫ-и, кала эс вӗсене ҫапла». (Чӑваш краеведени музейӗ, Яковлев фончӗ, 46, (1

папка), 1873 ҫ.)

Урӑхларан кӑнтӑрла хунар ҫутса шырасан та Яковлев чӑвашла ҫырнӑ текста тупма ҫук.