- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Василий Константинович Магницкие усал туни
В.К. Магницкий пит чаплӑ ҫынччӗ. Вӑл пирӗн чӑвашсем ҫинчен темиҫе кӗнеке ҫырнӑ. Хӑй ӗмӗрне вӑл чӑвашсем хушшинче пурӑнса ирттерчӗ. Ялти шкулсене пӑхса тӑракан инспектор пулса пурӑнчӗ. Чӑвашсене пит юратакан ҫынччӗ. Ав ҫав ҫынна та пирӗн И.Я. темӗн тӗрлӗ усал тунӑ: Хусанта пурӑнакан ҫынна ирӗксӗр Елабуга, Вятка кӗпернине куҫарттарнӑ. Магницкий хӑй ҫырӑвӗнче, ман пата ҫырнинче, йӗтем уйӑхӗн 12- мӗш кунӗнче 1890-мӗш ҫулта акӑ мӗн ҫырчӗ: «...С 1-го сентября я инспектор училищ Елабужского уезда Вятской губернии. Все это случилось непредвиденно из-за Яковлева, помимо моего, и так меня поразило, что я совсем пал духом и едва волочу ноги. Если бы не племенники, которых я содержу на свой счет, то я немедля ни минуты, вышел бы в отставку. Хотел было я рассказать Вам, как было дело, но пока помолчу».
Василий Константиновича мӗн ӗҫпе куҫарнине эпӗ илтрӗм. Магницкий патне пӗр чӑваш учитель пырса йӑлӑна пуҫланӑ: «Василий Константинович, эпӗ учитель пулса пурӑнатӑп, уйӑхне 25 тенкӗ илтӗм, тесе алӑ пусатӑп. Пӑхӑсӑн, мана 10 тенкӗ анчах параҫҫӗ, ыттисене, 15 тенкине, темшӗн-тӗр тытса юлаҫҫӗ. Тархасшӑн, мана пурне те парӑрччӗ», - тет.
Эпӗ 25 тенкӗ илетӗп пулсан, мана ҫавӑн чухлӗ парӑр.
Ку ӗҫ пирки эпӗ хамӑн директорпа калаҫса пӑхӑп. Вӑл мӗн калӗ, эпӗ сана вӑл тӗлтен хыпар тӑвӑп, - тет Магницкий.
Тархасшӑн, - тет ку та йӑлӑнса.
Магницкий директор Никольские курса каласа парать. «Мӗн тӑвас?» - тесе ыйтать.
Мӗн тӑвасси-мӗнӗ, ҫапла-ҫапла, тесе ман патӑма хут ҫырса ярӑр, эпӗ хам енчен попечитель патне ҫырса ярӑп, - тет.
Магницкий мӗн ҫырма хушнине ҫырса ярать. Ҫав хута попечитель вуласа пӑхсан, Иван Яковлевичран мӗншӗн апла тунине ыйта пуҫлать. И.Я. хӑй мӗн каламаллине, мӗн ҫырмаллине пӗлмесӗр, аптӑраса хӑй патне часрах Н.И. Ильминские чӗнет. Ҫав ӗҫе епле тума, епле хӑтӑлма, ӑс ыйта пуҫлать. Ильминский, телеграмма илсенех И.Я. патне Чӗмпӗре килет, пӗр-икӗ эрне пурӑнса каять. «Ҫапла-ҫапла ҫырса яр», - тет, - эпӗ хам та попечителе курсан, мӗн калаҫмаллине калаҫӑп». Ильминский Хусана пырсанах попечитель ӑна хӑй патне чӗнтерет те ҫав ӗҫ пирки калаҫа пуҫлать. И.Я.-па Ильминский пӗр каварлӑ пулнине попечитель пӗртте пӗлмест. Ильминскийӗ вара тытӑнать И.Я. майлӑ ҫаптарма. Часах айӑпсӑр ҫынна, В.К. Магницкие, айӑплӑ туса хураҫҫӗ. Василий Константиновича, мӗскӗне, чӑвашсен хутне кӗнӗшӗн Хусантан Елабугӑна кӑларса ывӑтаҫҫӗ. Пӗрер ҫултан часрах отставкӑна тухма хушаҫҫӗ... Акӑ пирӗн чӑваш тӑшманӗ ӑҫта ҫитнӗ, унта чӑвашсемшӗн тӑрӑшакан ҫынсене сиен туса тӑрать, усал тӑвать, хӗсет. Иван Яковлевич вӑл вӑхӑтра хӑй пысӑк ҫын, Окружной инспектор чувашеких школ Казанского учебного округа пулса тӑратчӗ, ҫавӑнпа вӑл пӗр чӑвашсене кӑна мар, вырӑссене те пайтах усал тунӑ пулас. Кун пек ӗҫсем, учительсем хӑйсен шалӑвӗсене пӗтӗмпе илменнисем, пит нумай пулкаланӑ пулас. Анчах укҫисем ӑҫта, кам кӗсйине кайса кӗнӗ-ши?.. Учительсене хӑйсене каланӑ пулас: «Сирӗн укҫӑр шкул хӳмине тума, шкул крыльцине тума, ҫав ялта шкул тума кайрӗ», - тесе. Шкулсене тума хыснаран укҫа ыйтса илнӗ, кусем, учительсенчен чӗпӗтсе юлнисем, шкул тума пулӑшакана кайнӑ пулас... Вӑл вӑхӑтра пирӗн учительсем, чӑваш шкулӗнчен тухнисем, путексем пек йӑваш пулнӑ. Иван Яковлевичран вутран хӑранӑ пек хӑраса, чӗтресе пурӑннӑ. Хирӗҫ калаҫма мар, хӑй калаҫнӑшӑн та вырӑнтан хуса кӑларасран темӗн пек хӑраса пурӑннӑ. Вичкӗнтереххи: «Шалуне мӗншӗн тытса юлатӑр?» - тесен, ӑна хирӗҫ: «Санӑн юлташусем ялта миҫе тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ, эсӗ халӗ вунӑ тенкӗ илетӗн. Пӗр авкана сана вӑл та ҫитсе пырӗ-ха. Виҫ-тӑват ҫултан, унтан курӑпӑр, лайӑхрах вӗрентсен - ӳстеретпӗр», - тенӗ. Отчетсенче И.Я. нумайӑшӗ хӑй укҫипе тунӑ пулать. Учительсенчен ҫапла кашни уйӑхра тыта-тыта юлни пӗр шуйттана анчах паллӑ пулнӑ. Пӑтранчӑк шывра пулӑсене тытма аван пулнӑ пулас.
Чӗмпӗрте тухакан каҫетре (1893-мĕш ҫ. 20, 21, 31, 52 №№) «Приволжские чуваши» ятлӑ статьяра Иван Яковлевичӑн хура ӗҫӗсем курӑнаҫҫӗ.
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче Иван Яковлевичран пуҫне тата ун ҫумӗнчен ыттисем те чӑвашсене ӗмсе пурӑнма юратнӑ пулас. Пӗр чӑваш Николай Михайлович Микушкин хӑй ачине вӗренме илнӗшӗн 25 тенкӗ тыттарни ҫинчен маяа вӑрттӑн систерчӗ. «Ахаль илмеҫҫӗ. Укҫа парсан - илӗҫ», — тет, — шуйттансем, ахаль иккен шапасем пек мӑнтӑрланса кайнӑ, вӗсенӗн килекен ҫӗрӗсем пур иккен», - тет кулса.
