- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
1876-мӗш ҫ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ хӑйне валли Сӗве хӗрринче пӗр ҫурт туянчӗ. Ҫав ҫурта пурӑнма куҫсан, вӗренекен ачасене пит хытӑ ӗҫлеттерчӗҫ. Шкул хыҫӗнче, ҫӳлелле улӑхса кайнӑ ҫӗрте, навус тӗмиччӗ. Унта хулари ҫынсем навус тӑкатчӗҫ. Ав ҫав навус тӑкакан ҫӗре хуларан шкул валли ыйтса илчӗҫ. Унта вара навус тӑктарми турӗҫ. Ҫав вырӑна шкул хӑйне валли ыйтса илсен, хӳме хӳсе илчӗ, шкул ҫӗрӗ пулса тӑчӗ. Навус тӗминчен аялларах, шыв хӗрринелле анса кайнӑ ҫӗрте, Малый Конный урамра та, Кривой переулокра та пӗчӗкҫеҫҫӗ ҫуртсем пурччӗ. Шкул вӗсене те сутӑн илсе ячӗ. Пӗр ҫурчӗ, сутас текенни, халӗ те пулин Малый Конный урамӗнче ларать. Сутӑн илнӗ ҫуртсене пурне те вутта турттарчӗҫ. Ҫав ҫавӑрса илнӗ навус тӗми ҫине И.Я. ҫурт лартма шухӑшласа, тытӑнчӗ навус тӗмине ҫӳлтен аялалла антарса, лутра ҫӗре тикӗс тума. Навус тултмашкӑн ачасем валли, икшерӗн-виҫшерӗн тултма, темӗн чухлӗ ещиксем туса пачӗҫ. Темӗн чухлӗ састӑпсем, тимӗр кӗреҫесем, тимӗр сенӗксем, йывӑҫ кӗреҫесем, тимӗр кӗреплесем илсе пачӗҫ. Пире, ҫырӑва вӗренме пынӑ ҫынсене, пур класрисене те ир пуҫласа каҫчен кашни кун навус тӗми ҫинче ӗҫлеттерчӗҫ. Навуса чаваласа илсе, ещиксем ҫине тиеттерсе, ӑна аялалла туртаттӑмӑрччӗ. Навус тӗми ҫинче кӑткӑсем пек, пӗр чарӑнмасӑр, чӗнмесӗр ӗҫлеттӗмӗр. Перчеткесем илсе ӗлкӗрейместӗмӗр, ҫӗтӗлетчӗҫ. Уншӑн ачасене пӗр пус та тӳлеместчӗҫ. Хӑш чухне праҫник кун та ӗҫлеттӗмӗрччӗ.
Навус тӗмине пӑртак илсен, ытти ӗҫсене те ӗҫлеттӗмӗрччӗ. Кивӗ хуралтӑсене пӑсаттӑмӑр, чулсем, кирпӗҫсем тултаттӑмӑр. Ӗҫлемесӗр пӗр кун та иртместчӗ. Ӗҫлеттӗмӗр ялан: «Ку хамӑрӑн шкулӑн», - тесе савӑнса. Пур вӑхӑтра та темӗн тӗрлӗ вӑйпа пикенсе ӗҫлеттӗмӗр. Ҫав вырӑнта халӗ И.Я. пурӑнакан ҫурт ларать. Картишӗ тип-тикӗс, йӗри-тавра сат. Ҫав вырӑнта вӗренекен ачасем ӗҫлесе пайтах тар тӑкнӑ... Ҫавӑнпа вӑл вырӑн халӗ илемлӗ пулса тӑрать те. Ачасене вӗрентессинчен питрех хытӑрах ӗҫлеттерме тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесен кусем укҫасӑр ӗҫлекен тарҫӑсем пулса пурӑннӑ...
Ҫав вырӑна ачасене ҫитерме панӑ укҫипе туса лартнӑ ҫурт, ӑна И.Я. хӑй укҫипе тунӑ пулса, сутсӑ ярса, 26 пин тенкӗ укҫа илсе, кӗсйине чикнӗ. Вӗренекен ачасенчен нумайӑшӗ, сыснасем пек пурра-ҫукка ҫисе пурӑнса, чахутка ерсе вилсе пӗтрӗҫ.
Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
Эпӗ мӗн астӑвасса, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене И.Я. сыскӑлтӑксем тасаттаратчӗ. Халӗ астӑватӑп: пӗрре ҫапла сивӗрех пулсан, старший класра вӗренекен ачасем Павел Миронович Миронов Йӗлмелсем (ҫак ҫын вӗренсе тухсан, учительсен институтӗнчен те вӗренсе тухрӗ. Урал облаҫӗнче шкулсене пӑхса тӑракан инспектор пулса пурӑнчӗ, службинчен тухсан, пенси илсе пурӑнчӗ. Геометри ҫинчен кӗнекесем кӑларчӗ. Халӗ вӑл вилнӗ), Александр Васильевич Куликов тата ыттисемпе сыскӑлтӑк шӑтӑкне анса тӑрса, састугтсемпе чавса кӑларса, кӗреҫесемпе ҫӳлелле ывӑтрӗҫ. Ыттисем лавсем ҫине тиетчӗҫ, турттаратчӗҫ. Тепӗр вӑхӑтра тата ҫуркунне Сӗве пӑрӗ кайнӑ вӑхӑтра тасаттаратчӗҫ. Сӗве шывӗпе юхса кайтӑр тесе, лейкӑсемпе ӑсса витресене тултарса, Сӗве шывне леҫсе сапаттӑмӑр. Чӑваш шкулӗ умне кӗпер тӑвиччен, Сӗве шывӗ хапха айӗнчен картишне кӗретчӗ. Сыскӑлтӑксем тасатнӑшӑн укҫа тӳленӗ туса, счетсем ҫырнӑ. Вӑл укҫасем пурте И.Я. кӗсйине кӗнӗ...
