Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен пӗр класа пӗтӗмпе кӑларса янӑ. Пӗрремӗш класра кӑҫал 40 ҫынччӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшне малтан кӑларнӑ. 40 ҫынна урама кӑларса ывӑтнӑ. Калама ҫӑмӑл. Вӑл 40 ҫын пӗтӗм чӑваш халӑх хушшинчен пухӑннӑ (хӗрӗх ача хушшинче К.В. Иванов та пулнӑ. «Нарспи» ҫыраканни). Ашшӗ- амӑшӗсем вӑл ачасене ӗмӗтленсе ҫутта тухӗҫ тесе янӑ. Анчах вӑл ӗмӗт татӑлнӑ. Халӗ ӗлӗк шавласа ларнӑ класс пушӑ юлнӑ.

Чӑваш шкулӗнчен ачасене акӑ мӗншӗн кӑларнӑ: Дума пухӑннӑ кун кусем праҫник тӑвасшӑн пулнӑ. Пӗри пахчара хӗрлӗ ялав ҫӗкленӗ. Халӑха ирӗке кӑларас тӗлӗшпе революци юрри юрлакаланӑ. Пӗр юлташне вӗсенне кӑларса янӑ. Унтан, юлташа хурлӑха хӑварас мар тесе, хӑйсем те тытӑннӑ. Шкулта пӗр Д.И. Кочуров ятлӑ учитель пур. Вӑл учитель мӗн пулнӑ, ун ҫинчен пурне те шкул пуҫлӑхне И.Я. каласа панӑ. Вӗренекен ачасем ӑна юратман. Ҫитменнине тата вӑл учитель класра ачасене кӑшкӑрса пит хӑратнӑ. Ҫавӑнпа та ачасем ӑна юратман. Пӗрре ачасем ӑна итлемелле мар, вӑл вӗрентме килсен, класран тухса каймалла пулнӑ. Ун чухне икӗ ачана кӑларса янӑ. Ачасем халӗ те пирӗн юлташа ҫавӑн сӑмахӗпе кӑларса ячӗҫ пулӗ, тесе, ҫав учитель вӗрентнӗ чух каллех класран тухса тармалла тунӑ. И.Я. кайса каланӑ: ҫав учителе вырӑнтан кӑларсан, кӑларнӑ юлташа каялла илсен, - тин пирӗн кӑмӑл тулать, тенӗ.

И.Я. учитель майлӑ кайса ӳкнӗ. Ӳлӗмрен чӑваш шкулӗ ҫинчен тата ҫырас тетпӗр (Хыпар, 1907, 8 №)

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ ҫинчен пире ҫыраҫҫӗ: вӑл шкулӑра вӗренсе курнӑ ҫынсем унта И.Я. Яковлев мӗнле ӑса вӗрентнине пӗлеҫҫӗ. Вӑл шкулӑра вӗреннисенчен сайра Яковлев патакне тутанмасӑр, чӗререн калакан хытӑ сӑмах илтмесӗр тухнӑ. Анчах урӑх шкул пулман пирки, ачасем йӗнӗ те - тӳснӗ. Кӗркуннесерен 150-200- шер ача унта вӗренме кӗме пухӑннӑ. Яковлев, вӗренме пыракан ҫапах нумай пухӑнасса пӗлсе, хӑй патакне шеллемен: пӗр-ик-виҫ патакне хуҫнӑ тесе те калаҫаҫҫӗ.

Халӑх куҫӗ пӑртак уҫӑла пуҫланӑранпа Чӗмпӗрти вӗренекен чӑваш ачисем те хӑйсене йытӑ вырӑнне хунине хирӗҫ пыра пуҫланӑ. Ку ҫӗнӗ япала Яковлев кӑмӑлне кайман. Вӑл мӗн ҫамрӑкранпа хӑй патӗнче вӗренекен ачасене сурӑх кӗтӗвӗ пек тыткаланӑ. «Сурӑхсем» хӑйсене ҫын вырӑнне шутла пуҫланинчен тӗлӗнсе кайнӑ.

Ку япала инҫе ан кайтӑр тесе, тӑнлӑрах ачасене, учительсене часах хӑваласа кӑларса янӑ. Пӗр класа пӗтӗмпех кӑларса янӑ. Пӗр еннелле патакне тӑснӑ, тепӗр еннелле хытӑ сӑмах ҫыпӑҫтарса хунӑ. Яковлев мӗн тунине пӗлес текенсем унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен ҫырнине «Симбирские вести» ятлӑ каҫет ҫинче тупма пултараҫҫӗ. Эпир те ҫырма пуҫланӑччӗ те, цензор ҫуррине туртса (пӑсса) пӑрахрӗ. Кӑҫал Яковлевӑн вӑрӑм алли пӗр Анастасия ятлӑ хӗрӗн ҫӳҫне ҫӑлса илнӗ. (Вӑл хӗре кайран хӑваласа кӑларнӑ. Ҫак хӗре Дмитрий Петрович хӑйне валли качча илнӗ.) Ун ҫинчен Д.Петров ятлӑ ҫын «Симбирские вести» ятлӑ каҫет ҫинче ҫырнӑ. (Ҫак ҫын окружной сутра «эпӗ ҫырман, каламан» тесе тунчӗ. Шкулӑри тухтӑр та тунчӗ. Иван Яковлевича тӳрре кӑларчӗҫ.) Яковлева ку йышши чап кӑмӑла кайман - вӑл сута панӑ, теҫҫӗ. Хӑй тӳрре тухас тесе, акӑ мӗн-мӗн тунӑ, тет: 1) Анастасийӑна ҫӳҫрен тӑпӑлтарман тесе, шкулӑри хӗрсене алӑ пустарнӑ. 2) «Симбирянин» ятлӑ каҫет ҫине: «Эпӗ ку япалана туман», - тесе ҫыртарнӑ. 3) Сутра хӑйне тӳрре кӑларса тӑма пӗр Плевако ятлӑ пит чаплӑ адвокат тытнӑ, тет. Плевакона сутра Яковлева тӳрре кӑларса тӑнӑшӑн Чӗмпӗрти «Союз 17 октября» ятлӑ сылтӑмри ушкӑн тӳлет, тет. Д.П. Петров та ҫырмасть. Вӑл хӑй енчен тата хатӗрленет, теҫҫӗ.

Шкулӑри пурнӑҫа пӗлекенсем, ку ӗҫ мӗн енне каяссине пит хытӑ асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Яковлев майлӑ ҫынсенчен, хӑшӗ хресченсенчен ӑна юрӑхлӑ пулмалла хутсем ҫыртараҫҫӗ, теҫҫӗ. Ку ӗҫре Яковлев мӗн майпа та пулин тӳрре тухас пулсан, кун хыҫҫӑн вӑл тепӗр сутран хӑтӑлас ҫук. Вӑл хӗнесе ҫӗмӗрнӗ ҫын, тӗрӗс мар ҫӗртен хӑваласа кӑларнӑ ҫын - темиҫе ҫӗр пулмасан та, темиҫе теҫетке тупӑнмалла. Вӗсенчен хӑшӗ, ҫак 10 ҫул хушшинче вӗренсе тухнисем, халех Яковлева сута пама хатӗрленсе тӑраҫҫӗ, теҫҫӗ. Пӗри ҫӗр ҫынна яхӑн свидетель пухнӑ, теҫҫӗ. Пирӗн чӑваш хушшинче те ҫынсем икӗ пая уйрӑла пуҫларӗҫ. Вӗсем уйрӑла пуҫлани ӗнтӗ пайтах пулать. Анчах халиччен вӗсем ҫын умӗнче куҫа- куҫӑн хирӗҫ тӑрса тытӑҫманччӗ. Ку сут вӗсене чи малтанхи хут сут хире-хирӗҫ тӑратать.

Ӗҫ мӗн енне кайнине, сыв пулсан, курӑпӑр. Анчах вӑл ӗнтӗ халӗ те палӑрса тӑрать: ҫутӑ тӗттӗмре, тӗрӗслӗх тӗрӗсмарлӑха хӑҫан та пулсан ҫӗнтерет (Хыпар, 1907, 18 №).

И.Я. сутра тӳрре тухрӗ. Редакторпа Сахаров арӑмне 1000 т. штраф тӳлемелле турӗҫ. Ҫак сутра эпӗ итлесе лартӑм. Пӗр кулӑшла ӗҫ пулчӗ, тӗлӗнмелле...