- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
Ҫак пухӑва кам пуҫтарнине, унтан «Икӗ генерал» ятлӑ статьяна кам ҫырнине И.Я. питӗ хытӑ пӗлсе, тытӑнать Г.Ф. Алюнова пӑркӑҫлама... Алюнов вӑл вӑхӑтра Хусанти «Волжский вестник» каҫетре редактор секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Ӑна тытса тӗрмене хупса хураҫҫӗ. Унтан 1907-мӗш ҫулта кӑрлач уйӑхӗн виҫҫӗмӗш кунӗнче ӑна Тобольск кӗпернине 3 ҫула яраҫҫӗ. Ярославри лицейри профессорсем ыйтнӑ пирки, ӑна Ҫӗпӗр вырӑнне ют патшалӑха ямалла тунӑ (Хыпар, 1907, 1, 5 №№).
Чӑваш хушшинче
1907-мӗш ҫулта нарӑс уйӑхӗн 21-мӗш кунӗнче Сидор Игнатьевич Игнатьева тӗрмерен кӑларса виҫӗ ҫула ют патшалӑха янӑ. С.И. Игнатьев тӗрмене тытса хупиччен «Хыпар» кӑларса тӑнӑ. Ӑна: «Эсӗ социалист-революционер», - тесе айӑпланӑ.
Ҫак кунсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен виҫӗ вӗренекен ачана кӑларса янӑ: икӗ арҫын ачана та пӗр хӗрачана. Хӗрача тата виҫӗ уйӑх вӗренсен, вырӑна кӗмелле пулнӑ, унӑн ӗмӗтне татса пӑрахнӑ.
Дума суйлама янӑ ҫынсенчен, чӑваш хушшинчен пуҫлӑхсем акӑ кама-кама суйланӑ ҫӗре ямалла мар тунӑ: В.И. Иванова, П.А. Алексеева, Ф.Н. Николаева, М.И. Игнатьева, Г.М. Матвеева, К.С. Сергеева, М. Кудряшева тата виҫӗ ҫынна. Кусем пурте вӗреннӗ ҫынсем. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ е тӑваттӑшӗ Дума та лекме пултарайман.
Ҫӗрпӳ уездӗпе Шупашкар уездӗнче чӑвашла календарьсене полици пустарнӑ.
Бугульма уездӗнче учительсене чӑваш каҫитне «Хыпара» илме чарнӑ (циркуляр). Ҫак хут учительсене пит хурлантарнӑ: каҫичӗ халӑхшӑн пит усӑллӑ пулнӑ, халӑх нуши ҫинчен тӳррипе ҫырнӑ, халӑха ҫутӑ панӑ. Каҫите халӑх хушшинче учительсемех салатнӑ. Вӗсем апла ан хӑтланччӑр тесе, вӗсен аллисенчен туртса илнӗ. Учительсем хӑйсен пит сахал шалуйӗпе выҫлӑ-тутлӑ пурӑнса, хӑйсен юлашки укҫипе каҫет илсе халӑха панӑ. Учительсен аллинчен каҫете туртса илни, халӑх аллинчен туртса илнипе пӗрех пулнӑ. Учительсене ҫутатма янӑ пулсан вӗсем ирӗкӗсене ҫапла туса тӑмалла-ши? (Хыпар, 1907, 5-мӗш №.)
Пӑва уездӗнчи хыпарсем
Ака уйӑхӗн 12-13-мӗш кунӗсенче 1907-мӗш ҫулта ҫак Пӑва уездӗнче, чӑваш хушшинчен нумай ҫынна тӗрмене лартса хупнӑ. Вӑл ӗҫ ҫапла пуҫланса кайнӑ. Пуш уйӑхӗнче Киштексем, Ӗлшелсем, Кивӗ Мертлӗсем Думӑна наказ ҫырнӑ. Ӑна вӗсем алӑ пусма ялтан яла ҫӳретнӗ. Пур ҫак каланӑ ялсем алӑ пуссан, юлашкинчен Елшелсем алӑ пуснӑ. Вӗсем алӑ пусас кун Елшелне исправник пынӑ. Исправник хӑй урӑх ӗҫпе пынӑ-мӗн. Ачах хӑш-хӑш ҫынсем наказ ҫырнине исправнике систернӗ те алӑ пусма пуҫтарӑнасса кӗтсе тӑнӑ. Алӑ пусма халӑх ҫӗрле пухӑннӑ. Пухӑнсан, ҫав ҫурта исправнике ертсе пынӑ. Исправник пӳрте кӗнӗ те тӳрех сӗтел патне иртсе, наказа тытса илме тытӑннӑ. Халӑх кӑшкӑраша пуҫланӑ. Наказне исправнике паман, лучӑркаса та пулин унтан туртса илнӗ. Исправник нимӗнсӗрех тухса кайнӑ.
Кунтан кайран ҫак ялсем каллех наказа тепӗр хут ҫырса алӑ пусса тухнӑ. Наказа Думӑна ярайрӑр-и? тесен, «янӑ» теҫҫӗ. Думӑна наказ ярсан, хресченсем лӑпкӑн кӑна пурӑннӑ. Сисмен хутран ака уйӑхӗн 12- мӗш кунӗ каҫпа Киштеке 40 стражник, становой пристав тата исправник пынӑ. Вӗсем унта хресченсене ухтара пуҫланӑ. Питӗ кивӗ юрӑхсӑр пӑшалсӑр пуҫне нимӗн те тупайман. Старӑстӑпа икӗ хресчене тытса Ҫӗнӗ Пӑрӑнтӑка илсе кайса хупнӑ. Унтан хӑйсем Ӑракассине кайнӑ. Ҫул ҫинче хирте суха тӑвакансене ухтарнӑ. Нимӗн те тупайман. Ӑракассинче учительпе пӗр хресчене - Петр Данилова - ухтарнӑ. Унтан, нимӗн тупаймасӑрах Елшелне кайнӑ. Кунта та ухтарнӑ. 5 хресчене тытса кайнӑ. Елшелӗнчен Мертле кайнӑ. Унта Курака ухтарнӑ. Нимӗн те тупайман, ҫапах та тытса кайнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ӑна стражниксем нимӗн айӑпсӑрах хӗнесе пӗтернӗ. Кивӗ Мертлерен таврӑннӑ чухне каллех Ӑракассине кӗнӗ. Вӗсем унта учительпе П.И. Орлова, хресченсенчен Петр Данилова тытса кайнӑ. Петр Данилова пӳртрен илсе тухнӑ чухне, унӑн арӑмӗ хыҫалтан кӑшкӑрса тухма тытӑннӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пӗр стражник ҫурӑмран 2-3 хутчен нухайккӑпа ҫапнӑ. Урама халӑх пуҫтарӑна пуҫланӑ. Вӗсем Петр Данилова тытса юласшӑн пулнӑ. Стражниксем 3-4 ҫынна тивертсе илнӗ. Хресченсем, стражниксем нумайран, вӗсене хирӗҫ тӑман. Стражниксем тытнӑ хресчене Ҫӗнӗ Пӑрӑнтӑка илсе кайсан, Ӑраккассинче пуху пухӑннӑ. Вӗсем Ҫӗнӗ Пӑрӑнтӑка тытса кайнӑ хресченсене хӑтарма каяс тесе канашланӑ, анчах стражниксем пит нумайран кайма пулман.
Арестленӗ хресченсене Чӗмпӗре илсе кайнӑ чухне Ҫӗнӗ Пӑрӑнтӑкра халӑх нумай пуҫтарӑннӑ. Вӗсем илсе кайнине пӑхса тӑнӑ. Становой пристав вӗсем енне ҫаврӑннӑ та кулать, тет: «Мӗн пӑхса тӑратӑр эсир? Хӑвӑра ирӗке кӑларакансене-и? Ҫӗрпе ирӗкшӗн тӑрӑшакансене-и?» - тесе.
Хресченсене Чӗмпӗре илсе кайнӑ чух пит хӗнесе пӗтернӗ, тесе калаҫаҫҫӗ. Халӗ вӗсене Мӑнкун умӗн тӗрмерен кӑларнӑ. Ӑраккассинчи учитель анчах тӗрмере.
Ҫак пулнӑ ӗҫсем ҫинчен халӑх хушшинче сӑмах ҫӳрет. Ку ӗҫе Захар Артемьев, Василий Апполонов, Ярусланов, старшина В.Акимов (кӑна хӗрлисем Чӗмпӗрте Чекара пӑшалпа персе вӗлернӗ) тутарчӗ, теҫҫӗ. Ку ҫынсем ҫине хресченсем, хӑйсем каланӑ тӑрӑх, чиперех ҫилленнӗ (Хыпар, 1907, 14-мĕш №).
Ҫак вӑхӑтра И.Я. Яковлев Пӳркелӗнче пуянсене тата куштансене пуҫтарса, лешсене правительствӑна хирӗҫ пыракансене кӗрешме тӑма хӗтӗртсе ҫӳренӗ. Ҫав ӗҫпех ытти ялсене те чуптарнӑ.
Пӑва уездӗнче ҫак ҫулсенче, халӑх хӑйӗн пурнӑҫне тӗрлӗ майпа аванлантарма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра, Пӑва уездӗнче вӗрентекенсем те ӗлӗкхи пек ачасене вӗрентсе анчах пурӑнмарӗҫ. Вӗсем те хӑйсен вӑйӗ ҫитнӗ таран халӑха пулӑшма тесе ӗҫлени хӑшӗ-пӗрин кӑмӑлне килмерӗ. Вӗсем хӗсӗрленине пула вӗрентекенсенчен нумайӑшӗн вырӑнӗсене пӑрахса халӑхран уйрӑлмалла пулчӗ. Виҫӗмҫул юпа уйӑхӗн 17-мӗш кунӗнче патшаран манифест тухсан, Пӑрӑнтӑк вулӑсӗнчи чӑвашсем хӑйсен хӗн пурнӑҫӗ ҫинчен хытӑ шухӑшла пуҫларӗҫ. Хура халӑх нуши ӑҫтан килнине, халӑх пурнӑҫне епле ҫӑмӑллатмаллине вӗсем приговорсем ҫине ҫырма тытӑнчӗҫ. Ҫак ӗҫе Пӳркел чӑвашӗсем пуҫласа ячӗҫ. Пӳркеле кура, таврари ялсем те ҫавнах тӑва пуҫларӗҫ. Проговорӗсене ҫырма ялсем вӗрентекенсене илсе каятчӗҫ. Ку ӗҫе тума пуринчен ытла Пимӗрселӗнче вӗрентекен П.В. Кондратьев, Кӑнна Кушкинчи Д.П. Петров (халӗ Мускавра банкра служить тӑвать), Хирти Кушкӑра - М. Демьянов (1927-мӗш ҫ. чахоткӑпа чирлесе вилчӗ) пулӑшрӗҫ. Ҫакна илтсен, вӗрентекенсемпе халӑха чарас тесе, Пӑваран тӗрлӗ пуҫлӑхсем киле пуҫларӗҫ: инспектор та, становой та, кӑлава (голова. - Ю.Я.) та, жандармсем те. Вӗсем тӗрлӗ майпа хӑратса пурӑнчӗҫ, анчах нумай хӗн курса пурӑннӑ халӑх, кашни кун пуху тӑва-тӑва, приговорсем ҫырчӗ. Вара вӗсем: «Халӑх хӑй тӗллӗн нимӗн тума та пултараймӗччӗ, вӗсене вӗрентекенсем пӑтратман пулсан» - тесе, вӗрентекенсене вырӑнсенчен кӑларма шухӑшланӑ. Ҫавна илтсен, Кӑнна Кушкинчи, Хирти Кушкӑри пухусем хӑйсен ялӗнчи вӗрентекенсене ирӗккӗн ямастпӑр, тесе приговорсем тума хатӗрленсе тӑчӗҫ. Халӑх вӗрентекенсен хутне кӗрес тени пуҫлӑхсен хӑлхисене кӗрсен, вара ҫак вӗрентекенсене ҫӗнӗ вырӑнсене, пӗр-пӗринчен аякка куҫарчӗҫ. Куҫарнӑскерсене ҫӗнӗ вырӑнсенче юпа уйӑхӗччен анчах пурӑнмалла тунӑ, ҫак уйӑхсем иртсен, вӗсен урӑх кӗпернесенче вырӑн шырамалла пулнӑ. Ҫу иртсе кайрӗ, Дмитрий Петровичпа П.Кондратьев Пӑва уездӗнчех юлчӗҫ. Вӗсене вырӑнтан кӑлармарӗҫ, татах урӑх ялсене куҫарчӗҫ. Пӗрне - Йӗпреҫе, теприне - Тойси теекен яла. Кусем ҫӗнӗ вырӑнсенче пурӑннӑ чухне тӗрлӗ вырӑнлӑ ҫынсем (земский тиек, становой урядник, кӑлава (голова. - Ю.Я.) епле халӑха хӗсӗрлесе пурӑнни ҫинчен ҫыра-ҫыра каҫет ҫине ҫаптарчӗҫ. Ҫавӑншӑн ку вӗрентекенсене лешсем пит курайми пулнӑ. Йӗпреҫре вӗрентекеннине становойпа тиек темиҫе хут хӑратма тытӑннӑ. Раштав уйӑхне кӗрсен, ун патне становой стражниксемпе пырса хваттерне ухтарнӑ та (обыск), ун патӗнче сыхланакан вӗрентекенсен ушкӑнӗн (учительский союз) хучӗсене тупнӑ. Ҫав хутсемшӗн ӑна вара вырӑнтан кӑларса ячӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах Тойсире вӗрентекен Кондратьев каҫет ҫине ҫаптарса, мӗнпур уездри вӗрентекенсене ҫыру ярать. Ҫырӑвӗ ҫинче вӑл Пӑва инспекторӗ Романовпа Пӑва улпучӗсен пуҫӗ Голованский епле илемсӗр ӗҫсем туни ҫинчен каласа кӑтартать. Ҫак ҫырушӑн кӑна та вырӑнтан кӑларса яраҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ кусен иккӗшӗн те салтака ҫакланмалла пулчӗ.
Иккӗмӗш Патшалӑх пухуне суйланӑ чухне Пӑрӑнтӑк вулӑс пухӑвӗ икӗ вӗрентекене - М.Игнатьевпа Ф.Николаева - суйларӗ. Вӗсем Пӑвара каланӑ сӑмахсем хӑш-хӑш ҫынсен кӑмӑлӗсене килмен майӗпе, вӗсене Пӑва пухуне кӗртмен, кайран иккӗшне те вырӑнтан кӑларса ячӗҫ. Ҫак вӗрентекенсенчен пӗри, М.Игнатьев, Ҫӗпрелре вӗрентетчӗ. Вӑл малтанхи патшалӑх пухуне суйланӑ чухне те, уезд пухӑвӗнче те, кӗпӗрне пухӑвӗнче те (выборщике) суйлакан пулсаччӗ. Ун чухне вӑл, Чӗмпӗрте авантарах ҫынсене суйлас тесе, инспекторпа вӑрҫса пӗтрӗ. Темӗн пек тӑрӑшсан та, ӑна ун чухне вырӑнтан кӑлараймарӗҫ.
Тата акӑ нумай пулмасть Пӑрӑнтӑк вулӑсӗнче халӑх патшалӑх пухуне яма приговорсем ҫырнӑ майӗпе Ӑраккассире вӗрентекене П.И. Орлова тытса кайрӗҫ. Халӗ вӑл Чӗмпӗр тӗрминче ларать. Унӑн арӑмӗпе икӗ пӗчӗкҫӗ ачи юлчӗ. Пурӑнма вӗсене пит хӗн пулчӗ. Унӑн ҫемйине кам пулӑшас тесен, редакци урлӑ пулӑшма пултарать (Хыпар, 1907, 14 №).
