- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Гавриил Федорович Алюнов
Г.Ф. Алюнова эпӗ ачаранпах пӗлеттӗм. Вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ чухне ман пата час-часах ҫӳретчӗ. Эпӗ чӑвашла ҫырнипе те пит интересленетчӗ. Хӑй вӑл Пӑва уездӗнченччӗ. Алюнов шкулта чи лайӑх вӗренчӗ: унтан вичкӗнни, унтан хастарли, унтан ӑсли, унтан теветкелли, пӗр ача та, тен, ҫукчӗ-и?.. Духовнӑй семинарире те, пуп ачисем вӗреннӗ ҫӗрте те, вӑл пуринчен те лайӑх вӗренсе тухнӑ, унтан хастарли пулман. Пупа вӗренсе тухсан, вӑл пупа кайман, малалла вӗренме Лицее кӗнӗ. Унта та вӑл ҫапла пуринчен те лайӑх вӗреннӗ, ӑсӗпе профессорсене те тӗлӗнтернӗ. Алюновпа пӗрле вӗреннӗ ҫынсем унтан: «Вӑл икӗ пуҫлӑ ҫын», - тесе тӗлӗннӗ, кулнӑ... Хӑйӗн ӑсне шанса Алюнов ҫамрӑк ҫын пулсан та, авалхи саманара, патша вӑхӑтӗнче, патша ҫыннисем ҫинчен, генералсем ҫинчен епле ҫырма пултарнӑ... И.Я.-на вӑл епле витӗр курнӑ... И.Я. патӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсенчен, 20 выпускран (1879-1917) 400 ҫынтан, никам ҫапла калама пултарайман. Нумайӑшӗ, И.Я. пӗлмен ҫынсем, ӑна ырӑ ятлӑ пуласшӑн, ун ҫинчен ырӑ япаласем ҫырма тытӑннӑ, ӑна мухтанӑ: «Аслӑ улпутӑм», - тенӗ. «Чӑвашсене ҫутта кӑларакан», - тенӗ. «Ун патӗнче вӗренмен ҫынсен те ӑна тав тумалла», - тенӗ. «Халӗ вӑл ватӑлса ӗҫлейми пулнӑ, ӗлӗк ҫамрӑк чухне нумай ӗҫлерӗ», - тенӗ.
Эпӗ ачасенчен илтнӗ: «И.Я. пит начар учитель», - тенине И.Я. чӑвашсене ҫутта кӑларман, тӗттӗмлӗхре тытса тӑнӑ. Асил Алюнов ҫырнине, унтан тата петицине. Ун патӗнче вӗренмен ҫынсен - мӑкшӑсен, тутар-крещенсен, вотяксен, т. ыт. кама? И.Я. тав тумалла-ши?.. Вӗсене те вӗрентнӗ-ҫке. Вак халӑхсене ӗлӗк правительство вӗрентнӗ тӗн урлӑ вырӑс халӑхне ҫавӑрма... Иван Яковлевиччен те чӑвашсене вӗрентнӗ, унран кайран та вӗрентӗҫ. И.Я. ҫамрӑк чухне хытӑ ӗҫленӗ пулать, халӗ ватӑлсан, имӗш, ӗҫлейми пулнӑ, теҫҫӗ. Вӑл ҫамрӑк чухне те нумай ӗҫлеймен: 40-50 ҫул хушшинче виҫҫӗр- тӑватҫӗр ҫын вӗрентсе кӑларнӑ. Выпускра 20 ҫын хисеплетпӗр, унӑн выпускӗнче 15 ҫынран ытла тухман. Ҫуллен шкула илнӗ 100-200 ача, ултӑ ҫул хушшинче 600-1200 ача, ултӑ ҫул хушшинче вӗренсе тухнӑ 40-50 ача. Ыттисем ӑҫта кайса пӗтнӗ?.. Хуса кӑларнӑ.
И.Я. ҫак майпа чӑвашсен юнне сӑхса анчах пурӑннӑ. Ачасемшӗн хыснаран укҫа илсе тӑнӑ. Вӗсене ҫитерме ачасене килтен кӗрпе-ҫӑнӑх тулттарнӑ, памасан, кӑларса ывӑтнӑ... Аван вӗрентнӗ, учителӗмӗр чее пулнӑ. Урӑх шкул пулман, ниҫта кайса кӗреймен... Чӑвашсем хупланса ларнӑ... И.Я. чӑвашсене ҫапла вӗрентес вырӑнне хупласа кӑна тӑнине пӗлсен, пирӗн чӑваш хытӑрах ҫырӑва вӗренес тӗлтен шухӑшлама. Ҫак ӗҫе чи малтан Гавриил Федорович Алюнов хӑй юлташӗсемпе пуҫарса ярать.
Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
1906-мӗш ҫулта ҫурла уйӑхӗн 1-2-мӗш кунӗсенче Чӗмпӗре чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансем пухӑнаҫҫӗ. Пуху тӑвасси ҫинчен хыт-суха уйӑхӗнче анчах шухӑшланӑ. Пухӑва чӗнсе ҫыру салатаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 10-12-мӗш кунӗсенче анчах. Ҫапах та пухӑва пӗр 50 ҫын ытла пухӑнать. Пухӑннӑ ҫыннисем Хусан, Чӗмпӗр, Самар, Уфа кӗпернисенчен. Ҫак пухӑва чӑваш халӑхне вӗрентекенсене пурне те пӗр ушкӑна пӗрлештересшӗн пуҫтарнӑ. Малтанхи кунӗнче пуху Чӗмпӗртен пилӗк ҫухрӑм ҫӳлерех Атӑлӑн тепӗр енче пулнӑ. Вӑл кун пӗрлешнӗ ушкӑн валли хатӗрленӗ устава йышӑннӑ. Ҫав устав ҫинче каланӑ тӑрӑх пӗрлешнӗ ушкӑн акӑ мӗн-мӗн тӑвасшӑн: чӑваш халӑхне вӗрентсе малалла ярасшӑн, пирӗн халӑх патшалӑхра патшалӑх ӗҫӗсене тунӑ чухне мӗнле вырӑн йышӑнса тӑмаллине пӗлтересшӗн, патшалӑх ӗҫӗсене тунӑ ҫӗре халӑхӑн хӑйӗн хутшӑнмалла, пур ӗҫре те халӑхӑн хӑйӗн ирӗкӗ пулмалла. Ҫак каланӑ япаласене тумашкӑн пӗрлешнӗ ушкӑн чӑвашла каҫитсем, кӗнекесем кӑларса, халӑх хушшине салатмалла. Кӗнеке вуламалли вырӑнсем тумалла. Ҫав ушкӑна пурте кӗме пултарнӑ. Ушкӑн ӗҫӗсене туса пӑхса тӑмашкӑн ҫулталӑкне пӗр пысӑк пуху пулмалла, унтан суйланӑ ҫынсен пухӑвӗ, комитет, кӗнеке ҫаптарма ҫырнӑ ҫырусене тӳрлетекен, укҫа хисепне, ӗҫленӗ ӗҫсене тӗрӗслекен. Кӗпернесенче, уездсенче ҫак ушкӑна кӗрес текенсем темиҫе ҫын пулсан, вӗсем хӑйсем пӗр пӗчӗкҫӗ ушкӑн тума пултарнӑ. Ҫак пӗчӗкҫӗ ушкӑнсем пӗр аслӑ ушкӑна хутшӑнмалла. Ушкӑна кӗрекен ҫыннӑн ҫулталӑкне 3 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ.
Тепӗр кунне Чӗмпӗртен ҫӳлерех вӑрмана пухӑннӑ. Вӑл кун ятлӑ ҫынсем суйланӑ. Унтан хура халӑха тӗрлӗ тӳре-шарасем хӗсӗрлени ҫинчен канаш тунӑ. Унтан вара халӑх хутне кӗрекен ытти ушкӑнсене пӗр канашлӑ пулмалла тунӑ (Хыпар. 1906. 31-32 №№).
Ҫак пухӑва пуҫтарӑннине И.Я. Яковлев сиссен, часах Чӗмпӗрти вӑрттӑн губернатурӑна тата ытти ҫынсене те хыпар туса, пухӑва пухӑннӑ ҫынсене, чӑвашсемшӗн тӑрӑшакансене, хӑвалаттарса яртарнӑ... Чӗмпӗрте чӑваш пухӑвӗ-таврашӗ пулман тесе, Питӗре телеграмма ҫаптарнӑ. Акӑ пирӗн И.Я. чӑвашсене епле вӗрентме тӑрӑшнине куртӑра ӗнтӗ? Вӑл чӑвашсемпе пӗрлешсе хытӑрах ӗҫлесшӗн-и халӗ? Ҫук, вӑл чӑвашсене тата хытӑрах таптаса, ури айӗнче пусса тӑрасшӑн. Чӑвашсем ан хускалайччӑр, тет.
