Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать
  1. Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.

Удовлетворить следующие пункты первой петиции: а) избежание увольнений воспитанников и прием ограниченного количества; б) товарищеский суд; в) освобождение воспитанников от обязанностей прислуги; г) расширение программы; д) замена учебника педагогики Юркевича, изданного в 1869 году, другим; е) организование библиотеки для каждого класса; ж) доступ в городские библиотеки; з) радикальное улучшение стола; к) увеличение деятельности братства на вспомоществование неимущим воспитанникам.

  1. Гуманное обращение начальства и преподавателей с воспитанниками.

  2. Отмена контроля ученической корреспонденции.

  3. Свободный выход воспитанников из школы до 7 часов вечера, без разрешения на то начальства.

  4. Посещение воспитанниками театра и собраний во всякое время.

  5. Предоставить ученикам права: а) делать собрания и организовать кружки самообразования без вмешатель­ства начальства; б) доводить до сведения о своих нуждах.

  6. Удалить от должности преподавателя истории и географии священника В.Н. Никифорова.

Не немедленно:

  1. Увеличить сумму (асигнованную) на содержание школы.

  2. Преобразовать школу в учительскую семинарию, с оставлением шестигодичного курса.

  3. Приготовительный класс преобразовать в двухклассное училище.

  4. Учительский персонал должен быть с высшим образованием.

  5. Ввести преподавание «гигиены».

Заявив эти требования, мы прекращаем занятия впредь до удовлетворения первой группы требований.

При этом требуем, чтоб никто из прекративших занятий воспитанников не был уволен. Егор Борисов 1905 г. 29 ноября. Следует подпись двух старших классов.

Копии эти прислал мне родственник Егор Борисов.

Ҫак петицисене илсен, И.Я. нимӗн тума пӗлмест, ҫиллипе ахӑрашса анчах ҫӳрет: «Эпӗ вӗсене, сӗлекесене, пурне те шкулӑран кӑларса ывӑтатӑп, тӗк кӑна пурӑнас килмесен, кашкӑрсем пек, сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр. Эпӗ вӗсене вырӑн памасан, вӗсем ниҫтан хӑйсене валли вырӑнсем тупас ҫук. Вӗсем пурте халӗ, манкаллӑ сурчӑк пек, пӗрне-пӗри варласа пурӑнаҫҫӗ. Эпӗ вӗсене час манкисене тасаттаратӑп. Вӗсем халӗ ют ҫынсем хӗтӗртнӗ пирки иртӗнме тытӑнчӗҫ. Ют ҫынсем хӗтӗртнӗ те - кайнӑ. Кусем хӑйсем тӗллӗн нимӗн те тӑвас ҫук. Вӗсем халӗ ҫамрӑк пуҫӗсемпе мана, ват ҫынна, вӗрентме тытӑннӑ иккен. Апла тума кирлӗ, капла тума кирлӗ, теҫҫӗ. Эпӗ вӗсемсӗр пуҫне епле тума кирлине пӗлместӗп-ши? Акӑ класа пырса кӗрсен, тытӑнӑп алӑри туяпа ватмашкӑн. Нумайӑшӗ халӗ вӗсенчен ман туян тутине тутанса пӑхман-тӑр, эпӗ вӗсене часах тутантарса кӑна мар, тӑраниччен ҫитерӗп. Эпӗ кам иккенне вӗсем мана куҫ умӗнчех мана пуҫланӑ. Пӗр тытӑнсан, эпӗ часах асӗсене илтерӗп», — тет. Ачасем те картишӗнче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем мӗскер-тӗр вӑрттӑн калаҫаҫҫӗ: «Пурсӑмӑр та пӗрле пулсан, вӑл пире нимӗн те тӑвас ҫук», — теҫҫӗ.

И.Я. арӑмӗн сехри хӑпнӑ: упӑшкине питех вӑрҫма хушмасть, ҫитменнине асту - кама та пулин хӗнеме ан тытӑн, хӗненине курса, вӗсем урнӑ йытӑсем пек, хӑвна тытӑнӗҫ ватма. Ватӑлмалӑх кунӑнта темӗн курса тӑрӑн. Кай, Кочурова кала: вӑл ачасене саланма хуштӑр, пухӑнса ан ҫӳреччӗр. Ху вӗсемпе ан ҫыхлан, тет. Унччен те пулмасть, пит хытӑ ҫилленнӗрен-и? И.Я. тепле ӑшӗнче сывлама кансӗр пулать. «Ку ахаль мар-тӑр: вилӗм ҫитмерӗ-тӗр-ҫке?» - тесе хӑраса ӳкет. Хӑй пӳлӗмне кӗрсе, вырӑнӗ ҫине тӑсӑлса выртса, ахлатма пуҫлать... Арӑмӗ те хӑраса ӳкет: «Часрах тухтӑра чӗнтерем», - тесе васкать. «И.Я. эсӗ ан шухӑшла, ӗҫӗ хӑех лӑпланӗ-ха, акӑ эпӗ хам Кочурова тухса калам. Вӑл унта ачасемпе хӑй калаҫтӑр», — тет те, тула тухса, Кочурова хӑй патне чӗнсе илсе каять: «И.Я. сасартӑк чирленӗ, халӗ вырӑн ҫинче ахлатса выртать, тен, вилет-и? Кай, кала ачасене — вӗсем ан пӑлханччӑр, пухусем туса ан ҫӳреччӗр, кирлӗ мара темӗн те пӗр ан ыйтчӑр. Вӗсен хутне, петицисене вуласан, ӑна ав темӗн пулчӗ, чирлерӗ, сывлама кансӗр, тет. Тен, вилет-и? Ачасене лӑплантарсан, тен, ӑна та ҫӑмӑлтарах пулӗ? Эпӗ акӑ хам тухтӑр пирки васкам. Эсӗ кай, часрах ачасене лӑплантар», — тет те каллех упӑшки патне васкаса кӗрет: «Епле, И.Я., утнаккӑ пек-и, эп тухтӑра чӗнтерес-и?»

- Чим халӗ, пӑртакҫӑ тӑр, тата та кансӗр пула пуҫласан, тухтӑра чӗнтерсе килтерӗн. Эпӗ авка ҫапла выртам-ха, хӑй тӗллӗн тата иртсе каймӗ-и? - тет.

Д.И. Кочуров картишӗнчи ачасене ӳкӗтле пуҫлать: «Ачасем, тархасшӑн, ан пӑлханӑр. Ав И.Я. чирлерӗ, вилет пулӗ, саланӑр, класа кӗрсен — йӳнлӗ пулӗ. Эсир пӑлханнипе ав И.Я. чирлерӗ», - тет. Ачисем: «Чирлин, пӗтмест-и, вӑл тахҫан вилмелли ҫын», — теҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ. Вӑл каланине илтмен пек пулса, хӑйсен вырӑнӗнчен хускалмаҫҫӗ. Учитель пулсан та - пурпӗр ӑна сума сумаҫҫӗ. Калӑн, ют ҫын вӗсене ӳкӗтлет.

- Вилсен, эпир ӑна пытарӑпӑр, эсӗ каланипе эпир саланас ҫук. Эсир эпир мӗн ыйтнине тусан тин саланатпӑр, - теҫҫӗ. Ытти учительсем те калаҫма тытӑнсан, сӑмах калама мар, ҫӑвар та уҫтармаҫҫӗ. Калӑн, вӗренекен ачасем пурте урнӑ, тесе. Вӗрентекенсем ҫине тӑшмансем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Шкулӑри ҫынсем, начальниксем, шарт тӗлӗнеҫҫӗ: «Кусене мӗнпе кӑна лӑплантарар- ши?» - теҫҫӗ. И.Я. пӳртрен тухмасть. Унӑн сывлӑхне пӗлсе тӑрасчӗ, вӑл вилсен, пире кунта пурӑнма пӗр кун та ирӗк памӗҫ, теҫҫӗ хӑраса. Аслӑ класрисене курса пӗчӗкҫӗ ачисем те шавла пуҫлаҫҫӗ, вӗренесшӗн мар, сурӑхсем пек ерттилли-ерттиллипе капӑртатса ҫӳреҫҫӗ, тӳсме хал ҫук, шавлаҫҫӗ. Чарӑнӑр! Ан кӗрлӗр! тесен, учительсене хирӗҫ тата хытӑ кӗр!тӑваҫҫӗ. Никам каланине илтмеҫҫӗ. Калӑн, вӗсен пуҫлӑхӗ ҫук, тесе. Пуҫлӑхӗ вырӑн ҫине тӑсӑлса выртнӑ, ахлатса выртать, никам ӑна кӗрсе куракан, шеллекен ҫук. Пайтахчен выртсан, хайхине пăртак ырӑ пулнӑ пек туйӑнать. Тухтӑрӗ те пырса ҫитет: «И.Я., сана мӗн пулчӗ?» - тесе ыйтса пӗле пуҫлать. Чипер кӑна ҫумне ларса, чӗрине епле ӗҫленине итлесе пӑхать. «Хӑрушӑ мар. Чӗрӗр лайӑх ӗҫлет, капла ӗҫленипе тата пӗр ҫирӗм-вӑтӑр ҫул пурӑнӑр халӗ», - тет, лӑплантарать. Тухтӑрӗ ҫапла каласан, И.Я. выртнӑ ҫӗртен, сиксе тӑнӑ пек, тӑрать те тухтӑрӗпе калаҫа пуҫлать: «Манӑн выльӑхсем урчӗҫ пулас, ҫын пулса калаҫа пуҫларӗҫ, темӗн те пӗр ҫырса, кирлӗ мар япаласем ыйта пуҫларӗҫ. Кунтан эпӗ пӑртак сывалсан, вӗсене, выльӑхсене, эпӗ час парӑнтарӑп»,- тет.

- И.Я., эсир хӑвӑра хӑвӑр пит ан чӑрмантарӑр, хӑвӑр пӗлетӗр, халӗ вӑхӑчӗ ҫавӑн пекки. Куратӑр, хулара та ҫынсем епле пӑлханса тӑраҫҫӗ. Вӑхӑт ҫитсен хӑйсемех чарӑнӗҫ. Ун чухне вара каллех ӗлӗкхи пек пурӑнӑр, - кулать-мӗн тӑвать тухтӑрӗ. Нумай та тӑмасть: «Сыв пулӑр!» тесе тухса та каять.

И.Я. тытӑнать пӳртӗнче каллӗ-маллӗ ерипенӗн утса ҫӳреме. Хӑй патне никама та кӗртмест. Тулта ачасем мӗн хӑтланнине арӑмӗ урлӑ анчах ыйтса пӗлет. Арӑмӗ те ӑна, хытӑрах лӑплантӑр тесе, майӗпе кӑна ачашласа калаҫать. Кочуровӗ те пӳртне чӗнменрен кӗмесӗр ҫӳрет. Хӑйшӗн ниҫта вырӑн тупаймасть, И.Я. чӗнсе кӗртмест ҫавӑнпа нимӗн тума пӗлмест.