Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни

Чӗмпӗрте чӑваш чӗлхипе эпӗ «Пӑлхар» ятлӑ хаҫат кӑларма шухӑшласа, тытӑнтӑм камран кирлӗ унтан хаҫат кӑларма ирӗк парӑр, тесе ыйтма. Ман ҫыру тӑрӑх Питӗртен Чӗмпӗре жандарм патне хут ҫырса ярса, ман тӗлтен мӗн кирлине ыйтса пӗлме. Жандарм эпӗ ӑҫта служить тунине пӗлсе, акцизное управление пырса, пирӗн управляющипе калаҫать. Эпӗ епле ҫынне - шанӑҫлӑ-и, ҫук-и? - ҫавна ыйтса пӗлет. Ман пуҫлӑхӑм ман тӗлтен аван хыпар парать. Мӗншӗн ыйтнине те каласа парать: «Вӑл Чӗмпӗрте чӑвашла хаҫат кӑларма ирӗк ыйтать», - тет. Чӗмпӗрте чӑвашсен пуҫне И.Я. пӗле тӑруҫӑм, эпӗ унта ҫыру вӗреннине пӗлсен жандарм унта кайса ман тӗлтен И.Я.-па та калаҫса пӑхать. И.Я., паллӑ, хаҫат кӑларма ирӗк пама хушмасть, чарма хушать. Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларсан, чӑвашсем вырӑс пулас ҫӗртен, каллех чӑваша ҫаврӑнӗҫ. Чӑваш халӑхӗ ҫӗнӗрен ҫӗкленсе кайма пултарӗ. Эпӗ вӗсене вырӑссемпе хутӑштарса яма тӑрӑшатӑп. Чӑвашла хаҫат вӑл тӗлтен чарма пултарать. Ҫавӑнпа эпӗ чӑвашла хаҫат кӑларма ирӗк пама хушмастӑп. Хаҫат кӑларас текен ҫыннине те эпӗ пит лайӑх пӗлетӗп. Вӑл ман патӑмра вӗренкелесе пӑхрӗ, эпӗ ӑна начар вӗреннӗрен кӑларса ятӑм. Вӑл ку ӗҫе, хаҫат кӑларас ӗҫе, пултарас ҫук. Кирек мӗн каласан та эсир ӑна хаҫат кӑларма ирӗк ан партарӑр, тет. Лешӗ ун сӑмахне итлесе, ҫапла-ҫапла тесе Питӗре хут ҫырса ярать. 1899-мӗш ҫулта чӑвашла хаҫат кӑларма чараҫҫӗ. Вӑл тӗлтен мана хыпар турӗҫ.

Темиҫе ҫултан И.Я. ку ӗҫре эпӗ сана ура хутӑм, тесе мухтанса кӑларса кӑтартать.

Акӑ пирӗн чӑваш тӑшманӗ мӗн хӑтланнине пӗлтӗре ӗнтӗ? Пирӗн чӑвашсене епле ҫутта кӑларма тӑрӑшнине? Вӑл чарман пулсан, эпир 1900-мӗш ҫултанпа хаҫатпа пурӑннӑ пулӑттӑмӑр. Вӑл чарнине пула эпир ку кунччен тӗттӗмре пурӑнтӑмӑр. Кун пек ҫын пуҫ пуличчен пулманни лайӑх. Пирӗн чӑвашсен ваттисен сӑмахӗ пур: «Чӑваш кӗнекине ӗне ҫисе янӑ имӗш». Кӗнекине ӗне ҫимен, ӑна хайласа анчах каланӑ. Пӗр-пӗр усал ҫын, И.Я. пек усал кӑмӑллӑ ҫын, хамӑр чӑваш кӗнекисене пӗтерттернӗ куран. Ҫавӑнтан вара чӑвашсем кӗнекесӗр тӑрса юлнӑ пулас. Чӑвашсем ҫынна вӑрҫнӑ чухне кирек хӑҫан та «ӗне» тесе вӑрҫаҫҫӗ. Кӗнекисене ҫиекенни те, ӗни, чӑвашах пулнӑ куран, тӑшман. Ют ҫынсен умӗнче ырӑ ятлӑ пулаҫҫӗ, хамӑр тӑвансене, чӑвашсене, мӑйкӑчлаҫҫӗ... Пархатарсӑр ҫынсем кирек хӑҫан та хӑйсене кӑна ырӑ тӑвасшӑн хӑтланаҫҫӗ, вӗсене ыттисем пӗртте шел мар. Тепӗр енчен - вӗсене мӗншӗн шел пултӑр? Вӗсем хӑйсем тахҫан ҫухалнӑ ҫынсем. Пӗр вырӑс пулса кайнӑ ҫын хамӑр чӑваша шеллет-и? Асту, шеллӗ!.. Эпӗ чӑвашран пӑсӑлса кайнӑ ҫынсене пайтахӑшне пӗлетӗп. Вӗсем вырӑс ҫыннинчен те усалтарах пӑхаҫҫӗ, хамӑр чӑвашран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ: «Чӑваша тунӑшӑн Турӑ виҫӗ кун ларса йӗнӗ», - тесе. Вырӑс пулса кайсан, Турри савӑнса пурӑнать куран. Хӑй халӑхӗнчен кулакан ҫын, пархатарсӑр ҫын вӑл, Чӑваш тӑшманӗ...

Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени

Эпӗ Чӗмпӗрте чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ чухне (1875-1879-мӗш ҫҫ.) Иван Яковлевич ачасене тивместчӗ. Вӑл вӑхӑтра ҫырӑва вӗренес текен ачасем нумай марччӗ, пит хӗнпе пуҫтарӑнатчӗҫ. 1879-мӗш ҫулта чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасем вӗренсе учителе тухрӗҫ. Вӗсем хамӑр чӑваш хутлӑхӗнче сарӑлчӗҫ, ачасене ялсенче вӗрентме пуҫларӗҫ. Кайран хӑйсем вӗрентнӗ ачисене Чӗмпӗре шкула кӗрте пуҫларӗҫ. Ҫуллен-ҫул ачасем пухӑннӑҫемӗн пухӑна пуҫларӗҫ. Вӗренме нумай килнине кура вӗренме ачасене ытлашши те илме тытӑнчӗҫ. Кайран тата вӗсенчен нумайӑшне кӑларса яра пуҫларӗҫ. Апла та ачасем пухӑннӑҫемӗн пухӑнма пуҫларӗҫ. Чӑвашсем вӑранса кайнине курсан, И.Я. тытӑнать иртӗнме: аллисене ирӗк пама, хӑш ачана ҫӳҫӗнчен тытса лӑскаса илет, хӑшне аллинчи туйипе ватса пӑрахать. Кама унӑн туйи кӑмӑлне килмест, вӑл ҫын шкулне пӑрахса кайсан та, ку уншӑн питех йӗмест. Кӗркунне ун вырӑнне ҫӗр ҫын пуҫтарӑнасси курăнса тӑнӑ. Ҫавна пӗле тӑруҫӑн, И.Я. ачаҫене пӗртте хӗрхенмен, йытта ватнӑ пек ватнӑ. Иван Миронович Миронов И.Я. ӑна епле туйипе ватни ҫинчен мана каласа пачӗ. Эпӗ унччен ӗлӗк ытти вӗренекен ачасенчен те нумай илтни пурччӗ: И.Я. ачасене епле ислетни ҫинчен. Вӑл кӑна мар - унӑн вӗрентекеннисем те хӗненине илтнӗччӗ. Никифор Михайлович Охотников пӗр ачана сӑптӑрса ярсан, класри доскипе пӗрле ачи те кайса ӳкнӗ имӗш. Ҫитменнине тата выртакан ачинех тытӑнчӗ, тет ишме... И.Я. ачасене хӗнени ҫинчен эпӗ нумай илткеленӗччӗ. Ман патӑма вӑрттӑн ҫӳрекен ачасем шкулта мӗн пулни ҫинчен пӗлтерсе тӑратчӗҫ. Эпӗ вӗсене калаттӑм: лӑпкӑ пурӑнса, хытӑрах вӗренме тӑрӑшӑр, унта вӗренсе тухсан, малашне урӑх ҫӗре пысӑкрах шкулӑсене вӗренме кӗрсе, вӗренсе тухма тӑрӑшӑр. И.Я. туйи тутине тутанса пӑхсан та вӗренме ан пӑрахӑр. Малашне пирӗн ҫынна, чӑваш халӑхне, ҫыру пӗлни, пысӑк вӗренни питӗрех те кирлӗ пулӗ. Ав ҫав тиркепе хӑвӑрӑн хастарлӑхӑра кӑтартӑр, теттӗм. Ҫамрӑк ачасем ҫав тӗрлӗ теветкеленетчӗҫ, хӑшне пӑхнӑ - вӑл, темӗн тӗрлӗ вӗренме хатӗрленсе каятчӗ. Чӑнласах та, вӗсенчен нумайӑшӗ, пысӑк шкулсенче вӗренсе тухса, чипер ҫынсем пулчӗҫ... Вӗсем ҫапла аслӑ ҫынсем пулнине пӗлсен, хам та пӗчӗкҫӗ ача пек савӑнаттӑм-ҫке...