- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Чӑваш юррисем епле пухӑнни
Чӑваш юррисене эпӗ нумайӑшне Чӗмпӗрте чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасем урлӑ пухрӑм. Киле каяс умӗн эпӗ вӗсене ӑс параттӑм: киле кайсан, пушӑ вӑхӑтра, юрӑ ӑстисенчен хамӑр чӑваш юррисене ҫырса илме тӑрӑшӑр, теттӗм. Паллӑ, мӗншӗн вӗсене пухма кирлине вӗсене каласа параттӑм. Вӗренекен ҫамрӑк ачасем эпӗ чӑвашла ҫырса муталаннине пӗлсен пурте манпа паллашма тӑрӑшатчӗҫ. Эпӗ мӗн ҫырнине вӗсем вуласа пӑхма ыйтса илетчӗҫ. Хӑйсен кӑмӑлне килнисене каласа паратчӗҫ. Такмак таврашӗсене, стихсем, эпӗ ҫырмастӑм. Ҫыраттӑм эпӗ ялан тӑсса (прозой). Хам патӑма ҫӳрекен вӗренекен чӑваш ачисене, хастарлисене, эпӗ ялан Чӗмпӗрте вӗренсе тухсан малалла пысӑк шкулсене кайса вӗренме ӳкӗтлеттӗм. Вӗренсе тухсан ӳлӗмрен ҫапла ман пек чӑвашла ҫырма тӑрӑшӑр, теттӗм. Чӑвашла ҫырма, вулама вӗренмелле пушӑ вӑхӑтра, кирек хӑҫан та халапсем ҫырсӑ илме тӑрӑшӑр. Вӑл пирӗн чӑвашӑн ӑслӑлӑхӗ...
Шкулта вӗренекен ачасем ман патӑма ҫӳренине, кам-тӑр, вӑрттӑн И.Я. систерсен, эй! И.Я. ҫилленсе тытӑнать ачасене пӗр тустарма: «Эсир, ачасем, «Юткин» патне ҫӳретӗр. Астӑвӑр, кам та кам ун патне ҫӳренине пӗлсен е курсан, эпӗ сире шкултан хӑваласа кӑларатӑп», - тет. Лешсем, чеескерсем, мӗншӗн апла улталаса «Юткин» тесе каласан пӗлмен туса туна пуҫлаҫҫӗ: «Ҫук, И.Я., эпир Юткина пӗлместпӗр, ун патне ҫӳреместпӗр», - теҫҫӗ.
- Эсир ӑна пӗлетӗр, вӑл кунта, шкула Василий Никифорович патне чиркӗве час-часах ҫӳрет. Хуп-хура кӑна чӑваш. Вӑл чӑвашла та ҫыркалама хӑтланать.
Лешсем ҫапах та: «Ҫук, эпир ун пек ҫынна пӗлместпӗр-ҫке», - теҫҫӗ. Хӑшӗ тата ӑна юри мӑшкӑлланӑ пек: «И.Я., Василий Никифорович патне почтӑран пӗр хура чӑваш ҫӳрет, лутра кӑна япала, суккӑртарахскер. Арапуҫсем. Ҫавӑ мар-тӑр-ҫке?» - теҫҫӗ.
- Ҫук, ку Акцизное Управленире служить тӑвать няк, - тет. Ачасен хушшинчен, кам та пулин, лешӗ мӗншӗн Юткин тесе улталаса каланине пӗлмесӗр «Юткин» мар, И.Я., Юркин» тесен, ку часах - эпӗ ӑна паллатнам, пӗлетнем? - тесе ыйтса пӗле пуҫланӑ. «Пӗлетӗп», - тесен «Эпӗ ӑна епле пӗлетӗн, каласа пар халӗ, эсӗ ун патне ҫӳретӗн иккен, унӑн хушаматне те пӗлетӗн. Санпа пӗрле кам-кам ҫӳрет? Каласа кӑтарт халӗ», - тесе ахӑраша пуҫланӑ... Каласа парсан тытӑннӑччӗ унран пуҫласа ыттисене те кӑлара-кӑлара ывӑтма... «Эсир иккен, ун патне ҫӳрекеннисем, чӑваш юррисене пуҫтарса ӑна леҫсе параканнисем», - тесе аллинчи кӳкрешкеллӗ хулӑн туйипе тӑраниччен ишмешкӗн (ватмашкӑн). Ерттелте, пӗри ӑнманни, кирек хӑҫан та ҫакланать. Мӗн пур ырӑ ӗҫе пӗр самантра пӑсса пӑрахма пултарать. Ав ҫавна пӗле тӑруҫӑм, эпӗ малтанах хам патӑма ҫӳрекен ачасене систереттӗм: «Ман пирки сире кӑларса ан ывӑтайтӑр, эсир ак ҫапла калӑр», - тесе. Вӗсем класӗ-класӗпе Юткина пӗлмен пулса тунаҫҫӗ. Ай-хай ҫав вӑхӑтра теветкеллӗ ачасем пурччӗ-ҫке... Вӗсем пурте вӗренсе тухрӗҫ, учитель пулса тӗрлӗ тӗле ялсене саланчӗҫ. Хӑш те хӑшӗ тата малалла вӗренме кӗчӗҫ. Эй, ҫавсемшӗн чунӑм савӑнатчӗ-ҫке.
Юрӑсене Питӗртен станпа пустарма ирӗк парсан эпӗ хам пӗлекен ҫыннӑмсем патне, учительсем патне, ҫырусем ятӑм. Вӗсем хӑйсем пурӑннӑ ҫӗрте мӗн чухлӗ те пулсан юрӑ кӗнекисене сарма пултараймӗҫ-ши тесе, шухӑшласа станпа пуҫтарнӑ ҫырусем салатма турӑм. Юрӑ кӗнекине шкулта вӗренекен ачасене вулама ан чарччӑр тесе, Хусанти попечитель патне ҫыру ярса ыйтрӑм. Ман ҫырӑва вӑл И.Я.-на панӑ куран. Ку часах шкулӗсене циркуляр ҫырса парать. Унта акӑ мӗн-мӗн ҫырнӑ: «Господину Учителю Тюрлеминского инородческого министерства народного просвещения училища.
«Некто Иван Юркин, служащий в Симбирском губернском акцизном управлении, в настоящее время получает в Симбирске в типографии Анучина книжку под названием «Лирические произведения. Песни на чувашском языке». Недавно я осведомился, что он разослал некторым учителям сельских школ училищ объявление о печатаемой им книжке с просьбой оказать содействие к распространению ее между учащимися вверенных училищ. Я имел случай познакомиться с песнями, составленными Юркиным, еще в рукописи, до печатания, и нашел, что они лишены всякого интереса и бессодержательны, а потому бесполезны. В виду этого ни в коем случае не стоит приобретать книжку Юркина для училищ, а тем более распространять ее между учащимися. Кроме того в народные училища могут быть приобретаемы лишь только книги, одобренные 1) Учебным Комитетом, состоящим при Святейшем Синоде. 2) Ученым Комитетом (или особым отделом оного) министерства народного просвещения. 3) Издания братства Святейшего Гурия в Казани.
О вышеизложеннном сообщаю вам к сведению. Инспектор Яковлев».
Ҫак хут халӗ Шупашкарта музейра выртать. Ӑна унта ӗмӗр-ӗмӗр усраса тӑма леҫсе панӑ.
Акӑ чӑвашсен юррисем пирки мӗн-мӗн ҫырнине пӗлтӗр ӗнтӗ... Вӑл юрӑсем халӗ те пулин тухман. Малашне эпӗ чӑвашсен юррисене станпа пустарса кӑларатӑп. Вулакансем пӗлӗҫ «чӑваш тӑшманӗ» епле кӑлӑхах мана хурланине.
