Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах

Статски советник (генерал) шайне хӑпарнӑ Иван Яковлевич Яковлевӑн тӗнче курӑмӗ мӗнле аталаннине ӑнланас тесен унӑн ачаран пуҫласа ватӑлса ҫитичченхи пурнӑҫне тишкерсе тухмалла. Хӑй ҫитмӗл тултарнӑ хыҫҫӑн 1916-1920 ҫулсенче А.Жиркевич хушаматлӑ поляка каласа ҫыртарнӑ «Моя жизнь» кӗнекинче Иван Яковлевич вӗлтӗрен кайӑк (незаконнорожденный) пулса ҫуралнине пытармасть. Унӑн ашшӗ мӗн ятлӑ пулни паллӑ мар. Якку Иванӑн ашшӗ мар, хреснашшӗ пулнӑ. Амӑшӗ, Наҫтаҫ ятлӑскер, упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн сакӑр ҫултан ача туса парать. Ҫуратнӑ хыҫҫӑн виҫӗ кунран вӗрӗлсе вилсе каять. Ҫитӗнсе ҫитсен сӑн-пичӗпе тата кӗлеткипе Иван Яковлевич пӗрре те чӑваша аса илтермен, славян (вырӑс) евӗрлӗ пулнӑ. Амӑшӗ, Наҫтаҫ, ялти чи ҫивӗч те патвар хӗрарӑм, тӑлӑха тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн пиҫсе ҫитнӗ «ҫырлана» юратакан сайра чӑвашсене хӑйӗн ҫывӑхне те яман. Наҫтаҫ хӑйӗн ҫине кам вӑрлӑхне саптарса хӑварнине никам та пӗлмен. Те Кушкӑ ялне теплерен пӗрре кӗрсе тухакан чиновник, те таврари вырӑс ялӗсенчен пӗринчен (Пӑрӑнтӑк, Жуково) килсе лекнӗ вырӑс ҫынни пулнӑ вӑл - ӑна никам та пӗлмест. Иван Андрей Пахомовсен килне чӗчӗ ачилле лекнӗ, вӗсен тӑван ывӑлӗ пекех ҫитӗннӗ. Хӑй саккунсӑр ҫуралнӑ ача пулнине Яковлев гимназие вӗренме кӗме хутсем тутарнӑ чухне ҫеҫ тавҫӑрса илет.

«Пӗчӗк чухне эпӗ халсӑр, вӑйсӑр, имшер, чирлӗ тата чӗмсӗр ача пулнӑ. Ҫакӑ апат-ҫимӗҫ начартан килнӗ, эпӗ 1864-1865 ҫулсенче анчах йӑл илсе ӳсме пуҫланӑ», - ҫакӑн пек каласа ҫыртарнӑ Иван Яковлевич А.Жиркевича («Моя жизнь». Чебоксары, 1982 год, стр. 21).

Иван Яковлевӑн амӑшӗ те, ашшӗ те чӑвашсем пулнӑ тесе сӗмленекен нумай. Паллӑ-ха ӗнтӗ, амӑшӗ чӑнах та чӑваш хӗрарӑмӗ пулнӑ. Ашшӗ кам? ҫак ыйтӑва паянхи кун никам та хуравлаймасть.

Яковлев хӑй каласа ҫыртарнӑ кӗнекере (вӑл хӑй пӗр кӗнеке те ҫырман) ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Манӑн хушаматпа атте ятне тӗне кӗртнӗ чухне хӗреснай атте Яковлев Якку ячӗпе ҫырнӑ, вӑл Жуково ялӗнчи Ухов помещик (унӑн именийӗ кайрантарах Еремеевсен аллине куҫнӑ) хресченӗ пулнӑ, манӑн хреснатте ун патӗнче музыкант тата регент шутланнӑ.

Манӑн хӗресне анне Кӑнна Кушкинчен икӗ ҫухрӑмри Жуково ҫывӑхӗнчи Салмановка ялӗнчи улпут хресченӗн арӑмӗ пулнӑ» (И.Я. Яковлев. «Манӑн пурнӑҫ», Мускав, 1997 ҫул).

Чӑваш ҫыннисем удельни хресченӗсем шутланнӑ. Вырӑс ҫынни анчах улпут хресченӗ пулма пултарнӑ. Иван Яковлевӑн хреснашшӗ те, хреснамӑшӗ те вырӑс ҫыннисем пулнӑ. Халсӑр выртакан амӑшӗ ҫумӗнчен тин ҫуралнӑ ачине тӗне кӗртме вырӑс арҫыннипе вырӑс хӗрарӑмӗ илсе тухса кайни питех те тӗлӗнмелле. Ҫакна ачан ашшӗ вырӑс арҫынни ҫеҫ йӗркелеме пултарнӑ. Апла тӑк Иван Яковлевич Яковлев ашшӗ вырӑс тесе татсах калама пулать. Сӑн-питпе, йӑрӑс кӳлепепе Яковлев ҫамрӑк чухне те, ватӑлса ҫитсен те вырӑса аса илтернӗ.

Нишлӗ ачана час-часах чир пусмӑрланӑ. 1856 ҫулта Ивана Кивӗ Пӑрӑнтӑк шкулне вӗренме тытса яраҫҫӗ. Ку вырӑспа чӑваш хутӑш пурӑнакан, Кӑнна Кушкинчен сакӑр ҫухрӑмра ларакан ял пулнӑ. Ачана паллакан Сидоров вырӑс патне хваттере вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ-пуҫланманах Иван чеччепе чирлесе ӳкет. Пичӗ ҫинчи чечче шатрине чавса ан пӗтертӗр тесе ачан аллисене ҫыхса хураҫҫӗ. Виҫӗ-тӑватӑ эрнерен ача сывалать. Ҫак хваттертех вӑл ҫывӑрмалли лапкаран (пӑлат) ӳксе йывӑр аманать, виҫӗ кун тӑна кӗмесӗр выртать. Ҫапла вара пӗрремӗш вӗренӳ ҫулне Иван Яковлев шкула ҫӳремесӗр чир-чӗр пусмӑрӗнче ирттерет.

Иккӗмӗш вӗренӳ ҫулӗнче ӑна Гавриил Мушкеев вырӑс патне хваттере кӗртеҫҫӗ. Кунта вӑл виҫӗ ҫул хушши, Пӑрӑнтӑк шкулӗнчен вӗренсе тухичченех, пурӑнать. Мушкеев патӗнче Ванюша вӑй илме пулӑшакан апатпа тӑрантараҫҫӗ, вӑл вырӑсла калаҫма вӗренет, ӗҫлеме хӑнӑхать. Кайран Мушкеевсем пирки калаҫура та, ҫырусенче те пӗр ырӑ мар сӑмах та каламан.

1861 ҫулхи ҫулла, Чӗмпӗрти ҫӗр виҫекенсен шкулӗнче вӗреннӗ чухне, кӳлнӗ урапа ҫинчен ӑнсӑртран ӳксе вӑл урине сиктерет. Ку ӗҫ хальхи Патӑрьел районне кӗрекен Аслӑ Арапуҫ ҫывӑхӗнчи Турхан вӑрманӗнче пулса иртет. Сикнӗ шӑмма йӗркеллӗ лартаймаҫҫӗ. Яковлев уксахлама пуҫлать, патак тытать.

1864 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Самар тӑрӑхӗнчи шурлӑхлӑ вырӑнсенче ҫӗр виҫсе ҫӳренӗ чухне Яковлев сив чирпе аптраса ӳкет. Вун улттӑри ҫамрӑка ку чир кӗркунне ҫитичченех нушалантарать. Осип Косинский поляк ҫине тӑнипе ҫеҫ Ванюш чиртен сывалать.

1867 ҫулхи ҫуркунне тата ҫулла вӑл ҫине тӑрсах гимназие кӗме хатӗрленнӗ, нумай вуланӑ, ют чӗлхесене вӗреннӗ, шӑрӑхра уҫӑлас тӗллевпе Сӗвене шыва кӗме ҫӳренӗ. Ҫав тапхӑрта Яковлев пуҫ ыратнипе аптраса ӳкет. Ку инкекрен вӑл виличчен те хӑтӑлаймасть. Пуҫ ыратни ӑна вӑхӑт-вӑхӑт вырӑн ҫине ҫапса ӳкерет.

Чир-чӗр ҫулӑхма пӑрахман

1891 ҫулта, чӑваш шкулӗсене ял-ял витӗр тухса тӗрӗслесе ҫӳренӗ чухне, Яковлев тифпа чирлесе ӳкет. Ӑна, тӑнсӑр выртаканскере, Пӑрӑнтӑка илсе ҫитереҫҫӗ. Тухтӑрсем вӑл малашне пурӑнасси шанчӑксӑр тесе сӑмах кӑлараҫҫӗ. Кризис текен самант иртсе каять, Иван Яковлевич ерипен сывалма пуҫлать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Яковлев ялан тенӗ пекех хӑйӗн ывӑл-хӗрӗ, ҫывӑх ҫыннисем патне янӑ ҫырусенче сывлӑхӗ хавшак пулнӑ пирки юншӑхлать.

Ҫырусенче хӑйне часах вилӗм ҫулса илме пултарни пирки пӗлтерни те пур. «Манӑн ӳсӗмре вилӗм ҫинчен те шухӑшлама тивет», - ҫырать вӑл 1905 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Хусанти вӗренӳ округӗн попечителӗ патне (И.Я. Яковлев, «С думой о народнот просвещении», Чебоксары, 1998 г., стр. 251). Ун чухне вӑл аллӑ улттӑра ҫеҫ пулнӑ-ха. Ҫак ҫырӑва кӑларса янӑ хыҫҫӑн тата чӗрӗк ӗмӗр, ҫирӗм пилӗк ҫул, пурӑннӑ.

Хавшак сывлӑхпах вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма (сакӑр вун виҫҫӗ тултариччен вилнӗ) ӑна арӑмӗ Екатерина Алексеевна Яковлева-Бобровникова пулӑшнӑ. Кам пулнӑ-ха Екатерина Алексеевна? Иван Яковлева качча тухнӑ чухне вӑл гимназин юлашки ҫиччӗмӗш класӗнче вӗренекен вун улттӑ та тултарайман тӑлӑх хӗр шутланнӑ. Тӑлӑх турата Хусанти вырӑс мар халӑх ачисенчен учительсем пулма хатӗрлекен семинари директорӗ Николай Ильминский усрава илнӗ. Яковлев Ильминскипе 1870 ҫулхи авӑнӑн пуҫламӑшӗнче паллашнӑ. Ун чухне вӑл Хусан университетне вӗренме тин кӑна кӗнӗ-ха. Ҫак тапхӑрта Ильминскипе тачӑ ҫывӑхланнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫӗн кашни утӑмне пуҫпа шутласа туса пыракан Яковлев пӗр- пӗр чӑваш хӗрӗпе мар, хӑйне ӗмӗр пӑхӑнса пурӑнма пултаракан тӑлӑх вырӑс хӗрне качча илме тӗллев тытать. Качча тухнӑ чухне, 1877 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче, Катьӑн вун улттӑ тултармалли тата 24 кун юлнӑ. Яковлев 24 кун кӗтме килӗшмен. Вӑл Бобровниковӑпа венчете тӑма Хусан архиепископӗнчен Антонирен ирӗк ыйтса илет, ҫамрӑк арӑмне вӗренме пӑрахтарать, туйне Хусан вӗренӳ округӗн попечительне П.Шестакова йыхравласа илсе Н.Ильминский хваттерӗнче ирттереҫҫӗ, ҫамрӑк мӑшӑр вырӑс мар халӑхсен ачисенчен учительсем хатӗрлекен семинарин шалти чиркӗвӗнче венчете тӑрать, Ильминский тӑлӑх хӗре пысӑк парне парать. Тепӗр кунне мӑшӑрне ҫавӑтса Яковлев Чӗмпӗре тухса каять. Ҫав вӑхӑтра Иван Яковлевич Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен тата Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн инспекторӗ шутланнӑ (Г.А. Александров. «Иван Яковлевич Яковлев: фрагтенты жизни», Чебоксары, 1997 г., стр. 17).

Екатерина Алексеевна чунӗпе те, ӳчӗпе те Иван Яковлевича парӑнса унпа пӗрле 53 ҫул пурӑннӑ. Ҫакна шута илсетӗр Яковлев хӑйӗн арӑмне ҫутӑ ҫул уҫса панӑ. Ҫиччӗмӗш класа куҫнӑ хыҫҫӑнах гимназирен пӑрахса тухса кайма тивнӗ Екатерина Алексеевна 44 ҫул Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчи хӗрарӑмсен уйрӑмӗнче вырӑс чӗлхипе литературине, историпе географие вӗрентнӗ, чӑваш хӗрӗсенчен учительницӑсем пулма хатӗрленӗ.

Чӑваш ҫынни арӑмӗпе мухтанакана сивлет. Екатерина Алексеевнӑна вара мухтамасӑр тӑма ҫук. Яковлев виличченхи сакӑр ҫул арӑмӗшӗн уйрӑмах йывӑр пулнӑ. Чӑвашран тухнӑ Николай Кедров учителӗн «Аҫу-аннӳне хисепле, хӑвнах аван пулӗ» повесть пур. Ку повеҫе У.Шекспирӑн «Лир король» трагедине тӗпе хурса ҫырнӑ. Повеҫри Кӗркури ятлӑ пуян хӑйӗн пурлӑхне икӗ аслӑ хӗрне валеҫсе парать, вилессе вара пайсӑр хӑварнӑ кӗҫӗн хӗрӗ патӗнче вилет. Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗ те ҫавӑн пекех трагедилле вӗҫленнӗ. Тӑватӑ ҫул хушши муталаса ӑна хӑй лартнӑ ҫуртри хваттерӗнчен хирсе кӑларса 1922 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Петроградри Коля ятлӑ ывӑлӗ патне ӑсатаҫҫӗ. Кунта Иван Яковлевӑн хваттерӗ пирки кӗскен каласа хӑварни вырӑнлӑ. Вӑл 1885 ҫултан пуҫласа 1922 ҫулхи юпа уйӑхӗччен хӑйӗн укҫипе лартнӑ виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн (аялти икӗ хучӗ кирпӗчрен, виҫҫӗмӗш хучӗ йывӑҫран) виҫҫӗмӗш хутӗнче пурӑннӑ. 1890 ҫул хыҫҫӑн ҫак ҫурта вӑл хыснана (чиркӳ ведомстви) сутса яма «ӑс» ҫитерет. Яковлевшӑн хӑйӗн харпӑрлӑхӗ шутланнӑ ҫурт хысна ҫурчӗ пулса тӑрать. 1918 ҫултан пуҫласа ӑна ҫак ҫуртри хваттертен хӑвалама тытӑнаҫҫӗ. Хӑйне Петроградри тухтӑрсене кӑтартмалла тесе Яковлева Чӗмпӗртен улталаса илсе тухаҫҫӗ. 1922 ҫул вӗҫӗнче вара вӑл Петроград ҫывӑхӗнчи Елизаветино текен вырӑнта Кольӑн дачинче пурӑнма пуҫлать. Чӗмпӗрте тӑрса юлнӑ Екатерина Алексеевна та 1923 ҫулхи кӑрлачра Елизаветинӑна ҫитет. Ҫав ҫулхи кӗркунне вӗсене Коля дачинче пурӑнса «йӑлӑхтарать». Вара вӗсем Мускава Лӗля ывӑлӗ патне куҫса каяҫҫӗ. Кунта тӑватӑ ҫул ытла пурӑнсан Лӗля патӗнче те «йӑлӑхтарса» ҫитерет. 1928 ҫулта Иван Яковлевичпа Екатерина Алексеевна Лидия Ивановна Яковлева-Некрасовӑн Соломенная Сторожка текен вырӑнти дачине куҫса каяҫҫӗ. Иван Яковлевичпа Екатерина Алексеевнӑн пурӗ пилӗк ача пулнӑ. Сашӑпа Наташа йывӑр чирлесе пӗчӗкле вилнӗ. Коля хӑйӗн ӗмӗрне Питӗрте пурӑнса ирттернӗ, утмӑл тултармасӑрах Парижра вилнӗ. Аслӑ ывӑлӗ, Лӗля, Мускав университечӗн профессорӗ, Яковлевсен ачисенчен чи нумай пурӑнаканни, 1951 ҫулта ҫитмӗл виҫӗ ҫула кайса вилнӗ. Лидия Ивановнӑн шӑпи - чи синкерлӗ шӑпа. Пултарулӑх енчен вӑл Яковлевсен ачисенчен чи пултарулли темелле. Чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ, ӑсчах. Ӑнӑҫсӑр качча тухнӑ. Пӗрремӗш упӑшки, ӑсран тайӑлнӑскер, тӑрантаспа пынӑ чухне Лидия Ивановнӑна чутах персе пӑрахман. Унран пӗр тӑхтаса тӑмасӑр уйрӑлма тивнӗ.

Иккӗмӗш хут мӑшӑрланни ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ. Лидийӑн иккӗмӗш упӑшки, Алексей Некрасов, профессор, биологи докторӗ, акӑш-макӑш йӗркеллӗ ҫын, Яковлевсене Соломеннӑй Сторожкӑна вырнаҫтарнӑ, ӗҫтернӗ- ҫитернӗ, имленӗ-сипленӗ. Виличчен юлашки пилӗк ҫул хушши Иван Яковлевич ӑсӗ пӑсӑлнӑ, шӑмми-шакки хытнӑ, алли-ури итлеми пулнӑ пирки хӑй ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче пулнине туйма пӑрахнӑ. Тахҫан Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ Федор Поручиков патне ҫырса Екатерина Алексеевна ҫакна пӗлтерет: «Иван Яковлевич пачах япӑхрӗ - хӑлхи саҫҫим илтмест, ӑсӗ-тӑнӗ пӗтрӗ. Тухтӑрсем унӑн пуҫ мими склерозӗ теҫҫӗ, чир алхассах пырать. Вӑй-хал унӑн пачах ҫук. Утса ҫӳремест. Вӑл талӑкӗпех ҫывӑрать, тӗлӗрсе ларать, калаҫмасть, нимӗне те асӑрхамасть. Ӑна пӑхса тӑма е арҫын, е хӗрарӑм тытатпӑр, эпӗ хам та ватӑлтӑм ӗнтӗ, пӗччен вӑй ҫитерейместӗп. Унӑн апат анмасть, кӑшт ҫеҫ ҫупа ҫӑкӑр, сӗт, сайра хутра - ҫӑмарта. Вӑл питӗ начарланчӗ - шӑмми анчах. Сӑнран ӳкрӗ, кам ӑна нумайранпа курман, ҫавӑ палласа та илес ҫук. Чӑвашсем ӑна манман, 200 тенкӗ пенси парса тӑраҫҫӗ, ҫав укҫапа ӑна пӑхма ҫын тытатпӑр, талӑкра виҫӗ тенкӗ тӳлетпӗр, ҫав ҫынсене ӗҫтеретпӗр-ҫитеретпӗр, тумлантаратпӑр. Кунта ӗҫ аллисем хаклӑ, чирлӗ ҫын умӗнче йӳнӗпе ларасшӑн мар. Ӑна тӑхӑнтаракан кӗпе-тумтире уйрӑм ҫӑватпӑр. Чӑвашсем килсе пулӑшмасан питӗ япӑх пулатчӗ - ӑна хӑйне тата унӑн вырӑнне таса тытма, ӗҫтерсе ҫитерессине йӗркелеме ҫӑмӑл мар. Манӑн пӗтӗм ӗҫӗм-пуҫӑм унпа ҫыхӑннӑ: яра куна ҫӗлетӗп, тӳрлететӗп, саплатӑп. Манӑн урасем хама итлеми пулчӗҫ, килте кӑштӑртатса ҫӳретӗп-ха, анчах пӳртрен тухмастӑп. Иван Яковлевич сакӑр вун виҫҫӗре пырать, эпӗ ҫитмӗлте ӗнтӗ» (Г.А. Александров, «Иван Яковлевич Яковлев: фрагменты жизни», Чебоксары, 1997, стр. 149-150).