- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
Пирӗн чӑвашран, айван ҫынсем, нумайӑшӗ халь те пулин шухӑшлаҫҫӗ: патшасем вӑхӑтӗнче пирӗн чӑваш чӗлхипе тӗн ҫинчен ҫырнӑ е куҫарнӑ кӗнекесене анчах станпа пустарма ирӗк панӑ, ытти япаласем ҫинчен ҫырнисене пустарма ирӗк паман тесе. Вӑл тӗрӗс мар. Вырӑссен саккунӗнче, «Устав о цензуре» ҫинче, чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене е каҫетсемпе журналсене пустарма чарни ҫинчен пӗр сӑмах та асӑнман. Чӑвашла кӗнекесем, анатричӗлхепе ҫырнисем, тухмасӑр тӑнӑ акӑ мӗншӗн: пӗр енчен шухӑшласан, чӑвашла ҫыракансем пулман пирки, тепӗр енчен - ҫыраканӗсем пулнӑ пулсан та вӗсене вырӑссем мар, чӑвашсен хӑйсен тӑшманӗ, И.Я., чарса тӑнӑ пирки анчах тухман. Мӗншӗн вӑл чарса тӑни паллӑ: И.Я. чӑвашран чӑваш ячӗпе ҫӗкленекен ҫынсене ҫӗкленме ирӗк паман, хӑйӗнчен иртсе каясран, хӑйӗнчен чапа тухасран пит хӑраса пурӑннӑ. Хӑвӑр пӗлетӗр, И.Я. ятне пӗлменни, илтменни, ялсенче кам та пулсан пур-и? Вӑл ҫапла пирӗн чӑвашран чӑваш ачисене ҫыру вӗрентӳ таврашӗнче пысӑк чинавник пулса тӑнине? Паллӑ, ҫук. Мӗншӗн тесен Хусан округӗнче, чӑваш ялӗнче вӗренекенсем, вӗрентекеннисем каланӑ тӑрӑх, пурте ӑна пӗлсе тӑнӑ, пурте унран хӑраса, чӗтресе тӑнӑ. Ачи-пӑчисем ун ҫинчен калаҫнипе ашшӗ- амӑшӗсем те пӗлсе тӑнӑ. Ялти шултан вӗренсе тухсан, ун патне Чӗмпӗре леҫме ӗмӗтленсе тӑнӑ. Пуриншӗн те вӑл кирлӗ ҫын пулнӑ.
Тепӗр ҫын чӑвашла кӗнекесем ҫырса кӑлара пуҫласан, унӑн ячӗ И.Я. ятӗнчен те чаплӑ пулма пултарать. Ялти ҫынсем, тӗттӗм чӑвашсем, кунӑн кӗнекине вуланине итлесе тӑракансем: «Кун пек ырӑ кӗнекесене мӗншӗн ӗлӗкрех пӗртте кӑлармастчӗҫ-ши?» - тесе ыйтсан вулаканнисем: «Ӗлӗк ун пек ҫыракансем пулман», - теме пултарнӑ.
Епле пулман, И.Я. та ҫырма пултарман-и? - тесен:
И.Я. кун пек кӗнекесем ҫырма пултараймасть, - тесе каласа парӗччӗҫ.
Акӑ хайхи ӗлӗк И.Я. темӗн тӗрлӗ пурӑнакан чӑваш, вӑл ҫапла ҫырма пултараймасть тенине илтсен ӑсран каять. Эпӗ ӑна пӗлменлӗхӗмпе анчах мухтаса пурӑннӑ иккен, тет, хӑйне хӑй хурласа. Пирӗн чӑвашран Иван Яковлевичран та мухтамалли, хастарли пур, куран. Эпӗ ӑна-кӑна пӗлменччӗ, илтменччӗ, тесе тӗлӗне пуҫлать. Ҫавна пӗле тӑруҫӑм И.Я. хӑй ятне аяла пулса юлассине пӗле-тӑра, кам та пулин чӑвашла ҫырнине илтсен, манран чаплӑ ан пултӑр, тесе ӑна часрах ура хурса, персе ӳкересшӗн тӑрӑшнӑ. Апла тумасан, хӑйӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ хупланса тӑмалла пулнӑ-мӗн. Каласан та, И.Я. мӑн кӑмӑллӑ усал ҫын пулнӑ. Вӑл чӑвашран чапа кӑларма мар, чӑвашсен тӗсне курасси килмен. Пирӗн чӑваш халӑхне, начар, тесе, хурласа, вырӑссене сутса яма тытӑннӑ. Чӑваш ятне ӗмӗрлӗхе ҫӗртме хӑтланнӑ... И.Я. ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ пулсан, вӑл ҫапла пулмалла-и? Вӑл хамӑр чӑваш халӑхне юратмалла. Чӑвашла ҫырма хӑтланакансене курсан, вӗсене ырӑ ӑс памалла. Ҫырма ӳкӗтлемелле. Хамӑр чӑваш халӑхне, хамӑр чӑваш чӗлхине, хамӑр чӑвашӑн ӑслӑлӑхне, хамӑр чӑваш пурнӑҫне малалла яма тӑрӑшмалла. Вӑл ҫапла тӑвасшӑн пулман, хӑйӗн усал кӑмӑлӗпе ялан хамӑр чӑваша пӗтерме тӑрӑшнӑ...
И.Я. вӑхӑтӗнче эпӗ чи малтан хамӑр чӑваш чӗлхипе чӑвашла кӗнекесем ҫырма тытӑнтӑм. Манран ӗлӗк чӑвашла кӗнекесем ҫыракан никам та пулман. Эпӗ чӑвашла ҫырнинчен, И.Я. хӗтӗртнипе, манӑн учительсем, юлташсем, шкулта вӗренекен ачасем, вӗренсе тухнисем, учитель пулнисем, пуп пулнисем, И.Я. ҫывӑх пулнӑ ҫынсем манран «вӑл ухмах» тесе кулатчӗҫ. Хӑшӗ тата, И.Я. сӗртӗнекенсем, хамӑн куҫ умӗнчех, тӳрех калатчӗҫ: «Чӑваш чӗлхипе мӗн тумалла? Чӑваш чӗлхи начар чӗлхе. Чӑваш чӗлхипе нимӗн те ҫырма хал ҫук. Чӑваш чӗлхинче сӑмах сахал. Чӑвашсем паян чӑваш, анчах капла пире ҫыру вӗрентнипе эпир ыран-и, тепӗр кун-и пурсӑмӑр та вырӑс пулса каятпӑр. Чӑваш чӗлхипе тӗн ҫинчен куҫарса пустарнӑ кӗнекесем вӗсем пӗр авкана кӑна: чӑваша хӑй тӗнне пӑрахтарсан, вырӑссен тӗнне йышӑнтарсан, чӑваш чӗлхи пире кирлӗ те мар пулать. Чӑваш халӑхӗ, чӑваш чӗлхи, чӑваш тумӗ, чӑваш йӑлисем ыран-и, тепӗр кун-и? - пурпӗр пӗтме тивӗҫлӗ... Эсир кӑлӑхах чӑвашла ҫырса асапланатӑр. Эсир ҫырни пурӗпӗр ахалех ҫухалать. И.Я. ӑна хӑй пур чухне чӑвашсен хутлӑхне сарма ирӗк памасть. Эсир ҫырни чӑвашсене вырӑс пулнӑ ҫӗрте чарма анчах пултарать... Ҫавӑнпа ӑна пурпӗр вырӑссем чарма пултараҫҫӗ, теҫҫӗ. Эпӗ вӗсене вырӑссем чарманнине каласа параттӑм. Вырӑссем чӑвашсенчен ҫӗкленсе каясран хӑрамаҫҫӗ. Пур чӗлхепе те ҫырма, вӗренме хушаҫҫӗ. Пирӗн И.Я. чарнипе кӑна эпӗ ҫырма чарӑнса тӑрас ҫук. И.Я. вӑл - паян пур, ыран ҫук. Эпӗ ҫырни пӗр куншӑн кӑна мар, чӑвашсемшӗн пин ҫулшӑн ҫыратӑп. Эпӗ ҫырнинчен пирӗн чӑваш чӗлхи малашне малалла кайӗ. Манран курмалӑх саманине хирӗҫ тата та ҫыракансем пулӗҫ. Вӗсене курса тата ыттисем те ҫыракансем пулӗҫ. Пирӗн чӑваш халӑхӗ - хастарлӑ ҫынсем. Ытти халӑхсенчен кая юлас ҫук. Тӗнчере мӗнпур ӗҫе ҫыру ӗҫлет... Ҫыруҫисем пулсан, ҫырӑвӗсем малалла кайӗҫ. Ырӑ енчен пӑр тапратса яни пӗтмест, малтан малалла кайма пултарать. Хӑйӗн ӗҫне туса пырать. Ӑна чарнипе вӑл чарӑнса тӑмасть, вӑрттӑн та пулин малалла шӑвать. Айвансем мана кӗнекесем ҫырма чарӑнӗ терӗҫ пулӗ. Кӑлӑхах апла шухӑшласа калаҫса мана ӳкӗтлем пек пулчӗҫ. Эпӗ вӗсен айван ӑсӗсене итлетӗп-ши ӗнтӗ? Курччӑр, эпӗ халӗ те пулин вӗсен сӑмахӗсене итлемесӗр, пӗр вӗҫӗм ҫырасса пӗлетӗп. Тӑшман сӑмахӗсем, шыв ҫине ӳкнӗ чул катӑкӗ пек, пӑртак хум кӑларнӑ пек пулса, пӗр самантра ҫухалса юлчӗҫ.
Эпӗ хам ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма шухӑшласа чи малтан пӗр кӗнекине, юрӑсем ҫинчен ҫырнине, Хусанти Отдельнӑй Цензор патне ятӑм. Вӑл ман кӗнекене, чӑвашла вула пӗлмен пирки, вуласа пӑхмашкӑн Николай Иванович Ильминский патне янӑ. Эпӗ ӑна пӗр ҫул ытла кӗтсен те калле илеймерӗм. Ытти кӗнекесене, «Устав о цензуре и печати» ятлӑ кӗнекене вуласа пӑхсан, Питӗрти Цензурнӑй Комитета ятӑм. Кусем те хӑйсем чӑвашла вула пӗлмен пирки ман кӗнекесене, чӑвашсем пурӑннӑ ҫӗре, Хусанти Казанский Учебный Округ попечителӗ патне вуласа пӑхма янӑ. Ку та хӑй чӑвашла пӗлмен пирки каллех Ильминский патне вуласа пӑхма янӑ. Н.И. Ильминский хӑй пуҫлӑхӗнчен ҫавӑн пек вуласа пӑхма хушнӑ кӗнекесене илсен, тытӑнать хӑй патӗнчи чӑвашсемпе вуласа пӑхма. Вӑл ушкӑнра студент Никифор Михайлович Охотников пулнӑ (ман юлташ). Вуласа пӑхсан, ырӑ хыпар параҫҫӗ. Ильминский те хӑйӗнчен ырӑ хыпар ҫырать. Ӑна курса паллӑ попечителӗ те ырӑ хыпар ҫырать. Питӗрти Цензурнӑй Комитет ман кӗнекене юпа уйӑхӗн 25 числинче 1888- мӗш ҫулта станпа пустарма ирӗк пачӗ.
Ҫакӑнтан вара эпӗ ытти кӗнекесене унта яра пуҫларӑм. Вӗсем тата манӑн виҫӗ пысӑк кӗнекесене станпа пусма хушрӗҫ: 1) «Йӑлтӑртатакан япаласем пурте ылтӑн мар». 2) «Илья паттӑр» чӑваш халапӗ. 3) «Этемӗн пырӗ тутӑ та куҫӗсем выҫӑ». Чӑваш пурнӑҫӗ ҫинчен. Ҫак кӗнекесем манӑн Мускава Этнографи Обществине ярсан, ытти хутсемпе тата ҫырусемпе пӗрле почтӑра ҫухалчӗҫ. Пурӗ вунпӗр крепенкеччӗ...
Хусанти цензор патне янӑ кӗнеке пирки унтан хут илтӗм (отношение от 28 февраля 1889 г. за № 289). Вӑл ҫырать: «Согласно данного заключения господина Директора Казанской Учительской Семинарии Действительного Статского Советника Николая Ивановича Ильминского рукопись ваш «Чӑвашсен юррисем» 1888 г. не может быть допущена к напечатанию, а потому на основании 58 статьи «Устава о цензуре и печати» оставлена при делах вверенного мне цензурного учреждения». Подпись цензора: Действительный статский советник А. Осипов.
Ильминский И.Я. курса калаҫсан, И.Я. ҫак кӗнекене станпа пустарма ирӗк партарман. Ильминский шкапӗ ҫинче пайтах выртнӑ пулас. Эпӗ ыйтнӑ пирки цензор унтан калле ыйтса илсе, хӑй канцелярине куран, вырнаҫтарнӑ. Вӑл кӗнекере вырӑс правительствине хирӗҫ нимӗн те ҫырман, унта чӑваш юррисем анчахчӗ. Акӑ чӑваша курайман тӑшман, унта та ӗлкӗрнӗ. Хӑйӗн усаллӑхне кӑтартнӑ, урине хунӑ. Кайран, илтсен, чӑваш тӑшманӗ савӑнчӗ пулас... Хамӑр чӑваша пусмӑрларӑм, терӗ-тӗр. (Акӑ чӑвашсене ҫутта кӑларма тӑрӑшакан ҫынсем епле ҫутта кӑлараҫҫӗ, куратӑр-и?)
Хусанти цензор патне тата тепӗр кӗнеке ятӑм, «Мул» ятлине. Кӑна та станпа пустарма хушрӗҫ.
Ҫак кӗнеке пирки Никифор Михайлович Охотников ман патӑма ҫыру ҫырса ячӗ. Пирӗн отзывра «рассказ изложено талантливо» тесе ҫырса ятӑмӑр, тет. Ильминский, манӑн тепӗр тӑшманӑм, цензор патне ҫапла ҫырса янӑ. Манран имӗш тӗлӗнет: «Эпир пӗр кӗнекине вуласа ӗлкӗреймерӗмӗр, вӑл тата ҫырса яма ӗлкӗрнӗ. Пит хастарлӑ куран», тет.
Эпӗ хам ҫырнӑ кӗнекесене, укҫа ҫукран, ҫак кунччен пустараймасӑр тӑтӑм.
Тӑшманӑм И.Я. манӑн пустарма укҫа ҫукне пӗлсе, ялан савӑнса пурӑнчӗ. Эпӗ пур чухне ӗҫӳ малалла каяс ҫук, тетчӗ, кулатчӗ, тӑшманӑм. Укҫам пулмасан та хастарӑм пур халӗ, эпӗ унпа та сапӑр, ӗҫлессе пӗлетӗп. Усал кунсем, тӗтреллӗ кунсем, ялан хупласа тӑмӗҫ-ха, хӑҫан та пулин сирӗлӗҫ, ҫутӑ кунсем пулӗҫ, эпир те савӑна пӗлӗпӗр теттӗм.
