Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче эпӗ вӗреннӗ чухнехи пурнӑҫ ҫинчен ҫырса пӗлтерем.

Эпӗ вӗреннӗ чухне те шкулта ача-пӑчасем пит нумайӑн вӗренетчӗҫ. Уйрӑм вӗренетчӗҫ хӗр ачасем те. Мӗн пурне арҫын ачасемпе хӗр ачасене хисеплесен пӗр 250 ҫынна яхӑн вӗренетчӗҫ пулӗ. Ҫиме тӗлӗшӗнчен мухтанмалли ҫукчӗ. Ҫитеретчӗҫ пире ялан пӗр тӗслӗ ҫимесем: ирхине ҫӑра паранкӑ пӗҫерсе ҫитеретчӗҫ. Кӑнтӑрла шӗвӗ кӑна кӗрпе пӑтти. Иккӗмӗшне - вир пӑттиччӗ. Лекарствӑ янӑ пек пӑртак пӑттине ҫуланӑ йӑли тӑватчӗҫ. Ытах пӑтти типӗ пулсан ҫу вырӑнне шӳрпе сапатчӗҫ. Каҫ кӳлӗм те ҫавахчӗ: шӳрпепе пӑтӑччӗ. Аш ҫинӗ вӑхӑтра шӳрпе ҫине пӗрер-икшер татӑк аш та яратчӗҫ. Аш татӑкӗсем пурне те ҫакланмастчӗҫ. Камӑн кашӑкӗсем куҫлӑччӗ, ҫавсене анчах ҫакланатчӗ. Кӗрпе пӑттипе ҫиме пӗрер татӑк кашнин умне ҫӑкӑр касса хуратчӗҫ. Типӗре-мӗнре кӗрпе пӑтти вырӑнне пӑрҫа шӳрпи пӗҫеретчӗҫ. Вырӑс эрне кунӗ (вырсарни кун - Ю.Я.) ирхи апат вырӑнне пӗрер татӑк кукӑль валеҫсе паратчӗҫ. Куклине пӗҫеретчӗҫ кулаҫ ҫӑнӑхӗ йышшинчен, шурӑ ҫӑнӑхран. Ӑшне рис пӗҫерсе хуратчӗҫ. Ҫиме тутлӑрах пултӑр тесе рис ҫине изюм сапатчӗҫ. Кӑна эпир, чӑваш ачисем, килте ҫимен ҫимӗҫе, пит юратса ҫиеттӗмӗр. Киле таврӑнсан: «Сире мӗн-мӗн ҫитереҫҫӗ?» - тесе ыйтсан эпир вӗсене савӑнса каласа кӑтартатпӑр: - Пире унта вырӑс эрни кун изюм куклисем ҫитереҫҫӗ тесе. Сӗт-ҫу таврашӗ пӗртте ҫакланмастчӗ. Киле таврӑннӑ вӑхӑта ӗмӗр сӗт ҫимен пек тунсӑхласа ҫитеттӗмӗр. Чӗмпӗрти шкулта ҫимӗҫ куллен кун кӑна мар, эрни- эрнипе ҫапла пӗр тӗрлӗ ҫимӗҫсем ҫисе пурӑнаттӑмӑр. Мӑнтӑрланма мар, тутӑ пулнипе сапӑрччӗ. Кам та пулин: «Начар ҫитеретӗр», - тесен вӑл ҫынна шкулта пӗр сехет те тытас ҫукне пӗлсе тӑраттӑмӑр: хыснаран ача пуҫне 50 тенкӗ паратчӗҫ. Ҫав аллӑ тенке миҫе ҫын ҫисе пурӑннӑ. Ҫиме ҫитмен пирки киле кайнӑ чухне ачасене килтен кӗрпе ҫӑнӑхӗ илсе килме каласа яратчӗҫ. Кӗрпе ҫӑнӑхӗ илсе килменнисене, ман пеккисене, хуса кӑларатчӗҫ... Нумайӑшне тата хӑйсен вӑйӗнчен 50 тенкӗ тӳлеттеретчӗҫ. Каласан, укҫа илсе килменнисене, паллӑ, сирпӗтсе кӑларса яратчӗҫ... Ҫиме начар пирки ачасем нумайӑшӗ час-часах чирлетчӗҫ. Чахутка ернисем вилетчӗҫ. Шкулта вӗреннӗ чухне вилсе ӗлкӗрейменнисем вӗренсе тухсан, учителе кӗрсен нумай та пурӑнаймастчӗҫ - вилетчӗҫ. Вӗреннӗ чухне чирлекеле пуҫланине курсан, ун пеккисене часах килӗсене ӑсататчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсем, ача чирлесе таврӑннине курсан шкулта ачамӑр хытӑ вӗренсе чахутка ернӗ пулӗ тесе шухӑшла пуҫланӑ. Ачисем, мӗскӗнсем, вӗреннинчен питрех начар ҫисе пурӑннӑран чире ернӗ... Миҫе ҫын чирлесе вилнине халӗ ниепле те хисеп тума май ҫук. Мӗншӗн тесен ачасем тӗрлӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ тӗле саланса вилсе пӗтнӗ. Эпӗ астӑвасса чи малтан вӗренсе тухнӑ ушкӑнран (1879 ҫул) темӗн тӗрлӗ тӗреклӗ, таса, вӑйлӑ ҫынсем, чи хастарлисем чахуткӑпа вилчӗҫ: пӗри Никифор Михайлович Охотников (ку гениальнӑй ҫынччӗ, математика тӗлӗшӗнчен). Чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухсан пур классенче те математика ҫинчен вӗрентсе пурӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтрах тата хӑй пек тепӗр гениальнӑй ҫынран, Владимир Ильич Ленинран, ют чӗлхесене вӗренсе, гимназире аттестат зрелостипе экзамен тытрӗ те Хусанти университета физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗчӗ. Университетра юлашки курсра вӗреннӗ чухне чахуткӑпа чирлесе вилчӗ. Вилмен пулсан ӑна Николай Иванович Ильминский ют патша ҫӗрне вӗренме ярасшӑн пулнӑ. Чӗмпӗрти гимназире ыран математикӑпа экзамен тенӗ кун юлташӗсем унран: «Никифор Михайлович, ыран чи йывӑр предметпа экзамен пулать, мӗншӗн эсир пӗртте хатӗрленместӗр?» - тесе ыйтса пӗлеҫҫӗ. Ку вӗсене хирӗҫ: «Я не знаю, чего не знаю по математике», - тесе каланӑ. Юлташӗсем, вӑл ҫапла каласан, шарт тӗлӗннӗ. Чӑнласах та тепӗр кун, экзаменра, 5+ илнӗ. Вӑл тӗрӗс, Никифор Михайлович вӗреннӗ чухнех пире тӗлӗнтеретчӗ. Университетранах вӗренсе тухнӑ учительсем - Иван Яковлевичпа Годнеев (ку ҫын кайран Мариинский гимназире директор пулса пурӑннӑ) - тӑвайман задачӑсене туса паратчӗ.

Чахуткӑпах вилнӗ тата унӑн юлташӗ, вырӑс, Иван Сельцев. Ку та институтра вӗренсе тухсанах, мӗскӗн, вилнӗ. Ҫак ҫынсем вӗренсе чахутка илмен, начар ҫисе пурӑннипе, мӗскӗнсем, вӑхӑтсӑр вилнӗ. Вӗренес тӗлтен вӗсене йывӑр пулман, хастарӗсем пысӑк пулнӑ. Анчах чӑваш шкулӗнче темиҫе ҫул выҫлӑ-тутлӑ пурӑнса ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗсене кураймасӑрах вилнӗ...

Унтан тата шкулта пире епле арестантсене ӗҫлеттернӗ пек ӗҫлеттеретчӗҫ. И.Я. ҫурчӗ вырӑнӗнче ӗлӗк навус тӗмиччӗ, ҫав тӗме эпир ещӗксемпе турттарса пӗтертӗмӗр. Унтан ытти тӗрлӗ ӗҫсем тата мӗн чухлӗ ӗҫлеттеретчӗҫ: сыскӑлтӑксене (туалетсене) вӗренекен ачасене шӑтӑкне анса тасаттаратчӗ. Кирпӗҫсем тултаттӑмӑр. Пӗренесене пӗр вырӑнтан темиҫе тӗле куҫарттарса тинкене хӑртатчӗҫ. Перчеткесем илсе ӗлкӗрейместӗмӗр - ҫӗтӗлетчӗҫ. Мӗн пур ӗҫе ачасене супиччен ӗҫлеттеретчӗҫ. Нумайӑшӗ вӗренме пӑрахса килӗсене каятчӗҫ. Ҫак тӗрлӗ йывӑр ӗҫсем вӗренекен ачасен чӗрисем ҫине ларман тетӗр-и? Паллӑ, ларнӑ... Начар ҫитернӗ ҫӗрте чирӗ ҫавна пӑхса кӑна тӑнӑ...

Унтан ҫак ӗҫленӗ ӗҫсемшӗн ӗҫлекенсене укҫа панӑ-и, паман-и? Паллӑ, вӗренекен ачасене пӗр пус та паман. Кирлӗ ҫӗрте, кӗнекесенче, ӗҫлекенсене панӑн курӑнса тӑрать пулӗ. Вӑл укҫа кама ҫакланнӑ пулӗ? Паллӑ, пуҫлӑхне - И.Я. Пӗр пус укҫа тытман ҫын, хӑйне валли темӗн пысӑкӑш ҫурт ларттарать. Ҫав ҫурта чӑвашсен вӑйӗпе туса лартман-ши? И.Я. пире, чӑвашсене, шеллемен, ӑна пулсан чӑвашсем пӗтни лайӑх. И.Я. ҫитнӗ ҫӗрте пӗр чӑвашсен тӑшманӗ пулнӑ. Хастарлӑ чӑвашсем пӗтнипе ӑратланса тӑнӑ, пахасӑррисене пупа-мӗне кӑларнӑ. Вӗсем урлӑ хӑйне валли чаплӑ ят илме тӑрӑшнӑ. Астӑвӑр, вулӑр вӑл тӗлтен Чичерина С. ҫырнӑ кӗнекене: «У приволжских инородцев», С.-Пб., 1905.

И.Я. темле чаплӑ пулма тӑрӑшсан та историк Карамзин калашле, «хӑй халӑхне юратман ҫын чапа тухаймасть имӗш». Ав ҫав тӗрлӗ ӗнтӗ И.Я. чӑваша юратман ҫын, чӑваш халӑхне пӗтерме тӑрӑшнӑ ҫын, нихӑҫан та чапа тухас ҫук. Вӑл шухӑшлать пулӗ: «Эпӗ вилсен чӑвашсем, ман ҫине асӑнмалӑх памятник лартӗҫ», - тесе. Ҫук, чӑвашсем ун ҫине ӑвӑс шалчи те лартас ҫук.