- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
Микулай патша вӑхӑтӗнче пирӗн чӑвашсене учителе вӗренсе тухашкӑн мӗн пурӗ пӗр Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ анчахчӗ. Хусанти семинарие чӑвашран ҫулталӑкне тӑват-пилӗк ҫынна анчах илетчӗҫ. (Семинари уҫсан пирвайхи ҫулсенче пӗр 25 чӑваш ачи вӗренетчӗ.) Вӗренес текен ҫамрӑк ҫынсене, чӑваш ачисене, урӑх тӗлти семинарсене ҫакланма питӗ хӗнччӗ. Мӗльюн ытла чӑваш халӑхне пӗр шкул кӑна сахал иккенне чӑвашсем пурте пит лайӑх пӗлсе тӑратчӗҫ, анчах нимӗн тума хал ҫукчӗ. Чӑвашсен хутлӑхне тата урӑх тӗлте ҫавӑн пек шкулсем уҫас тӗлтен, шухӑшлама мар, асӑнмастчӗҫ те, мӗншӗн тесен Чӗмпӗртине те пӗр Иван Яковлевич Яковлев тӑрӑшнипе анчах уҫнӑ пулать. Чӑвашсемшӗн урӑх шкул кирлӗ мар, тенӗ пек туса, уҫмасӑр тӑнӑ. Чӑвашсемшӗн урӑх шкулсем пулни пит кирлӗ пулнӑ. Чӑвашсен пуҫлӑхӗ И.Я. вӑл тӗлтен пӗртте асне те илмен, акӑ мӗншӗн: ытти тӗлте чӑвашсемшӗн семинари тусан кунти Чӗмпӗрти шкулти пуҫлӑхне И.Я. чӑвашсем асне те илмеҫҫӗ. Ҫак ӗҫ И.Я. хӑй кӑмӑлне килмессе сиссе тӑнӑ. Унтан пуҫне чӑвашсем урӑх тӗлте вӗренсе тухса пысӑк шкулсене вӗренме кӗре пуҫлӗччӗҫ. Кӑна, чи малтан вӗренсе тухнӑ ҫынна, асӑнмӗччӗҫ те. Ав ҫавна пӗле тӑруҫӑм И.Я. шӑппӑн кӑна пӗр чӗнмесӗр ларнӑ. Капла халь пурте хам патӑма килсе, хама йӑлӑна пуҫлаҫҫӗ. Эпӗ хам хӑшне вӗрентес тетӗп, ӑна вӗрентетӗп. Хӑшне вӗрентес теменнине йытта хӑваласа 5шӑ пек хӑваласа яратӑп. Вӗсем мана нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. Пӗри те манран иртеймеҫҫӗ. Микулай патша умӗнче эпӗ хам чӑваш халӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑратӑп, пӗр шухӑшлсан, эпӗ вӗсен (хӑйне хӑй вӑл вырӑса хисеплет), чӑвашсен тӗп патши... Хальхи ҫыруҫӑсем, чӑвашсем, пурте вӗсем ман куҫ умӗнче вырӑса тухса тӑраҫҫӗ... Эпӗ пур чухне вӗсен манран пуҫне урӑх аслӑ ҫынни ан пулайтӑр. Мана, манӑн ырӑ ӗҫӗме, чӑвашсене вырӑса сутса тӑрассине, чарса, тӗттӗмлесе-туса, ан тӑрайччӑр, тенӗ. Ҫуллен- ҫул Чӗмпӗре вӗренме пилӗкҫӗр-ултҫӗр ача пухӑннӑ. Ырӑ ятлӑ пулмашкӑн, вӗсенчен ҫуррине илем пек туса, ҫуррине килӗсене янӑ. Тепӗр ҫул, илнӗ вӑхӑтра тата ҫапла пухӑннисенчен ҫуррине илнӗ. Ӗлӗк килнисенчен каллех ҫуррине кӑларса ывӑтнӑ: хӑшне чӗлӗм туртнӑшӑн, хӑшне япаласем вӑрласа ҫакланнӑшӑн, хӑшне ашшӗ-амӑшӗ укҫа е кӗрпе-ҫӑнӑх кӳрсе паманшӑн, хӑшне вӗрентекеннисемпе хирӗҫ калаҫнӑшӑн, хӑшне сыскӑлтӑк (туалет. - Ю.Я.) тасатма кайманшӑн тата ытти япаласемшӗн те. Ачасене килӗсене ӑсатса ямашкӑн темӗн чухлӗ сӑлтав пулнӑ. Хӑшне тата фермӑра тарҫӑсем пек ӗҫлеменшӗн хуса янӑ. Ҫиме начар текеннисене часах килне салма ҫиме ӑсатса янӑ. Хирӗҫ тӑраканнисене, хирӗҫ калаҫаканнисене, итлеменнисене шеллесе-туса тӑман, ун пеккисене туяпа ватса яма та ӳркенмен... Ун патӗнче вӗренсе тухнӑ камсем? Акӑ епле ачасем: камӑн та камӑн кӑшт чӗлхи вӑрӑмтарах пулнӑ, ӑсӗ кӗске. Унӑн куҫӗ умӗнче кам та кам йӑпӑлтатма пӗлнӗ: юлташӗсем мӗн калаҫнине, мӗн шухӑшланине илтсен ӑна вӑрттӑн систернӗ е тата кам та пулин, ӗлӗк хӑй патӗнче вӗреннӗ чухне ҫапла хӑтланса пурӑннӑ ҫынсен савнӑ ҫыннисене вӗрентсе кӑларнӑ. Сайра пӗрре вӗсен хутлӑхӗнче, ӑнсӑртран хастарлисем те сиксе тухкаланӑ. Анчах ун пеккисем пит сахал пулнӑ. Аллӑ ҫул хушшинче тӑват-пилӗк ҫынран ытла пулман-тӑр. Шкулӗсенче вӗрентекеннисене тытса тӑнӑ хӑй патӗнче аран-аран вӗренкелесе тухнӑ ҫыннисене, пушӑрах пуҫлисене, шӑлсӑррисене, сӗлекине шӑлайманнисене, чӗлхесӗррисене, хирӗҫ калаҫма пултарайманнисене. Пысӑк шкулсенче вӗренсе тухнӑ чӑвашсене илсе, хамӑр чӑваш халӑхне хытӑрах ҫырӑва вӗрентем те чапа кӑларам тесе шухӑшласа пысӑк вӗреннӗ ҫынсем хӑйне хирӗҫ калаҫасса пӗлсе, вӗсене хӑй патне, хӑйне юлташа илме мар, хӑй шкулӗнче вӗренттерме мар - вӗсене ҫывӑха та яман. Вӗсенчен вутран хӑранӑ пек хӑраса тӑнӑ. Вӗсем ҫине, пулас тӑшманӗсем ҫине пӑхнӑ пек, малтанах шурӑ сивӗ куҫпа пӑхса тӑнӑ. Лешсем, мӗскӗнсем, ӑна-кӑна пӗлменнисем, пысӑк шкулсенчен чипер кӑна вӗренсе тухсан, хамӑр чӑвашсене ҫапла хӑй пек хытӑрах ҫырӑва вӗрентме шухӑшлакансене, ун патне вырӑн-мӗн ыйтма пырса перӗнсен, вӗсене часах хӑй патӗнчен йӑпӑлтатса ӑсатса янӑ: - Пирӗн кунта, шкулта шалу сахал, сире, пысӑк вӗреннӗ ҫынна, пурӑнма кансӗртерех пулӗ. Эпӗ сире вырӑн урӑх ҫӗрте шырама ӳкӗтлетӗп, тенӗ. Лешӗ, мӗскӗн, чӑваш халӑхне усӑ тума ӗмӗтленнӗ ҫын, ирӗксӗр, урӑх ҫӗре, ют ҫынсем хушшине кайса вырнаҫса пӗр усӑсӑр пурӑнас пулнӑ. Хамӑр чӑваша, хӑй пысӑк вӗреннипе, пӗр пуслӑх усӑ кӑтартаймасӑр, темӗн тӗрлӗ тарӑхса, ерленсе пурӑннӑ. Хамӑр чӑваша юратнипе пӗр-пӗр ырӑ ӗҫ тӑва пуҫласанах вӗсене уншӑн ҫитнӗ ҫӗрте ура хунӑ. Лешсем кам ура хунине сисмесӗрех йӑванса кайнӑ. Ак И.Я., хамӑр ҫын, чӑвашсемшӗн епле тӑрӑшнине пӗлтӗре? Чӑваш шкулне ҫуллен темиҫе ҫӗр ҫын илсе, миҫе ҫын вӗренсе тухнине пӗлетӗре? Шкулӗнче ачасем ултӑ ҫул вӗреннӗ. Пӗр ҫул сиктерсе кӑларса тӑнӑ. Ҫуллен кӑларнӑ чухне 16 е 20 ачаран ытла кӑларман. Ултӑ ҫул хушшинче виҫӗ тапхӑр кӑларнӑ, пурӗ 45-60 ҫын. Ӑҫта кайса пӗтнӗ ыттисем? Вӗсем кашни ҫул, сахалтан та 150 е 200 ача илнӗ- ҫке... Ултӑ ҫул хушшинче сахалтан та пӗр пин ҫын илнӗ пултӑр. Ӑҫта кайса пӗтнине пӗлместӗр пулсан каласа парам: килӗсене ӑсатнӑ... Ав ҫав килӗсене ӑсатнӑ ачасем, мӗскӗнсем, килӗсене таврӑнман, вӑтаннӑ. Мӗншӗн тесен ялӗнче вӗреннӗ чухне ҫав ачасем пит лайӑх вӗреннӗ, аван экзаменсем тытнӑ пирки, ӑна вӗренме илнӗ. Пӗр- икӗ ҫул вӗренсен, кӑна начар вӗреннӗ тесе шкултан кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Ку, килӗнчи ӗҫсенчен пӗр татӑлнӑ ҫын, килне таврӑнсан хӑйӗнчен юлташӗсем мӑшкӑлласа кулассине пӗлсе, килне те таврӑнмасть. Таврӑнсан та унта килтисене те ӗҫлеме ҫӗр сахаллине пӗле тӑруҫӑм, эпӗ унта хамран анчах култарса пурӑниччен, иҫмасса, киле те таврӑнам мар тесе, шухӑшласа пӑртак вырӑсла калаҫма-ҫырма пӗлекен ҫын тытӑнать хӑйне валли хулара вырӑн шырама. Ӑча-пӑчана кам илтӗр? Вӑл халиччен ним ӗҫ ӗҫлеме вӗренмен. Хулара сӑтӑрӑнса ҫӳресен-ҫӳресен, пӗр-пӗр ҫӗре, тикӗт сутакансем патне те пулин, тиркемесӗр ҫимелли вырӑна кӗрет. Хӑйне хӑй: пур-пӗр манӑн телейӗм ҫуккӑ, эпӗ ҫынсем пек вӗренсе тухаймарӑм. Телейӗм ҫапла куран тесе тытӑнать мӗн хушнине ӗҫлесе пурӑнма. Пӗр ҫул иртет, иккӗ те, виҫҫӗ те иртет. Ку пысӑкланать, ҫын пулать. Хулари пурнӑҫа вӗренсе ҫитет. Вырӑсла лайӑх калаҫать. Сисмесӗрех юлать хӑйне йӗмсӗрри (вырӑс майрисем йӗм тӑхӑнман - Ю.Я.) пырса перӗнменнине... Мӗскӗн, ӑна- кӑна шухӑшламанскер, авланса та ярать. Ачи-пӑчи те пула пуҫлать. Вӗсем амӑш чӗлхипе вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ку, мӗскӗн, хӑй ҫапла вырӑс пулса кайнине сисмесӗрех юлать... Акӑ ҫакӑн пеккисем пирӗн чӑвашран хисепсӗр ҫухалса пӗтеҫҫӗ. И.Я. вӗрентсе ҫын тӑвасшӑн мар, ак ҫак майпа эпӗ часрах вӗсене вырӑс туса ярӑп, тесе, ҫӗршер ача ытла кӑлара-кӑлара ывӑтать. Вӗсем ӗнтӗ, пӑртак ҫыру пӗлекенсем, килне кайса пурӑнмассине пӗлет. Килте унта ыттисем те выҫлӑ-тутлӑ пурӑннине пит лайӑх пӗлсе тӑрать. Чӑвашсен умӗнче е ырӑ ҫынсен умӗнче, И.Я. эпир чӑвашсене миҫе ҫӗр ҫын вӗрентетпӗр, епле нумай вӗрентетпӗр, тесе мухтанать. Аллӑ ҫул хушшинче мӗн пурӗ пӗр пине яхӑн (864 ҫын). Вӑл нумай пулать-и? Ҫук, тӑвансем, вӑл хисеп ҫукпа пӗрех. И.Я. чӑвашсене вӗрентес вырӑнне вӑл ӗҫе чарса анчах тӑнӑ... Победоносцев сӑмахне вӑл лайӑх пӗлсе тӑнӑ: «Халӑха хыт ан вӗрентӗр» тенине. И.Я. чӑвашсене пит сахал вӗрентетӗр тесен: «Вырӑссем пире ирӗк панӑ, вӗрентсе вырӑс кӑна ту, пире урӑх нимӗн те кирлӗ мар тенӗ. Тӗрӗсне те тӗрӗс ҫав, вырӑссем вӑл тӗле укҫа-мӗн шеллемен, ӗҫлеме кӑна ан ӳркен...».
И.Я. хӑйӗнчен иртесрен хӑраса, ытти чӑвашсене малалла ҫырӑва вӗрентме пит шикленсе пурӑннӑ. Вӗсене малалла вӗрентсен манӑн чапӑм: чӑвашсене вырӑса кӑларас ӗҫӗм, тӗпленсе ларма пултарӗ, тенӗ. Астӑвӑр, чӑвашран пысӑк вӗреннӗ ҫын шкулта И.Я. пуҫне урӑх кам пулнӑ? Никам та пулман... Пирӗн чӑвашран вӗренекенсем сахал пулсан та хастарлӑ ҫынсем, пысӑк шкулсенче вӗренсе тухнисем, пулкаланӑ. Мӗншӗн вӗсенчен суйласа илес марччӗ?!. Чӑвашсене курайманлӑхӗпе анчах ҫапла хӑтланнӑ, усал япала.
Микулай патшапа унӑн усал чурисем пӗтсен, халӗ революци вӑхӑтӗнче пирӗн чӑвашсен хутлӑхӗнче мӗн чухлӗ семинарисем (шкулсем - Ю.Я.) уҫӑлчӗҫ, куртӑр-и?.. Ав ҫав шкулсене таврашӗсем хамӑр чӑваш тӑшманӗ ура хунипе анчах уҫмасӑр тӑнӑ. Чӗмпӗрте пухура чӑвашсем хамӑр чӑвашсемшӗн институт пултӑр теҫҫӗ. Халӗ ав вӑл та уҫӑлчӗ. Тӑвансем, чӑвашсем, хытӑрах вӗренме тӑрӑшӑр. Пире, чӑвашсене, тӗттӗмре тытса тӑрса ҫитӗ ӗнтӗ... Ҫырӑва хытӑрах вӗренсе, хамӑр халӑха нумайрах усӑ кӳме тӑрӑшӑр. И.Я. пек усал кӑмӑллӑ ан пулӑр. Тӗнче ырлӑхӗ пурсӑра та ҫитӗ, пурсӑр та сапӑр пулӑр.
