Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Чӑваш тӑшманӗ

Иван Яковлевич Яковлев Кӑнна-Кушкинче, Пӑрӑнтӑк вулӑсӗнче, Пӑва уездӗнче, 1848 ҫулта ҫуралнӑ. Манпа пӗр вулӑсра, манӑн кукамай ҫуралнӑ ялта. И.Я. ҫинчен эпӗ ача чухне куккасенчен, инкесенчен нумай илтнӗ. Пуринчен ытла тата аннерен. Манӑн анне Чӑваш-Таяпинче ҫуралса ӳснӗ ҫынччӗ. Таяпа ялӗпе Кӑнна-Кушки ялӗ хушши пӗр ҫухрӑм ҫурӑран ытла мар. Кӑнна-Кушкине эпир хурӑнташсем патне (купца Ҫергейсем патне) йыхрава, хӑнана ҫӳреттӗмӗр. Кӳршӗри ял ҫыннисене чӑвашсем пит лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ. Паллӑ, манӑн анне те хӑйӗнпе пӗр тантӑшлӑ ҫынсене пит лайӑх пӗлсе тӑнӑ. И.Я. Таяпа ҫыннисем кӑна мар, ыттисем те пит лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Аннерен, И.Я. камсен тӑванне ыйтсан, анне мана ак ҫапла каласа паратчӗ: «И.Я. вӑл вӗлтрен ҫинче тупӑннӑ ҫын. Унӑн амӑшӗ Наҫтаҫ ятлӑччӗ. Тӑлӑх арӑмччӗ. Упӑшки вилсен тепӗр авланнӑ чӑвашпа Ласка Иванӗпе ҫыхланса пурӑнса ӑна тупрӗ. И.Я-н чӑн ашшӗн арӑмӗ, упӑшки çапла тӑлӑх арӑмпа, Наҫтаҫпа, пурӑннине сиссе, кӳлешсе, хӑйсене сивӗтсе пурӑннӑшӑн ҫилленсе вӗлерме шухӑшланӑ. Наҫтаҫ ача тусан, И.Я-а ҫуратсан, ача яшкине наркӑмӑш хутӑштарса пӗҫернӗ те, ӑна пит ҫуллӑ кӑна туса, ытти хӗрарӑмсем пек, ку та ача яшки илсе пырса Наҫтаҫа ҫитернӗ. Паллӑ, тутлӑ пӑтӑ ҫинӗ хыҫҫӑн, Наҫтаҫ нумай та пурӑнайман, часах вилсе кайнӑ. И.Я. ашшӗн арӑмӗ хӑйӗн тӑшманне упӑшкипе савӑшса пурӑннӑшӑн ҫилленсе ҫапла вӗлерсе пӑрахнӑ. Пирӗн чӑвашӑн ҫак йӑла пур ҫав: ача ҫуратакана, чирлӗскере, хӑй яшка пӗҫерейменнине пӗлсе, ытти хӗрарӑмсем, кӳрши-аршисем, хурӑнташӗсем яшкасем пӗҫерсе леҫеҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ, ӑна «Ача яшки» теҫҫӗ. Ача яшкине кирек хӑҫан та тутлӑрах пӗҫерме тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑшӗ аш яшки пӗҫерсе пыраҫҫӗ, хӑшӗ ҫуллӑ пӑтӑ, хӑшӗ икерчӗ, хӑшӗ кӳптӗрме, хӑшӗ турӑх-уйран, сӗт-ҫу. Камӑн мӗн япали ирӗклӗрех, ҫав ҫавна илсе пыма тӑрӑшать. Ача ҫуратаканнине кӑна мар, пӗтӗм ҫемйине пӗр-ик эрне яхӑн тӑранса пурӑнма ҫитет. Ку авалтан тухнӑ йӑла, питӗ аван япала...

Амӑшӗ вилсен кӑна, И.Я.-на, пӗчӗкҫӗ тӑлӑх ачана кӳршӗ хӗрарӑм, хӑйӗн ачи вилни, пӗр виҫ-тӑватӑ кунччен чӗчӗ ӗмӗртсе пурӑннӑ. Унтан вара Кӑнна- Кушкисемех Хветӗр ятлӑ суккӑр купӑсҫӑ пулнӑ. Унӑн Петӗр ятлӑ ывӑлӗ пулнӑ. Ҫак Петӗрӗн арӑмӗ И.Я.- на ӳсичченех хӑйӗн кӑкӑрне ӗмӗртсе пурӑннӑ. Чӗчӗ пӑрахтарсан ҫав ялсемех Пахом Кириллов арӑмӗпе иккӗшӗ, Авдотья Васильевнӑпа, хӑйсен ачисем вилнӗрен кӑна тӑлӑхскере шеллесе хӑйсем патне усрама илнӗ. Пахом Кирилловӑн хӗрӗ, Наҫтаҫ ятли, Таркан Пуҫне качча кайни, И.Я. ачаран пӑхса ӳстернӗ. Тӑлӑха шеллесе пит юратнӑ. Кӗпесем ҫӗлесе панӑ, варалансан ҫуса тасатнӑ. И.Я. унивеситетран вӗренсе тухсан та ҫав Наҫтаҫ ҫӗлесе панӑ кӗписене, шӑтӑкла тӗрлесе тунисене, эпӗ астӑвасса, тӑхӑнса ҫӳретчӗ.

1858-мӗш ҫулта И.Я. Пӑрӑнтӑка ҫырӑва вӗренме илнӗ. Ӑна ҫырӑва вӗренме илсе каяканни манӑн Чураппанти Кирушка кукка пулнӑ3. Вӑл ҫав вӑхӑтра Пӑрӑнтӑк приказӗнче казначей пулса пурӑннӑ. Вӑл хӑйӗн шӑллӗне те Яков Николаевча Иван Яковлевичпа пӗрле вӗренме илсе кайнӑ. Кӑнна-Кушкинчен тата тепӗр хурӑнташа манӑнне, Игнатий Ивановича4, илсе кайнӑ. Вӗсем Пӑрӑнтӑкра пӗрле вӗреннӗ.

Авалхи саманара чӑвашсем хӑйсен ачисене ҫырӑва вӗрентме, унта пит хытӑ ҫаптарнине пӗлсе, парасшӑн пулман. Приказчиксем кашни ҫыннине ирӗксӗр илнӗ. И.Я.-а тӑлӑхран никам та шеллекен пулман. Ҫырсан, илнӗ те кайнӑ. Ун чухне удельнӑй кантурта ачасене ҫӗр виҫме вӗрентнӗ. Шкулӗнче пӗр 150 ача вӗреннӗ. Удельнӑй кантура виҫҫӗшне те вӗренме илсен, Игнатий Ивановичӑн ашшӗ: манӑн килте урӑх ӗҫлекен ачасем ҫук, тархасшӑн, калле мана ачана киле ярӑр, тесе йӑлӑнса ыйтнӑ. Пит ыйтнӑран ӑна вара калле янӑ. Иккӗшӗ, Иван Яковлевичпа Яков Николаевич, вӗренме юлнӑ. 1865-мӗш ҫ. вӗсем унтан вӗренсе тухсан, иккӗш те ҫӗр виҫекенсем пулнӑ. Хура халӑха хытӑрах ҫырӑва вӗрентес тесе калаҫнӑ вӑхӑтра кусем ун чухне мӑйӑхсӑр ҫамрӑк ҫынсем пулнӑ. Малалла вӗренме чӗнсен тата каймалла мар-ши? Паллӑ, авланса ӗлкӗрнисем ӑна- кӑна шухӑшламан. И.Я., авланман ҫын, малалла вӗренме шут тытнӑ, ӑна чараканни арӑм пулман.

Пӗрер ҫул гимназире вӗренсен, 1868 ҫулта тытӑнать хӑйне юлташла ачасем пуҫтарса, вӗсене ҫырӑва вӗрентме. Чи малтан хӑйсен ялӗнчен Алексей Алексеевич Рекеева илет. Унтан ытти ялсенчен те5. Вӗсене вӗренме уездни училища кӗртнӗ. Хӑй Чӗмпӗрте вӗренсе тухсан Хусана каять, унта университета вӗренме кӗрет. Вӑл унта вӗреннӗ вӑхӑтра кусем кунта Чӗмпӗрте вӗренеҫҫӗ. Пурте вӗсем вырӑсла вӗренеҫҫӗ. Чӑваш ачисем пурте пӗр хӑваттирте пурӑнаҫҫӗ.

Хусанта И.Я. кӗрешӗн тутарсем епле вӗреннине кӗрсе курать, Николай Иванович Ильминскипе паллашать. Ильминский ӑна чӑвашсене чӑвашла вӗрентме кирли ҫинчен ҫӗнӗ ӑс парать. Тутарсем епле вӗреннӗ, ҫав май ҫукне каласа кӑтартать. Кунтан эсир университетран вӗренсе тухсан малашне чӑвашӑрсене ҫӗнӗ майпа малтан чӑвашла вулама-ҫырма вӗрентӗр. Ӑн илсен вара, вырӑсла та хытӑрах вӗрентӗр. Эпӗ ак кунта чӑваш ачисене вӗрентсе, учителе кӑларатӑп. Вӗсем вара чӑваш ялӗсенче, шкулсенче ачасене чӑвашла вӗрентсе ӑнлантараҫҫӗ. Хастарлисене, вӗсем вӗрентсе кӑларнисене, эпир кунта вӗренме илетпӗр. Вӗсем те ҫапла учительсем пулаҫҫӗ, ыттисене вӗрентеҫҫӗ. Епле те пулсан тӑрӑшма кирлӗ: чӑвашсене хӑйсен авалхи йӑлисене, чӳксем, уйчӳксем тӑвассине пӑрахтарса чиркӗве ҫӳретме, пирӗн тӗнпе пурӑнса турра кӗлтума, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларса вырӑс тума тӑрӑшмалла... Чӑвашсене кӑна мар, ытти халӑхсене те эпир ҫапла хӑйсен чӗлхипе вӗрентсе вырӑс тума тӑрӑшатпӑр. Чӑвашсем ав хӑйсен тӗттӗмлӗхӗпе, тутарсем хӗтӗртнипе тутара тухаҫҫӗ, ӗлӗкхи пек тӗттӗм ҫынсем пулма... Чӑвашсене эсир ӳкӗтлӗр, вӗрентӗр, вырӑс ҫыннипе хутӑштарса яма тӑрӑшӑр... Чӑваш халӑхне эпир хушнӑ пек вӗрентнӗшӗн эпир сире вырӑс тӑвӑпӑр, шалу парӑпӑр, чинсем, митальсем, пысӑк вырӑнсем партарӑпӑр. Сире курса, ыттисем те сирӗн пек чаплӑ пулма тӑрӑшӗҫ. Эсир вӗсене ҫул кӑтартаканнисем пулӑр. Вӗсем сирӗн хыҫран такӑр ҫулпа сиккипех пыраҫҫӗ... Чӑн тӗн ҫинчен вӗрентнӗшӗн сире ҫӳлти патшалӑх пулӗ. Пурсӑр та эсир унта кӗме тӑрӑшӑр... Кунти, ҫӗр ҫинчи, пурнӑҫ пӗр авкана кӑна, леш тӗнчери ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ. Сирӗн ҫынсем халӗ ӑна-кӑна пӗлмеҫҫӗ, вӗсене хӗрарӑм- мӗнӗпе малтан ҫапла эпӗ хушнӑ пек чӑвашла вӗрентсен тин вӗсем ҫут ҫанталӑка курӗҫ, ҫӳлти сывлӑша илӗҫ... Эпир ав тӗне пула епле ҫӗкленсе кайнине куратӑр пулӗ? Ӑҫта ҫитнӗ, унта вырӑс халӗ, паттӑр ҫынсем. Малашне пӗтӗм тӗнче вырӑс пулӗ, тет.

Ун сӑмахӗсене И.Я. темӗн тӗрлӗ сапӑр пулать. Мӗн тума хушнине тума пулать. Эпӗ кунтан вӗренсе тухсан эсир мана пулӑшӑр, тет. Лешӗ кӑна мӗн пур вӑйӗпе пулӑшма пулать.

Иван Яковлевич Яковлев ҫинчен эпӗ паҫӑр ҫыртӑм хам мӗн пӗлнине, аннерен, хурӑнташсенчен мӗн-мӗн илтнине. Халӗ ӗнтӗ ҫав сӑмахсем суя маррине авалхи ҫырусенчен пӗлтерем. (Документсене сиктерсе хӑваратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем халӗ паллӑ - Ю.Я.)... Икӗ ревизире те Иван Яковлевича «незаконорожденный» тенӗ. Ак ҫак «незаконорожденный» сӑмах вӗлтӗрен ҫинче тупӑннине кӑтартнӑ. Ун ҫинчен илтнӗ хыпарсем пурте тӗп-тӗрӗс иккен. Авалхи хутсем те кӑтартса параҫҫӗ.

1870-1875-мӗш ҫулсенче И.Я. Хусанти университетран вӗренсе тухать. Малтан хӑй уҫнӑ шкулта чӑваш ачисене вӗрентсе пурӑнать. Золотницкий вилсен ӑна 1875 ҫулта Окружной Инспектор чувашских школ Казанского учебного округа туса хураҫҫӗ. Пысӑк вырӑн параҫҫӗ. Мӗн пур ӗҫе чӑваш ачисене вӗрентес тӗлтен унӑн аллине параҫҫӗ. Ку вара тытӑнать ҫӗнӗ майпа, Ильминский кӑтартса панипе, чӑвашсене шкулсенче малтан чӑвашла вӗренттерме. Золотницкий ҫырнӑ кӗнекесене тиркеттерет, мӗншӗн тесен Золотницкий ҫӳл енчи чӗлхепе ҫырнӑ. Ку анатри чӗлхепе ҫырса пустарттарать6. И.Я. хӑй те анатри чӑваш пулнӑ. Ҫӳл енчи чӗлхепе ҫырнӑ кӗнекесене питех килтерсе ҫырайман. Сас паллисене те чӑваш чӗлхинче ҫуккисене кӗртнӗ, ав ҫавӑнпа тата питрех чӑвашсене юрайман. И.Я. чухне анатри чӑвашсем, унӑн юлташӗ, Кӑнна-Кушкисемех, Игнатий Иванович, унтан - чи малтан Чӗмпӗре ачасем пухнӑ чухне Кӑнна-Кушкинчен илсе кайнӑ Алексей Васильевич Рекеев, унтан - Хусанти кӗрешӗнсен шкулӗнче вӗреннӗ ача Сергей Николаевич Тимрясов, чи малтан тутар кӗнекисене чӑваш чӗлхине куҫарма тапратнӑскер. Хусанта вӗренсе тухсан ҫав Тимрясов Чӗмпӗрте, чӑваш шкулӗнче ачасене вӗрентсе пурӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пирӗнпе пӗрле чӑвашла кӗнекесем кӑларас ӗҫре питӗ нумай пулӑшрӗ. Унӑн юлташӗ Даниил Павлович та нумай ӗҫлерӗ. Ҫаксем иккӗш хӑйсен ӑшӑ кӑмӑлӗпе мана чӑвашла вулама та, ҫырма та вӗрентрӗҫ. Вӗсем хӗтӗртнипе эпӗ чи малтан чӑвашла ҫырса асапланма пуҫларӑм: юрӑсем пуҫтартӑм, ваттисен сӑмахӗсене, юмахсене, халапсене тата ыттисене те. Вӗсемех мана чӑвашла сочиненисем ҫыртарттарчӗҫ. И.Я.-па пӗр вулӑсран иккенне пӗлсен манӑн чӗлхене калаҫнӑ сӑмахӑмсене юратса, мана кӗнекесем куҫарас ӗҫрен хӑвармастчӗҫ. Чӑвашла вуламалла чухне эпӗ пит аван вулаттӑмччӗ. Ир те, каҫ та кӗлтунӑ чухне, начар вулакансене черет ҫитсен вӗсене вулаттармастчӗҫ, мана вулаттаратчӗҫ. Даниил Павловичпа Сергей Николаевич Тимрясов мана хамӑр чӑваша юратакан турӗҫ. Вӗсенӗн ӑшӑ, ырӑ кӑмӑлӗсем хушнӑ пирки эпӗ халӗ те чӑвашла ҫырса асапланатӑп. Мана ырра вӗрентнӗшӗн вӗсем ҫинчи тӑприсем ҫӑмӑл пулччӑр!.. Хамӑр чӑваш валли чӑвашла ҫырнин усси нумайрах пултӑрччӗ, ҫамрӑксем хӑйсем те ҫапла тӑрӑшчӑр, чӑвашла ҫырччӑр, хамӑр чӑваш халӑхне малалла яччӗр. Мухтавӗ Халӑхран вӗсене пулӗ...