- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Чӑваш тӑшманӗ
Ни на небе, ни среди моря,
Ни в горах-пещерах нигде не можешь ты скрыться от последствий своих злых дел.
Буддийское изречение
Тӗттӗм ӗҫсем
Ӗлӗк патшасем вӑхӑтӗнче вырӑссем пирӗн чӑваш халӑхне хӑйсемпе хутшӑнтарса ярса, вырӑс тума тӑрӑшнӑ. Ҫав тӗллевпе чи малтан пирӗн Хусан патшалӑхне туртса илсенех, чӑвашсене, ытти халӑхсемпе пӗр вӑхӑтра, ирӗксӗр тӗне кӗртме пуҫланӑ. Вӗсенчен чаплӑ ҫыннисене, ӑруллӑ ҫынсене, тӗне кӗнисене, тӗне кӗнӗшӗн темиҫе пиншер теҫеттин ҫӗрсем касса панӑ. Тӗне кӗнисем князь йӑхӗсем пулнӑ пулсан, вӗсене ӗлӗкхи пекех, ӗмӗр-ӗмӗрне йӑхӗ-йӑхӗпе князьсен ячӗпе ҫӳреттернӗ. Ӗлӗк улпут кӑна пулнисене, вӗсене тӗне кӗртсен, улпут ячӗпех ҫӳретнӗ, ҫӗрсем панӑ. Вӗсене курсах ыттисем те ҫаплах тӗне кӗччӗр, тенӗ. Тӗк тӑман ҫынсене, ҫӗр ӗҫлекенсене, ремесла таврашӗ пӗлмен ҫынсене хура халӑх, тенӗ. Тӗне кӗнӗ ҫынсене, пысӑк ҫынсен йӑхӗсене тӗне кӗнӗшӗн ҫӗршыв нумай панине пӗлсен, чеереххисем тата ҫав вӑхӑтрах урӑх ятпа тӗне кӗмен ҫынсем пулса, пӗр-ик тапхӑр та шыва кӗнӗ, темӗн чухлӗ ҫӗр йышӑнса юлнӑ. Хура халӑха, тӗне кӗнисене льготӑсем панӑ: салтакран хӑварнӑ, пӗр-ик-виҫ ҫул куланай укҫисем тӳлеттермен. Кӗпе-йӗмсем тӑхӑнтартнӑ, ячӗшӗн пӑртак укҫа та паркаланӑ. Тата вак-тӗвек ытти ырлӑхсем те тӑвам пек пулнӑ. Усал ӗҫпе ҫакланнӑ
ҫынсене, вӑрӑ-хурахсене, тӗне кӗрсен вӗсене айӑпламан.
Тӗне кӗмен чӑвашсене тӗне кӗнисемпе пӗрле пӗр ялта пурӑнма чарнӑ. Вӗсене урӑх вырӑна куҫса ларса, хӑйсене уйрӑм ялсем туса, ҫавсенче пурӑнтарнӑ. Пӗрле пурӑнсан, тӗне кӗнисем калле ҫаврӑнасран хӑранӑ. Тӗне кӗнӗ чӑвашсене тӗне кӗмен чӑвашсен хӗрӗсене качча илме е качча кайма чарнӑ. Чӑвашсене темӗн тӗрлӗ хӗссен те, пирӗн чӑвашсем вырӑс енне ҫаврӑнасшӑн пулман. Май килнӗ чухне умра хамӑр тӑвансене кура- тӑра тутара тухма тӑрӑшнӑ. Мӗншӗн тесен «тутар» тенӗ ҫынсем, вырӑссем ҫырнӑ пек, монгол тутарсем пулман, хамӑр чӑвашран, авалхи саманасенче мусульман тӗнне йышӑннӑ ҫынсен йӑхӗсем анчах пулнӑ. Вырӑссем мӗншӗн апла тӗне кӗртме хӑтланнине чӑвашсем часах сиснӗ. Нумайӑшӗ тӗне кӗнӗ чӑвашсем каялла ӳксе, тутар ячӗпе ҫӳреме пуҫланӑ, тутара тухнӑ. Ҫав ҫынсене вырӑссем ытти чӑвашсенчен уйӑрма «служилые татар из чуваш» тенӗ. Кайран-кайран ҫав ҫынсене вара тутар ячӗпе ҫӳретме пуҫланӑ. Чӑвашсене пит хӗснӗ вӑхӑтра чӗреллисем, тӗне кӗрес теменнисем, хӑйсене пит хӗснӗрен, ют патшасен ҫӗрӗсене тухса тарса, хӑтӑлнӑ. Хӑйсене унтан, ют патшасен ҫӗрӗнчен тытса парассине пӗлсе, хӑраса, камсем хушшинче пурӑннӑ, ҫавсен ячӗсемпе пурӑннӑ. Тӗрӗк ҫӗрне тарнисем, хӑйсене хӑйсем эпир тӗрӗк ҫыннисем, тенӗ. Вӗсен тӗнне кӗнӗ. Хӑйсем чӑвашсем иккенне малашне вара палӑртман, ют ҫынсен ячӗпе ҫӳренӗ...
Чӑвашсем вырӑса тухасшӑн пулманнине курса тӑра, вырӑссем тытӑннӑ - ҫырӑва вӗрентсе, улталаса - вырӑса кӑларма. Ав ҫав тӗллевпе чӑваш ялӗсене шкулсем, чиркӳсем тутарттарнӑ. Чӑвашсем вырӑс чӗлхине пӗлменрен тытӑнаҫҫӗ малтан хамӑр чӑваш чӗлхипе вӗрентме. Кӑшт тӗн ҫинчен вӗрентем пек пулса, часах тытӑннӑ чӑвашсене хытӑрах вӗрентме. Вӗрентекенсем вӑл вӑхӑтра паллӑ вырӑссем пулнӑ, пупсем. Чӑваш ачисене чӑвашла вӗрентме пупсем хӑйсем те чӑвашла калаҫма лайӑхах пӗлмен пирки, вӑл ӗҫе ниепле те малал ла ярайман. Аптранӑ енне ачисене ӳркенсе, вӗренместӗр тесе шухӑшласа, пит хытӑ кутран ҫаптарнӑ. Хӑшне тата шкул урайне, пӗр кӗтессине пӑрҫа е хура тул сапса, вӗсем ҫине ҫара уран, чӗркуҫлентерсе лартса тӑнӑ. ҫӳҫӗсенчен, хӑлхисенчен тытса, пит хытӑ лӑсканӑ. Хӑлха чиккисенчен, ӗнсесенчен, пит ҫӑмартисенчен пӗтӗм вӑйпа ҫупа-ҫупа янӑ. Кунӗн-ҫӗрӗн шкулта ҫиме памасӑр выҫӑ тытнӑ. Усал кӑмӑллӑ ҫынсем, пупсем, темӗн те пӗр хӑтланнӑ. Ачисем, мӗскӗнсем, тӗрлӗ усал ӗҫсемпе тарӑхтарнӑ пирки хӑраса пушшех вӗренеймен. Шкулсенчен писнӗ, вӗренме мар, вӗсен тӗсӗсене курасси килмен. Пупӗсем хӑйсен вӑрӑм илемсӗр тумӗсемпе сехрине хӑптарнӑ. Пит хӗненине тӳсеймесӗр нумайӑшӗ вӗренекен ачасем шкулсенчен, тӗрмерен тухса тарнӑ пек, тухса тарса килӗсене таврӑнмасӑр эрни-эрнипе хирсенче, вӑрмансенче, ҫырмасенче тарса пурӑннӑ. Ачисем ҫапла шкултан тухса тарсан е килӗсене таврӑнсан тата урӑх вӗренме каясшӑн пулман. Вӗренекен ачисем шкула вӗренме пыми пулсан приказрисем урлӑ ирӗксӗр шыраса тупса илсе пыртарнӑ. Ҫиллисемпе тата хытӑ тытӑннӑ кастарма... Шкулӗнче алӑкран кӗнӗ ҫӗрте касмӑк тулли ҫаптарма хатӗрлесе хунӑ рускӑсем шыв ҫинче шӳсе тӑнӑ. Хурӑн хуллисене пӗрер ывӑҫ ҫыха-ҫыха хунӑ. Кунӗсене вӗрентсе ирттермен, ачасене ҫаптарса анчах ирттернӗ... Вӑл вӑхӑтра чӑваш ачисем шкула вӗренме кайиччен, салтакра ҫирӗм пилӗк ҫул службӑра тӑмалла пулсан та унта кайма хавасрах пулнӑ. Мӗншӗн тесен унта пысӑк ҫын пысӑк ҫынпа калаҫнӑ, мӗн каланине ӑнлантарса, ыттисем пӗлекеннисем каласа парса ӑнлантарнӑ. Кунта шкулта пысӑк ҫынпа пӗчӗкҫӗ ача пулнӑ. Пӗри каланине тепри хӑш чухне ӑнланма пултарайман. Вӗрентекенни ют ҫын пулнӑ, ҫиллипе ачине, вӑйсӑр ҫынна хӗнеме кӑна мар, паҫӑр ҫырнӑ пек, темӗн те пӗр тума пултарнӑ. Мӗн пур ирӗк вӗсен, тӑшмансен, аллинче пулнӑ. Унтан тата пирӗн чӑваш хушшине епле ҫынсене вӗрентме янӑ тетӗр? Ӑҫти ҫук ӳсӗр ҫынсене, пупран хӑваласа кӑларнисене, арӑмсӑр тӑрса юлнисе не. Ҫавӑн пек тӗрлӗ чурт-чурамасем пирӗн чӑвашсем хушшинче, тӳре-шарасенчен аякра пурӑннӑ ҫӗрте, асса пурӑннӑ. Чӑвашсене, хӑйсене ҫӑкӑр ҫитерекенсене, ӑсӗсене те илмен, ҫын вырӑнне те сума суман. Кирек мӗн хӑтлансан та эпир кунта хамӑр аслисем, тенӗ. Аслӑ тӳре-шарасем пирӗн чӑвашсен хутлӑхне вунӑ ҫулта пӗрре пырса пӑхнӑ. Пырса пӑхсан та пӗр сехет хушшинче мӗн тума пултарать? Курса иртнин йӑлнне кӑна тӑвать. Шаннӑ ҫыннисем лайӑх ӗҫлеҫҫӗ пулать. Ачисем хут ҫинче лайӑх вӗреннӗн курӑнать, тата мӗн кирлӗ?.. Ларать те каять малалла, ӑҫта шухӑшланӑ ҫӗрелле.
Вырӑссем хӑйсем алли айӗнче парӑмра пурӑнакан ҫынсене темиҫе ӗмӗр ҫапла вӗрентсе пурӑнсан та уссине нумаях курайман. Ачасене вӗрентес ӗҫе тепле тӑрӑшсан та ниепле те малалла ярайман, вӑл ӗҫе пӑрахма та юраман, ҫӳлтен аслисем, тӳрисем, хытӑрах вӗрентӗр тесе тӑнӑ. Чӑваш ачисем мӗн каланине, мӗн вӗрентнине ӑнланаймаҫҫӗ тесен, вырӑс чӗлхипе е славянсем чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене чӑваш чӗлхине пӗлекенсене чӑвашла куҫарттарнӑ, ҫавсем тӑрӑх тӗн ҫинчен вулаттарса ӑнлантарма тытӑннӑ. Кӗнекесене чӑн чӑваш чӗлхипе куҫарман пирки вӗсем начар пулнӑ. Ҫитменнине тата кӗнекесене ҫӳл енчи чӑвашсен чӗлхипе куҫарттарса пустарнисене анатри чӑвашсем ӑнланса пӗтерймен. Анатри чӑвашсен чӗлхипе куҫарнисене вире ял чӑвашӗсем питех ӑнланайман. Ав ҫавӑнтан вӗрентес ӗҫсем тата питрех ҫыхланса пӑсса тӑнӑ. Вӗрентекеннисем ялан пупсем пулнӑ пирки вӗсем хӑйсен ӗҫне, чиркӳре кӗлтумалли кӗнекесене, вӗрентесшӗн пулнӑ. Ытти япаласем ҫинчен ҫырма та, хисеплеме те питех вӗрентесшӗн пулман. Кӑшт вулама вӗренсенех славянсен чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене вулаттарма тытӑннӑ: катехизиссене, евангелисене, часославсене т.ыт. Акӑ ҫак кӗнекесемпе чӑваш ачисен пуҫӗсене хӑртнӑ... Хӑйсене пулсан: «Эпир сире, чӑвашсене, ҫутта кӑларма тӑрӑшатпӑр», - тесе вӗрентнӗ пулать. Вӑл кӗнекесенчен чӑваш йӗп вӗҫӗсӗрех юлнӑ. Ҫак ӗҫ 1865 ҫулта пулнӑ пулас. Ку хыпахӑртса анчах пурӑннӑ. Вулама та ӗретлӗрех вӗрентеймен. Вӗренсе тухнӑ ачасем нимӗн те пӗлмен. Ҫӑпатасем ҫӗтсе ҫӳрени анчах пулнӑ. Ав ҫавна пӗле тӑруҫӑм чӑвашсем хӑйсен ачисене шкула ҫырӑва вӗрентме ярасшӑн пулман. Укҫаллӑ ҫынсем вӑрттӑн укҫа тыттарса ачисене шкула тӑктӑмал ҫӳреттермен, рускӑсемпе ҫаптарттарман, шелленӗ. Юрлӑ ҫын ачисене тӑраниччен хӗненӗ, вӗсем йӗнӗ те тӳснӗ. Пӑртак вӗренме пултарнӑ камсем? Пупсен таврашӗнче пурӑнакан чӑваш ачисем. Вӗсен ачисемпе ача чухне пӗрле выляса ӳссе, пӑртак вырӑссен чӗлхине чухлама пултарнӑ. Ҫырӑва вӗреннӗ чухне ун пеккисем хастарлӑ вӗренме те пултарнӑ. Вӗренсе тухсан, ун пеккисене чиркӳ таврашӗнче ӑҫта чиркӳ старостисем тунӑ, ӑҫта чан ҫапакан панамарсем. Питрех чӗлхе- ҫӑварлисем тиечуксем те пулма пултарнӑ. Праҫвирни майрисемпе паллашсан, вӗсене хӑйсем валли качча илсе янӑ. Вӗсенчен тӑван ачисем амӑш чӗлхипе калаҫса ӳснӗ ҫынсем вырӑс пулса кайнӑ. Ун пеккисем вара ялти пупсемшӗн пит кирлӗ ҫынсем пулнӑ. Пысӑк тӳре- шарасем ялне пырсан-тусан: «Епле чӑвашсем ҫырӑва вӗренсе вырӑса тухаҫҫӗ?» - тесе ыйтнӑ. - Ак тухаҫҫӗ тесе, ҫаксене кӑтартнӑ. - Камсем ак чӑвашсем, тенӗ. Вӗсемпе калаҫса пӑхсан, чӑнласах та вӗсем вырӑсла мар, чӑвашла та калаҫма пултарнӑ. Тӳрисем кусене - пупӗсене те, вырӑсла калаҫма пӗлекен чӑвашӗсене те - мухтанӑ, юратнӑ. Ыттисене ҫапла ҫутта кӑларӑр, вӗсем те ҫапла вырӑс пулччӑр тесе ӳкӗтлесе хӑварнӑ. Пупӗсене тӑрӑшнӑшӑн, хӑйсене уйрăм кӑмӑл тунӑ: уйран ҫӳпҫи пек кӗлеткесем тӑхӑнтартнӑ. Ыйтсан-тусан вӗсене пысӑк прихутсене куҫарнӑ. Пысӑкран пысӑк чинсем партарнӑ. Кӑкӑрсем ҫине напречнӑй хӗрессем ҫактарнӑ. Вӑл япаласене шеллесе памасӑр тӑман, пӗрре вырӑнне иккӗ ҫакма та хатӗр тӑнӑ. Ӗҫлекене кӑмӑл тунӑ. Вӑл вырӑс ҫыннине аван пулнӑ. Ӑҫта ҫитнӗ унта тӑрӑштарма май тупнӑ...
Ялта пӗр-ик-виҫ ҫын вырӑса тухнипе кӑна чӑваш ялӗсем пӗтсе ларман. Вӗсем вырӑнне чӑвашсенчен тата ҫуралсах тӑнӑ. Чӑваш ачисене, ҫуралса пӗр ӳснисене, вӗрентсе ӗлкӗрме вырӑссене кансӗр пулнӑ. Вӗсем ҫуралнисене пӗр тӗне кӗртнипе, пӗр авкана сапӑр пулса тӑнӑ. Кусем ҫурри вырӑс пулаҫҫӗ. Хӑйсен тӑванӗсенчен, тӗне кӗмен чӑвашсенчен, тутарсенчен уйрӑлаҫҫӗ, теҫҫӗ. Малашне хӑйсемех, ҫыру вӗренсен, вырӑса ҫаврӑнӗҫ тесе шухӑшланӑ. Ак ҫавӑнпа чӑвашсене тахҫантанпах ҫырӑва вӗрентсе пынӑ.
Пирӗн чӑвашран айван ҫынсем, нумайӑшӗ халӗ те пӗлмесӗр шухӑшлаҫҫӗ. Чӑвашсене Иван Яковлев анчах ҫырӑва вӗрентме пуҫларӗ, унччен ӗлӗк никам та вӗрентмен тесе. Ку шухӑшсем тӗрӗс мар. Чӑвашсене Хусана илнӗренпе пӗр вӗҫрен вӗрентсе пынӑ. Утилни вӑхӑтӗнче 30-40-мӗш ҫулсенче чӑвашсен хутлӑхне пӗтес çук чиркӳсем, шкулсем туса панӑ. Шкулсенче 50- 60 ача вӗреннӗ. Ялта вӗренсе тухнисене, хастарлисене, малалла вӗренме хуласене илсе кайнӑ. Хӑшне лекӗре вӗрентнӗ, хӑшне ҫӗр виҫме (землемера), хӑшне агронома тата ытти тӗле те. Ытах мала вӗренейменнисене екӗрсен ӗҫне, ухутана ҫӳреме вӗрентнӗ. Авалхи саманасенче улпутсене ун пек ҫынсем пит кирлӗ пулнӑ. Вӗренес текенсене, хастарлӑ ҫынсене, ӑҫта вӗренме вырӑн тупнӑ, ҫавӑнта янӑ - вӗренме кӑна ан ӳркен. Ҫавӑн пек хулара вӗреннӗ ҫынсем, ӳссен, авланнӑ чухне майрасем илнӗ, вӗсен ачисем вырӑса тухнӑ, хӑйсем ватӑлса вилсе ҫухалнӑ, чӑвашсен хутлӑхӗнчен вӗсем тӗлӗшӗнчен, майра илсе янӑ ҫынсене асӑнман та, чӑвашсемшӗн вӗсем усӑсӑр ҫынсем пулса пӗтнӗ... Акӑ ҫак майпа вырӑссем пӗр чӑвашсене кӑна мар, ытти ҫынсене те ҫапла вырӑса ҫавӑрса пынӑ. Вырӑс ҫыннисем ӗрчесе пынӑ. Чӑвашсемпе тата ытти ҫынсем, ӑна- кӑна пӗлмесӗр сахалланса, чакса, пӗтсе пынӑ. Хӑйсем пӗтнипе кӑна тӑрансан, тата хӑйсем хыҫҫӑн хӑйсен тӑванӗсене те илӗртсе пынӑ. Вӗсем те хӑйсем пекех тепӗр шӑтӑка анса кайса ҫухалнӑ...
Чӑвашсен тепӗр тӗрлӗ тӑшманӗ пулнӑ. Вырӑссем чӑвашсене пит хӗснӗ вӑхӑтра чӑвашсем хӑйсен тӑванӗсем енне тайӑлнӑ, тутара тухнӑ. Ав ҫавӑнта чӑвашсем, икке уйӑрӑлнӑ пирки, пит сахалланса юлнӑ. Ҫитменнине тата тӗне кӗменнисем те тӗне кӗнисемпе хутшӑнаймасӑр уйрӑм тӑрса юлнӑ, сахалтан питех ӗрчеймен. Тутарсем хӑйсем енне ҫаврӑнма ӳкӗтлесе пурӑннӑ. Вырӑссем те вӗсенчен юласшӑн пулман, ялан патшалӑх вӑйӗпе пусмӑрласа пурӑннӑ. Чӑвашсем, мӗскӗнсем, тӗнче епле улшӑнса пынине, хӑйсен ӗмӗрӗнче курнӑ ҫынсем, йӗнӗ те тӳснӗ. Хамӑр тӗне пӗтерсе ют тӗне мӗншӗн йышӑнтарнине, мӗншӗн чӑвашсене ҫырӑва вӗрентсе пупсем-мӗнсем туса янине пӗлсен те вӗсене хирӗҫ нимӗн тума та хал ҫукне пӗлсе тӑнӑ.
Вырӑссем ҫапла темиҫе ӗмӗр чӑвашсене тата ытти ҫынсене тӗн ҫинчен вӗрентсе пурӑнса, улталаса вырӑҫ туса пурӑннӑ. Нумайӑшӗ, айвансем, ҫак тӗттӗм ӗҫе мӗншӗн тунине пӗлмесӗр, чӑнласах та вырӑссем пире ҫӳлти патшалӑха кӗртесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ пулӗ тесе, шанса пурӑннӑ. Тӗне пула хӑйсем вырӑса тухса кайнине мӗскӗнсем сисмесӗрех юлнӑ... Вырӑссем хӑйсем вӗрентнипе кӑна чӑвашсене вырӑс туса яма пултарайманнине курса тӑнӑ. Ав ҫав тӗллевпе вӗсем тата тепӗр тӗрлӗ ӑс тупнӑ: эпир хамӑр вӗрентнипе ют ҫынсене вырӑс тӑваймӑпӑр, атьӑр вӗсене хӑйҫен чӗлхипе хытӑрах вӗрентсе ӑнлантарар, ҫапла вӗсем часах вырӑса тухаҫҫӗ. Вӗреннӗ ҫыннисем вырӑссене пула ирӗксӗр вырӑс пулаҫҫӗ. Авлансан-тусан, вӗсем майрасем илеҫҫӗ, вӗсен ачисем вырӑсла калаҫаҫҫӗ, тесе тытӑннӑ ҫак ӗҫ ҫине тӑма. Пӗр ҫынна нумайрах ҫырӑва вӗрентсе кӑларса, ҫак чӑвашсене вырӑса ҫавӑрас ӗҫе унӑн аллине парса, ӑна хытӑрах ӗҫлеттермелле.
1861-мӗш ҫулсенче пӗр чӑвашла вӗреннӗ ҫын, Золотницкий, вырӑс ҫынни, тытӑнать чӑвашсене хӑйсен чӗлхипе чӑвашла вӗрентме кирлӗ, тесе ҫырма. Тытӑнать хӑй чӑвашла кӗнекесем куҫарса ҫырма: «Чуваш кнеге», «Чувашла волама шотлама да вӗренни», «Руководство», «Солдальк кьнеге» календарь 1867-мӗш ҫула, «Тора хальгын порньзь», «Евангелия», «Изложение основных правил чувашского языка, как тюркского наречия», «Подвижная азбука для нарезки букв на карточки», «Упрощенный способ обучения чтению», «Книжки для упражнения в чтении», Словарь чувашско-русский, т. ыт. Ҫак вӑхӑтра ҫӗнӗ земствӑсем тытӑннӑ ҫынсене хытӑрах ҫырӑва вӗрентме. Золотницкий хӑй инспектор чувашских школ Казанского Учебного Округа пулса тӑнӑ. Хӑй тӑвас ӗҫне, шухӑшланӑ ӗҫне, тума пултарнӑ. Чӑвашсене шкулсенче чӑвашла вӗренттернӗ. Нумайӑшне вӗрентсе чӑвашсене учителе, пупа кӑларнӑ. Пупӗсем чиркӳре чӑвашла кӗлтӑва пуҫланӑ2. Золотницкий правительство умӗнче чӑвашсемшӗн нумай тӑрӑшнӑ. Астӑвӑр, вулӑр унӑн «По вопросу о способах образования чуваш» ятлӑ кӗнекине. Вӑл 1866 ҫулта декабрӗн 4-мӗшӗнче Хусанта тухнӑ. Золотницкий чунӗпе чӑвашсене чӑвашла вӗрентме тӑрӑшнӑ. Иван Яковлевич Яковлев, кайран ун вырӑнне кӗнӗ ҫын, чӑваш ҫынни, ӑна хирӗҫ ҫырнӑ: чӑвашсене шкулсенче чӑвашла вӗрентме кирлӗ мар, вырӑсла кӑна вӗрентме кирлӗ, тесе. Вӑл тӗлтен вулӑр вӑл ҫырнине (Симбирск. Губ. Ведом., 1868-мӗш ҫул, 100- 111, 112-мӗш №№). Ак хамӑр чӑваш ҫынни - те!..
Пирӗн чӑвашсен Золотницкие манас пулмасть. Унӑн портретне кӗнекесем ҫине ҫаптарас пулать. Портречӗ унӑн Чӗмпӗрте пирӗн музейре пур. Золотницкие пула пирӗн чӑвашсем ҫӗкленсе кайрӗҫ...
Кам-тӑр, паллӑ мар, ҫав ҫулсенче Чӗмпӗрти удельнӑй кантурне пынӑ. Вӑл вӑхӑтра унта чӑвашран ҫыру пӗлекенсем, ҫӗр виҫекенсем вуннӑран та ытла пулнӑ. Ҫав утельни кантурне пынӑ ҫын кам иккенне землемерсем пӗлмесӗрех юлнӑ. Ҫак ӗҫ 1865-мӗш ҫулта пулнӑ пулас. Ку хыпара мана аттепе пӗртӑван пысӑк тетем каласа пачӗ, вӑл ун чухне землемер пулса пурӑннӑ ҫын, унта пулнӑ. Пырса кӗнӗ ҫынни лутрарах кӑна ҫын пулнӑ. Тӗсне пӑхсан, пӗр 40-50 ҫулта пулнӑ. Ҫак ҫын чӑвашсем патне пырса кӗрсен, чертежнӑй пӳлӗме: - Кунта чӑвашсем пур имӗш, ӑҫта вӗсем? - тенӗ. - Манӑн вӗсемпе калаҫмалли пур.
Кусем: - Эпир кунта пурсӑмӑр та чӑвашсем пулатпӑр, - тенӗ ӑна хирӗҫ.
Чӑвашсем пулсан лайӑхчӗ ӗнтӗ. Эппин эпӗ сирӗнпе пӑртак калаҫам, сиртен ыйтса пӗлем, эсир ак ҫырӑва вӗреннӗ ҫынсем. Сиртен хӑшӗ те пулсан малалла ҫырӑва малалла вӗренес текенсем ҫук-и?.. Вӗренес текенсене эпӗ пулӑшӑттӑм, тет.
Кусем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илсе калаҫа пуҫлаҫҫӗ. Манӑн пысӑк тетем калать: - Эпӗ авланнӑ ҫын, ватӑла пуҫланӑ. Вӗренес ӗмӗтӗм манӑн иртнӗ пулӗ, тет.
Тепӗр тӑванӑм Якку кукка та кала пуҫлать: - Эпӗ те авланнӑ ҫын, тет.
Тата ыттисем те, авланнисем, малалла вӗренесшӗн пулмаҫҫӗ.
Авланманнисем вӗренме шухӑшламӗҫ-и? Вӗсенчен ыйтса пӑхасчӗ тет. Вӗсенчен ыйтса пӑха пуҫлать: - Эсир, ҫамрӑксем, малалла ҫырӑва вӗренме шухӑшламарӑр-и? - тет.
Ӑҫта вӗренмелле? - теҫҫӗ.
Гимназире, университетра, - тет ку. - Пысӑк шкулта, университетра вӗренсе тухсан, пысӑк шалу иле пуҫлӑр, тет.
Авланманнисенчен пӗри, Иван Яковлевич Яковлев ятли, чӑвашран землемер пулни, вӗренме ухута тӑвать. Иван Яковлевич, пӗр-икӗ ҫул землемер пулса пурӑннӑ ҫын, Улатӑр хулинче ҫӗр виҫнӗ вӑхӑтра, пӗр ҫынпа, ӗлӗк гимназире учитель пулнӑскерпе, паллашать. Малалла вӗренме ӗмӗт туни ҫинчен ӑна каласа кӑтартать. Леш ӑна гимназине кӗме ӑс парса, хатӗрле пуҫлать, пулӑшать.
1867-мӗш ҫулта Иван Яковлевич Яковлев Чӗмпӗрти гимназие вӗренме кӗрет. Унта тӑватӑ ҫул вӗренкелесе тухсан Хусанти университета кӗрет. Унта та ҫапла тӑват-пилӗк ҫул вӗренсе тухать. Ак ҫак ҫын камран ҫуралса кам пулни ҫинчен, чӑвашсемшӗн кам пулни ҫинчен ҫырса пӗлтерем. Пирӗн чӑвашран нумайӑшӗ ӑна-кӑна пӗлмеҫҫӗ: чӑвашсене вӑл ырлӑх тунӑ-и е хурлӑх-и?
